Чăваш ачисем — фестивальте
Крым Республикинчи Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче çак кунсенче шкул ачисен хушшинче Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи фестивалĕ иртет. Ăна РФ Спорт тата РФ Вĕрентÿпе наука министерствисем йĕркелеççĕ. Фестивале Раççей регионĕсенчи 85 команда хутшăнать. ГТО фестивалĕн программин зачечĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 85 регион йышĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.






Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ялĕнче пурăнакан Нина Петровăн шăпи çăмăлах килмен пулсан та ÿпкелешмест вăл. Çур ĕмĕр хыçа хăварнăскер виçĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
Людмила Алексеева пахчара кăштăртататчĕ. Алексеевсем Муркаш районĕнчи Автанкассинче çырма хĕрринчи пÿртре çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнаççĕ. Мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен Людмила Варфоломеевнăн сăнĕ çуталчĕ. Пире тахçанах кĕтнĕ пек туйăнчĕ — унăн куçĕ шанчăк çуралнăн çиçме тытăнчĕ. 38 çула çитнĕ хĕрарăм пĕртăванĕсемпе нихăçан та тĕл пулман. «Виличчен вĕсене куç хÿрипе те пулин курасчĕ», — терĕ Людмила Алексеева.







