«Манăн анне»

Анне кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна тата кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе хаçатра «Манăн анне» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса памалла. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ан манăр.
Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн «лайк» лартмалла. Хаклă вулакансем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!





Юрă — чун уççи. Муркаш районĕнчи Нÿрет ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Анисимова вăл пурнăçра яланах пулăшса пырать. Ачаранпах юрлать вăл. Халĕ те, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан, кĕвĕ ĕнĕрлет. Нумаях пулмасть Алексей республикăра çамрăк юрăçсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш телекурав конкурсĕнче гран-прие тивĕçнĕ. «Унта çĕнтерессе шансах хутшăнтăм», — пытармарĕ 21 çулти яш.
«Чуна уçса калаçар» рубрикăра хăйсен пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр калаçас текенсен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Çак кунсенче ман пата Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан Ольга ШМЕЛЕВА шăнкăравларĕ. Маттур чăваш хĕрарăмĕ паян шăпах 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. «Çулсем иртнĕçемĕн çыннăн тавракурăмĕ улшăнать. Çамрăксемпе пайлашмалли самантсем пур.

Юлия Родионова Красноармейски районĕнчи Именкассинче çуралнă. Халĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнать. Педагогика училищинче пĕлÿ илнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех воспитательте ĕçленĕ. Ачасене вăл аппликаци тума, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнĕ. Шăпăрлансемпе мастер классем ирттерме ăна çав тери килĕшнĕ. Ытти воспитатель унран пулăшу, сĕнÿ-канаш час-часах ыйтнă.





