Комментировать

30 Апр, 2016

Пуянкас пикисем

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи Николай Ивановичпа Ольга Федоровна Николаевсен çемйине ялта пурте хисеплеççĕ. Николай Иванович — строитель, мăшăрĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра тăрăшнă. Вĕсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Пĕр ывăлĕ — çар тухтăрĕ, полковник, Хабаровскра пурăнать, çемьеллĕ, тепри Шупашкарта ĕçлет, подполковник.

Хĕрĕ Татьяна шкулта вĕреннĕ чухнех ташлама юрататчĕ. Шкул пĕтерсен ачасен пултарулăх центрĕнче ĕçлеме пуçларĕ, кайран ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшрĕ. 2001 çултанпа директорта вăй хурать, ташă кружокĕ ертсе пырать. Районти, республикăри конкурссене хутшăнса çĕнтереççĕ çамрăк ташăçăсем. Çав вăхăтрах Шупашкарта хореографи курсĕсенче ăсталăхне те ÿстерет ертÿçĕ. Унăн вĕренекенĕ Анастасия Гурьева хореографи училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн Çĕрпÿри ÿнер шкулĕнче ачасене ташлама вĕрентет. Сăмах май, пĕлтĕр Анастасия районти «Тăвай пики» конкурсра çĕнтерчĕ, Шупашкарта иртекен «Чăваш пики» конкурсра 18 хĕр-упраç хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Районтан та, Шупашкартан та тухьяпа таврăнчĕ. Пиллĕкмĕш çул ирттереççĕ «Тăвай пики» конкурса, çак хушăра Пуянкас пикисем виçĕ çул умлă-хыçлă çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, пĕри «Вице-пике» титула тивĕçрĕ.

2015 çулхи пĕтĕмлетÿсемпе Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, клуб таврашĕнче чечексем лартса илемлетессипе те районти клубсен хушшинче малти вырăна тухрĕ. 2015 çул вĕçĕнче 12-15 çулсенчи хĕрачасен хушшинче «Мисс пике» конкурс иртрĕ, кунта та Татьяна Ефимова хатĕрленĕ А.Захарова 1-мĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи ÿнер пултарулăх ушкăнĕ Республика кунне кайма тивĕçрĕ.

Кăçал районта ташăсен конкурсĕ иртрĕ, унта хамăр районти культура учрежденисемсĕр пуçне Канашран 2 ушкăн килчĕ. Татьяна Ефимова хатĕрленĕ аслă ушкăн «Колодец» ташăпа 1-мĕш вырăна тухрĕ. Культура министерстви ăна 2012 çулта Хисеп хучĕпе чысларĕ. Хастар хĕрарăм — ял канашĕн депутачĕ те.

Тĕлĕнмелле ĕçчен çын Татьяна Николаевна. Килĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Кашни çулах 1 гектар çĕр çинче сухан лартса ÿстереççĕ. Вĕсен икĕ ача, ывăлĕ çемьеллĕ. Катя 9-мĕш класра вĕренет. Ачисем те мĕн пĕчĕкренех сцена çинче. Мăнукĕ те асламăшне хывнă, алла тытсанах ташлама пикенет. Кăçал, Ĕç çыннин çулталăкĕнче, эпир Татьяна Николаевнăна тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Лариса СОЛОВЬЕВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.