Комментировать

21 Июн, 2018

Шупашкар тракторĕсен уявĕ

Вĕсем шăрпăк курупкине пĕр авмасăр хупаççĕ, сăрлама пултараççĕ, черкке çинчи чĕрĕ çăмартана савăтне çĕмĕрмесĕр ватаççĕ, пăта çапса кĕртеççĕ. Çакна кура ача-пăча: «Вау! Тĕлĕнмелле!» — кăшкăрать.
Асăнмалăх, Савăнмалăх
Сăмах «Промтрактор» заводăн «ЧЕТРА» тракторĕсем çинчен пырать. Шăпах вĕсем çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче куракана савăнтарчĕç. Пĕчĕккисем çеç мар, аслисем те тракторсем кăтартнă шоуран тĕлĕнчĕç.
Темиçе çулта пĕрре завод ĕçченсен ачисем валли уяв йĕркелет. Мероприятие ачасене сыхламалли куна халаллаççĕ. Кăçал та çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртмелле пулнă уяв, анчах та çанталăка пула кая хăварнă. «Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ», — тенĕ Александр Артемьев «Салампи» повеçĕнче. Чăнах та çапла. Кĕтни сая кайман. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. 500-е яхăн шăпăрлан пуçтарăнчĕ заводра. Ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ, ас¬лашшĕ-асламăшĕ килнĕ.
Завод территорине кĕр¬сес¬сĕнех ачасене тĕрлĕ тĕслĕ пурăсем валеçрĕç. Вара шăпăрлансем асфальта илемлĕ ÿкерчĕк¬семпе эрешлерĕç. Ура¬ айĕнче пурте пур: çулла, хĕвел, пÿрт, чечек, лĕпĕш, трактор, рыцарь… Утса пынă май «Аквагрим» чарăнăва лекрĕм. Кунта тин çеç асфальт çине ÿкернĕ сăнарсем ачасен пичĕ çине куçаççĕ иккен. Арçын ачасем хăйсем çине Эрешмен-çынна, Бэтмена, футбол мечĕкне, Раççей ялавне ÿкерттереççĕ, хĕр ачасем лĕпĕш е чечек сăнарлама ыйтаççĕ.
Ачасене курма мультфильм¬сенчи сăнарсем те килнĕ. Незнайка, Упапа Маша, Тролльсем уява илем кÿчĕç. Каярах темиçе тонна таякан «тимĕр утсем» шоу кăтартрĕç. Чи малтан тракторсем сывлăх сунчĕç. Мĕнлерех çаврăнăçуллă пулнине ĕнентерчĕç. Унтан чи кăсăкли пуçланчĕ. Чуна хумхантаракан кĕвĕ янăранă вăхăтра тракторсем хайласем кăтартрĕç. ªАса илтерсе хăвармалла, «ЧЕТРА» тракторсем 2002 çулта «Минута славы» кăларăмра куракансене тĕлĕнтернĕº.
Т.л.нтерм.ш т.к т.л.нтерм.ш
Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ирхине килтен тухса кайсан мĕн ĕçлеççĕ-ха? Паллах, ачасен кун пирки пĕлес килет. Завод ирттерекен уяв çак ыйтусен хуравне шырама пулăшать.
Егорпа Федор Коротковсем ашшĕпе килнĕ. «Тăватă ача манăн. Кăçал аслисене пĕрремĕш çул илсе килтĕм. Тепĕр иккĕш¬не ÿссе çитсен уяв кăтартăп. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ĕçре мĕн тунине пĕлмеллех», — шухăшне пĕлтерчĕ Павел Юрьевич.
«Эпĕ 11 çулта. Заводра манăн асанне вăй хурать. Мероприятие каярах çитнипе ÿкерсе ĕлкĕреймерĕм. Çапах тракторсем кăтартнă тĕлĕнтермĕшсене куртăм. Çав тери килĕшрĕ вĕсен пултарулăхĕ», — пĕлтерчĕ 57-мĕш шкулта вĕренекен Таня Зиновьева.
Полина Николаева тата Саша Маслов иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Вĕсем уява пуçласа килнĕ. «Мĕншĕн ку таранччен пулман эпĕ кунта? Питĕ хаваслă. 54-мĕш шкулта вĕренетĕп, ÿкерме юрататăп. Паянхи хĕвеллĕ кун асфальт çине пурăпа кăмăл туличченех ÿкертĕм», — чăннипех савăнчĕ Полина. «Манăн анне кунта ĕçлет. Уява килнишĕн ÿкĕнместĕп. Халăх лăк туллиех. Малашне кашни çулах трактор уявне кĕтĕп. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕнтермĕш тĕк тĕлĕнтермĕш», — пĕлтерчĕ 1-мĕш гимназире вĕренекен Саша.
Рома Ивановăн акă тракторсене пăхнă вăхăтра хырăмĕ выçнă, аллинчи мороженăйĕ вара ирĕлнĕ. «Паян пире пылак пăрпа сăйларĕç. Анчах та тинех çиме çук — ăшă çанталăкра хăвăрт ирĕлет çав вăл. Юрать кунта киличчен асатте пицца туяннă. Вăл вара ирĕлмест», — терĕ ача.
«Эпĕ мĕн ачаранпа аттепе, Федор Николаевичпа, çак уява çÿретĕп. Çулсерен мероприяти кăсăкланса пырать. Мана кунта пурте килĕшет. 9-мĕш класа куçрăм акă. Пысăкланатăп. Пурпĕрех уявра пĕчĕк ача пекех савăнатăп», — чĕвĕлтетрĕ Надежда Федорова.
«Четруша»
Трактор историйĕн музейĕ çумĕнче «Четруша» кружок ĕçлет. Вĕсем трактор техникине вĕренеççĕ, модельсем тăваççĕ. Унсăр пуçне ташша-юрра та хăнăхаççĕ. Кружока «Трактор завочĕсем» концернта ĕçлекенсен ачисем çÿреме пултараççĕ. «Куча-мала» ача-пăча медиа-центрĕн вĕренекенĕсем те хутшăнаççĕ кунта. Пĕлтĕр кружок ачисем музей çинчен видеоролик ÿкернĕ. «Шупашкарта асамлă трактор пур-çке! Эпир çавăн пирки каласа кăтартрăмăр. Нумаях пулмасть ырă кăмăллăх акцине хутшăнтăмăр. Пĕр больницăна концертпа кайрăмăр. Хамăр пекех пĕчĕкскерсене юрăпа савăнтартăмăр», — аса илчĕç хастарсем.
«Эпĕ «Четруша» кружока çÿретĕп. Паян эпир «Трактор ты мой заводной» юрă юрлăпăр, çав хушăрах ташлăпăр. Тракторсем çинчен сăвăсем калăпăр», — пĕлтерчĕ концерт умĕн Аня Сусьева. Хĕр ачан сăмахĕсем чăна килчĕç. Вĕсен хаваслă ташши-юрри куракансен чĕрине тыткăнларĕ.
«Тим.р утсен» историй.нчен
«Промтрактор» акционер¬¬сен уçă пĕрлешĕвĕ тата «Пром¬трактор-Промлит» ту묬ли мар яваплă пĕрлешÿ «Трактор завочĕсем» концерна кĕреççĕ. Темиçе çул каялла Челябинскри трактор заводĕнче хуçалăхшăн кирлĕ Т-170, ДЭТ-250 тракторсене кăларнă. Т-330 трактора туса ĕлкĕрейменрен Шупашкарта çĕнĕ завод хăпартма шут тытнă. 1972 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче ĕçе пуçăннă.
1975 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Промтрактор» пĕ𬬬ремĕш трактор туса кăларнă. Т-330 ятлине. Шăпах çавăн пек 330 лаша вăйĕллĕ трактор завод умĕнче ларать. Аслă урампа иртнĕ чухне ăна иртен-çÿрен куратех. Сарă тĕслĕскер. Малтанхи тракторсене ятарласа çак тĕспе хĕвел евĕр пултăр тесе сăрланă. Халь вĕсем сарăпа хĕрлĕ-кăвак. Завод бульдозерсем, труба хуракан тата тиекен тракторсем кăларать. «Тимĕр утсем» çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, пăхăр кăларнă çĕрте ĕçлеççĕ, нефть тата газ пăрăхĕсене хураççĕ.
Историпе паллашнă хыççăн ачасем викторинăна хутшăнчĕç. Тимлĕ итленисем ыйтусене тĕ¬рĕс хуравларĕç, парнеллĕ пул¬чĕç.

Тина ФЕДОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.