Комментировать

5 Июл, 2018

Паллă футболистсен йăхĕсем — Чăвашран

Тĕнче чемпионатĕнче Раççей командинче вылякан Сергей Игнашевич, Александр Головин, Артем Дзюбо йăхĕсем Чăвашран теççĕ, çыраççĕ. Юриех вĕсен чапне хамăра йышăнни мар-ши ку? Ăçтан-ши çак спортсменсем? Тăванĕсем, йăх-тымарĕ пирки пĕлес килет.
Ангелина ПЕТРОВА.
Шупашкар хули.
Игнашевичăн амăшĕ — Хĕрлĕ Чутайран
Кăçал футбол енĕпе тĕнче чемпионатне хутшăнмашкăн Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ чи аслă ÿсĕмри футболист — Сергей Игнашевич. 38-ти спортсмен кунашкал пысăк ăмăртăва 4 çул каялла хутшăннă, Европа чемпионачĕсенче пĕрре мар вылянă. Хальхинче те хирĕçлемен: Станислав Черчесов тренер командăна йыхравласан тÿрех килĕшнĕ. Сергей Игнашевичра чăваш юнĕ чупнине хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче çырнăччĕ эпир. Интернетри çăл куçсене ĕненес тĕк амăшĕ Раиса Германовна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тумликасси ялĕнчен. Чăнласах çапла-и? Çакна Сергей Игнашевичăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Наталья Ильина уçăмлатрĕ.
Мускавра çуралса ÿснĕ Сергей ача чухне час-часах асламăшĕ патне Беларуçе кайнă. Чернобыльти атом электростанцийĕнче авари пулнă хыççăн çÿреме чарăннă. Физкультура тата географи предмечĕсене кăмăлланăскер Чăваш Ене пĕрре мар килнĕ. Акă мĕн çырнă кун пирки Сергей хăйĕн сайтĕнче: «Аннен тăван тăрăхĕнче пĕр çулти ачасем çукпа пĕрехчĕ. Чи кĕçĕнни аннен шăллĕ — Владик. Эпĕ ун хыççăн хÿрешке пек çÿреттĕм. Юлташĕсемпе шыва кĕме каятчĕç, эпĕ те юлман. Кукамай килĕ умĕнче пĕве пурччĕ. Унта вĕтĕ пулă тытаттăм. Çуралнă куна юлташпа пĕрле шифер витнĕ пÿрт тăрринче пăрçа çисе уявланине ас тăватăп…»
1988 çулта ашшĕ Сергея «Торпедо» футбол клубне çавăтса кайнă. Малтанах тренер унра вăйлă спортсмена курман. Ăна улаштарнă тепĕр тренер Игнашевича тÿрех асăрханă. Вăл «ЦСКА-ра», Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче, выляма тытăнсан каччăн амăшĕ чăваш пулни пирĕн республикăра çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă. Куншăн уйрăмах Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансем савăннă. Вĕсем — Игнашевичăн фаначĕсем. Хĕрлĕ Чутайри музейра футболиста халалланă кĕтес те пур. Сергейĕн Чăваш Енри тăванĕсем те уншăн хĕпĕртеççĕ. Халĕ ав матчсене пĕр сиктермесĕр пăхаççĕ. «Эпир унпа, унра чăваш юнĕ чупнипе, мăнаçланатпăр. Иккĕмĕш сыпăкри пиччемпе час-часах хутшăнма май çук. Сергей пĕрмай тренировкăра е сборта. Эпĕ унăн çемйипе, ачисемпе те паллашнă. Пурнăçĕ пирки Рая аппа урлă пĕлсе тăратпăр. Манăн анне аппăшĕпе хутшăнсах тăрать. Сергей футболла выляма тытăнсан Чăваш Ене текех килмен — вăхăчĕ пулман. Шăллĕ Вова килкелетчĕ-ха. Сергей пире, кукамая уявсемпе пĕрре мар саламланă», — палăртрĕ Наталья.
Унăн ашшĕпе амăшĕ Игнашевичсем патне Мускава пĕрре мар кайнă. Сергейĕн туйĕнче савăннă, Раиса Германовнăпа мăшăрĕн çуралнă кунĕсенче пулнă. Наталья хăй те çĕршывăн тĕп хулине çитсе килсен тăванĕсемпе курнăçнă. Рая аппăшĕн çуралнă кунĕнче ресторанта хăналаннине, вĕсен хваттерне кайса курнине каласа кăтартрĕ. Сергей йăмăкĕ Шупашкарта ĕçленĕ чухне шалу мĕн чухлĕ илнипе кăсăкланнă. «Çав укçапа та пурăнма пулать-им?» — тĕлĕннĕ спортсмен. Игнашевичсем Чăваш Енри тăванĕсене пулăшсах тăраççĕ. Пĕр çулхине Хĕрлĕ Чутай шкулне футболла выляма бутсăсем, футболкăсем ярса панă.
Сергей Игнашевича футбол уйĕнчи «ĕçтешĕ», «Краснодар» футбол клу¬бĕн спортсменĕ Павел Мамаев: «Эпĕ калаçса курнă чи ăслă футболист», — тесе хакланă. Натальйăна та çак ыйтăва патăмăр. Мĕнлерех вăл Сергей Игнашевич? «Мăн кăмăллă мар. Ашшĕ-амăшĕшĕн, çемйишĕн тăрăшать, вĕсене питĕ хытă тимлет», — палăртрĕ паллă футболистăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ.
Головинăн мăн аслашшĕ — Кĕçĕн Таяпаран
Александр Головин 1996 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кемĕр облаçĕнчи пысăках мар Калтан хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — экспедитор, амăшĕ — бухгалтер. Пушă вăхăтра ашшĕ юлташĕсемпе футбол выляма юратнă, ывăлне те пĕрле стадиона илсе çÿреме тытăннă. Ывăлĕ Александр 6 çул тултарсан ашшĕ ăна хăйĕн тахçанхи пионер чухнехи тусĕ Александр Плясунов тренер патне илсе кайнă, футбол секцине çырăнтарнă. Хăй умĕнче тăракан начаркка та имшеркке арçын ачара Раççей футболĕн пуласлăхне шăпах вăл чи малтан курнă та. Спортри чи пирвайхи утăмсене Александр тăван Калтан хулинче тунă.
Интернетри çăл куçсене ĕненес пулсан, Александр Головинăн ашшĕ те, амăшĕ Елчĕк районĕнчен тухнă-мĕн. Ку ыйтупа чи малтан Елчĕк район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Николай Малышкинпа çыхăнтăмăр. «Шăпах çапла. Мăн аслашшĕ — Кĕçĕн Таяпа ялĕнчен. Хăй вăхăтĕнче Кемĕр облаçне шахтăна ĕçлеме тухса кайнă», — палăртрĕ Николай Федорович. Кĕçĕн Таяпари шкул директорĕ Светлана Маркова та çавнах çирĕплетрĕ: «Малтан шкул директорĕнче тăрăшнă, халĕ физкультура учителĕнче ĕçлекен Михаил Скворцов ун пирки лайăх тĕпчесе пĕлнĕ. Александр Головинăн мăн аслашшĕ 1930 çулсенче çемйипех Кемĕр облаçне шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Аслашшĕ Володя ялтан тухса кайнă чухне 8 класс çеç пĕтернĕ. Текех яла таврăнман вĕсем. Володя унтах çемье çавăрнă, ывăлĕ Сергей /шăпах Александрăн ашшĕ/ çут тĕнчене килнĕ».
Республикăри клиника больницинче пиçсе кайнисене сиплекен уйрăмра терапевт тухтăрта тăрăшакан Анатолий Головинпа çыхăнса калаçма май килчĕ. «Александрпа эпир пĕр йăхран. Вăт, миçемĕш сыпăкри тăван пулнине çирĕплетсе калаймастăп. Кăна çитес вăхăтра тĕпчесе пĕлетпĕрех. Эпĕ те Кĕçĕн Таяпара мар, Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Александр Головинăн мăн аслашшĕ, ман асатте, ытти ял çыннисем 1930 çулсенче Кемĕр облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Манăн асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăван яла таврăннă, тăванĕсем Кемĕр облаçĕнчех юлнă. Малтан вĕсем çыру çÿретнĕ-ха, çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн çыхăну татăлнă. Александршăн чунтан савăнатпăр. Мĕн пур тăван экран умĕнчен каймасăр уншăн «чирлерĕ». Тĕнчипе палăрма ĕлкĕрнĕ çав 22 çулти каччăра чăн-чăн чăваш юнĕ чупать!» — чунтан хавхаланса калаçрĕ. ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Анатолий Головин — специальноçĕпе вăл — пульмонолог. Республикăри клиника больницинче 1972 çултанпа ĕçлет.
Дзюбăн кукамăшĕ — Çĕрпÿрен
Артем Дзюбăн амăшĕ Светлана Александровна — Çĕрпÿ хулинчен. Мускава тухса кайсан хĕр «Щелковская» метро станцийĕ çывăхĕнчи апат-çимĕç лавккинче ĕçленĕ, кайран директор çумне çитнĕ. Артемăн ашшĕ Сергей Владимирович — Полтава облаçĕнчи Лубны хулинчен, милиционер пулнă. Светлана Александровна пулас мăшăрĕпе хăй ĕçленĕ лавккара паллашнă. Дзюбăсен çемйи пуянах пулман, малтанах коммуналкăра пурăннă, кайран хваттер илнĕ. Артемсăр пуçне çемьере Ольга ятлă хĕр çуралнă.
Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн вĕренÿ тата социаллă аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Сергей Ижутов та Артем Дзюбăн амăшĕ Çĕрпÿрен пулнине, кукамăшĕ, икĕ, виçĕ сыпăкри тăванĕсем те кунтах пурăннине çирĕплетрĕ. Анчах паллă футболистăн тăванĕсем чемпионат вĕçленмесĕр журналистсемпе çыхăнăва тухасшăн мар. Куçăхасран хăраççĕ пулмалла. Тен, чапа тухнă тăванĕн ячĕпе усă курса кăкăр çапасшăн мар. «Шкулта вĕреннĕ чухне Артем каникулта тăтăшах килнĕ, ачасемпе футболла вылянă», — палăртрĕ Сергей Геннадьевич.
Максим /хушаматне палăртма ыйтмарĕ/ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, 2000-мĕшсен пуçламăшĕнче унпа тĕл пулнине пытармарĕ. «Артем çуллахи каникулта çулсеренех тăванĕсем патĕнче пурăннă. Вăл ун чухне Мускавра «Спартакра» çамрăксен командинче вылянă. Мечĕк, ытти хатĕр-хĕтĕр илсе килетчĕ. Эпир уншăн мĕн тери савăнаттăмăр! Унсăрăн шăтăк пÿскене тапма тиветчĕ. Хула картишĕнчи футбол «курупки» ванчăкчĕ, хăтсăрччĕ. Хапхине те хамăр ăсталанăччĕ. Хула ертÿлĕхĕ футбол лапамне пăхса тăман», — аса илчĕ Максим.
Халĕ пыракан Тĕнче чемпионатĕнчи пĕрремĕш гола Дзюба çĕртмен 14-мĕшĕнче, Сауд Аравийĕпе вылянă чухне, кĕртрĕ. Египетăн пĕрлештернĕ командипе вылянă чухне те вĕсен хапхине мечĕк тапса кĕртрĕ. Иртнĕ вырсарникун финалăн 1/8 тапхăрĕнче те Дзюба палăрчĕ: гол! Пирĕннисене испансене парăнтарма çăмăл пулмарĕ, икĕ тайм 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Овертаймра та /хушма вăхăт/ команда хапхана çирĕп хÿтĕлерĕ. Пенальтисем пуçлансан вара «чирлекенсен» чĕрисем тапма чарăнчĕç пулĕ. Игорь Акинфеев хапхаçă ăсталăхĕ пире çĕнтерÿ парнелерĕ! Раççей команди чĕрĕк финала тухрĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл хорватсемпе вылĕ.
Çакăн пек вăйлă командăра вылякан спортсменсенче чăваш юнĕ чупать тени — тĕрĕсех. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр!
Сас-хурана Ирина КОШКИНА,
Елена АТАМАНОВА, Алина ИЗМАН уçăмлатнă.
championat.com сайтри сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.