Комментировать

19 Июл, 2018

Спорт çунатлантарать

«Çумра туслăхпа ăнăçу, пирĕн паян пулать çĕнтерÿ», — хавхалантараççĕ трибуна çинчисем. «Спорт çунатлантарать», — илтĕнет
«чирлекенсен» тепĕр ушкăнĕн кăшкăрăвĕнчен.

Çăмăл атлетика эстафети
Çапла хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕрлерĕ
«Промтрактор» заводăнпрофсоюз
организацийĕн парнисемшĕн
тупăшнă çăмăл атлетика эста-
фети. Ăмăртура «Промтрактор»
акционерсен
уçă пĕрлешĕвĕ тата
«Промтрактор-Промлит» тулли мар
яваплă
пĕрлешÿ ĕçченĕсем хут-
шăнчĕç.
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар-
ти «Энергия» стадион çийĕнчи çумăр
пĕлĕчĕсем эстафета пуçланас умĕн
сирĕлчĕç. Сарă хĕвел пуçтарăннă хă-
насене ытама илчĕ. «Эппин, заводăн
пурнăçĕ вăрăм пулать-ха. Темиçе çул
каялла пирĕншĕн йывăр вăхăтчĕ, вăл
иртрĕ. Паян кунĕпех çумăр лÿшкессĕн
туйăнатчĕ, анчах та хĕвел куç хĕсме
пуçларĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ про-
фсоюз организацийĕн ертÿçи Вален-
тина Рыбкина.

40-мĕш хут
1977 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче
эстафета пĕрремĕш хут иртнĕ.
Унта заводри «Трактор тăвакан»
хаçат парнисемшĕн тупăшнă.
9-мĕш
пилĕкçуллăх урамĕнче
чупнă ун чух-
не хутшăнакансем. Пурĕ 25 команда
(480 çын) малти вырăнсем патне тал-
пăннă. Иван Долгушин партком секретарĕ
çак эстафета йăлана кĕтĕр
тесе суннă. Вăл калани пурнăçа кĕни-
не халь çирĕплетсе калама май пур.
1982 çулта команда шучĕ 52-е
çитнĕ. 1987 çултанпа çемье коман-
дисем те хутшăнаççĕ. «Промтракто-
рăн» паллă спортсменĕсем хăйсен
командисене пĕрремĕш вырăна тух-
ма пулăшнă. Вĕсен хушшинче: Алев-
тина Прокопьева, Наталья Кузьми-
на, Светлана Иванова, Николай То-
нин, Ольга Безуглова, Феокиста Кри-
вуша, Радий Иванов спорт мастерĕ-
сем тата Валентина Егорова Олимп
чемпионки.
Валентина Михайловна нумай çул
заводăн хисеплĕ хăни тата эстафета
судйисен йышĕнче пулнă.
2006 çултанпа çăмăл атлетика
эстафетине профсоюз организацийĕ
йĕркелеме пуçланă. Ветерансем те
хутшăнма тытăннă. «Спартак» ста-
дионта вăй виçнĕ малтан ĕçченсем,
кайран «Энергия» стадиона куçнă.
Кăçал вара хăйне евĕр юбилей!
Эстафета 40-мĕш хут иртет. Мĕншĕн
41-мĕш мар-ха? Йывăр тапхăра пула
пĕр çулхине ăмăрту пулайман иккен.

Ачасем те хăнăхаççĕ
Стадионта çулсерен чупнă çухрăм
шучĕ заводăн малашлăхне пĕлте-
рет. Ĕçлеме те, канма та пĕлмелле.
Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă кану
вара уйрăмах усăллă. Ертÿçĕсен,
çемьесен, ветерансен, хĕрарăмсен,
арçынсен тата хутăш командăсем
шăл çыртсах ăмăртрĕç. Спорт — пу-
риншĕн те кирлĕ пулăм. Завод кол-
лективĕ çакна аван ăнланать. Çавăн-
па ачасене те явăçтарать. Шăпăрлан-
сем çемье командисен йышĕнче ту-
пăшрĕç. Ашшĕ, амăшĕ тата пĕр ача
пĕтĕмĕшле илсен 800 метр чупрĕç:
400 метр — çемье пуçĕ, 300 метр —
мăшăрĕ, 100 метр — тĕпренчĕкĕ.
Ачасем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ.
Ветерансем мĕнлерех хăвăрт чуп-
нине курасчĕ сирĕн! Аслă пул-
сан та хăшĕсем пĕр-пĕр çамрăкран
ирттереççĕ. Лев Белков сборка цехĕ-
нче ĕçлет. Вăл Шупашкар районĕнчи
Чăрăшкасси ялĕнче пурăнать. «Эста-
фетăна мĕн пуçламăшĕнчен хутшă-
натăп. Халь эпĕ ветерансен йышĕ-
нче. Пирĕн цех команди 2-мĕш вы-
рăна тухрĕ. Чупнă хыççăн сывлăш
уçăрах туйăнать, кăмăл çĕкленет», —
пĕлтерчĕ цехра ĕçлекенскер. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.