Комментировать

21 Янв, 2020

Патăрьел халĕ Шупашкар пек

Первомайски, Октябрьски, Калинино… Мĕн çыхăнтарать вĕсене?

Ял… Пирĕншĕн, унтан вăй-хал, йăл илсе, çунат сарса вĕçсе тухнисемшĕн, хаклă вăл! Ăна юратса, хисеплесе «пĕчĕк тăван çĕршыв» тетпĕр. Алăри пÿрнесем пекех ялпа ял та пĕрешкел мар. Пĕр çын пурăнаканнисем те, пысăккисем те пур. Чиркÿллисене сала тетпĕр. Çав вăхăтрах Чăваш Енре хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнă ялсем пур. Мĕнле районсем пулнă-ха вĕсем? Мĕнле аталанаççĕ, ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ администраци центрĕ шутланнă ялсем? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне, вулаканăм, паян пĕрле шырар.

Ял мар, поселок теме пулать

Чăваш Республикинче Кувакино районĕ пулнă. Район центрĕ Кувакино салинче /халĕ Улатăр районне кĕрет/ шутланнă. Район 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче йĕркеленнĕ, 1956 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче ăна пĕтернĕ. Унăн тер-риторине Улатăрпа Пăрачкав районĕсем пайланă. Халĕ Кувакино салинче вырăссемпе ирçесем пурăнаççĕ. Турра ĕненекенсем валли чиркÿ пур. Кувакино ялĕ район центрĕ пулма пăрахнăранпа пĕчĕкленмен, çулсем иртнĕçемĕн вăл аталанса, ÿссе пырать.
Хăй вăхăтĕнче Чăваш АССРĕн йышĕнче Шăхасан районĕ пулнă. Район центрĕ Шăхасан салинче вырнаçнă. Ку район 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ăна та 1956 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче салатнă. Унăн çĕрĕсем Канаш тата Вăрнар районĕсене куçнă. Шăхасана район центрĕ пулма пăрахни аталанма, ÿсме пĕртте кансĕрлемест. «Шăхасан маларах район центрĕ пулнин витĕмĕ, паллах, сыхланса юлнă. Паян та вăл хăйне май центр шутланать. Кунта Канаш районĕн больници вырнаçнă. Районăн тĕп культура керменĕ /çĕнĕ вăл халĕ/ те вырăн тупнă. Виçĕ хутлă шкул мĕне тăрать тата! Кунта ачасем таврари ялсенчен те вĕренме килеççĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине питĕ лайăх вĕрентеççĕ. Пĕлÿ çуртĕнче Çеçпĕл Мишши вĕреннипе те çыхăннă çакă. Учительсем чăваш чĕлхине тăван чĕлхе шайĕнчех тытса тăраççĕ. Çавна май Шăхасан чăвашлах калаçать. Ăна, тĕрĕссипе, ял та, чиркÿллĕ ял та мар, поселок теме пулать», — каласа кăтартрĕ Шăхасанта пурăнакан Надежда Васильева.
1939 çулта Чăваш Енре çĕнĕ тепĕр район — Калинин — йĕркеленнĕ. Унăн административлă центрĕ Нурăс салинче вырнаçнă. Çавăн чухнех ял ятне Калинино тесе улăштарнă. 1956 çулта Калинин районне салатнă. Унăн территорийĕ Вăрнар, Çĕмĕрле, Элĕк тата Красноармейски районĕсене куçнă. Вырăнти халăх каласа панă тăрăх, хăй вăхăтĕнче Нурăс салинче вырăссемпе чăвашсем пурăннă. Унти шкулта та, ялĕнче те пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕ. Нурăсра ытларах вырăсла калаçаççĕ. Çак ÿкерчĕк ял хушшинче те, ача сачĕпе шкулта та хуçаланать.
1927 çулта Мăн Сĕнтĕр районне йĕркеленĕ. Район центрĕ чиркÿллĕ, пасарлă ялта — Мăн Сĕнтĕрте — вырнаçнă. 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче правительство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ку района пĕтернĕ. Унăн çĕрĕсем Шупашкар, Етĕрне тата Муркаш районĕсене куçнă. Мăн Сĕнтĕр халĕ Муркаш районне кĕрет. Çармăссемпе юнашар пурăннăран-ши е хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнин витĕмĕпе-ши — кунта паян çамрăк ăру ытларах вырăсла сăмахлать. «Мăн Сĕнтĕр салинче чăвашсем, çармăссем тата хуласенчен куçса килнĕ вырăссем пурăнаççĕ. Шкулта ачасене вырăс программипе пĕлÿ параççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене вырăсла питĕ вĕрентесшĕн тапăлтатать. Темиçе çул каялла, эпĕ шкулта ĕçленĕ чухне, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕпе кун пирки хыттăнрах та калаçма тивнĕччĕ. Кунта пурăнса хам та вырăсларах сăмахлама хăнăхрăм. Тăван яла, Мăн Шаптака, кайсан çеç тăван чĕлхепе пуплесе йăпанатăп. Халĕ пирĕн ялта та ачасем вырăсла калаçасшăн. Мăн Сĕнтĕрте картина галерейи уçрăм, ялти клубра, Муркашра куравсем йĕркелетĕп. Анчах Мăн Сĕнтĕрсем питĕ кичем пурăнаççĕ, искусствăпа кăсăкланмаççĕ. Клуба концертсене, выставкăсене çÿремеççĕ. Мăн Сĕнтĕр таврари ытти ялтан вырăсларах калаçнипе, хăйне евĕр пулнипе уйрăлса тăрать. Пуçаруллă та, хастар та мар вĕсем, анчах пухусенче шăв-шав тума кăмăллаççĕ. Хăйсен шухăшне уççăн пĕлтерменнипе вĕсене ăнланма, пĕр чĕлхе тупма йывăртарах. Ку, манăн шухăшпа, кунта халăх тĕрлĕ çĕртен пухăннипе çыхăннă. Пасар тенĕрен, вăл район центрĕ пулнă вăхăтранпах кашни вырсарникун пухăнать», — каласа кăтартрĕ Мăн Сĕнтĕрти ÿнер шкулĕнче ачасене вĕрентекен Илья Афанасьев ÿнерçĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.