Комментировать

30 Сен, 2014

"Çирĕп çемье - çирĕп Раççей"

Çак ятпа Вăрмар тăрăхĕнче çемье форумĕ иртнĕ. Район администрацийĕпе тĕп библиотека ĕçченĕсем 50 çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăрсемпе çамрăк çемьесене пĕрле пухнă.

Форум ĕçне район пуçлăхĕ Михаил Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Тихонов, ЧР юстици министрĕн çумĕ Галина Чернова тата ыттисем хутшăннă. Уяв çамрăк амăшсене çемье капиталĕн сертификатне панипе пуçланнă. Хăнасем сумлă мăшăрсене ылтăн туй юбилейĕпе чун-чĕререн саламланă, нумайрах пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. Вăрмар поселокĕнчи Ефремовсемпе Хованскисем, Арапуçри Сергеевсем, Кавалти Мясниковсем, Тикашри Симушкинсем тата Пысăк Енккассинчи Николаевсем чăннипех пысăк хисепе тивĕç. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пысăк ят-сума çĕнсе илнĕ ветерансем хăйсен çемйи çинчен каласа панă, телей вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Юлашкинчен вĕсем культурăпа кану паркĕнче йывăç-тĕм лартнă.

А.ПЕТРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.