Комментировать

13 Янв, 2026

Хыпар 1 (28416) № 13.10.2026

Уяв-кану кунĕсем пăтăрмахсăр иртрĕç

Кăçалхи пĕрремĕш планеркăн тĕп теми вăрăм уяв-кану кунĕсене пĕтĕмлетесси пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăва пуçланă май çак кунсенче пăтăрмахсем пулманнине пайăррăн палăртрĕ.

Çавăн пекех вăл юлашки кунсенче федераци Правительствинчен килнĕ хыпарсем кăмăллă пулни çинчен каларĕ. Вĕсенчен пĕри Мускав республика çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнине пысăка хурса хакланипе çыхăннă. Олег Алексеевич çакă регион юлашки çулсенче ЖКХна модернизацилес енĕпе тунă пысăк ĕç кăтартăвĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ çулхи тата Раштаври культура мероприятийĕсем çинчен культура министрĕ Светлана Каликова каласа пачĕ. Раштавăн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен Чăваш Енре 4,5 пин ытла мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 410 пин çын хутшăннă. Министр иккĕленмест: уяв-кану кунĕсем хаваслă, усăллă, интереслĕ иртнинче театрсен, музейсен, концерт учрежденийĕсен, библиотекăсен тӳпи чăннипех пысăк. Кинозалсем те айккинче юлман. Вĕсем çак кунсенче 144 пин куракана йышăннă. Билет сутса тунă укçа калăпăшĕ 68 миллион тенке çитнĕ. Куракансем уйрăмах килĕштернисен шутĕнче — «Чебурашка-2», «Простоквашино», «Буратино» фильмсем. Кăрлачăн 1-11-мĕшĕсенче республикăра спортпа сывлăх декади иртнĕ. Спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Чăваш Енре 365 спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ. Биатлон, йĕлтĕр, пулăçсен спорчĕн ăмăртăвĕсене, ытти тупăшăва 78,4 пин ытла çын хутшăннă — кану кунĕсемпе сывлăха çирĕплетме усă курнă. ГО тата ЧС ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов çак тапхăрта хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени çине пусăм турĕ. Раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен республикăра 39 пушар пулнă — çалталăк каяллахи чухлех. Пушарсенче вилнисен шучĕ вара, шел те, пысăкланнă — виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Красноармейски округĕнчи Карай ялĕнче пулнă пушарта 57 çулти хĕрарăм вилнĕ, вырсарникун вара Канашра 70 тата 71 çулсенчи арçынпа хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă. Çанталăк условийĕсене кура тивĕçлĕ службăсен пушшех тимлĕ пулма тивнĕ. Юр, йĕпе юр, çумăр, вăйлă çил — çак кунсенче тем те пулчĕ вĕт. Çавна май раштавăн 3-мĕшĕнче 20 ял-хулара электричество парса тăма пăрахнă тĕслĕхсем те пулнă. Апла пулин те уяв-кану кунĕсенче потребительсене ăшăпа, электричествăпа, шывпа, ытти ресурспа тивĕçтерессипе çыхăннă кăлтăксем пĕлтĕрхинчен сахалрах пулнине палăртма кăмăллă.

Çанталăк тенĕрен, тĕп хула пуçлăхĕ Станислав Трофимов хăйĕн сăмахĕнче Шупашкара уявсем тĕлне мĕнле илемлетни çинчен кăна мар, куллен тенĕ пек çуса тăракан юртан мĕнле тасатни çинчен те каларĕ. Асăннă кунсенче хула урамĕсемпе картишĕсенчен 15 пин тонна юр турттарса тухнă. Çак ĕçе куллен техникăн 200 единицине явăçтараççĕ, хулари 1 пин дворникăн та кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Канашлу 2025 çулта республикăра пурăнакансенчен социаллă сетьсем тата «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформи урлă йышăннă ыйтусемпе, пĕлтерӳсемпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Регионăн управлени центрĕн ертӳçи Татьяна Немцева пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çавнашкал 107 ыйту, çăхав пулнă — 2024 çулхинчен самай, 9%, нумайрах. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Улатăр тата Çĕмĕрле округĕсенче пурăнакансенчен ыйту уйрăмах нумай-мĕн. Вĕсенчен ытларахăшĕ çулсен юсавлăхĕпе, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрассипе, территорисен тирпейлĕхĕпе тата хăтлăхĕпе, ЖКХпа, общество транспорчĕн ĕçĕпе, сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăрупа çыхăннă. Татьяна Вячеславовна иртнĕ çул бомбоубежищĕсен вырнаçăвĕпе тата вĕсен хăтлăхĕпе, мобильнăй çыхăну чăхăмланипе çыхăннă ыйтусем нумайланнине палăртрĕ. Хуласенче сивĕ тата вĕри шыв парса тăма пăрахни çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсен шучĕ те хушăннă. Çавăн пекех общество территорийĕсенче, çулсемпе тротуарсем çинче çĕрле çутă çукки те нумай çынна пăшăрхантарать. Калаçăва вĕçленĕ май Олег Николаев халăха вăл е ку ыйтăва ăнлантарса парас ĕçе вăйлатма хушрĕ. Калăпăр, ЖКХра тарифсем хăпараççĕ тĕк — вĕсем мĕншĕн ӳснине ăнлантармалла. Çийĕнчен аса илтермелле: енчен те тӳлевсем тупăшăн 22% пысăкрах тăк — çемьен патшалăхран субсиди ыйтма ирĕк пур. Çапла ĕçлесен, паллах, граждансенчен килекен ыйтусемпе çăхавсен шучĕ те пĕчĕкленĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Театрсен репертуарĕ çĕнĕ хайлавсемпе пуянланĕ

Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе республика театрĕсенче лартма пьесăсем çыракан авторсем валли «Драматурги теорийĕ тата практики» семинар-лаборатори ĕçлерĕ.

Çичĕ куна тăсăлнă вĕрентӳ программин тĕп тĕллевĕ — чăваш драматургĕсен професси шайне ӳстересси, республикăри патшалăх театрĕсен репертуарне çĕнетесси, наци культурине паянхи кун паттăрĕпе паллаштаракан хальхи йышши драма произведенийĕсемпе пуянлатасси. Юлашки çулсенче Чăваш Енре театр искусствине аталантарас тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет. «Иртни тата хальхи пурнăç çинчен кашнине ăнланмалла чĕлхепе каласан кăна наци культури пурăнать. Драматургсем валли семинар-лаборатори йĕркелени пирĕн театрсен репертуарне çĕнетме пулăшĕ. Эпир авторсене тата çамрăксене çĕршыври чи лайăх экспертсенчен вĕренччĕр тесе условисем туса паратпăр. Чăваш драматургийĕ вăхăт таппине тарăннăн уçса пани, халăх ыйтнине тата кĕтнине тивĕçтерни, професси шайĕ енчен çӳллĕ пулни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Семинара пьеса çырма пуçлакан авторсем кăна мар, хайлавĕсене Чăваш Енри театрсенче лартакан опытлă драматургсем те хутшăннă. Кунсăр пуçне унта театр специалисчĕсем те пулнă. Вĕсем хăйсен пĕлĕвĕпе, опычĕпе паллаштарĕç. Вĕсем — паллă драматург, сценарист тата продюсер Ольга Мухина, Ĕпхӳри З.Исмагилов ячĕллĕ искусство институчĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ильмар Альмухаметов, çавăн пекех «Вахтанговец» хаçатăн тĕп редакторĕ Валентина Федорова. «Шанатăп, паллă ăстасенчен вĕренме май паракан пĕрлехи программа пирĕн театрсене пысăк усă кӳрĕ. Эпир пирĕн артистсемпе режиссерсем пултарулăх ĕçĕнче лартнă кирек епле тĕллеве пурнăçлама, кураканшăн интереслĕ кăна мар, пĕлтерĕшлĕ спектакльсем лартма пултарччăр тесе тăрăшатпăр», — терĕ культура министрĕ Светлана Каликова вĕренекенсене ăнăçу суннă май. Вĕрентӳ программи, опытпа, лайăх практикăсемпе паллашни, ăсталăхпа палăрнă çынсенчен вĕренме май пурри — çаксем йăлтах республикăри театрсене аталанма май параççĕ. Çапах ку Чăваш Енри талантсене хавхалантарас тĕллевлĕ пысăк ĕçĕн пĕр енĕ кăна. Ачасен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе республикăра 2023 çултанпа шкул театрĕсен хушшинче «АСАМ» фестиваль ирттереççĕ. Çавăн пекех кăçал Чăваш Енри 6 абитуриент Мускаври Борис Щукин ячĕллĕ Театр институтĕнче вĕренме тытăнĕ. Юлашки 20 çулта республикăран унта çакăн чухлĕн вĕренме кĕни пулман. Ку Чăваш Республикин Правительствин пуçарăвĕпе театр вузĕ тата К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ тачă çыхăну тытса ĕçлеме килĕшӳ тунипе çыхăннă. Вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк артистсем тăван республикăна ĕçлеме таврăнĕç. Вĕсем шăпах регионти театр искусствине аталантарĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Телейне фронтра туптанă Кротовсем

2025 çула эпир «Çĕнтерӳ-80» паллăпа ирттертĕмĕр. 1418 куна тăсăлнă юнлă вăрçа чармашкăн, фашизма тĕп туса Аслă Çĕнтерĕве çывхартмашкăн çĕршывăмăрти кашни ял-хула, кашни кил, кашни çемье тăрăшнă: арçынсем — фронтра, хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ — тылра… Арçынсем тенĕрен… Çук-çук, тĕрĕсех мар ку, хĕрарăмсем те фронтра арçынсемпе танах тăшманпа çапăçнă. Вĕсен хушшинче Совет Союзĕн Геройĕн чыслă ятне тивĕçнисем те сахал мар. Чăваш хĕр-салтаксем те Çĕнтерĕве уйхирпе фермăсенче тар тăкса çеç мар, çапăçу хирĕнче те çывхартнă.

«Пĕлетпĕр: таçта инçетре çаплах юнлă вăрçă кĕрлет. Унта пирĕн асăмăра тĕлĕкри пек кĕрсе юлнă аттесемпе аслă пиччесем çапăçаççĕ. Эпир, каярах юлса çуралнăшăн ӳпкелешекен салтак ачисем, вĕлтренсене — çук, пĕтĕм халăх ылханакан Гитлер эшкерне — хĕç-хулăпа вилĕмсĕр Чапаев пек касатпăр», — хăй фронта лекейменнишĕн пăшăрханса аса илет вăрçă кунĕсене Леонид Маяксем çыравçă. Çакă мар-и вăл çĕршыва юратни, унпа мăнаçланни? Пĕчĕк ача унта-кунта ӳсекен вĕлтрене Гитлер вырăнне хурса ăна «çĕнтерет» — касать, ваклать. Çĕршывăмăр Тĕнчен иккĕмĕш вăрçинче 27 миллион çынна çухатнине шута илсен Çĕнтерӳпе таврăннă салтаксем çемье çавăрма пултарни пысăк телей пулнă. Вут-çулăм çумăрĕнчен хăраман яшсемпе пĕрле фронт çулĕпе Берлиналла утнă чăваш хĕр-упраçĕпе хĕрарăмĕн кун-çулĕ паянхи çамрăкшăн — чăн-чăн тĕслĕх. Çавнашкал паттăр пикесемпе яшсем çавăрнă çемьесем çинчен «Астăвăм» кĕнекере çырса кăтартнă. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăннă Варвара Васильевнăпа Прокопий Васильевич Кротовсен пурнăçне те çутатнă унта. Шăпах çак хастар фронтовик çинчен каласа кăтартас килет. Пракахви /ялта яша çапла чĕннĕ/ Беларуç фрончĕн 36-мĕш полкĕнче паттăррăн çапăçнă. Пĕрре мар йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ вăл тăракан çар чаçĕ. Вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче пехота подразделенийĕсен патронсемпе гранатăсем пĕтнĕ, пулăшу кĕтмелли çинчен сăмах та пулма пултарайман. Çыхăну татăлнă. Салтаксен каялла чакма тивнĕ. Çак статьяна хатĕрленĕ май Варварăпа Прокопий Кротовсен мăнукĕпе Екатеринăпа курса калаçма май килчĕ. — Шел, эпĕ асаттене курман. Вăл 1980 çулта çĕре кĕнĕ, асанне те тепĕр 3 çултан Пӳлĕхçĕ патне кайнă. Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен эпĕ аттепе анне тата вĕсен тăванĕсем каласа панинчен пĕлетĕп. Тĕлĕнмелле çынсем пулнă! Асаттепе асанне вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăнсан 9 ача çитĕнтернĕ. Халĕ иккĕмĕш-виççĕмĕш ăрусенчи Кротовсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсен йышĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсем, водительсем, строительсем, спортсменсем, журналистсем, бизнесменсем… Манăн иккĕмĕш сыпăкри тăванăм Екатерина Кротова, сăмахран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухсан ют çĕршыври хаçат редакцине вырнаçрĕ, халĕ те унтах ĕçлет, — тăванĕсемпе мăнаçланать Катя Кротова. Варвара Васильевна яланах Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă ашшĕнчен тĕслĕх илнĕ-мĕн. Çавăнпах-тăр пĕчĕкрен Анка пулеметчица пек пулас килнĕ унăн. Çĕнтерӳпе таврăннă хĕрарăм, тăнăç пурнăç хакне, Тăван çĕршыв пĕлтерĕшне лайăх пĕлекенскер, ачисене, мăнукĕсене, кӳршĕ шăпăрланĕсене те çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Ĕçре çеç телее туптама май пурри çинчен те шахвăртса ăнлантарнă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. 1941—1945» энциклопеди вăрçа хутшăннă хĕрсен паттăрлăхне çапла çырса кăтартать: «300 пин санитарка, çур миллион сандружинница, 222000 снайпер, 100000 ытла партизанка фашистсене хирĕç кĕрешнĕ. 150000 хĕрарăма çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн орден-медальпе наградăланă». Вĕсен йышĕнче Варвара Кротова та пур. Пракахвие фронта ăсатнă хыççăн Варвара унран чылай вăхăт çыру илмен. Савнийĕнчен нимĕнле сасхура та пулман. Хĕр чĕри чăтайман, вăл хăйне те фронта яма ыйтса рапорт çырнă. 1942 çулта 22 çулти пике повестка илнĕ. Чăваш хĕрĕн фронтри çулĕ Çурçĕр Хĕвел анăç- нелле выртнă. СССР, Польша, Румыни, Австри, Чехословаки, Германи… Варвара Кротова Европăри 7 çĕршыва ирĕке кăларма хутшăннă. — Ырă чĕреллĕччĕ çав аттепе анне. Медальорденне те мăнукĕсене выляма панă. Çавăнпа хăшĕпĕри çухалнă та, — терĕ Кротовсен кĕçĕн ывăлĕ Виталий Прокопьевич паттăр ашшĕ-амăшĕн наградисене кăтартма тăрсан. …Вăрçă вĕçленсе пынă тапхăрта юратакан икĕ чĕре пĕр-пĕрне шыраса тупма пултарнă. Виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕсем юрату вучахне çĕнĕрен чĕртнĕ. Варьăпа Пракахви 1946 çулта демобилизациленнĕ. Тепĕртакран çемье чăмăртанă, 5 ывăлпа 4 хĕр çитĕнтернĕ. Патриотлăх — тăшмана хирĕç хĕçпе, пăшалпа тухни кăна мар. Вăл юхăннă хуçалăха ура çине çĕклени те, ача-пăча çитĕнтерни те, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕхпе хавхалантарни те. Çак тĕллеве пурнăç тăршшĕпех тĕпе хунă Кротовсем. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

♦   ♦   


Сенкер тÿпе ытамĕнче

Шупашкарта çар авиацийĕн летчикĕсене самолетпа вĕçме вĕрентнĕ çын пурăнать. Вулакансене унпа паллаштарас килет.

Фронтовик ачи

Унпа 2000 çулта Шупашкар çывăхĕнчи кану çуртĕнче паллашнăччĕ. Пирвайхи хут курсанах «çар офицерĕ, ахăртнех» текен шухăш вĕçсе иртнĕччĕ. Çакă тӳрре тухрĕ. Вăй питти чухне летчик пулнă, халĕ — çар авиацийĕн саппасри полковникĕ тата патшалăхăн сывлăш транспорчĕн инспекторĕ. Пӳлĕмре виçĕ эрне пĕрле пурăнтăмăр — çапла туслашрăмăр. Унтанпа 25 çул иртрĕ. Черетлĕ хут курнăçсан Çĕнтерӳ ачинчен Александр Наварновран хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пама ыйтрăм. Аслашшĕ Иван Николаевич вырăс, Улатăртан, асламăшĕ Анна Яковлевна чăваш, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Патуел ялĕнчен иккен. Аслашшĕ 16 çулта чухне Хĕрлĕ çара çырăннă, Граждан вăрçин ветеранĕ. Нерчинск хулинче тăнă чухне артдивизион комиссарĕ пулнă, чăваш хĕрĕпе Анна медсестрапа çемье çавăрнă. Вăрçă хыççăн вĕсем кунтах пурăнма юлнă.\ Александр ашшĕ Владимир вăрçă çулĕсенче Улан-Удэри çар пулемет-миномет училищине вĕренме кĕнĕ, кĕçĕн командирсен кĕске курсне пĕтернĕ. Разведка отделенийĕн командирĕ пулнă май тăшман йышăннă вырăнсене разведкăна пĕрре мар кайнă. Заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. «Аттешĕн вăл ытти наградăран хаклăрахчĕ, унпа мăнаçланатчĕ, — аса илчĕ ывăлĕ. — Пĕр çапăçура йывăр аманса госпитале лекнĕ, киле костыльпе таврăннă, 1945 çулхи çу уйăхĕнче авланнă, 1946 çулта эпĕ çуралнă». Наварновсем 1960 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Александр 3-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне Борис Полевойăн «Повесть о настоящем человеке» кĕнекине вуланă. Летчик пулас тĕллевпе хулари ДОСААФ аэроклубĕнче парашютпа 35 хут сикнĕ, планерпа вĕçнĕ. 1964 çулта летчиксен Балашоври аслă училищине вĕренме кĕнĕ. Пуç хĕрлĕ «Пĕрремĕш курс аудитори-лабораторире иртсе кайрĕ, иккĕмĕшĕ вара самолетпа вĕçме хатĕрленнинчен пуçланчĕ. Штурвал умне ларма 1966 çулхи çу уйăхĕнче ирĕк пачĕç. Пирĕн курса практикăна Саратов облаçĕнчи Ртищево хули çумĕнчи çуллахи лагере ячĕç. Курсантсем кунĕпех аэродромра, вун-вун самолет тӳпене çĕкленет е аэродрома анса ларать. Анчах штурвал умĕнче эпир мар-ха — инструктор, унăн хыçĕнче ларса пыратпăр. Уйăхран тин штурвала тыттарчĕç. Утă уйăхĕнче реактивлă «Л-29» самолетпа кăткăсрах пăркаланусем турăмăр. Эпĕ — малта, инструктор хыçалтаччĕ. Вăл сывлăша çĕкленме, ункăлама, çаврăнма, аэродрома таврăнма хушрĕ. Эпĕ тата Вячеслав Сухов курсант Воробьев капитан ушкăнĕнче. Малти кабинăна — Сухов, хыçалтине эпĕ йышăнтăмăр. Машинăна Слава манран лайăхрах итлеттеретчĕ. Реактивлă самолетпа питĕ хăвăрт ункăласа вĕçсе аннă чухне çĕр туртăмĕ питĕ пысăк — летчикпа ун çумĕнчи япалана пысăк вăйпа туртать, çавăнпа летчик та, тумтир те темиçе хут йывăрланаççĕ. Çав самантра хам мĕнле курăннине ӳкерме фотоаппарата чĕркуççи çине çирĕплетсе лартрăм. Унччен 9 километра çĕклентĕмĕр. Акă Слава вĕçеве йĕркелекен офицера çӳлтен аялалла анма хатĕррине пĕлтерчĕ. Кĕтмен те — самолета пуç хĕрлĕ çавăрса хучĕ, хыççăнах пысăк хăвăртлăхпа аялалла вирхĕнчĕ. Сехре хăпрĕ — самолет пикерен тухасса кĕтетĕп. Хам йывăрланса кайнăран кресло çумне çыпăçса лартăм, ултă хут йывăрланнă алă пӳрнипе фотоаппарат пускăчне пĕр хут çеç пусайрăм. Пăхатăп: Слава штурвала икĕ аллипех туртать, куç хуралнăран пĕр самантлăха курми пултăм. Акă самолет пикерен тухма тытăнчĕ, çăмăлланма тытăнтăм. Пăхатăп: пирĕн пата эскадрилья командирĕ Сафронов ертсе пыракан звено çывхарать. «Пире курать-ши? Пĕр-пĕринпе çапăнмăпăр-ши?» Пĕр-пĕринчен ăнăçлах уйрăлса кайрăмăр, аэродрома анса лартăмăр. Анчах урăх шухăш шиклентерме тытăнчĕ: вĕçев йĕркине пăхăнманшăн Сухова та, мана та училищĕрен кăларса яма пултараççĕ... Каçхине авиамеханикпа калаçрăм, юсавçăсене «тав тусан» пулăшма шантарчĕ. Икĕ сехетрен самописец пленкине мана пачĕ, ăна çунтарса ятăмăр...» – каласа пачĕ вăл. Александр тепĕр пăтăрмаха та аса илчĕ: «Трухачев капитан хăйĕн звенинче вырăн йышăнса вĕçме хушрĕ. Хăнăхура манăн тăшманран звенон сулахай аякне хӳтĕлемеллеччĕ. Вĕçсе хăпарнă чухнех çил чăрмантарчĕ, тӳпере те вăл тĕртсе умра пыракан самолетсене манпа çывăхлатрĕ. Кустăрмасене вырăна кĕртсе лартма тесе кнопкăна пусрăм çеç — çил машинăна чалăштарса пуç хĕрлĕ çавăрса хучĕ. Инкеке лекес хăрушлăх тухса тăчĕ. Тӳрĕ вĕçме тăрăшса пăхрăм, анчах штурвал итлемерĕ, машина сулахай еннелле пăрăнсах тăчĕ. Ăна çĕре çывăхрах антарсан çеç пысăк кренран тухма тытăнчĕ — хам тарланине туйрăм. Аэродрома таврăнсан самолетсене вырăна лартрăмăр та задание пурнăçланине пĕлтерме Трухачев капитан патне кĕтĕмĕр. Курсантсем эпĕ мĕнле вĕçсе хăпарнине асăрханă иккен — ман çине тĕлĕнсе пăхрĕç. «Хăвна мĕнле туятăн?» — ыйтрĕ капитан. «Задание пурнăçларăм!» — хуравларăм ăна. «Çил чутах леш тĕнчене ăсататчĕ», — шухăшларăм хам. Пăтăрмаха текех аса илмерĕç». Вилĕмрен çăлнă 1967 çул. Наварнов «Ил-14» самолетпа вĕçме вĕреннĕ, 1968 çулта «Ан-24» çине куçнă. Çав çул вăл хура куçлă, икĕ вăрăм çивĕтлĕ, йăл кулнă чух пит çăмарти пăт путакан хĕрпе паллашнă: — «Лидия Яковлевнăпа пĕрле 57 çул пурăнатпăр». Александр училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, ăна инструктор пулма унтах хăварнă, 1975 çултанпа — эскадрилья командирĕ. 1976 çул вĕçĕнчен — Оренбургри летчиксем хатĕрлекен аслă училище эскадрилйин командирĕ, 1977 çул вĕçĕнчен — Фрунзе хулинчи ют çĕршыв летчикĕсене хатĕрлекен полк командирĕн çумĕ. 1983 çулта Ю.А.Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна полк командирĕ пулма шаннă. А.Наварнов полковник Африкăран, Кăнтăр Америкăран, Кубăран, Кăнтăр хĕвел тухăç Азирен килнĕ курсантсене самолетпа вĕçме вĕрентнĕ. Аэродромсем, курсантсем валли пурăнмалли вырăн тутарнă. Унăн пӳлĕмне кĕрекенсем унта 15 патшалăх ялавне курма пултарнă. «Пирĕн ентеш Андриян Николаев 1962 çулта космоса вĕçсе хăпарнă хыççăн çапла каларĕ: «Тĕнче уçлăхĕнче чи кирли — хăвна лăпкă тытни». Çак сăмахсене эпĕ яланах асра тытнă. 1970 çулта аэродрома анса ларма хатĕрленнĕ чухне курсантăн «Л-29» самолечĕн виçĕ кустăрми те уçăлса вырăнне лармарĕ. Вăл кăларма тăрăшрĕ — ĕç тухмарĕ», — аса илчĕ Александр Владимирович, вĕçев ертӳçи пулнăскер. Темиçе хăтланса пăхнă хыççăн сулахай кустăрми тухса вырăнне ларнă, сылтăмми итлемен. Аэродрома анса ларнă чухне самолетăн хăрах çуначĕ çĕре перĕнсе лапчăннă. Анчах курсант сывă юлнă. Пулас летчика инкекрен тухма пулăшнăшăн А.Наварнова Тав хучĕпе наградăланă. 1978 çулта вăл Африкăри Чад патшалăхĕн курсантне вилĕмрен çăлнă. Хайхи «Л-29» самолет штурвалĕ умне пĕрремĕш хут ларнă. Вĕçеве йĕркелекен офицер ăна, анса ларма хатĕрленнĕскере, тĕрĕс мар команда панă: «Штурвална ан хускат». Ăна кăшт тĕксе самолет хăвăртлăхне тивĕçтерсе пыманран вăл аэродром патне вĕçсе çитеймен. Вĕçев йĕркелӳçи самолета хăпартма, аэродрома иккĕмĕш хут анса ларма хушнă. Вăл аэродром умĕнче штурвалпа вĕçеве йĕркелесе пыманран машина хăвăртлăхне хăвăрт çухатса кустăрмипе çĕре тĕкĕнсе иртнĕ. Курсант самолета каллех хăпартса тепĕр çаврăм тунă. Хумханса калаçакан офицер курсанта та пăшăрхантарнă, самолета тăватă хутчен лартма хăтланнă пулин те — ĕç кăларайман. А.Наварнов пӳлĕме чупса пынă, самолета кустăрмисене кăлармасăрах лартма хушнă. Малтан пулас летчикпа лăпкăн калаçса лăплантарнă. Унпа ывăлĕ пекех калаçнă, машинăна мĕнле лартмаллине ăнлантарнă. «Юрать, çапла тăватăп», — хуравланă лешĕ. Самолет аэродрома кустăрмисене кăлармасăрах анса ларнă. Анчах çӳлти пуçлăхсем курсанта малалла вĕçме чарнă. А.Наварнов çапла пулса тухнăшăн чылай çул кулянса пурăннă. Çапах Чад курсанчĕ Монай Кодинан каярахпа летчик пулса тăнă, Францире «Миражпа» вĕçнĕ. 1988 çулта А.Наварнова Монголие командировкăна янă, вăл — «Миг-21» самолетсен полкĕн командирĕн канашçи. Совет Союзĕнче хăй вĕçме вĕрентнĕ летчиксемпе тĕл пулнă, ăна аэродромра хапăлласа йышăннă. Вăл самолетсене алла илме пулăшнă. Çавăншăн ăна Монголин «Çапăçури килĕшӳшĕн» медалĕпе наградăланă. «1990 çулсен пуçламăшĕнче Европăран, Монголирен, ытти патшалăхран летчиксене вĕçме вĕрентнĕ инструкторсемпе канашçăсене Тăван çĕршыва чĕнсе илчĕç, — терĕ вăл. — 45 çулта чухне çар авиацине кирлĕ мар çын пулса тăтăм. Асаттен пĕчĕк тăван çĕршывне пурăнма килтĕмĕр, 1992-1996 çулсенче ДОСААФăн Шупашкарти аэроклубĕн пуçлăхĕ пултăм, самолетпа вĕçме, парашютпа сикме вĕрентрĕм». Вĕçме вĕрентес ĕçре лайăх енчен çеç кăтартнăран 1996 çулта ăна граждан авиацийĕн патшалăх инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ, 2011 çулта Шупашкар аэропортне вĕçевсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен специалист пулма куçарчĕç. Александр Владимирович 2017 çулта тивĕçлĕ канăва кайрĕ.

Геннадий ПАВЛОВ-СЕХНЕР, ĕç ветеранĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.