Комментировать

5 Фев, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 4 (6603) № 05.02.2026

Пир татăкĕсенчен илемлĕ ӳкерчĕк çуралать

ПĔРИСЕМ ХУТРАН Е ТĂМРАН ТЕТТЕСЕМ ĂСТАЛАÇÇĔ, ТЕПРИСЕМ ЙЫВĂÇРАН КӲЛЕПЕСЕМ ЯНТĂЛАÇÇĔ. ПУСМА ТАТĂКĔСЕНЧЕН ӲКЕРЧĔК ТĂВАКАНСЕМ ТЕ ПУР. ЕТĔРНЕ ТĂРĂХĔНЧИ АНАТ АЧАК ЯЛĔНЧЕ ÇУРАЛНĂ ИВАН СЕМЕНОВ ШĂПАХ ÇАК ĂСТАЛĂХА АТАЛАНТАРАТЬ.

Йĕппе çип вырăнне — çилĕм

Ал ĕçне ăна ашшĕ вĕрентнĕ. Михаил Иванович ӳнер енне ачаранах туртăннă. Пултарулăх ку çемьере çăл куç пек тапса тăнă. Ашшĕ Иван Семенович, колхозра трактористра ĕçленĕскер, лайăх ӳкернĕ. Хуçалăх ертӳçи ыйтнипе плакатсем тунă. Миша та ашшĕ пек ӳкерме ĕмĕтленнĕ, анчах вăл вăхăтра çемьен тĕслĕ кăранташсем, сăрăсем пулман. Пĕр кун ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайсан 6 çулти Миша пиччĕшĕпе тата йăмăкĕпе кăмакаран кăмрăк туртса кăларнă. Пĕр татăкĕпе сăрласа пăхнă та — илемлĕ ӳкерчĕк пулса тухнă. Хавхаланса кайнипе ачасем пĕтĕм çурта — урайĕнчен пуçласа маччана çити — «капăрлатнă». Ашшĕ-амăшĕ киле таврăнсан тĕлĕннĕ. Паллах, кун хыççăн стенасемпе урая çуса тасатма тивнĕ… Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Михаил Иванович Шупашкарти трактор заводĕнче ӳнерçĕ-оформительте ĕçленĕ. Плакатсем, стена хаçачĕсем кăларнă, карикатурăсем ӳкернĕ. Ялта çитĕннĕскере тăван тăрăхалла туртнă, çавăнпа та вăл «Ленинская искра» колхозра ӳнерçĕ-оформителе вырнаçнă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хуçалăхра ку должноçа пĕтернĕ. Михаил Иванович пĕр вăхăт комбайнерта вăй хунă, унтан ирĕклĕ художник пек ĕçленĕ. Чӳрече хашакĕсем, карниссем ăсталанă. Пĕррехинче вăл пĕр журналта татăк-кĕсĕкрен тунă ӳкерчĕксем курнă. Унта пир татăкĕсене картина çумне йĕппе çĕлесе хунă. Çак меслет Михаил Ивановича кăсăклантарса янă, хăй тĕллĕн аппаланса пăхнă. Картина тунă чухне вăл пир татăкĕсене çыпăçтарма урăх меслет тупнă: йĕппе çип вырăнне çилĕмпе усă курнă. Пĕрремĕш ĕçе Михаил Иванович 1996 çулта тунă. Çав çулах хăйĕн картинисене районти куравра тăратнă. Унăн произведенийĕсене халăх тивĕçлипе хакланă, çакнашкал майпа илемлĕ ĕçсем тунинчен тĕлĕннĕ. Шел те, Михаил Ивановичăн кун-çулĕ кĕске пулнă. Хăйĕн хыççăн вăл пысăк пуянлăх хăварнă. Ашшĕ вĕрентнĕ Ашшĕн ĕçне ывăлĕ Иван тăсать. Вăл — Чăваш ӳнерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Иван Тури Ачакри А.П.Айдак ячĕллĕ шкулта вĕреннĕ, ӳнер шкулне çӳренĕ. Ачаранах ăна пластилинран тĕрлĕ япала йăвалама, ӳкерчĕксем тума килĕшнĕ. Ывăлне мĕн пĕчĕкрен ӳнер тĕнчи кăсăклантарнине ашшĕ-амăшĕ те сиснĕ. — Ача чухне пластилинпа аппаланма юрататтăм. Тĕрлĕ тетте шухăшласа кăлараттăм та вĕсемпе выляттăм. Ялтах ача-пăча ӳнер шкулĕ пурччĕ. Ăна çамрăк ӳнерçĕ Михаил Разумов пуçарнипе туса лартнă. Михаил Никитичпа Павел Петрович преподавательсем пире ӳкерӳ ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентрĕç. Хĕвеллĕ çанталăкра этюдник йăтса урама тухаттăмăр. Уçă сывлăшра ӳкерме кăмăллăччĕ. Педагогсем пире çут çанталăк илемне сăнама, çак хитрелĕхе хут листи çине куçарма вĕрентетчĕç. Паллă художниксен ĕçĕсемпе паллашмашкăн Шупашкарти ӳнер тата Наци музейĕсене çӳреттĕмĕр. Чăваш ӳнерçисен ӳкерчĕкĕсене, скульптурисене курнăшăн савăнаттăм. Хамăн пĕрремĕш ĕçе паянхи кун та ас тăватăп. Алла хут-кăранташ тытса çурт ӳкерме ларнăччĕ, анчах пулмарĕ. Атте çакна курсан тĕрĕс мĕнле тумаллине вĕрентрĕ. «Кил-çурта, çут çанталăка, тавралăха сăнама вĕрен», — вăл калани халĕ те асра. Чăнах та, ачаранах тавра курăма аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Атте «Юный художник» тата «Сделай сам» журналсем вулама юрататчĕ. Пĕр кăларăмра вăл пир татăкĕсенчен картина тунине курнă та ăсталама тытăннă. Ку меслетпе вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ĕçлеме пуçланă. Эпĕ пир татăкĕсенчен пĕрремĕш картинăна 2008 çулта хатĕрлерĕм. Атте мана татăк-кĕсĕкрен ӳкерчĕк туса пăхма сĕнчĕ. Хавхаланса кайнипе ăна пĕр кунра турăм. Атте манăн ĕçе курсан питĕ савăнчĕ. Вăл çемьере пилĕк ачаран чи асли пулнă. Анне Анна Петровна — чи кĕçĕнни. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Анне енчен ытларах хуçалăх тытса пыракансем, предпринимательсем пулнă. Атте йăхĕнчен поэт, музыкант, художник нумай тухнă. Атте пурăннă чухне эпĕ пир татăкĕсенчен пĕр ӳкерчĕк çеç турăм. Вăл вилсен хамăн çула палăртрăм: манăн пултарулăх енĕпе ĕçлес килчĕ. Атте хатĕрленĕ пир татăкĕсем миххи-миххипеччĕ. Вĕсемпе мĕн тумалла: кăларса пăрахмалла-и, çунтарса ямалла-и е тăван çыннăн ĕçне малалла тăсмалла-и? Шухăшларăм та виççĕмĕш çула суйласа илтĕм. 2015 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнер факультетне вĕренме кĕтĕм. Малтан бакалавриатра, унтан магистратурăра ăс пухрăм. Диплом ĕçне пир-авăр живопиçĕн техникипе хатĕрлерĕм, пусма татăкĕсенчен çут çанталăка сăнарларăм. 2019 çулта мана, студента, Наталия Соловьева председатель Чăваш ӳнерçисен пĕрлешĕвне кĕме сĕнчĕ. Çав çулах «Кăвак хуппи» курава хамăн ĕçсене тăратрăм. Май килнĕ таран пленэрсене хутшăнатăп, республика тулашне тухса çӳретĕп. Картина хатĕрлеме тытăнсан хама ыйту паратăп: çакна тума пултарăп-и? Хуравсене пултарулăх ĕçĕнче шыратăп. Малтанлăха пир татăкĕсенчен пейзажсем ăсталаттăм, унтан хамăн ĕçсенче чăваш хĕрĕсен сăнарĕсене кĕртме тытăнтăм. Çавăн чухне тепĕр шухăш килчĕ — çулталăк вăхăчĕсене сăнласси. Çапла «Çуркунне», «Çулла», «Кĕркунне» тата «Хĕлле» картинăсем çуралчĕç. Вĕсенче чăваш хĕрĕсен тĕрлĕ çи-пуçне, несĕллĕхне тата кун-çулне кăтартма тăрăшрăм. Унтан ытти халăхăн сăнарĕсене тума пуçларăм. Мана нацисен пĕрпеклĕхĕ кăсăклантарчĕ. Халăхсен историне, йăли-йĕркине тĕпчеме тытăнтăм. Тутар, пушкăрт, чăваш, авар, мари, мордва, якут тата чикан хĕрĕсене сăнарларăм. Пĕлтĕр Раççейри тĕрлĕ халăха халалласа курав хатĕрлерĕм. Мускавра иртнĕ «Африканская эклектика» курава хутшăнтăм. Ку маншăн интереслĕ опыт пулчĕ. Кăçал халăхсен туслăхĕ пирки калаçатпăр. Манăн ĕçсем çулталăкпа пĕр килнĕшĕн савăнатăп. Чи пысăк ĕç — «СемьЯ» картина. Ăна Çемье çулталăкĕнче хатĕрлерĕм. Унта эпĕ ашшĕ-амăшне çичĕ тĕпренчĕкĕпе сăнларăм. Иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине паллă турăмăр. Союз хастарĕсемпе пĕрле Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче çак темăпа курав йĕркелерĕмĕр. Унта эпĕ те хамăн картинăсемпе хутшăнтăм. Кашни ĕç сăнав евĕр, вĕсенче ыйтусен хуравне шыратăп, — аса илчĕ ӳнер ĕçне халалланă ăстаçă. Пусма татăкĕсенчен ӳкерчĕк тăвасси çăмăл мар. Çав вăхăтрах кашни картина хăйне евĕрлĕ илемлĕ пулать. Тĕлĕнмелле те, ӳкерчĕке хатĕрленĕ чухне вăл пĕр сăрăпа та усă курмасть. Куç харшипе хăрпăкне те пир татăкĕпе е çиппе илемлетет. Пĕр ӳкерчĕке тума икĕ эрне е уйăх иртет. Тĕрлĕ тĕслĕ татăк-кĕсĕкрен çавнашкал илемлĕ картинăсем пулаççĕ. — Шухăшсем хăйсемех çуралаççĕ. Картинăна тума пуçличчен малтанах ăçта мĕн çыпăçтармаллине палăртатăп. Кайран пир татăкĕсене мозаика евĕр хурса тухатăп. Пĕр ӳкерчĕке туса пĕтериччен пуçра тепĕр карПусма татăк.сенчен \керч.к хат.рлен. чухне вăл п.р сăрăпа та усă курмасть? Куç харшипе хăрпăкне те çиппе илемлетет тина валли шухăш килсен ăна та часрах пурнăçа кĕртес килет. Анчах пĕрне вĕçлемесĕр теприне пуçламастăп. Пир татăкĕсене ятарлă лавккасенче туянатăп е тумтир çĕлемелли-юсамалли мастерскойсене кайса илетĕп, — ĕçри вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕ 38 çулти ӳнерçĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Лапка-лапка юр çăвать...

Кăçалхи хĕл юрпа пуян. Çӳлти канцеляри çынсен чăтăмлăхне тĕрĕслет тейĕнех. Ăçта пăхатăн, унта юр купи. Паллах, кун пек чухне вырăнти влаç кăна мар, кашни çын яваплăха туйсан кăна йывăрлăхсене парăнтарма пулать. Урамсемпе картишсене юртан тасатас ĕçе çынсем те хастар хутшăнни савăнтарать. Патăрьел тăрăхĕнче çут çанталăк «парнипе» епле кĕрешеççĕ-ха? Ку ыйтăва округри строительство, коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Яковлева уçăмлатрĕ.

«Ку хĕл хăйĕн кăмăлне аванах кăтартрĕ. Юр нумай çурĕ. Кашни çулах хĕлле ялсенчи урамсене юртан тасатса тăрас тĕллевпе подрядчиксемпе килĕшӳ тăватпăр. Вĕсем хăйсен тивĕçне лайăхах пурнăçлаççĕ. Пирĕн округра федераци трассисем те пур, регион шайĕнчи çулсене те пăхса тăмалла. Чи малтан округри тĕп çулсене, социаллă учрежденисене çыхăнтаракан çулсене йĕркене кĕртетпĕр. Тротуарсене те, чарăнмалли павильонсене те юртан тасататпăр. Кăçал вунă подрядчикпа килĕшÿ тунă. Вĕсем пирĕн округри 19 территори уйрăмĕнчи çул-йĕре тирпейлесе тăраççĕ. 38 транспорт хатĕрне ĕçе явăçтараççĕ. 473,3 çухрăма юртан тасатма вăхăт кирлĕ паллах. Çапах халăх кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр. Трактор-машина кĕреймен вырăн та чылай-ха. Ял çыннисем те, тĕрлĕ организаци те юрпа кĕрешес ĕçрен айккинче юлманни савăнтарать. Шкулсенче «юр десанчĕ» ĕçлет. Вĕсем палăксене пăхса тăраççĕ, ватă çынсене картишсенчен юр илсе тухма пулăшаççĕ», — терĕ Нина Александровна. Патăрьел округĕнчи вĕренӳ завечисемпе кинемейсене те çут çанталăк синкерĕпе кĕрешме пулăшаççĕ. Акă Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем ватăсен кил-çурчĕ умĕнчи çулсене тирпейленĕ, çавăн пекех вĕсем тухса çӳрейменнисене апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ, ытти ĕçе тăваççĕ. Куллен усă куракан çăлсем патне те çитме юр кĕрчĕсене сирсе çул уçнă. Çак ĕçе ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ хутшăнни те савăнтарать. Анат Туçа ялĕнчи çул тасатакан подрядчикпа та калаçма тӳр килчĕ. «Пирĕн хуçалăх ку яваплă ĕçре 15 çул. Территори уйрăмне 8 ял кĕрет. Çак ялсенчи çулсене тирпейлесе тăма 2 техника уйăртăмăр. Кăçалхи хĕлле юр нумаййипе пирĕн тракторсем кашни кун çула тухаççĕ. Анчах техника та çĕмĕрĕлет. Ĕнер кунĕпе трактор юсарăмăр. Каçхине те куç хупман. Çынсем çак уйрăмлăхсене ăнланмаççĕ, тӳрех ӳпкелешме тытăнаççĕ. Пĕр кунра 50 çухрăма яхăн çула тасатма тивет. Анчах хăш-пĕр тăкăрлăка кĕрсе тухма та çăмăлах мар», — терĕ хуçалăх ертӳçи Юрий Рыбаков. Николай Клементьев тракторист ирех ĕçре. Вăл Анат Туçа ялне Елчĕк тăрăхĕнчи Арланкасси ялĕнчен çӳрет. «Ĕнер киле те кайман-ха эпĕ. Çĕрĕпе трактор юсарăмăр, техника çĕмĕрĕлнипе урамсене тасатаймарăмăр. Çитменнине юр та кунĕпе çурĕ. Халăх кăмăлсăр пулнине те пĕлетпĕр. Çавăнпа çĕр çывăрмарăмăр. Паян тул çутăлнă-çутăлманах ĕçре. Кăçал çанталăкĕ те канма памасть. Пĕрмай юр çунăран техникăна та йывăр килет», — терĕ тракторист. Çул-йĕр служби талăкĕпех ĕçлет пулин те вăхăтра çитсе ĕлкĕреймест. Çавăнпа пур тăрăхра та çынсен çул-йĕр предприятийĕсене пулăшмаллах. Çакăн чухне çеç ку йывăрлăха парăнтараятпăр. Унашкал рейдсем Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă, Вăрнар, Элĕк, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче йĕркелени çинчен пĕлтерчĕç. Ял хушшинчи урамсене пур çĕрте те юртан вăхăтра тасатса ĕлкĕреймеççĕ. Хăш-пĕр ялта эрнипе çул çинчи юра тĕкĕнмен вырăнсем те пуррине хыпарларĕç. Енчен те пушар сиксе тухсан /ун пек инкек ан пултăрах/ мĕн тумалла? Çавнашкал вырăнсене васкавлă медпулăшу машинисем те кĕрсе тухаймĕç. Пĕр ялта çавăн пек тĕслĕх пулса иртрĕ. Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтака пытармашкăн масара каймалли çула юртан тасатса паман-мĕн. Ку ĕçшĕн укçа тӳлемеççĕ имĕш. Пĕтĕмпех укçапа виçмелле-шим? <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Телеертӳçĕсене шăрттанпа сăйланă

«Пĕчĕк» çын пысăк экран çине лекни хăйне евĕрлĕ пулăма çаврăнать. «Давай поженимся» кăларăмра ӳкерĕннĕ Вера Артемьева çакна хăй туйнă. Вăл чаршав хыçĕнчи вăрттăнлăхсене уçрĕ.

1997 çулта Комсомольски салинче çуралнăскер пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ: 10 çулта апат пĕçерме вĕреннĕ, ĕне сунă, кил-çурта тирпейленĕ. Çемье 8 ĕне, 8 вăкăр, лашасем, тихасем, кроликсем, чăх-чĕп усранă. Амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхнă вăхăтра Вера апат хатĕрленĕ. Ашшĕ Мускава ĕçлеме çӳренĕ. Утă вăхăтĕнче те килте ларман: хĕр трактор чуптарнă, ывăлĕсем вал çинче тăнă. Çемье 8 гектар севок сухан лартса ӳстернĕ, хĕвел айĕнче кунĕ-кунĕпе тар тăкнă. Ĕçе хăнăхса ӳснĕ хĕр Шупашкарта хваттерлĕ пулсан та ялалла туртăннă: «Тăватă стена хушшинче сывлăш çитмен пек туйăнать. Мана ял кирлĕ, çĕр çинче ĕçлес килет», — тенĕ. Вера техникумра пĕлӳ илнĕ хыççăн кассира вырнаçнă. Каярах ЧПУн юридици факультетĕнче ăс пухнă. Студент çулĕсенче ăна юлташĕ каччăпа паллаштарнă. Ырă та ăслă яш сăпайлă хĕрĕн чĕрине тыткăнланă. Пĕр-пĕрне савакансем часах çемье çавăрнă. «Авланас шухăш çук тăк манпа ан çӳре», — терĕм Леонида. Вăл килĕшрĕ», — аса илет хĕрарăм. Çичĕ çулта вĕсен 2 хĕр çуралнă. Пурнăç çулĕ çинче ырă самантсем те, йывăрлăхсем те сахал мар пулнă. Юлашки çулсенче çемьере хирĕçӳсем пуçланнă, мăшăр пĕр-пĕрне ăнланма пăрахнă. Кунсерен пухăнса пынă кӳренӳсем вĕсене уйрăлма хистенĕ. Пурнăç урапи малалла шунă. Вера «Давай поженимся» телешоуна мăшăр шырама каясси пирки пачах шухăшламан, хăйĕншĕн те кĕтменлĕх пулса тăнă ку. «Анне кашни эрнере çак телекăларăма пăхать. Вăл шӳтлесе тенĕ пек анкета ярса пама сĕнчĕ. Ăна пăхса тухасса, пире чĕнессе шанман та. Виçĕ кунран шăнкăравларĕç. Тĕлĕнтĕмĕр. Малтан иккĕлентĕм, Мускава каяс кăмăл çукчĕ: мĕн тума кирлĕ-ха вăл мана теттĕм. Анне ӳкĕтлерĕ, ку шанăçа вĕçертме хушмарĕ. Килĕшрĕм. Йĕркелӳçĕсем нумай хутчен шăнкăравларĕç, ыйтусене уçăмлатрĕç. Видеовизитка ярса патăм, хам пирки каласа кăтартрăм. Ăçта ĕçлени пирки ыйтрĕç, çемьепе, хĕрсемпе интересленчĕç. Упăшкапа мĕншĕн уйрăлнине, миçе çул пĕрле пурăннине уçăмлатрĕç. Тĕппипех ыйтса пĕлчĕç. Мĕнле каччăсем килĕшнипе кăсăкланчĕç. Ăшă та ырă калаçу пулчĕ. Çула тухас умĕн кучченеçсем хатĕрлерĕмĕр. Комсомольскинче чăваш çăкăрне, Елчĕкре шăрттан, кукăльсем туянтăмăр. Чăваш тĕрриллĕ тапăчкисем ятарласа тутартăмăр. Мускава пысăк чăматансемпе пырса çитрĕмĕр. Пуйăсран тухсан такси кĕтсе илчĕ, хăна çуртне леçрĕ. Пĕтĕм тăкаксене саплаштарчĕç. Менеджерсем пирĕнпе пĕрле çӳрерĕç, пĕтĕмпех ăнлантарчĕç, кашни ыйтăва хуравларĕç. Эпир тĕп хулана виççĕн — эпĕ, анне, шăллăм — кайрăмăр. Иккĕмĕш кун студире иртрĕ. Стилистсем капăрлатрĕç, парикмахер çӳçе илемлетрĕ. Мĕн тăхăнмаллине малтанах палăртнăччĕ. Ӳкерме пуçличчен хăш-пĕр саманта сӳтсе яврăмăр, мĕн калама юраманнине пĕлтерчĕç. Хамăра кулленхи пурнăçри пек тытма сĕнчĕç. Пĕчĕк репетици те ирттертĕмĕр. Пĕр кунра тăватă кăларăм хатĕрлерĕç. Ытти хĕрпе паллашрăм», — каласа кăтартрĕ Вера. Вера «ылтăн» алăллă, машинăпа çӳреме тата апат хатĕрлеме пĕлекен, малтанхи арăмĕпе лайăх çыхăну тытакан, ачасене укçа-тенкĕпе пулăшакан, спортпа туслă арçынна шырани пирки пĕлтернĕ. Унăн чĕришĕн кĕрешме виçĕ Александр килнĕ. Арçынсем парнепе тухнă, хăйсем çинчен каласа панă, сюрприз кăтартнă. Пĕрремĕшĕ Верăна вырăс халăх ташшине чĕннĕ, иккĕмĕшĕ юрă шăрантарнă, виççĕмĕшĕ чăваш юррипе ташлаттарнă. «Каччăсене студире пĕрремĕш хут куртăм, маларах паллаштарман, сăн ӳкерчĕксене те кăтартман. Вĕсем пĕрремĕш хутра ларнă, хĕрарăмсем — иккĕмĕшĕнче. Чечек çыххисемпе тухрĕç, илемлĕ сăмахсем каларĕç. Хумханнипе мĕн каланине ас тумастăп. Пурте Александр ятлă пулнăран малтанлăха çухалса кайрăм. Телекăларăм вăхăтĕнче, тĕрĕссипе каласан, пĕр-пĕрне пĕлсе çитме май çук, кашнине 5-10 минут çеç уйăраççĕ. Ытларах Ларисăпа Роза калаçрĕç. Вĕсем каччăсем ман пата яла куçма хатĕррипе интересленчĕç, трактор çинчен чылай сăмахларĕç. Пирĕн кучченеçсене тутанса пăхни, мухтани кăмăла кайрĕ. Арçынсем те савăнтарчĕç. Акă 1 Александр сĕннипе вырăс тумĕ тăхăнса куртăм. Гримерка аякрах мар пулнăран нумай вăхăт иртмерĕ. Виççĕмĕш каччă чăваш юррипе тухсан уйрăмах хĕпĕртерĕм», — сăмаха малалла тăсрĕ Вера. Телекăларăма икĕ сехет ӳкернĕ. Ертсе пыракансем хăнан ырă та сăпайлă кăмăлне туйса ăна ăшшăн йышăннă. Вĕсен тараватлăхĕ хĕре лăпланма, «уçăлма» пулăшнă. «Ларисăпа Роза — питĕ ăслă хĕрарăмсем. Телевизорпа куракан паллă çынсемпе куçа-куçăн калаçма питĕ интереслĕ пулчĕ. Мăнукăмпа çыхăннă лару-тăру çинчен сăмах пуçарсан сĕнӳ те пачĕç. Ăна шута илтĕмĕр. Чăнах та, ыйтăва татса пама пулăшрĕ. Каччăсем те кăмăла кайрĕç, уйрăмах 1 Александр килĕшрĕ. Хĕрĕм тĕрĕс суйларĕ», — чунне уçрĕ амăшĕ. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Ури атă çумнех çыпăçса ларнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче никама та çăмăл пулман. Çав тапхăрта ачасем те терт-нуша курнă. Фронта тухса кайнă ашшĕпиччĕшĕ вырăнне яшсем ĕç станокĕ умне тăнă, кĕçĕннисем те пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Канаш округĕнчи Йăлмачча ялĕнче пурăнакан Николай Яковлевăн ачалăхĕ те вăрçă çулĕсенче иртнĕ.

Вăл 1939 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕне ас тумасть, амăшĕ вара çамрăклах, ывăлĕ 5-ре чухнех, пурнăçран уйрăлнă. Ăна çывăх тăванĕсем хăйсен хӳттине илнĕ, анчах тăлăхăн шăпи çăмăлах пулман. Николай Яковлевич каланă тăрăх, çемье чухăн пурăннă, вăрçă çулĕсенче апат- çимĕç те çитсе пыман, йĕркеллĕ тумтир те тăхăнайман. «Хĕлле резин атăпах çӳреттĕм, çăматă тăхăнса кураймарăм. Ун чухне шартлама каçсемпе кунсем тăратчĕç. Шкула утнă чухне питĕ сивĕ пулнипе ура атă çумнех çыпăçса ларнăччĕ. Ăна учитель те хăпăтайманччĕ, вара атта касма тивнĕччĕ. Пушмака юрăхсăра кăларнăшăн килтисенчен пĕçерккĕ те лекнĕччĕ», — терĕ 86-ри мучи. Коля вĕренме ялтан 7 çухрăмра вырнаçнă Кульцав шкулне /Вăрнар тăрăхĕ/ çуран çӳренĕ. Çав кун шăнса пăсăлнипе арçын ача йывăр чирлесе ӳкнĕ. Сывалсан та ăна шкула яман: урана тăхăнма пушмак та пулман тата вĕреннĕшĕн 5 тенкĕ тӳлемелле. Çапах каярах Йăлмачча яшĕ шкулта 7 çул пĕлӳ илнех. Николай Яковлевич çав çулсене яланах ырăпа аса илет. «Шкулта вĕренме çăмăлах марччĕ, çапах интереслĕччĕ. Тăхтавсенче ашкăнаттăмăр, уроксенчен тухса тараттăмăр. Пурпĕр пĕрле вĕренекенсемпе туслă пурăнаттăмăр, пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, вăйсăррисене кӳрентермен, услапсене хирĕç тăма хăюлăх çитетчĕ», — каласа кăтартрĕ шурсухал. 15 çулта Коля ялти ферма ĕçне кӳлĕннĕ. Çулла лаша кĕтĕвне çӳренĕ, хĕлле те вĕсенчен уйрăлман. Йывăр пулин те яш пуç усман, юн вĕресе тăнă-çке. Шăпах çак тапхăрта вăл пулас мăшăрне тĕл пулнă. Нина Александровна унран 8 çул аслăрах. Унăн ашшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман, 1942 çултах тăшманпа кĕрешсе пуç хунă. Асли пулнăран кил хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕç Нина çине тиеннĕ. Хĕр вут та çурнă, лаша та çавăтнă, амăшĕ хирте чухне йăмăкĕсене пăхнă. Нина 4-мĕш класс хыççăнах фермăра вăй хума тытăннă. Вăл ĕнепе пăру витинче тăрăшнă. Хĕр тăлăх яша шеллесе сĕтпе тата çĕр улмипе хăналанă. Çав вăхăтра вĕсен хушшинче юрату туйăмĕ хĕмленме тытăннă. Анчах Нинăн амăшĕ хĕрне тăлăха качча пама тӳрех килĕшмен, каярах кăна çураçулăх тупнă. Çити-çитми пурăннă пулин те çамрăксем 1957 çулта туй кĕрлеттернех. Халăх йăлипе килĕшӳллĕн ĕçкĕре тухьяллă-хушпуллă хĕр-хĕрарăм ташласа савăннă, туй юрри-кĕвви янăранă, хĕр илме капăрлатнă утпа кайнă. Нина туй кĕпине хăй тĕртсе тунă пиртен çĕлесе чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Ывăлĕ каланă тăрăх, кайран ăмăшĕ ăна питĕ тирпейлĕн упранă, ачисемпе мăнукĕсене кăлара-кăлара кăтартнă. Пулас упăшкин вара туйра тăхăнма тум та пулман. Ăна тусĕ «çăлнă»: хăйĕн костюмĕпе шăлаварне пĕр кунлăх «тара» панă. Çамрăк çемье малтанхи çулсенче улăм тăрăллă кивĕ пӳртре пурăннă. 1958 çулта Яковлевсен пĕрремĕш пепки çут тĕнчене килнĕ. Ăна Валерий ят хунă. Анчах çамрăк ашшĕ пĕчĕк ывăлĕпе нумаях савăнайман — çав çулах кил хуçи çар ретне тăнă. Вăл çар аэродромĕнче виçĕ çул служба тивĕçне пурнăçланă. Ун чухнех водитель специальноçне алла илнĕ, ăна штаб пуçлăхне илсе çӳреме те шаннă. Çар çулĕсенчех пĕлĕвне тарăнлатнă, математика задачисене шĕкĕлчеме вĕренсе çитнĕ. Тăван ене таврăнсан Николай Яковлевич «Советская Армия» колхозра ĕçлеме тытăннă. Вăл груз турттаракан машинăсемпе çӳренĕ, ăна ГАЗ-52, ГАЗ53 шанса панă. Пĕр вăхăт бензин та турттарнă. Кил хуçи пенсие тухичченех руле алăран яман. Ĕçе чунтан парăнса тăрăшаканскере пĕр кун колхоз председателĕ кантура чĕннĕ те санаторие кайма путевка панă. Хавхаланнăскер çула тухма хатĕрленнĕ, анчах унта çитме тӳр килмен: çав кун сумлă колхозник вилсе кайнă, тупăка масара илсе кайма машина кирлĕ, ку ĕçе Николай Яковлева хушнă. Вăрçă ачи каланă тăрăх, малтанхи çулсенче ялта пĕр машина кăна пулнă, çавăнпа унпа çынсене те турттарнă. Вăл ялти вун-вун хĕрарăма Шăхасанти ача çуратмалли çурта леçнĕ. Çул çинчех ача çут тĕнчене килнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Паянхи кун та чылайăшĕ Николай Яковлевича хĕресне атте тесе хисеплет. 1974 çулта Яковлевсем çĕнĕ çурта пурăнма куçнă, унтах вĕсен 4 ачи — Валерий, Надежда, Геннадий, Алексей — ӳссе çунат сарнă. Ялти ытти çемье пекех Яковлевсем те кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Вите-сарай тулли выльăх тытнă, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ. «Шуçăмпа пĕрле тăраттăмăр та ĕçе пуçăнаттăмăр. Килти ĕç-пуçа вĕçлесен колхоза утнă. Унтан тĕттĕмленме пуçласан кăна таврăнаттăмăр. Килти ĕçсене тума ачасем нумай пулăшатчĕç. Пурте пĕрле утă-улăм, вутă хатĕрлеттĕмĕр. Ун чухне кил-çурта «кăвак çулăмпа» ăшăтман, ирхине тата каçхине кăмака хутмаллаччĕ. Унта яланах апат лартаттăмăр. Чукунра пĕçернĕ тутлă яшка е çĕр улми халĕ те чĕлхе вĕçĕ çинчех», — сăмах çăмхине сӳтрĕ кил хуçи. Ĕçлĕ пулин те ачисем выляса савăнма та вăхăт тупнă: хĕлле юр купинче «окоп» чавнă, тăвайккинчен çунашкапа ярăннă... Николай Яковлевич та ял çыннисене сахал мар ырă тунă: е утă-улăм тиесе килмелле, е вутă турттармалла… Никама та хирĕçлемен. Ун чухне пĕр-пĕрне пулăшнă. Пĕр-пĕрин, уйрăмах тăван-пĕтен, патне хăнана çӳресси те ырă йăла пулнă. Яковлевсем те çывăх тăванĕсемпе килĕштерсе пурăннă, уйрăмах тепĕр урамра пурăнаканнисем патне час-час кайнă. Вĕсен килĕнче кĕнеке тавраш нумай пулнă, Николай Яковлевăн та çав тапхăрта вулас туртăм тĕвĕленнĕ. Уншăн «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсем вăл вăхăтра ылтăнпа танах пулнă. Николай Яковлевич çамрăкранпах чылай хаçат-журнал çырăнса илет. Ун сĕтелĕ çинчен «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ» тата ытти кăларăм татăлма пĕлмест. Вĕсене тирпейлĕн упрать. Вăл ачисене те вулама хăнăхтарнă. Тĕслĕхрен, хĕрĕ Надежда валли тĕрлĕ журнал çырăнса панă. Халĕ те вăл ашшĕ патне Челябинск облаçĕнчен хăнана килсен чăваш хаçачĕсене алла тытать. Ĕç ветеранĕ хальхи вăхăтра та ахаль лармасть: качака, чăх-чĕп тытать. Унăн чи çывăх юлташĕсем — кушаксем. Килти ĕçе пĕтĕмпех хăех тăвать. Шел те, юратнă мăшăрĕ темиçе çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсем Нина Александровнăпа 65 çул килĕштерсе пурăннă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.