Çамрăксен хаçачĕ 6 (6605) № 19.02.2026
«Халăх юррине чун витĕр сăрхăнтармалла»
СĂМАХА ÇАКĂНТАН ПУÇЛАР: ÇАК ЯТ СССР ХАЛĂХ АРТИСТКИ ВЕРА КУЗЬМИНА, СССР КОСМОНАВТ ЛЕТЧИКĔ АНДРИЯН НИКОЛАЕВ, ЧĂВАШ ХАЛĂХ СĂВĂÇИ РАИСА САРПИ ПЕКЕХ ÇЫНСЕН АСНЕ ÇИРĔП КĔРСЕ ЛАРНĂ. УН ЯТНЕ ИЛТМЕН, ПĔЛМЕН ЧĂВАШ, ЧĔРЕНЕ ТЫТСАХ КАЛАТĂП, ÇĔР ÇИНЧЕ ÇУКАХ.
Вăл — юрăç, режиссер, ертӳçĕ, доцент, общество ĕçĕн альтруисчĕ. "Чăваш Енĕн ылтăн сасси", "Чăваш халăхĕн чунĕпе сасси", "Сцена çинче — çавра çил, килте — ачаш хĕрарăм!" — çапла калаççĕ ун çинчен. Хаçат тĕпелĕнче — Чăваш халăх артисчĕ Августа Уляндина.
Ачаран юрланă
— Августа, ку интервью мар, пĕр-пĕрне чĕрĕк ĕмĕр пĕлнĕрен, шухăшсене ирĕклĕн уçса панă калаçу пултăр. Санăн яту та, хушамату та хăйне евĕрлĕ. Сайра хутра тĕл пулать. Историрен пĕлетпĕр-ха: Август "светлейший", император йăхĕнчен, тенине пĕлтерет. Калăпăр, пирĕн эрăччен I ĕмĕрти Гай Юлий Цезарь Август пулнă. Августа — Атăлçи Пăлхар патшисен тăхăмĕ мар-ши?
— Ку ятăн ытти эпитет та чылаях. Латин чĕлхинчен кĕрсе çĕр чăмăрĕ тăрăх сапаланнă вăл. Вырăслах калам-ха: "священный", "царственный", "величественный" пĕлтерĕшсемпе çӳрет. Христос тĕнĕнче çветтуй Августин историе кĕрсе юлнă. Ку ята ман валли юратнă кукаçи Алексей Ярды тупнă. Талантлă, нумай вĕреннĕ, анлă тавра курăмлă пулнă вăл. Каламалла: иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче юридици тата экономика пĕлĕвĕсене илнĕ чăваш нумаях пулман. Алексей Герасимович çав йышран. Кукаçи сĕннипех анне мана, пиллĕкмĕш ачине, çуратнă. Аттепе анне, Василий Ефимовичпа Римма Афанасьевна Уляндинсем, ахăртнех, нумай тăрăшнă маншăн. Аппасем Алевтина, Раиса, Зоя, пичче Владимир хĕпĕртенĕ ĕнтĕ. Атăлçи тенĕрен... Пулма та пултарать... Ылтăн Пăлхар патши Кубрат Византи императорĕпе Константинпа туслă пулнă.
— Вырăс майрисем микрофон тытсан хăйсене "примадонна", "императрица" текен ятсем çыпăçтараççĕ. Эсĕ ВДНХра юрланине курнă, Чăваш Ен Правительстви йĕркелекен концертсем сансăр иртмеççĕ, сана Раççейĕн тĕп каналĕ те кăтартать. Чăваш юрă-кĕвĕ ӳнерĕнче Уляндина мĕнле вырăн йышăнать?
— Эпĕ çăлтăр та, примадонна та мар. Пĕрремĕшĕнчен, ун пек ăнлавсем чăвашăн çук, иккĕмĕшĕнчен, эпĕ уçлăхра мар, çĕр çинчех çирĕппĕн утса çӳрекен чăваш хĕрарăмĕ. Манăн пултарулăх çулĕ "Атьăр, хĕрсем, вăрмана" юрăпа пуçланнăччĕ. Юрăри лирика геройĕ — кăштах вĕçкĕнрех, шухăрах, чăрсăртарах чăваш хĕрĕ. Маларахри чăваш юррисенче, аса илтерем, хĕрсене кăна мар, йĕкĕтсене те вăйăра сăпайлăрах пулма хушнă: "Савни, вăййа тухсан лăпкăн çӳре, çĕнĕ хĕрӳ тăтăр ăмсанса". Манăн герой пачах урăхла: вăл ирĕклĕ, хастар, вут та çулăм, пăрăç... Юлашки тапхăрта пултарулăхри лирика геройĕ — тăнăçлăх, чăвашлăх, халăх хăвачĕ. Халĕ Уляндина вĕçкĕн хĕр мар ĕнтĕ, манра — çĕр анне сăнарĕ. "Я и есть Чувашия!" юрă хыççăн çав статус патне çитрĕм пулмалла: "Эпĕ — чăваш, эпĕ — çĕр анне!", "Наци мăнаçлăхĕ", "Çĕр тата анне", "Ушкăн çăлтăрăн асли" — çавнашкал хавхалануллă сăмахсем хыççăн тата та хастартарах ĕçлес килет.
— Тĕлĕнмелле хитре те хăватлă санăн сасă — меццо-сопрано: анлă, тарăн çак термина пĕлнĕшĕн ан тĕлĕн: эпĕ те музыка шкулĕнче вĕреннĕ . Санăн çул-йĕр — халăх юрри-кĕвви, хальхи модăллă сăмахпа каласан — этнофолк. Меццо-сопранăпа ытларах оперăри юрăçсем ĕçленине пĕлетпĕр: Дж. Вершин "Аидинчи" Амнерис, С. Мусоргскин "Борис Годуновĕнчи" Марина Мнишек... Оперăпа халăх юрринчи çыхăнăва ăнлантарсам?
— Манăн халăх юрăçин сасси, эпĕ опера юрăçи мар. Çамрăкрах чухне меццо-сопрано пулнă тăк çулсем иртнĕ май халĕ — çирĕп меццо. Юрă ӳнерĕ вăл океан пекех çав тери анлă. Малтанах "фольклор" тата "халăх юррин академилле шкулĕ" ăнлавсене уçса парам. Пирĕн аслă тăхăмсем туй-шуйпа тĕрлĕ уявра, улахсенче шăрантарнă юрăсене халăха каялла тавăрса паракансем — фольклористсем, фольклор ансамблĕсем. Вĕсем авалхи юрăсене ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ, текстне, шухăшне улăштармаççĕ, асанне-кукамай тумне тăхăнаççĕ. Фольклор анлă та тарăн шухăшлă, çав вăхăтрах юрлама çăмăл та ансат. Унăн анлăшĕ /сасă диапазонĕ/ пĕр октавăрăн иртмест. Чăвашăн авалхи юрри пентатоника çинче никĕсленсе тăрать, халăх юрринче пĕтĕмпе те 5 нота çеç. Тĕслĕх вырăнне "Ан авăн, шĕшкĕ" юрра ĕнĕрлесе пăхăр. Этнофолк. Ăна халăх юррин шкулĕ тесе палăртар. Эпир — этнофолк юрăçисем — аслă шкулсенче ятарлă пĕлӳ илетпĕр, юрă техникине вĕренетпĕр, сăнарпа ĕçлетпĕр... Кунта сасă анлăшĕ те чылай сарăлать — 2-2,5 октавăна та çитет. Репертуарта — романссемпе балладăсем, автор произведенийĕсем... Этнофолк иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80- мĕш çулĕсенче аталанма пуçланă. Анчах ăна "чухăнсен ӳнерĕ" ярлăк çакса сцена çывăхне те ярасшăн пулман. Халĕ вăл юрă искусствинчи пур жанрпа та пĕр тан аталанакан вăй пулса тăчĕ. Этнофолк — юрă ӳнерĕн креативлă, хăйне евĕрлĕ тĕсĕ. Иртнĕ çул хĕрĕм Есения Ярды юрă ӳнерĕпе Тутар Республикин грантне çĕнсе илчĕ. Проекта пурнăçланă май художество музейĕнче "Аккустика альбомĕ" ятпа пултарулăх эрни ирттертĕмĕр. Репертуара академилле сасă валли çырнă Юрий Кудаков, Филипп Лукин, Григорий Хирбю юррисене кĕртрĕмĕр. Классиксен композицийĕсене урăхла çул-йĕрпе «чуптартăмăр». Баян тата фортепиано валли çырнă партисене гитара каласа юрларăмăр. Паллах, рояльпе баян çинчен те манман, çапах та чи "тутли" — гитара сассипе шăрантарнă юрăсем. "Аккустика альбомĕ" "Яндекс-диск" рейтингĕнче чи çӳлти пусăмра. 2026 çул та ăнăçлă пуçланчĕ: Мускавра пурăнакан "Кăранташ" рэперпа /вăл пирĕн ентеш — Денис Григорьев/ "Выçлăх" трек çыртăмăр. Икĕ чĕлхепе янăракан рэп /Денис — вырăсла, эпĕ чăвашла вулатăп/ чăн-чăн аслати, аçа çиçĕм пек пулчĕ. Куракансем çав тери кăмăллă.
— Акă професси пуçламăшĕ патне те çитрĕмĕр. Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕн чипер пики шăла çыртса, ура тапсах юрăç пуласшăн: Шупашкарти музыка училищи, Чулхулари консерватори... Пурнăç урапине тĕртекенсем пулчĕç-и е Августа мĕн пĕчĕкрен юрăç пулма ĕмĕтленнĕ-и? Камран тĕслĕх илнĕ? Чăвашăн хăш юррисем халĕ те унăн чун хĕлĕхĕсене хускатаççĕ?
— Пытармастăп, мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Ачалăхра Алла Пугачева, София Ротару юррисене юратса итленĕ, вĕсем пек пулас килнĕ пĕчĕкскерĕн. Микрофон вырăнне патак тытса пайтах юрланă. Чăвашсен юрă ӳнерĕнчи "Турă" — Николай Казаков. Вăл юрăç пулман-ха, вăл — композитор. Унăн юррисене чылай чăваш çăлтăрĕ юрланă май /"Селиме", "Эс".../ вăл маншăн пĕрремĕш вырăнта тăрать. Консерваторире вĕреннĕ чухне классиксен юррисене вĕçĕмсĕр итлеттĕм. Тамара Чумакова, Ираида Вдовина, Мефодий Денисов, Виталий Петров, Виталий Гордеев — чăваш халăхĕн ылтăн сассисем! Чăвашсен тĕрлĕ юрри çын хĕлĕхĕсене хускатать. Юрă çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасси, пачах та иккĕленместĕп, юрăçран килет. Кăм пĕлмест, калăпăр, Клавдия Шульженкăн "Синий платочек" е Геннадий Терентьевăн Ухтер мучи юррисене. Вĕсем юрăсене чунĕпе сăрхăнтараççĕ. Çапла та пулать: кĕвви те чаплах мар, материалĕ те пиçсех çитмен, анчах та юрăç çавăнта чунне, юнне, юратăвне хушса хурсассăн хитре, итлеме кăмăллă юрă пулса тухать. <...>
Анатолий АБРАМОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Фермер» тăшманпа кĕрешет
Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан ачан шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тус-юлташ нумайччĕ. 1995 çулта кун çути курнă Павел Еливанов Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чулхула облаçĕнче артиллерист тивĕçне пурнăçларĕ. Унтан таврăннăранпах çĕр ĕçĕпе пурăнатчĕ. Севок сухан, кишĕр, çĕр улми туса илессипе тăрăшрĕ.
Волонтерсен ĕçĕ пархатарлă
Павел çемье çавăрчĕ. Халĕ Еливановсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан юлташĕсемпе пĕрле салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ леçме тытăнчĕ. 2024 çулта ятарлă ушкăн йĕркелерĕç. «Алинăпа Андрей Румянцевсем, Ольга Кувшинова, Олег Плешков, Алексей Голубев, Надежда Алеева — эпир пĕр команда. Пĕр-пĕринсĕр эпир никам та мар», — терĕ Павел Еливанов. Çак тапхăрта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тĕллевпе миçе хут çула тухман-ши вĕсем? Кашни уйăхра ентешсем патне çитсе килеççĕ. Тăванĕсем хатĕрленĕ ятарлă посылкăсене те илсе каяççĕ. «Пирĕн машина çĕмĕрĕлсе ларни çапăçу хирĕнчипе танлаштарсан мĕскер вăл? Телее, ырă кăмăллă çынсем иксĕлмен. Курскпа Белгород енне гуманитари пулăшăвĕ леçме кайсан Тамбовра машина моторĕ чăхăмларĕ. Аванах чакаланма тиврĕ. Çавăн чухне пĕр çар çынни пирĕнпе пĕрле çĕр çывăрмасăр саппас пайĕ шырарĕ. Сутуçăсене вăратса хамăра кирлине пурпĕрех тупса пачĕ. Эпир хускалса кайичченех пирĕнпе пĕрле пулчĕ», — аса илчĕç волонтерсем. Эмел, ăшă çи-пуç, апат-çимĕç, шкул ачисен çырăвĕсем тата ыттине салтаксем патне ăсатнă. Çавăн пекех вĕсем кашни ентеш патне кил ăшшине, çемье юратăвĕн тĕпренчĕкне илсе çитереççĕ. Гуманитари пулăшăвне йĕркеленĕ вăхăтрах Павел Еливановăн СВО салтакĕсен ретне тăрас шухăш çуралнă ахăртнех. Радиоэлектрон кĕрешӳ çарĕ /РЭБ/ йышĕнче виççĕмĕш уйăх служба тивĕçне пурнăçлать. РЭБ хальхи вăхăтра çарта тĕп вырăн йышăнать. Вĕсем тăшмансен çыхăну тытăмне тĕрĕслесе тăраççĕ. Волонтер чухне Павел СВОри чылай вырăна çитнĕ. Унти специалистсем мĕн тунине курнă. 2015 çултанпа ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăннăскер «Фермер» позывной илнĕ. — 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче Запорожье тăрăхĕнче пĕрремĕш хут пулнăччĕ. Унта пирĕн ентешсем Валентин Капитонов, Сергейпа Дима Щербаковсем çапăçатчĕç. Шел те, Дима вилни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсен валли ялтан парса янă кучченеçсене леçме кĕтĕмĕр. Кашни салтакăн шухăш-кăмăлне пĕлеттĕм. «Сире курсан вăй-хăват хушăнать. Пире сыхлакан пирĕштисем», — тетчĕç. Хăйсене пулăшса тăнăшăн тав тăватчĕç. «Çĕнтерӳ çулĕ çăмăл мар. Сирĕн ĕçĕр малти ретри салтаксене тĕрев парса тăрать. Эсир пирĕнпе пĕрле пулни тăшманпа малалла кĕрешме хавхалантарать», — çакнашкал сăмахсем пире те вăй кӳретчĕç. Паллах, волонтерсем те çапăçу тискерлĕхне курса тăнă. Пĕрремĕш хут кайсан ентешсем патĕнче çĕр каçрăмăр. Çав каçхине нацистсен снарячĕсем пирĕн çийĕн вĕçрĕç. Унтанпа хамăр ушкăнпа ăçта кăна çитмен-ши эпир: Запорожье, Курск, Белгород, Донецк, Луганск… Иртнĕ çул СВОна каяс кăмăл çирĕпленсех çитрĕ. Килтисем те, юлташсем те ман шухăша сивлерĕç. «Эпир мар тăк камсем тата?» — терĕм. Манăн виçĕ ача ӳсет. Асли — ывăл, иккĕшĕ — хĕрсем. Кĕçĕнни эпĕ çара кайиччен çеç çуралчĕ. Вĕсем вăрçă нушине ан курччăр, хирĕç тăрăва хăвăртрах вĕçлес тесе çапăçатпăр-çке. Пирĕн чаçре чăваш чылай. Акă Патăрьел салинчи Петров салтак. Пирĕн ывăлсем пĕр класра вĕренеççĕ. Çарти пурнăç çăмăл мар. Салтаксен нумай йывăрлăха парăнтарма, чăтма тивет. Сивĕ те нӳрлĕ çанталăк, йĕпе-сапа, сахал çывăрни çынна вăйран ярать. Хăшĕ-пĕри чунри хирĕç тăрупа кĕрешет. Вĕсене тыл тĕрев парать, килтен çитнĕ çырусемпе посылкăсем çунатлантараççĕ. Унччен пĕрле çӳренĕ юлташсем паян та гуманитари пулăшăвĕ турттараççĕ. Ман пата та килсе кайрĕç. Тылра ырми-канми ĕçлекенсене тав тăватпăр. Вĕсем хӳтлĕх тетелĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем шăратаççĕ, салтака хӳтĕлекен ытти япала ăсталаççĕ. Культура çурчĕсенче, шкулсенче ĕç вĕресе тăрать. Чылай çын çĕнтерĕве тӳпе хывать. Кашни çыхăра чун-чĕре ăшши, хӳтлĕх кĕлли, чун хавалĕ палăрать. Вĕсен ĕçĕ çула тухма хистетчĕ. Тетелсем Раççей салтакĕсене тăшман куçĕнчен упраççĕ. Хӳтлĕх япалисем пĕрмаях кирлĕ. Пирĕн ушкăн миçе тонна апат- çимĕç ятарлă çар операцине леçмерĕ-ши? Салтаксене рацирен пуçласа квадроциклпа машина таранах тивĕçтереттĕмĕр. Ялти чиркӳсене çӳрекенсем ăшă тумтир хатĕрлесе хуратчĕç, тĕрлĕ апат-çимĕç туянса парса яратчĕç. «Çăл та упра» шевронсем миçе салтакăн пурнăçне çăлса хăварман-ши? «Чăваш» позывнойпа çӳрекен взвод командирĕ каласа пани асрах. «Пирĕн ушкăн тăшман дронĕсен атакине лекрĕ. Снаряд ванчăкĕсем ытларах шăпах çав шеврон çумне лекрĕç. Турра шĕкĕр, эпĕ чĕрĕ юлтăм. Çав шеврона талисман пек упратăп», — тенĕччĕ вăл, — каласа кăтартрĕ ентеш. Икĕ медале тивĕçнĕ Павел Еливанов каланă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пур салтак та пĕр пек тумпа çӳренĕ. «Хальхи вăхăтра пĕр евĕрли сахал. Салтаксене тĕрлĕ тумпа тивĕçтереççĕ. Çав вăхăтрах хамăра юрăхлине туянатпăр. Дронсем, тепловизорсем, БПЛАран сыхланмалли çи виттисем питĕ кирлĕ. Дронсем çук пулсан салтаксем патне апат çитерсе пама та йывăр. Халăх тĕрев парсан салтаксене çăмăлрах. Çапăçу вăхăтĕнче ыттисене хӳтĕлеме, йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма хатĕр тăмалла. Юлашки çăкăр татăкне те юлташпа пайламалла. Мĕн авалтан арçынсем Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. Халĕ те алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа кĕрешекен сахал мар. Чăн-чăн патриот туйăмĕллĕ çын çеç çак утăма тăваять. Паянхи саманара ӳт-пӳ çирĕплĕхĕ кăна мар, тарăн пĕлӳ те, анлă шухăшлав та пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн чаçре уйрăмах пысăк тавра курăмлă пулмалла. Çавăнпа эпĕ ытларах пĕлме, курма, ăнланма тăрăшатăп», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Павел Владимирович. Çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн тата пирĕн салтаксене шанчăклă çыхăну тытма, вĕсене тăшман атакисенчен хӳтĕленĕшĕн Павел Еливанова «РЭБ çарĕсенче службăра тăнăшăн» медальпе чысланă. Ку — СВО паттăрĕсен ретне нумаях пулмасть тăнă салтакшăн пысăк награда. Вăл çавăн пекех «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медале тивĕçнĕ. Наградăсен йышĕ ӳсессе шанса тăратпăр. Белгород енне гуманитари пулăшăвĕ леçме кайсан ентешсем волонтерсен ушкăнĕпе паллашнă. Людмила 2022 çултанпах гуманитари пулăшăвне йĕркелесе пырать иккен. Çакна тума ăна пĕр хĕр пулăшнă. Хĕрарăм почта ещĕкне кашни кун 100 тенкĕ хăварнă. Ун çумĕнчех «Фронтри пиччесем валли» тесе çырнă хут выртнă. Людмила çав укçапа пылак çимĕçсем илсе салтаксем патне посылка ăсатнă. Юлашкинчен укçапа пĕрле çакнашкал хут тупнă. «Эпир аннепе Тула хулине каятпăр. Пиртен салам калăр. Люба», — тенĕ унта. Хĕрарăм çав çыру хуçине шыраса тупнă. Вăл кӳршĕрех пурăннă иккен. Любăпа амăшĕ Тула хулинчен Ростова вăхăтлăха килнĕ. Хĕрача çывăх çыннипе пĕрле шăлан çырли пуçтарса типĕтнĕ, ăна госпитальти салтаксем патне ăсатнă. Шăпах кӳршĕ хĕрарăмĕнчен Людмила фронта пулăшни çинчен пĕлсен почта ещĕкне укçа хума тытăннă. Люба Ростоври госпитальте сипленекен салтаксене юрăпа савăнтарнă. Çак хĕрачан тĕслĕхĕ çитĕннисен кăмăлне çемçетнĕ. Çакăн хыççăн Людмила СВОрисене пулăшас ĕçе ыттисене те явăçтарнă. Каярах волонтерсем Дарина ятлă чăваш хĕрĕпе паллашнă. Вăл — Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлакассинчен. Хĕр пĕчĕк посылка киле-киле панă. Дарина Маршевăна кукамăшĕпе кукашшĕ пулăшса тăнă. Нумаях та пулмасть «Топор» позывнойпа çӳрекен салтак отпуска килсен хĕрачана шыраса тупса тав сăмахĕ каланă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Урса кайнă вăкăртан аран хăтăлнă
Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Марийăпа Владимир Никитинсен килĕнче юратупа ăнлану хĕмленсе тăрать тейĕн.
Ачаранпах — фермăра
55 çул пĕр сукмакпа утаççĕ Никитинсем. Вĕсен çемье историйĕ 1971 çулта çырăнма пуçланнă. Маня аппапа Володя тете йывăр самантсенче пĕр-пĕрне тĕрев параççĕ, ырлăхпа савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Вĕсем капмар пысăк çурт лартнă, йывăç та нумай ӳстернĕ, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем çемьеленсе ваттисене 9 мăнук парнеленĕ, аслă мăнукĕ «мăн асаттепе мăн асанне» ятпа тивĕçтернĕ. Ăру тăсăмĕсем çине пăхса Мария Сергеевнăпа Владимир Егорович чĕрисем мăнаçлăхпа тулаççĕ, куçĕсем телейпе ялкăшаççĕ. «Икĕ çын — пĕр мăшăр, çичĕ çын – пĕр çемье», — теççĕ. Ку сăмахсем Никитинсем çинченех. Ялта вĕсем пирки пĕр усал сăмах та илтеймĕн. «Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса, кил ăшшине упраса пурăнакан çемье», — терĕç ял çыннисем. Мария Сергеевнăпа Владимир Егорович Нăрваш Шăхаль ялĕнче 1952-1953 çулсенче çуралнă. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Ашшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Володя тетен ашшĕне Егор Никитина Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, тĕрлĕ медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл уй-хир бригадин бригадирĕнче, «Çĕнтерӳ» колхоз председателĕнче вăй хунă. Маня аппан ашшĕ Сергей Яковлев вăрçăран аманса таврăннă. Çав сурансене пулах Сергей Яковлевич ир çĕре кĕнĕ. Маня ун чухне 5 çулта кăна пулнă. «Эпир, виçĕ пĕртăван, аттесĕр ӳснине туйман. Пирĕн анне пурнăçа йĕркелеме пултаракан çынччĕ. Ăçта кăна тăрăшман-ши вăл? Пире те ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Витере выльăх-чĕрлĕх йышлăччĕ. Аппапа иксĕмĕр утă-улăм турттараттăмăр. Кашни çулах килти хурсем чĕпĕ кăларатчĕç. Çăвĕпех вĕсене сыхлаттăмăр. Колхозра пай та уйăрса паратчĕç, аннене те пулăшаттăмăр. Çавăнпа тумюм тĕлĕшĕнчен пире катăк çӳретмен. Апат-çимĕç те çителĕклехчĕ. Аппа шкул хыççăн Шупашкара тухса кайрĕ. Манăн та вĕренес шухăш пурччĕ. 9-мĕш класра чухне юлташ хĕрачапа пĕрле шкула пăрахсах фермăна ĕçлеме кайрăмăр. Аннене çăмăлтарах пултăр теттĕм. 1968 çулта «Труд» колхозăн Нăрваш Шăхалĕнчи фермăна вырнаçрăм та 50 çул ытла вăй хутăм. Малтан ĕне сурăм. 16-17-сенче кăначчĕ те, çăмăл марччĕ. 15-16 ĕнене алăпа сăваттăм. Сĕтлĕ фляга 49 килограмм таятчĕ. Ăна хулпуççи çине çавăрса хураттăм та çырма урлă каçаттăм. Ыттисем те çаплах ĕçленĕ. Мĕнле чăтнă-ши тесе паян та тĕлĕнетĕп. Володя фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхатчĕ. Ăна пушмак пăрусем шанса панăччĕ. Çав вăхăтрах сĕтлĕ флягăсене лавпа кайса леçетчĕ. Ĕçе те, киле те пĕрлех каяттăмăр. Вăл та 8 класс хыççăнах фермăна пынă. Туслă çӳреме тытăнтăмăр. 1971 çулта пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне эпĕ 18 çултаччĕ, Володя 19-таччĕ. Пирĕн вăхăтрах чăвашла туйсем тума пăрахса пычĕç. Хĕр йĕрри йĕмен эпĕ. Çăнăхта икĕ эрне пынăччĕ. Çав çулах Володьăн çара каймалли ят тухрĕ. Икĕ çул салтак арăмĕ пултăм. Пĕрлешсенех хунямапа хуняçа патĕнче пурăнма тытăнтăмăр. Телее, 37 çул хушшинче хунямапа хирĕçмен-вăрçăнман. Ирхине 4 сехетре фермăна тухса каяттăмăр та каçхине кăна таврăнаттăмăр. Ачасене хуняма пăхрĕ. Юрать, вĕсем итлетчĕç. Шкула тăхăнмалли япалисене утюгласа тенкел пуçĕ çине çакса хуратчĕç. Хĕрсем çӳçсене каçхинех çивĕтлесе тирпейлетчĕç. Ачасем килти выльăх-чĕрлĕхе пăхатчĕç, колхозри пайсенче ĕçлеме пулăшатчĕç. 90-мĕш çулсенче пурнăç йывăрланса çитнĕччĕ. Лавккара япаласем çукпа пĕрехчĕ. Килтех кĕпе-йĕм çыхса-çĕлесе тăхăнтартаттăм. Çав вăхăтрах çуркунне тĕрлĕ калча акма вăхăт тупаттăм. Çамрăк чухнехи йăлана паян та пăрахмастăп. Хĕрсемпе кинсем те ӳркенсе тăмаççĕ. 20 çул ĕне сунă хыççăн мана упăшка патне пушмак пăрусем пăхма куçарчĕç. Пире çемье подрячĕ тетчĕç. Йывăрлăхĕсем те пулнă. Пăрусене ӳстересси çăмăл ĕç марччĕ. Эпир вăкăрсем те çитĕнтернĕ. Пĕррехинче вĕсене картише кăларсан пĕрне тем амакĕ пулчĕ — мана сĕкме тытăнчĕ. Пĕр арçын урса кайнă выльăха вăрăм хăмапа хăратса манран аран уйăрчĕ. Вăкăрсенчен сахал мар çын инкек курнă. Çавăнтан вĕсем патне Володя пыма пуçларĕ. Эпир ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлеттĕмĕр. Хĕрарăмсен уявне, Совет çарĕн кунне, Çĕнĕ çула, Çăварние ферма ĕçченĕсемпе пĕрле паллă тăваттăмăр. Паян та уявсене чĕнеççĕ. Хулана экскурсие час-час илсе каятчĕç. Район центрне «хĕле ăсатма» çӳреттĕмĕр. Купăс каласа юрласа ташлаттăмăр. Ялти концертсене те хутшăнаттăмăр. Упăшка чармастчĕ», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Мария Сергеевна. Ĕç династийĕ йĕркеленнĕ Маня аппапа Володя тетене темиçе хутчен те депутата суйланă. Иккĕшне те «Хисеплĕ колхозник» ят парса чыс тунă. Кил хуçи — Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Владимир Егорович 74 çулта пулин те фермăра пушмак пăрусене пăхать. «1967 çулта фермăна пырса кĕтĕм те урăх çĕрте ĕçлесе курман. Пирĕн çемье династийĕ йĕркеленчĕ. Кĕçĕн ывăл Алюш та манпа пĕрле вăй хурать. «Труд» пĕрлешӳллĕ хуçалăх халĕ те пур-ха пирĕн. Тепĕр ывăл Валерий тата унăн мăшăрĕ Алевтина вăкăрсене пăхаççĕ. Пилĕк ачаран тăваттăшĕ пĕр касрах пурăнаççĕ. Ывăлсем те чăваш хĕрĕсенех качча илнĕ, вĕсем те хамăр ялтанах. Телее, ачасем хамăр çумрах. Пĕр хĕр çеç Шупашкарта тĕпленчĕ. Пĕр вăхăт севок сухан нумай акса туса илеттĕмĕр. Пирĕн йыш пысăк. Паян пĕрисен патĕнче ĕçлетпĕр, ыран — теприсен патĕнче. Выльăх-чĕрлĕх усрама утă-улăм та нумай кирлĕ. Çавăнпа çĕр лаптăкĕсем те темиçе. Килтех трактор, сухаламалли-акмалли, вырмалли-çулмалли агрегатсем пур. Эпир пурте çĕре юрататпăр, выльăх-чĕрлĕх те тĕрев парать пире. Хальхи вăхăтра ĕç тума çăмăлтарах — техника пур. 40-50 çул каялла пурнăç кăткăсрахчĕ. Арăмпа иксĕмĕр те 3 сехетрех вăранаттăмăр. Мăшăр вут хутса ачасем валли апат хатĕрлетчĕ, эпĕ выльăх-чĕрлĕхе тирпейлеттĕм. Вара фермăна тухса каяттăмăр. Ялан йывăр ĕçлени çирĕплĕх парать пулĕ. Кăмака çинче пĕрмай выртакансен ĕмĕрĕ вăрăм пулаймасть. Мухтав Турра, вăй-хал пур-ха. Мăшăрăмпа пĕр çăвартан пурăнни те çулсен шутне тăсать ахăртнех. Çемьере чи пĕлтерĕшли вăл — юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне ĕненни, шанни. Вĕсен çумнех чăтăмлăх, ачашлăх, ăшă кулă «хушмалла», — терĕ Володя тете. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...










