Хыпар 22 (28437) № 03.04.2026
«Эпир чунпа вăйлă»
Ятарлă çар операцийĕнчи ентеш салтаксене пулăшас тĕллевпе кашни округрах хастар ĕçлеççĕ, çав шутрах волонтерсен «Муркашсем — Çĕнтерӳшĕн» ушкăнĕ те.
Фронта 7 машина ăсатнă
Асăннă ушкăна мĕн йĕркеленĕренпех Наталия Ивановăпа Андрей Троицкий ертсе пыраççĕ. «Мобилизаци пуçлансанах эпир те, ытти тăрăхри пекех, хамăр патран каякан салтаксене пулăшма тытăнтăмăр, — терĕ Наталия Николаевна иртнĕ кунсене куç умне кăларнă май. — Хамăрăн ĕçе фронта пысăк хатĕр-хĕтĕр — ăшăтмалли кăмакасем — ăсатнинчен тытăнтăмăр. Павел Вязов предприниматель, депутат ун чухне 15 автономлă кăмака валли укçа куçарчĕ. 2023 çулхи çу уйăхĕнче вăл тăрăшнипех автомобиль туянса ентешсем патне çитертĕмĕр. Ку таранччен эпир хамăр ушкăнпа пĕтĕмпе 7 машина /«Нива» тата УАЗ автомобильсем/ фронта ăсатнă. Вĕсенче те Павел Вязов пысăк пуçарулăх кăтартрĕ. Паллах, пире пулăшакан ытти предпринимателе те тав тăвас килет. Сăмахран, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Венера Акимова, Дмитрий Романов, Владимир Шилов тата ыт.те. Вĕсем пире тĕрлĕ енлĕн тĕрев кӳреççĕ: пĕри – укçа, тепри – строительство материалĕ, виççĕмĕшĕ салтаксем патне гуманитари тиевне леçмешкĕн бензин параççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, вĕсем хăть хăçан та пулăшма хатĕр, нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Ял çыннисене те тав тăвас килет. Ăна-кăна туянма халăхран укçа пухатпăр. Хирĕç тăру вăрăма тăсăлчĕ пулсан та салтаксемшĕн тăрăшнине пурте ăнланаççĕ. Пухнă укçан кашни пусне шутлатпăр. Унпа тĕллевлĕн усă куратпăр: маскировка тетелĕ çыхма — спанбонд, сетка валли çип туянатпăр, машина кустăрми те, квадрокоптер та, ытти хатĕр-хĕтĕр те илетпĕр. Салтаксем ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çавăн пекех курупкасене кучченеç тултаратпăр — шăккалатран пуçласа нуски таранах. Паллах, пысăк япаласемпех савăнтараймастпăр. Пĕчĕк кучченеç ярса вĕсене манманни çинчен аса илтеретпĕр. «Пире курупкара мĕн пурри пĕлтерĕшлĕ мар, — теççĕ салтаксем. — Хамăрăн логотипа курсанах савăнăç куççулĕ тухать». Сăмах май, кашни курупкана логотип çыпăçтаратпăр. Маскировка тетелне, ытти хатĕр-хĕтĕре маларах вырăнтан каякан водительсенчен /сăмахран, Юрий Васильев предприниматель час-часах каятчĕ/ урлă парса яраттăмăр. Халĕ отпуска килекен салтаксенчен е Чăваш полкне гуманитари пулăшăвĕ ăсатакан машинăсенчен те парса яратпăр. Хамăр машина тытса яма тăкаклă. Вăл укçа-тенкĕпе эпир темиçе рулон спанбонд туянатпăр-çке. Çавăнпа ытти волонтер ушкăнĕпе калаçса, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пирĕн хӳтĕлев тетелĕсем, кучченеçсем вырăна çитсен салтаксем сăн ӳкерчĕк, видео ярса параççĕ, тав тăваççĕ».
Вĕлле хурчĕсем пекех
Наталия Иванова пĕлтернĕ тăрăх, «Муркашсем — Çĕнтерӳшĕн» ушкăна кĕрекен 17 ялта маскировка тетелĕ çыхаççĕ. Унсăр пуçне 2 ялта сеткине /никĕсне/ хатĕрлеççĕ. «Ун валли ятарласа çип туянатпăр, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Никĕсне Китайран çырăнса илетпĕр. Маскировка тетелĕн виçи — 3х6 метр. Унпа салтаксем çар техникине хуплама усă кураççĕ. Халĕ эпир ятарлă модульлĕ хӳтĕлев хатĕрĕ çыхатпăр. Паянхи куна 3700 хатĕрленĕ. Тепĕр 340 тетел çыхма материал хатĕрлесе хунă. Пирĕн хĕрарăмсем питĕ хастар ĕçлеççĕ. Хорнуй территори пайĕнче пурăнакансем пĕр тетеле 40 минутра çыхнине калаççĕ. Харăсах 12 çын ĕçлет унпа. Катькас ялĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ тепловизор камерисем палăртайман пончо тата çи витти çĕлеççĕ. 520-рен иртрĕ ĕнтĕ. «Кĕмĕл» волонтерсене манăн вĕлле хурчĕсемпе танлаштарас килет. Вĕсем усăллă ĕç тăваççĕ. Çулла та, хĕлле те тăрăшаççĕ. Вĕсен хушшинче салтак амăшĕсем те пур. Пĕлтĕр çу кунĕсене пăхмасăр Чуманкасси ялĕнчи клубра хӳтĕлев хатĕрĕ чылай çыхрĕç. Хĕрарăмсен уявĕ тĕлне 300-е яхăн волонтера Тав хучĕпе хавхалантартăмăр. Вĕсене çак ĕçе тума никам та хистемест. Хăйсен ирĕкĕпе, чун туртнипе тăрăшаççĕ. Çакна та асăнса хăварам: эпир яшка валли типĕтнĕ пахча çимĕçе михĕпе туянатпăр. Ку тĕлĕшпе Комсомольски округĕнчи «Хирти Сĕнтĕрти территори пайĕнчи шанчăклă тыл» ушкăнпа /ертӳçи — Владимир Воронов/ çыхăнса ĕçлетпĕр. Эпир çав тăрăхри хастарсене маскировка тетелĕ паратпăр, вĕсем пире типĕтнĕ пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Борщ пĕçермелли типĕтнĕ пахча çимĕçе ятарласа туяннă витресене тултаратпăр. Салтаксем ăна «Асамлă витресем» теççĕ. Вĕсемпе пĕрле ачасен çырăвĕсене парса яратпăр. Тепĕр чухне ентешсем сар çу та чикеççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕввипе сăмахĕ – арăмĕпе упăшки пекех
«Эпир пĕр хуранти апата çинĕ, ĕмĕр тăршшĕпех çума-çумăн ĕçленĕ», — тет чăвашсен паллă композиторĕн, баянисчĕн, педагогĕн, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Никитинăн мăшăрĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Никитина юрăç. Надежда Ивановна паян — пирĕн «Тĕпел» хăни.
Ача çуралнă, ĕне пăруланă…
— Сирĕн çуралнă кун — культура ĕçченĕсен кунĕ хыççăн. Çакă культура сферинче ĕçлемелле пулассине систермен-ши? Хăвăр çуркунне çуралнипе кăмăллă-и?
— Паллах, кăмăллă. Çуркуннене питĕ юрататăп. Эпĕ çемьере чи кĕçĕнни — улттăмĕш ача — пулнă. Çĕр çине ахальтен килмен пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне Ольга Андреевна эпĕ çут тĕнче курнă кун ытти пулăмпа та асра юлнине калатчĕ. «Эпĕ ача çуратма хăтланатăп. Картара ĕне пăрулама пуçланă. Кушак кăмака çине хăпарса 5 çура çăвăрланă. Пирĕн урам витĕр юхакан Хăнатарта таса шыв капланса аннă», — тетчĕ анне. Телее, атте вăрçăран таврăннă, пире, ачисене, выçă лартман. Çав вăхăталла Иосиф Сталин пепке çуралсан ача укçи парасси пирки хушу кăларнă. Икĕ эрнери ачана аслă аппапа киле хăварса анне район центрне васканă. 12 çухрăма чупса тенĕ пек çитнĕ: унччен вĕсем алла чĕрĕ укçа тытса курман-çке. Укçине илсен те хăйне тĕлĕкри пек туйнă… «Çав нухратпа ура çине тăтăмăр», — тетчĕ, çавăнпа эпĕ хама телейлĕ тесе шухăшлатăп.
— Эсир малтан культурăра мар, вĕрентӳ тытăмĕнче ĕçленĕ.
— 10 класс пĕтерсен Хусанти медицина институтне çул тытрăм. Вĕренме кĕреймерĕм, конкурс питĕ пысăкчĕ. Унтан хурланса таврăнтăм. Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçе вырнаçрăм. Çĕвĕ цехĕнче вăй хутăм. Ĕç питĕ килĕшетчĕ. «Кунта ларса ĕмĕр иртет, капла пулмасть», — терĕм пĕр кунхине. Хам вĕреннĕ Мишеркасси шкулĕнче пионервожатăй кирлĕ тенине илтрĕм. Кайса калаçрăм та — кил терĕç. 5 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Кружоксем те пачĕç. Килти лару-тăрăва пула ялтах ĕçлемелле пулчĕ. Пичче сарăмсăр вилчĕ, пĕчĕк икĕ ачи тăлăха юлчĕ. Анне вырăнпа выртмаллах чирлерĕ, атте те хавшарĕ. Вĕсене пăрахса каяймарăм. Анне çăва тухсан самайланчĕ. Вара эпĕ Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕтĕм. Кашни экзамена «5» паллăпа тытрăм. Ăна пĕтерсен Мишеркасси культура çуртне пултарулăх ертӳçинче ĕçлеме ячĕç. 8 уйăх вăй хунă хыççăн Хусанти культура институчĕн хорпа дирижер уйрăмне çул тытрăм. Диплом илсен Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинех таврăнтăм, хорпа дирижер уйрăмĕнче преподавательте 5 çул ĕçлерĕм. 1983 çулта пулас мăшăрпа Анатолий Никитинпа училищĕре паллашрăмăр. Унта вăл ĕçе вырнаçма пынăччĕ. Училище икĕ хутлăччĕ. Вĕренӳ класĕсенчен ытларахăшĕ çӳлти хутраччĕ. Эпĕ иккĕмĕш хутран аялалла анаттăм, вăл çӳлелле хăпаратчĕ. Анатолий Никитич ман çине пăхса илчĕ. Эпĕ ун еннелле тинкертĕм. «Директор пӳлĕмĕ ăçта-ши?» — тесе ыйтрĕ вăл. Çак самант чĕрере юлчĕ. Калаçса, пĕр-пĕрне çулталăк сăнаса пурăнтăмăр та 1984 çулта çемье çавăртăмăр.
— Эсир училищĕре вĕреннĕ тата ĕçленĕ, унтах пулас мăшăрăра тупнă. Ĕçе мĕншĕн улăштарас терĕр?
— Анатолий Никитич малалла вĕренесси пирки ĕмĕтленетчĕ. Пушкăртстанри Ĕпхӳри искусствăсен институтне каяс терĕ. «Турă пани пур тăк манран чару пулмалла мар», — терĕм. Кайрĕ те — ăна куçăн майпах вĕренме илнĕ. Манăн ирĕксĕрех культурăпа çут ĕç училищинчи ĕçе пăрахма тиврĕ. Ачана пĕччен хăвараймастăн. Эпĕ Шупашкарта хамăр пурăнакан вырăнтан инçех мар 130-мĕш садика вырнаçрăм. Воспитатель ĕçне чунтан кăмăлларăм. Ачасене питĕ юрататăп. Шăпăрлансемпе чăваш музыки енĕпе пĕчĕкренех ĕçленĕ. Чăвашла юрăсем, сăвăсем вĕрентеттĕм. Чăваш наци тумĕсене те кăтартаттăм. Анатолий Никитич Ĕпхӳре 5 çул вĕренчĕ. Эпĕ садикра 5 çул ĕçлерĕм. Кайран тĕп хулари 50-мĕш шкула чĕнчĕç. «Эпĕ сана уроксем хыççăн юлакан ушкăнăн воспитательне илетĕп. Айта, çĕклĕр чăваш чĕлхине», — терĕ Галина Петрова директор. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ — 50-мĕш шкулта 20 çул вăй хутăм. Унта пултарулăх енĕпе туллин ĕçлерĕмĕр.
Тухья парнеленĕ
— Ун чухне ачасем чăвашла вĕренме юратнă апла?
— Питĕ юрататчĕç, кăмăлпа çӳретчĕç. Меслет кăтартăвĕсем енĕпе çĕнĕлĕхсем шыраттăмăр. Чăваш чĕлхи учителĕсемпе тӳрех пĕрле ĕçлеме пуçланăччĕ. Пире пĕрлештернĕ уроксем ирттерме ирĕк панăччĕ. Чăваш чĕлхи учителĕ тата музыка вĕрентекенĕ пĕрле вăй хураттăмăр. Пирĕн опытпа паллашма таçтан та килме тытăнчĕç. Ăсталăх сехечĕсем йĕркелеттĕмĕр. Кӳршĕллĕ регионсенчен те пуçтарăнатчĕç. Директор кашни специалистран çирĕп ыйтатчĕ. Çĕрĕпе шухăшлаттăмăр, Анатолий Никитич юрăсем çыратчĕ те тепĕр куннех шкула илсе каяттăм, ачасене вĕрентеттĕм. Вĕсене интереслĕ пултăр тесе чăваш костюмĕсемпе паллаштараттăм. Пуç çыххисене, масмаксене хам туса кăтартаттăм. Хам валли урока кайма чăваш тумĕсем ятарласа çĕлеттерме пуçларăм. Учительсенчен юрă-ташă ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Ăна «Шурăмпуç» ят патăмăр. Мана Анатолий Никитич чăннипех нумай пулăшса пынă. Вăл ача-пăча юррисен аранжировкисене килте магнитофон ленти çине çыртарса паратчĕ. Çав магнитофона урока илсе каяттăм, кассета лартаттăм та музыка янăратчĕ. Юрăсене ачасен ӳсĕмне кура çырнă. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра эпир Анатолий Никитичпа иксĕмĕр ятарлă автор программи хатĕрлерĕмĕр. Ача-пăча юррисен шучĕ /аранжировкăпа/ 60-а çитрĕ ахăртнех. Ачасем валли «Шăнкăрав сас пачĕ» диск кăлартăмăр. Тăван чĕлхене вĕрентекенсем Пушкăртстанран та, Тутарстанран та килме тытăнчĕç. Халăх йăли-йĕркине класс тулашĕнче кăтартмашкăн сценарисем çырма пуçларăм. Калăпăр, Сурхури, Çăварни мĕнле иртеççĕ… Халĕ хамăр тĕлĕнетпĕр мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши тесе. Сурхури йăлине Бельгирен килнĕ хăнасен умĕнче кăтартрăмăр. Учительсен коллективĕ Голландирен, Америкăран çитнисене халăх йăли-йĕркипе паллаштарчĕ: ачасен Акатуйне, Сурхури уявне. Эпĕ вĕренекенсене 20 тухья çĕлесе панăччĕ. Пĕр тухйине американсене парнелерĕмĕр… Учительсен коллективĕпе Мускавра пурăнакан чăвашсем патне концертпа та кайнăччĕ.
— Эсир «Салют» культура керменĕ çумĕнче вокал ансамблĕ йĕркелеме те вăхăт тупнă...
— Вăл 1999 çулта пулчĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра «Салют» культура керменĕнче те вăй хураттăмăр. Килте Анатолий Никитичăн пултарулăхĕ вĕресе тăратчĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем çыратчĕ. 1992 çулта «Янташ» ушкăна йĕркелесе ячĕ. «Салют» культура керменĕн директорĕ Владислав Иванов мана вокал кружокĕ ертсе пыма сĕнчĕ. Чăвашла юрăсем те пулччăр тесе ăна «Тăван кĕвĕсем» ят патăмăр. 15 çул тытса пытăм ăна. Шкулта та, культура керменĕнче те вăй хунă. Кăнтăрла — шкултаччĕ, ĕç хыççăн киле килсе апат çиеттĕмĕр те «Салюта» чупаттăмăр. Пушă вăхăт та пулман.
— Пысăк сцена çине хăçан пуçласа тухрăр?
— «Янташпа» ĕçленĕ чухне кулиса хыçĕнчи пĕтĕм ĕçе Анатолий Никитичпа пĕрле туса пынă. Эпĕ сцена çине тухман малтан. Шкулта ачасен хушшинче икĕ ушкăн пулнă: «Калинка» тата «Шăнкăрав». Вырăсла та, чăвашла та хаваспах юрлатчĕç. Анатолий Никитич шкул тематикипе вырăсла юрă нумай хайланăччĕ. Ачасем хаваспах çӳретчĕç. Кайран чăваш чĕлхи урокĕсене сахаллатрĕç. Мероприяти нумай ирттернĕ. Вĕренекенсем урамра курсан халĕ те тав тăваççĕ. Сцена çине мĕншĕн тухма пуçларăмăр-ха? «Пурнăç юрри», «Кăвак çеçпĕл» халăх кăмăлне кайрĕç. «Ку юрра эсир хăвăр иксĕр шăрантарсан питĕ лайăх, вырăнлă пулмалла», — теме пуçларĕç куракансем. Унтан «Пурнăç урапи çаврăнать» тухрĕ. Хыççăн — «Ватăлма васкамăпăр, тăван», «Юрату юрри»… «Кăвак çеçпĕлпе» «Юрату юррине» Анатолий Никитич Ĕпхӳре вĕреннĕ чухне мана халалланăччĕ. Сăввисем — Юхма Мишшипе Зинаида Сурпанăн. Çавăнтан пуçланса кайрĕ те... Сцена хыçĕнче, килте хамăра тĕрĕслесе пăхрăмăр. «Мĕнле йышăнаççĕ-ши ку юрра?» — теттĕмĕр. Кайран «Юратнă мăшăрăм» юрă çуралчĕ. Авторĕ — Алексей Кувшинов, Сосновкăран. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăвăç. Ку тема лайăх терĕмĕр. Ăна вăл хăйĕн мăшăрне халалласа çырнă.
«Кăвак çеçпĕл» — кĕлĕ вырăнне
— Сире хăш юрă уйрăмах çывăх?
— Пĕтĕм юрă килĕшет. «Вăт çакна пуринчен ытла юрататăп», – тесе калаймастăп. Эпĕ кашнинех пирĕн юрăсем тетĕп. Пурте хаклă. Кашнин хăйĕн историйĕ пур. Ĕпхӳрен «Кăвак çеçпĕл» юрă ярса пани çинчен каларăм. Эпĕ ăна кĕлĕ вырăнне юрласа çӳренĕ. Чуна питĕ çывăхчĕ. Троллейбуспа е автобуспа каймаллаччĕ-и — вăл чунра шăранатчĕ. Тепĕр чухне хам сисмесĕрех сасăпах юрласа яраттăм. Ман çине çынсем пăхаççĕ иккен…
— Юрă ăнăçлăхĕ мĕнрен килет?
— Чи малтанах кĕввинчен. Кĕвве сăмахпа ăнлантарса пĕтерме çук. Сăвва сăмахпа çырса хума пулать. Кĕвĕ ăçтан килет? Ăна ниçта та никам та çырса паман. Композитор чĕрине çӳлтен, пĕлĕтрен, юрă-кĕвĕ тĕнчинчен вĕçсе килет хитре кĕвĕ. Пирĕн унран илемлĕ юрă тăвас тесен сăмахĕ валли тема тупмалла. Мĕнле темăпа килĕшӳллĕ çак юрă? Вара сăвă шырама пуçлатпăр. Анатолий Никитич тӳрех профессионал сăвăçсемпе ĕçлеме пуçларĕ. Малтан — Юрий Сементерпе. Юхма Мишшипе, Анатолий Кипечпе вĕреннĕ чухнех çыхăну тытатчĕ. Кайран — Раиса Сарпи, Галина Кĕмĕл, Альбина Юрату, Нина Пăрчăкан сăвăсем çырчĕç. Ăнăçу кам юрланинчен те килет. Халăх ытларах юрăсене кам шăрантарнипе пĕлет. Юрлаканни патне çитиччен — питĕ нумай ĕç. Çулĕ вăрăм. Юрри тивĕçлех мар тăк темĕнле чаплă юрăç шăрантарсан та — каймасть.
— Пирĕн халăх савăннă чухне те, хурланнă самантсенче те юрлать. Çĕнĕ юрăсене чăвашсем мĕнле йышăнаççĕ?
— Çĕнĕ юрăсене халăх мĕнле йышăннипе кăмăллă эпир. Халăх пур юрра та хапăл тумасть. Ăна хушу парса йышăнтараймастăн. Вăл хăех суйласа илет. Эпир Анатолий Никитичпа иксĕмĕр сцена çинче — пĕр тĕнче. Зал 500 вырăнлă тăк пирĕн çине 1000 куç пăхать. Кашнин кăмăлне тивĕçтермелле. Юрă халăха кĕввипе хăех тыткăна илет. Сцена çине тухсанах хумханатăн. Çĕнĕ юрă юрлама пуçлатпăр — зал шăп ларать. Йышăнмасть, ахăртнех, тетпĕр. Туйăма кăтартса юрлатпăр. Унта пирĕн Анатолипе иксĕмĕрĕн никам сисмелле мар хутшăну пуçланать, туйăм пĕрлешсе каять те халăх патне çитет. Юрă юрласа пĕтеретпĕр – пĕр 2-3 çеккунт халăх шăп ларать. Унтан тăвăллăн алă çупса ярать. Зал ура çине тăни темиçе хут та пулнă. Куççуль кăларать çакă… Юррăн вăй-хăвачĕ пуррине пĕлтерет. Вăй-хăвачĕ пур тăк — юрă каять. Кайран вара пĕтĕм зал пирĕнпе шăрантарать. Эпĕ хама сăвăç тесе каламастăп. Сăвăç пулма Турă пани, çӳл тӳпе хăвачĕ кирлĕ. Манăн тĕп тĕллев — Анатолие пулăшса пырасси. Унăн кĕвĕсем çуралаççĕ. Ăна валли тема, сăвă тупса пĕрлештермелле. «Кĕвĕпе сăмахĕ арăмĕпе упăшки пекех. Вĕсен пĕр мăшăр пек пулмалла, килĕштермелле. Вĕсем пĕрлешсен юрă пурăнать», — теççĕ. Тепĕр чухне çынсен юррисене итленĕ чухне чăтаймасăр радиона чарни те пулнă. Поэтсем пур чухне те сăввисене юрă валли çырмаççĕ-çке. Кĕввин вара хăйĕн чунĕ, кукрашки, макрашки… Юрăра кашни сăмах юрланмалла. Ун пек мар тăк вăл виçĕ кунлăх кăна пулать. Юрă хăлхара та, чĕрере те юлмасть. Анатаолий Кипеч пĕр калаçура: «Шел те, халĕ юрăсен сăвви хамăн, кĕвви хамăн, юрлатăп хам… Пĕр çынра виçĕ çак талант пĕр пек аталанаймасть», – терĕ. Никама та кӳрентерес килмест паллах. Сăвăçсемпе пĕрле ĕçленинчен пахи çук. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Сергей ИВАНОВ: «Чăваш Енре кашни халăх хисеплĕ»
«Халăхсен туслăхĕн çурчĕн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикинче нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетесси, тăнăçлăха упрасси. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 120 ытла тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Вĕсем 33 наци культура автономине йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ учреждени директорĕ Сергей Иванов.
— Сергей Николаевич, пысăк çак йыша мĕнле мелсемпе пĕр чăмăра пухма пулать-ха?
— Чи малтанах халăхăн культурине хисепленине кăтартмалла, йăли-йĕркине аталантарма майсем туса памалла. Çакна тĕпе хурса культура кунĕсене тата паллă çыннисене халалланă мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă узбек поэчĕ Алишер Навои ячĕпе «çавра сĕтел» йĕркелерĕмĕр. Уява Узбекистан Республикин генеральнăй консульствин Хусан хулинчи пĕрремĕш секретарĕ Камол Давронов хутшăнчĕ. Вăл çакăн евĕрлĕ тĕлпулусем ирттернĕшĕн чунтан тав турĕ, поэзи тата истори халăхсене пĕрлештернине палăртрĕ. Литература каçне çавăн пекех Узбекистанри ăслăлăх пĕрлĕхĕн представителĕсем видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç. Ташкент университечĕн профессорĕ Улугбек Сатторов Навои хăварнă еткерлĕхĕн хакĕ питĕ пысăккине палăртрĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче блокадăри Ленинградра пурăнакансем аслă поэтăн ал çырăвĕсене сыхласа хăварассишĕн тăрăшнине аса илчĕ. А.Навои ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕн профессорĕ Гулноза Халлиева Алишер Навои произведенийĕсене Европăри наука фончĕсенче, библиотекăсенче тирпейлĕ упрани çинчен каласа кăтартрĕ. Чăваш Енри узбексен культура центрĕн кĕçĕн çулти представителĕсем поэтăн сăввисене вырăсла, чăвашла, узбекла вуларĕç. Çавăн пекех хăнасем узбек халăхĕн кун-çулĕ çинчен каласа паракан кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. Эрменсен мухтавĕ — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Миша Григорян. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче унăн ĕçĕсен куравне темиçе хут та йĕркелерĕмĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн курав залĕнче Чăваш Енри сăрă ăстисен картинисемпе паллашма пулать. Сăмах май, унта Миша Григорянăн ĕçĕсем те пур. Мари Республикинчи Художниксен союзĕ 100 ытла картинăран тăракан курав йĕркелерĕ. Сăмах май, Мари Элта эрменсем, узбексем, ыттисем йышлă пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче те хитре ӳкерме Турă пултарулăх панă çын нумай. Апла тăк ку мероприяти нумай нациллĕ ăстасен куравĕ пулчĕ.
— Пĕлтĕр Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уйрăм учреждени пулса тăнă май унăн ĕçĕ те — мигрантсемпе çыхăннă лару-тăрăва пăхса-сăнаса, йĕркелесе тăрасси — хушăнчĕ…
— Федерацин Национальноçсен ĕçĕсен агентстви палăртнă тĕллевсене пурнăçласа Чăваш Республикин Культура, Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствисен, Шалти ĕçсен министерствин миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн, Граждансене çар службине контрактпа илекен пункт специалисчĕсемпе пĕрле республикăри предприятисенче ĕçлекен, професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче вĕренекен ют çĕршыв гражданинĕсемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Çак ĕç-хĕл тĕллевĕ — Раççей Федерацине ĕçлеме е вĕренме килекенсене социаллă-культура адаптацийĕ тата интеграцийĕ енĕпе пулăшасси. Ĕç мигранчĕсене тата студентсене Раççей Федерацийĕн саккунĕсене пăхăнманшăн, çак шутра терроризм ĕç-хĕлне хутшăннăшăн, тĕн, наци хăйне евĕрлĕхĕсен паллисемпе хирĕç тăру пуçарнăшăн, çакăн пек преступленисем пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтерменшĕн административлă тата уголовлă майпа явап тыттарасси пирки асăрхаттаратпăр. Саккуна хирĕçле ĕçсем тунăшăн çĕршывран кăларса яма пултарасси çинчен те манмалла мар. «Шупашкара килтĕн тĕк йĕркене пăхăнмаллине асра тыт» — çак чăнлăха тĕпе хумаллине кашнине ăнлантарма тăрăшатпăр. Сăмах май, Туслăх çуртĕнче нумай функциллĕ çĕнĕ аудитори пур. Унта хальхи вăхăтра адаптаци курсĕн лекцийĕсене ирттернисĕр пуçне наци культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем хăйсен тăван чĕлхине вĕрентекен занятисем те йĕркелеççĕ.
— Сăмах май, чăвашсем те ют регионсенче, чикĕ леш енчи патшалăхсенче йышлă пурăнаççĕ. Вĕсемпе çыхăну тытатăр-и?
— Чăваш Республикин тулашĕнче тĕпленнĕ йăхташсем федераци шайĕнче автономи йĕркеленĕ. Ăна Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ертсе пырать. Туслăх çурчĕн регион çыхăнăвĕсен секторĕ çак пĕрлĕхпе тачă хутшăнса ĕçлет: ырă сăмахпа та, юридици консультацийĕсемпе те пулăшать. Çавăн пекех аякри тăвансене Чăваш Енре иртекен пысăк мероприятисене, тĕслĕхрен, Акатуя, Республика, Хула, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕсене уявлама, йыхравлатпăр.
— Туслăх çурчĕ наставниксен юхăмне аталантаракан лапам та пулса тăчĕ…
— Ку проект Шупашкарти апатлану технологийĕн тата коммерци техникумĕпе культура тытăмĕнче пĕрле ĕçлеме тунă килĕшӳпе пурнăçланать. Туслăх çуртĕнче «Туризм тата тараватлăх» специальноçа вĕренекен студентсем валли практика занятийĕсем иртеççĕ. Вĕсем пирĕн патра экскурсовод ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ: куравсем йĕркелеме, материалпа тĕрĕс паллаштарма, хăнасене чĕрĕ калаçупа интереслентерсе яма хăнăхаççĕ. Студентсемпе пуçарнă çак ĕç, манăн шухăшăмпа, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: Туслăх çурчĕн специалисчĕсен халăхсен культура пуянлăхне, чĕлхине, йăли-йĕркине анлă кăтартакансен шутĕнче пулмалла. Эпир, сăмах май, фойере витринăсем вырнаçтартăмăр. Унта республикăри ал ĕç ăстисен япалисем вырăн тупрĕç. Паха уйрăмлăх кунта акă мĕн: кашни япалан ятарлă код пур. Ăна телефон камерипе тĕллесен ăстасен социаллă сетьри страницисене кĕретĕн, унта вĕсен ытти ĕçĕпе паллашма пулать. Малашлăхра курава тăратнă ĕçсене сутма та пуçласшăн.
— Туслăх çуртĕнче йĕркелекен мероприятисенчен çынсем яланах çутă сăнпитпе тухаççĕ. Вĕсен кăмăлне мĕнле майпа çĕклеме пултаратăр?
— Чи малтанах, ахăртнех, пĕр-пĕринпе тĕл пулма, чуна уçса калаçма май пурри çынсене килĕшет. Çавăн пекех пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Мероприятисем хыççăн «Хăçан тепре чĕнетĕр?» тесе сыв пуллашаççĕ. Концертсене искусство, музыка шкулне çӳрекен ачасене, Чăваш патшалăх культура тата ӳнер институтĕнче вĕренекенсене йыхравлатпăр. Вĕсем хăйсен юрри-ташшипе халăха савăнтараççĕ кăна мар, çамрăксемшĕн Туслăх çурчĕн сцени çине тухни — хăйне евĕрлĕ паха опыт та. Çавăн пекех паллă юрăçсен концерчĕсене те йĕркелетпĕр. Сăмахран, нарăсра Олег Кăйкăр хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Хăй вăхăтĕнче «Шупашкара кил» юрăпа кĕрлесе тăнăскер пĕр тапхăр халăх умне тухманччĕ. Хăй каланă тăрăх, Туслăх çуртĕнчи концерт хыççăн каллех унăн ят-сумĕ çĕкленсе кайнă. Людмила Кинере питĕ хапăл турĕç. Залра ларакансем унпа пĕрле юрăсем те шăрантарчĕç. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем пирĕн мероприятисене яланах хаваспа хутшăнаççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Асам» чăвашлăха та аталантартăр
Шкул театрĕсен опытне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине кĕртĕç
Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ уçăлчĕ. Вăл республикăра кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Мероприятие çамрăк артистсем, педагогсем тата сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Пĕрлехи ĕç пĕлтерĕшлĕ Пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева саламларĕç. Фестиваль кураторĕ Алла Салаева Чăваш Енри шкул театрĕсен аталанăвĕн опытне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине те кĕртме сĕнчĕ. Çапла вара «Асам» ача-пăча пултарулăхне аталантармалли тата çамрăк талантсене тупса палăртмалли лапам пулса тăрĕ. «Чăваш Енри ача-пăча театрĕсен фестивалĕ — хăйне евĕрлĕ практика. Ку конкурса пĕтĕм шкул тенĕ пекех хутшăнать. Вăл театрсене, артистсене, профессионалсене тата шкулсене — воспитани енĕпе тăрăшакан педагогсене, директорсемпе вĕсен çумĕсене — пĕрлештерет. Пурте пĕчченшерĕн ĕçленĕ пулсан çакăн пек çӳллĕ шая çитме май килместчĕ», — терĕ Алла Леонидовна. Асăннă проект Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе пурнăçланать. Паянхи кун республикăра 356 шкул театрĕ ĕçлет. Кăçал фестивале 1000 ача хутшăнĕ. Театр ертӳçисен ăсталăхне те тимлĕх уйăраççĕ. «Вахтангов шкулĕн мелĕпе ачасен пултарулăхне аталантарасси» программăпа килĕшӳллĕн 300 педагог пĕлĕвне туптарĕ çак кунсенче. Çакă вĕсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ мелĕсене пурнăçа кĕртме, шкул театрĕсен ĕçне тата та тухăçлăрах, кăсăклăрах тума май парĕ. Фестивале уçма Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуçри Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ шкулти вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем куракансене «Василий Теркин» постановкăпа паллаштарчĕç. Çитес вăхăтрах конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕ пуçланĕ. Унти çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнче ăмăртĕç. Мала тухнисене вара пысăк сцена кĕтет. Вĕсене Тав хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантарĕç. Виçĕ çулта фестивале 14 пине яхăн вĕренекен хутшăннă. Йĕркелӳçĕсем ачасенче актер профессине «вăратма», республикăри театр коллективĕсене çĕнĕ кадрсемпе пуянлатма пулăшас тĕллев лартаççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăксем Культура институтĕнче тата профильлĕ ытти аслă шкулта пĕлĕвне аталантараççĕ. Юрă-ташă — чун киленĕçĕ Шкул театрĕсемпе «Асам» фестивалĕн пĕлтерĕшĕ пирки Чăваш халăх артисчĕпе Иван Ивановпа тĕл пулса калаçрăмăр. «Совет тапхăрĕнче хăть хăш шкулта театр, юрă-ташă кружокĕсем ĕçлетчĕç. Çавна май пурте спектакль лартнă, хор йĕркеленĕ. Смотр-конкурссем те ирттеретчĕç. Астăватăп: 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне Шупашкара Пионерсен керменне район чысне хӳтĕлеме йăмăкпа Алевтинăпа килнĕччĕ. Унпа тутар ташши ташларăмăр, «Красная гвоздика» юрă юрларăмăр. Эпир пултаруллă çемьере çитĕннĕ. Ун чухне педагогсем те, Çут ĕçпе Культура министерствисем те ачасен ăсталăхне аталантарас тĕлĕшпе тăрăшнă. Самана улшăннă май урăх тапхăра куçрăмăр. Ялти халăх та хуланалла куçрĕ, шкулсенче вĕренекен сахалланса юлчĕ. Ман шухăшпа, «Асам» фестиваль пушă вырăнта йĕркеленмерĕ. Ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратрĕç. Урăхла каласан, вăл ачасем патне таврăнчĕ», — терĕ Иван Иванович. Вăл фестиваль йĕркеленнĕренпех жюри йышĕнче пулнă. Çавна май республикăри тĕрлĕ шкула çитнĕ, хăшĕ-пĕринче ăсталăх класĕсем ирттернине те палăртрĕ Чăваш халăх артисчĕ. Унсăр пуçне Иван Иванович 30 çул И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче «Халăх театрĕн режиссури» специализацие ертсе пынă. Унтан вĕренсе тухнисем актер тата режиссура ăсталăхне алла илнĕ. Халĕ чылайăшĕ шăпах шкул театрĕсенче ĕçлет. Пĕлӳ çурчĕсенче специалистсем вăй хуни ачасен ăсталăхĕнче палăрнине каларĕ Иван Иванович. «Асам» фестиваль ача-пăчана пулăшнине те палăртрĕ. «Юрă-ташă çынна питĕ кирлĕ. Вĕсемсĕр çамрăкăн шалти организмĕ тĕрĕс мар аталанать. Юрлама-ташлама, роль калăплама пĕлни — чун киленĕçĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, театра çӳрекен ачасем вĕренӳре те малти ретре», — терĕ вăл. Шкул театрĕ ачасен пултарулăхне аталантарни пирки те сăмах хускатрĕ. «Сцена çамрăка «уçма» пулăшать. Çын ташласа, юрласа, выляса уçăлать. Çавна май пултарулăх çынни пулса тăрать. Илемлĕ калаçма, хутшăнăва ирĕклĕн кĕме пултарать, мĕншĕн тесен педагог унпа репетицисем ирттерет, шалти туйăмсене вăратать. Ахальтен мар авалтан паллă çынсене, сăмахран Александр Пушкина илер, учитель тытса вĕрентнĕ. Пирĕн ытларах ялта вĕренекенсене пулăшмалла, мĕншĕн тесен чăваш культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине, чун пуянлăхне вĕсенче шырамалла. Çакă фестивалĕн тĕшши пулса тăрать. Шел те, чылайăшĕ вырăсла юрлать-ташлать. Капла эпир чĕлхене манатпăр. Манăн, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлекенскерĕн, чăваш ачисене ытларах пулăшас килет. Хамăрăн пуянлăха упрасчĕ». Иван Иванович хальлĕхе фестивальте ытларах вырăсла постановка пулнине те пытармарĕ. Иртнĕ çул Елчĕк, Каçал, Йĕпреç тăрăхĕсенчи ачасем çеç чăвашла спектакль кăтартнă. Сăмахран, Шупашкар, Çĕрпӳ округĕсенче — пурте вырăсла. Спектакле чăвашла лартнăран ăсталăх пачах çухалманнине аса илтерчĕ вăл: «Фестивалĕн ячĕ те чăвашла — «Асам». Эппин, ертӳçĕсен тăван чĕлхепе çырнă пьесаюмах суйласа илме тăрăшмалла». Вĕренекенсемпе чăвашла спектакль лартма çултан-çул йывăрланса пынине Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь Адюкова та палăртрĕ. «Маларах эпĕ хамăн класс ачисемпе Геннадий Волков хайлавĕсем тăрăх кино та ӳкернĕ. Вĕсем шкултан вĕренсе тухса кайрĕç. Халĕ ачасем кĕçĕн класранах «вырăсланаççĕ». Программăра чăваш чĕлхи сехечĕ сахал пулнăран экзамен тытма та йывăрланса пырать», — терĕ вăл. Çапах та пултаруллă вĕрентекен шанăçне çухатманнине, фестивале малашне те чăвашла спектакльпе хутшăнасса шантарчĕ. «Тăван чĕлхерен вăтанмалла мар» Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем конкурсра çамрăксен пултарулăхĕпе паллашнă май хăйсем валли пулас артистсене шыранă. Иван Иванович пĕлтернĕ тăрăх, талантлă çамрăксем пур иккен. Сăмахран, Елчĕк тăрăхĕнчи Курнавăшри вăтам шкулта ăс пухакан Сергей Васильев. Вăл 11-мĕш класра вĕренет. Унăн пултарулăхне артистсем тӳрех асăрханă. Конкурс хыççăн унпа калаçнă, малашнехи ĕмĕт-шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Иван Иванов куратор пулнă май Сергейпе халĕ театрта ăсталăх класĕсем ирттерет, çамрăка тĕрлĕ сĕнӳ-канашпа пулăшать. Сăмах май, пĕлтĕр К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ республикăри ултă çамрăка Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине вĕренме янă. Вĕсен хушшинче «Асамăн» пĕрремĕш фестивальне хутшăннă, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ ачасем те пур. Вĕсем училище пĕтерсен тăван республикăна таврăнĕç. Кăçал вара унта вĕренме ямашкăн тепĕр ултă çамрăка суйласа илĕç. Куç хывнă каччăсемпе хĕрсем пур иккен. Иван Иванович вĕсене шкултан шкула çӳресе «пуçтарать». Çак тĕллевпе тĕп хулари техникумсене, педагогика колледжне тата музыка училищине çитсе килессине палăртрĕ. Курнавăшри «Хавхалану» кружок ертӳçипе Надежда Кузнецовăпа та калаçма май килчĕ. Вăл кружока вунă çула яхăн ертсе пырать. Ачасем унта кăмăлласах çӳреççĕ. «Иртнĕ çул эпир фестивале Леонид Агаковăн повеçĕ тăрăх лартнă «Вăрçă ачисем» спектакльпе хутшăнтăмăр. Хама килĕшнĕ вырăнсене суйласа сценари çыртăм. Унпа ачасене паллаштартăм, каярахпа вара постановкăна лартма хатĕрлентĕмĕр. Округ тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăна тухрăмăр, унтан зонăри конкурса хутшăнса çĕнтертĕмĕр. Ксения Цветкова «Хĕрарăм рольне чи ăста вылякан» ята тивĕçрĕ. Ачасем питĕ савăнчĕç. «Хамăра чăн-чăн артистсем пек туйрăмăр», — терĕç. «Асам» ачасене аталанма пулăшнине туятăп, вĕсен пултарулăхĕ çултан-çул ӳссе пырать», — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Надежда Михайловна. Сăмах май, Курнавăшсем 2024 çулта Геннадий Волкова халалласа ирттернĕ республикăри конкурсра «Хурама хулли» инсценировка лартса гран-при çĕнсе илнĕ. Паллах, çитĕнӳре вĕрентекенĕн тӳпи те пурах. Çакна тепĕр тĕслĕхпе çирĕплетес килет. Шупашкар тăрăхĕнчи Çĕньялти халăх театрне хăй вăхăтĕнче Зинаида Петрова ертсе пынă. Вăл чăвашла спектакльсене лартмашкăн ача-пăчана та явăçтарнă. Шел те, унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Асăннă театрта халĕ чăваш сасси илтĕнмест. Спектакльсене пĕтĕмпе вырăсла лартаççĕ. Çапла, чăвашла калаçакан артиста хамăрăн çитĕнтермелле. Зинаида Петрова пек тăрăшуллă çынсем кирлĕ. «Тăван чĕлхерен вăтанмалла мар, вăл ыттисенчен нимĕнпе те япăх мар. Тепĕр чухне эпĕ ют çĕршыв çамрăкĕсем хăйсен чĕлхипе калаçнине киленсе итлетĕп. Вĕсем пачах та вăтанмаççĕ», — терĕ Иван Иванович. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, халĕ шкул театрĕсен ĕçне профессиллĕ артистсем, режиссерсем хутшăнма тытăннă. Директорсен йыхравĕпе вĕсем ачасемпе ĕçлеççĕ, спектакльсем лартаççĕ. Иван Иванович хăй те вĕрентекенсем ыйтнипе шкулсенче ăсталăх класĕсем, ачасемпе репетицисем ирттерет. «Çамрăксене вăрçмалла мар, хавхалантармалла, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Педагогсене те паллах. Вĕсен ĕçлес туйăм ан çухалтăр. Шкул театрĕсем пултарулăх шайĕнче ĕçлеççĕ. Декорацие те хатĕрлеççĕ, çи-пуç та çĕлеççĕ, кĕвĕ те йĕркелеççĕ тата ыт.те. Пĕлтĕр ачасем вăрçă темине çутатрĕç. Çавна май чылайăшĕ салтак тумне çĕленине, пăшал тунине каларĕç. Паллах, ку ĕçе ашшĕ-амăшне, педагогсене те явăçтарнă. Шупашкарти 51, 43-мĕш вăтам шкулсенче чăн-чăн театр йĕркеленĕ. Вĕсен спектаклĕсене Раççей шайĕнче кăтартма пулать». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











