Комментировать

19 Дек, 2014

Чашăк-тирĕк шакăртатниех уйрăлмалли сăлтав-и?

Уйрăлакан мăшăрсем пирки сиввĕн калаçнă вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ. Ĕлĕк упăшкипе арăмĕ çын сăмахĕнчен шикленнĕ, темĕнле йывăр пулсан та ĕмĕре пĕрле ирттернĕ. Халĕ, статистика пĕлтернĕ тăрăх, ЗАГС кăтартăвĕсем лăплантармаççĕ. Пĕлтĕр 1225501 çемье пуçне 667971 уйрăлу пулнă. Чылай хĕрпе каччă туй кунне ĕмĕрлĕхе астуса юлать. Ку пулăм мăшăра нумай савăнăç кÿрет. Анчах, шел те, çемьесенчен чылайăшĕ çирĕп мар, çавăнпах вĕсем арканаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрремĕш вырăнта - алкоголизмпа наркомани. 26 проценчĕ пурăнмалли вырăн çукран уйрăлать. Çак ретрех - аслисем çамрăксен пурнăçне хутшăнни, çемьере ача çуралманни, мăшăр чылай вăхăт уйрăм пурăнни... Тĕрĕссипе, çак сăлтавсем ĕнер-паян çуралнисем мар. Унччен çемьесенче ăнланманлăх сиксе тухнă, ун чухне те чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулман. Тем тесен те, ĕлĕк çынсем чăтăмлăрах пулнă, пĕр-пĕрне итлеме, каçарма пĕлнĕ. Темиçе вун-вун çул каялла уйрăлакансен йышĕ кун пек нумай пулман. Ĕмĕр уйĕ урлă пĕрле утас тесен упăшкипе арăмĕн мĕн тумалла? Пĕрле нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнре? Çак ыйтусемпе 65 çул ытла пурăнакан мăшăрсене чăрмантартăмăр.

Çĕнĕ Шупашкарти Иван Ивановичпа Клавдия Павловна Великановсем кăçал корона туйне паллă тунă. Вĕсем Чулхула облаçĕнчи Воскресенское салинче паллашнă. Покровское салинче пурăнакан Иван Иванович унта кино курма кайнă, анчах темĕнле сăлтава пула фильма кăтартман. Малалла вулас...

 

 

Етĕрне районĕнчи Пăчанар ялĕнче пурăнакан Константин Васильевичпа Перасковья Яковлевна Осиповсем пурнăç çулĕпе 67 çул пĕрле утаççĕ. Вĕсем 1947 çулта пĕрлешнĕ.  Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.