Çамрăксем ăмăртса юрларĕç

30 Апр, 2015

"Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурса кашни çулах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем хутшăнаççĕ. Çакă çамрăксене сцена çинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать, тус-тăванлăха хаклама, чăваш эстрадине аталантарма май парать.

Фестиваль кăçал Чăваш чĕлхи уявĕнче, Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнă кунĕнче иртрĕ. "Кĕмĕл сасă" конкурса Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ иртнине тата Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă.

ЧР культура институчĕ еннелле халăх ушкăнăн-ушкăнăн утать. Урамра çурхи çил каснине, юрпа хутăш çумăр çунине те пăхса тăман çынсем. Çамрăксен пултарулăхĕпе паллашма йышлăн пухăнчĕ куракан. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов çамрăксене ăнăçу суннă май фестиваль-конкурс чун уявне çаврăннине палăртрĕ. "Кĕмĕл сасă" йышши мероприяти чăвашлăха, эстрада юррисене аталантарма, йăх-несĕлтен куçакан пуянлăха упрама, йăла-йĕркене пăхăнса пурăнма пулăшни тавра сăмах пуçарчĕ.

Кăçал конкурса пĕтĕмпе 22 çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ - хамăр тăрăхран. Республика тулашĕнчен çула тухнисем те чылайăн. Хăнасем Шупашкара Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Мурманскран, Иркутскран, Чĕмпĕртен килсе çитнĕ.

Конкурсантсене темиçе номинаципе хакларĕç. "Чи сăпайлă юрăç" ята Анна Васильева /Шупашкар хули/ тивĕçрĕ. "Чи пархатарлă юрăç" - Анатолий Анисимов /Елчĕк районĕ, Элпуç ялĕ/. "Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç" ята Наталья Головина /Шупашкар хули/ çĕнсе илчĕ. Ăна çынсем "Нарспи" мюзиклти евчĕ рольне ăста калăпланинчен лайăх пĕлеççĕ. "Куракансем килĕштернĕ юрăç" номинацире Алексей Алексеев /Нурлат хули/ çĕнтерчĕ. "Чи çепĕç чăваш юрăçи" - Людмила Белова /Чĕмпĕр хули/. Чăваш наци конгресĕн хаклă парнине Пушкăртстанран килнĕ Виолета Станишевская тивĕçрĕ. Хÿхĕм те чипер пикене Николай Угаслов тухья парнелерĕ. Мурманскран килнĕ Дина Агеева тата Пушкăртстан пики Екатерина Емельянова виççĕмĕш вырăна пайларĕç. Дина Агеева Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнчен. "Мăшăр çар çынни пулнă май Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитетĕп. Халĕ Мурманскра пурăнатпăр. Фестивале мăшăрпа иксĕмĕр килтĕмĕр. 2009 çулта Тутарстанра республика шайĕнче иртнĕ "Чăваш шăпчăкĕ" конкурсра мала тухнăччĕ. Нумай пулмасть "Мускав-транзит-Мурманск" Пĕтĕм тĕнчери конкурсри фольклор номинацийĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕм", - паллаштарчĕ хăйĕнпе Мурманск пики. Пушкăрт тăрăхĕнчи Пишпÿлекрен килнĕ 19 çулти Екатерина Ĕпхÿри ÿнер училищинче вĕренет. Вăйлă сасăллă хĕре жюри ниепле те асăрхамасăр хăварма пултараймарĕ. Пушкăртстан пикисем Наталья Спиридоновăпа Олеся Пескова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Çтерлĕ хулинчи "Сарпи" ансамбльте юрлаççĕ. Çĕньялта çуралса ÿснĕ Натали Елена Шурту репертуарĕнчи "Тăванăм ту айккипе ут çулать" юрăпа халăха тыткăна илчĕ. Самантлăха пурте шăпланчĕç. Юрăри хурлăхлă та тунсăхлă йĕркесем курма килнисене тарăн шухăша путарчĕç мар-и? Тăванран хакли урăх кам пултăр çак çĕр çинче? Илемлĕ юрă шăраннă май куççуль куçран мар, чунранах пăчăртанса тухрĕ пулĕ. Пушкăртстанра çулсерен иртекен "Шăпчăк сасси" фестиваль-конкурсра гран-прие ахальтен тивĕçмен Наталья Спиридонова. Пĕрремĕш вырăна "Анне - чи çывăх тус" юрăпа Анна Андреева /Шупашкар районĕ, Пархикасси ялĕ/ тухрĕ.

Кăçалхи конкурсантсенчен пĕри тепринчен вăйлăрах пулни сисĕнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕн музыка пĕлĕвĕ пур. Çĕнтерÿçĕсене палăртма жюрие ахăртнех çăмăл пулмарĕ.

Гран-прие Комсомольски хĕрĕ Ксения Гришина тивĕçрĕ. Вăл 15 çулта, саккăрмĕш класра вĕренет. "Савнă Шупашкар" юрă мала тухма пулăшрĕ ăна. Кĕмĕл сасăллăскер куракансене те, жюрие те килĕшрĕ. Сумлă конкурсра ят çĕнсе илни Ксение пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма хавхалантарĕ. Ăнăçу сунатпăр ăна!

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.