Вĕтĕ чул та çăтать

30 Янв, 2016

Хăш-пĕрин шухăшĕпе, чăхха тырăсăр пуçне нимех те кирлĕ мар. Çакăнпа, паллах, килĕшме çук. Пĕсехине тултарнисĕр пуçне ăшă вите те, тимлĕх те кирлĕ ăна. Чăх çулталăкĕпех çăмарта тутăр тесен çак сĕнÿ-канаша ăша хывмалла.

Вăл пылаккине те, йÿççине те, тăварлине те сăхса çÿрет. Çапах кайăк-кĕшĕк тăварлă комбикормпа наркăмăшланма пултарать. Выльăх-чĕрлĕх валли хатĕрленĕ мочевинăллă апат уншăн уйрăмах сиенлĕ.

Чăхăн шăл çук. Маларах çăтса янă вĕтĕ чул апат хуранĕнчи çимĕçе вĕтетме пулăшать. Çавăнпах витене вĕтĕ чул лартса пама манмалла мар.

Чăх мĕн чухлĕ ытларах çиет, çавăн чухлĕ ытларах ĕçет. Витерине тата ытларах шыв кирлĕ. Ытларах ĕçни çăмарта тытăнма, организмри япаласен ылмашăвне йĕркелеме май парать. Кайăк-кĕшĕк уйрăмах кăнтăрла, çăмарта тунă хыççăн, шывшăн аптăрать.

Витери шыв шăнать тăк - юр лартса пама юрать е çиелти пăра шăтарса тăмалла.

Кун кĕскелнĕ вăхăтра чăх çăмарта тума пăрахать. Çавăнпах ăна хушма çутă çакса памаллине нумайăшĕ пĕлет.

Чăх тĕттĕмрех çĕрте йăва çавăрать теççĕ. Ку аплах мар. Çамрăккисем, тĕслĕхрен, çутăрах вырăн суйлаççĕ. Кайăк-кĕшĕк çутă çĕрте çăмарта тума хăнăхрĕ пулсан ăна тĕттĕм кĕтесе хăваласа кĕртеймĕн. Унăн йăвине йышăннă тăк - чăх кăшт тăхтама та пултарать.

Чăх шăршă пĕлмест. Хăшĕ-пĕри кăна йĕрĕнет. Сăмахран, каяшпа вараланнă валашкаран çиесшĕн мар вĕсем.

Хăранине пула чăх çăмарта сахалрах тăвать. Апатшăн, шывшăн аптăрани те, шăрăх та, сивĕ те кайăк-кĕшĕкшĕн стресс пекех. Чăх чĕпписем кушакран хăраса та чирлеме пултараççĕ. Çавăнпах хуçан тимлĕ пулмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.