Паттăрлăх çулĕ

26 Янв, 2017

Кашни арçын ачан тивĕçĕ — çĕршыва юрăхлă тата кирек мĕнле кăткăс лару-тăрура та тăван çĕре хÿтĕлеме хатĕр салтак пуласси. Алла пăшал тытнипе, çар ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе çеç килмест ку туйăм. Ăна мĕн пĕчĕкрен аталантармалла, чун çирĕплĕхне кунсерен ÿстермелле. Çакă малашлăхра çул уçса пырĕ, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ.

Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ Руслан Желудкин ачаранах мал ĕмĕтлĕхĕпе те пуçарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе те хастарлăхĕпе палăрнă. Пограничник-офицер пулма шут тытнăскер шкулта лайăх вĕреннĕ, нумай вуланă, ятарлă литература тишкернĕ, йыттине те хĕсмете хатĕрлеме пуçланă. Тăван ялĕнчи шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн вара Голицынăри чикĕ институтне çул тытнă. Чимĕр-ха, мĕнпур вăрттăнлăха уçса парам мар, чи пĕлтерĕшлине асăнам.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 500 экземплярлă тиражпа Александр Мясниковăн «Ту леш енче çил макăрать» кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна патшалăх чиккине хуралланă чух пуç хунă çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă. Калава чăвашла куçараканĕ — Елизавета Васильева, редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Мария Кузнецова.

Хайлаври тĕп сăнар — Руслан Желудкин пограничник. Вулакансем, тен, ун пирки илтнĕ те. Автор чăваш йĕкĕчĕн кун-çулне, паттăрлăхне кăсăклă çутатса парать. Акă пирĕн умра — пай пуçлăхĕн çумĕ, оперативлă шырав уйрăмĕн ертÿçи Желудкин подполковник. Ĕçпе кÿршĕ салана каймалла унăн. Яваплă çар çынни йывăрлăхсенчен хăрамасть, йăлт хăй татса парасшăн. «Чикĕ институтĕнчен тин килнĕ çамрăксене упрар. Ан тив, хальлĕхе кунти лару-тăрăва хăнăхчăр, служба тути-масине ăнланса илччĕр», — тет вăл. Офицер пурнăç хакне ăнланни, ырă кăмăллăха мала хуни сисĕнет çак сăмахсенче.

Амăшĕпе ывăлĕн ăшă калаçăвĕнче те туйăнать Русланăн вашаватлăхĕ. Тăванĕсене юратать, хисеплет яш. Тăван тăрăхран аякра пулин те, чунĕпе çывăх çынсемпе юнашар вăл.

Александр Германович Желудкин пограничникăн сăнарне тĕрлĕ енлĕн уçса парать, вулакана хăйĕнпе пĕрле интереслĕ çулçÿреве тухма хистет. Тин кăна сăртлă-туллă вырăнтаччĕ эпир. Тепĕр самантран чăваш ялне ертсе каять çыравçă. Руслан — пĕчĕк арçын ача. Вăл мĕншĕн пограничник пулма шут тытнине ăнланатпăр.

Акă Руслан Желудкин — тăрăшуллă вĕренекен, кăштахран — чикĕ институчĕн курсанчĕ. Вĕренÿ тапхăрĕ çав тери хаваслă иртет. Кулăшла самантсем кулленхи йывăрлăхсене парăнтарма, çар дисциплинисене ăша хывма пулăшаççĕ.

Кунсем иртеççĕ, Руслан Çурçĕр Кавказра ĕнтĕ. Пĕрремĕш тĕрĕслевсем, кăткăс ĕçсем, яваплăх ÿсни... Вулакана каллех хальхи вăхăта тавăрать автор. Тĕп геройăн тĕлĕкĕ сисчĕвлентерет, инкек пуласси çинчен систерет. «Хăрушлăх сирĕлтĕрччĕ, геройсем çăлăнччăр...» — тетĕн. Анчах ку калаври сăнарсем — Руслан Желудкин подполковникпа Магомед Гасангосейнов прапорщик — пирĕн самана çыннисем, Тăван çĕршывăн паттăр та мухтавлă ывăлĕсем. Вĕсен историйĕ хурлăхлă. Çар çыннисем, вилĕм-пе куçа-куçăн тăнăскерсем, никама та сутман. «Шанса панă ĕçне тивĕçлипех пурнăçланă, ыттисен кун-çулĕ лăпкă, тăнăç ирттĕр тесе хăйсене шеллемен». Иккĕшне те вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.

Кĕнеке çавăн пекех чикĕ хуралçисен çăмăл мар служби çинчен каласа парать. Шатăр сивĕпе чăтма çук шăрăхра, лÿшкесе çăвакан çумăрпа асар-писер çил-тăманра, ир те, каç та пограничниксем хăйсен тивĕçне чунпа парăнса пурнăçлаççĕ.

Кăларăм хушма информаципе пуян. Кунта Раççей Федерацийĕн федераллă хăрушсăрлăх службин чикĕ хĕсмечĕпе унăн эмблеми, Василий Иванович Чапаевпа хĕсмет йытти, «УАЗ-469» çăмăл автомобильпе «БМП-1» пехотăн çар машини тата Калашников автомачĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Раççей Федерацийĕ мĕнле пашталăхсемпе чикĕленнине ятарлă карттă çинче кăтартса панă. Çавăнпа арçын ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулĕ Александр Мясниковăн кĕнеки. Эппин, унпа паллашма васкăр. Тăван çĕрĕн паттăрĕсем çинчен пĕлмеллех пирĕн.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.