Пултарулăхĕ иксĕлми

9 Окт, 2017

...Кил-çуртра илемлĕ кĕвĕ янăрать. Чăваш халăх юррисем, кĕввисем урамра таçта çитиех саланаççĕ, иртен-çÿрен чун-чĕринче ырă туйăмсем вăратаççĕ. «Титовсем выляççĕ, ытла та пултараççĕ-çке», — теççĕ Анат Тимĕрчкассин йăлăм урамĕпе иртекенсем. Килти тăрăхла сак çинче виççĕн лараççĕ: ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен кĕçĕн ывăлĕ. Мария Тихоновна аллинче — гитара, Порфирий Сергеевичăн — балалайка. Улттăри Титăн вара — купăс. Тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕ кăлараççĕ вĕсем.

Чылай çул каяллахи çак ÿкерчĕк халĕ те асрах.

Тит Титов Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче юрра-ташша кăмăллакан çемьере çуралнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех тĕрлĕ концертсенче ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. 8 класран вĕренсе тухсан Канашри педучилищĕне çул тытнă, музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса ăс пухнă, кĕвĕ тĕрлĕ хатĕрне алла илнĕ.

Педучилище хыççăн Тит Титов Комсомольскинчи музыка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Çамрăка шкул директорĕ Марс Орлов ăшшăн йышăннă. Хăй те тĕрлĕ енлĕ пултаруллăскер, çамрăксене ăсталăхне ÿстерме нумай пулăшнă. Ватăрах çынсем Марс Васильевич районти культура çурчĕн сцени çинче тĕрлĕ спектакльре чăн-чăн артист пек вылянине паян та лайăх ас тăваççĕ. Тит Порфирьевич та унран тĕслĕх илнĕ. Ачасене баян калама вĕрентекенскерĕн воспитанникĕсем кĕске хушăрах илемлĕ çемĕсем кăларма хăнăхнă.

Çара кайма вăхăт та çитнĕ. Тит Титов Самарта хĕсметре тăнă, вĕрсе каламалли хатĕрсен оркестрĕнче вылянă. Пултаруллă чăваш каччине часах ушкăна ертсе пыма шаннă.

Салтак шинельне хывсан Тит Порфирьевич яваплă ĕçе пуçăнать — музыка шкулне ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе Хырай Ĕнелĕнче /ертÿçи — Петр Зайцев/, Тăманлă Выçлире /ертÿçи — Николай Ильин/ музыка шкулĕн филиалĕсем уçăлаççĕ.

Районти культура çурчĕсен ĕçченĕсемпе яланах тачă çыхăну тытнă вăл. Урăхла пулма та пултарай-ман: вĕсенче пурнăç вĕресе тăнă-çке, тĕрлĕ кружок ĕçленĕ. Халăх театрĕн режиссерне Валентина Зайцевăна, Валерий Митюкова, Михаил Николаева, Станислав Кокорева, Анатолий Краснова, Николай Алексеева, Александр Васильева тата ыттисене ăшшăн аса илет Тит Порфирьевич.

Хăй вăл районти культура çурчĕ çумĕнчи вĕрсе каламалли хатĕрсен ансамбльне те, халăх театрне те хавхаланса çÿренĕ. «Александр Долгов, Анатолий Счетчиков, Иван Гоголев, Марс Орлов рольсене епле выляни халĕ те куç умĕнче. Сăнарсене тĕлĕнмелле витĕмлĕ калăплатчĕç, ахальтен мар куракансем тăвăллăн алă çупатчĕç», — аса илет ĕç ветеранĕ.

Тĕрĕссипе, хăйне те пырса тивеççĕ çак сăмахсем. Мăшăрĕпе Антонина Николаевнăпа вун-вун спектакльте вылянă вĕсем. Тит Порфирьевич тивĕçлĕ канура пулин те паян та сцена çинче халăха савăнтарать.

Комсомольски вăтам шкулĕнче /халĕ 1-мĕш шкул/ вĕренекенсене чылай çул музыкăпа пĕлÿ панă, ачасен тата учительсен хорĕсене йĕркеленĕ. Ушкăнсем районти чылай ялта концертсем лартнă. Республикăри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен ăмăртăвĕнче темиçе хутчен те малти вырăна йышăннă Аслă Каçал тăрăхĕнчи 3-4 сасăпа юрлакан хор.

Тит Титов — «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ». «Ĕçри пултарулăхшăн» медаль, тĕрлĕ-тĕрлĕ диплом та педагога чыс кÿреççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.