Çирĕксĕр Çирĕклĕ-и, хурамасăр Хурамал-и?

25 Дек, 2017

Тăван кĕтесĕм, çуралнă вырăнăм манăн — Трак енри Çирĕклĕ ялĕ. Урăх çĕрте тĕплентĕм пулин те вăл яланах асăмра, ячĕ те чĕрери аса илÿ хĕлĕхĕсене карăнтарать. Чунра йывăр самантсенче атте-анне килне çитме, ялăн йăмраллă урамĕсемпе утса иртме, çыннисемпе курса калаçма кăмăллатăп. Ырă, çăмăл пулса каять вара чунра. Çу кунĕсенчи шăрăхра йăмрасен сулхăнĕ канлĕх парнелетчĕ, хĕллехи шартлама сивĕсенче вĕсен хÿттинче ăшăрах пек туйăнатчĕ.

Юлашки виçĕ теçетке çулта тĕлĕнмелле улшăну пулса иртрĕ: ун чухне ялсенче паянхи пек капмар та хăтлă çуртсем пулман, урамсенче таса та илемлĕччĕ, кашни кил умĕнчи пĕчĕк пахчара куçа тыткăнлакан чечексем ешеретчĕç, картишне, хăйсен тĕлĕнчи вырăна шăлса тирпейлесе тăратчĕç, çĕрекен çÿп-çапа тислĕк купи çине хуратчĕç, ыттине шырлана турттарса тухса çĕрпе хуплатчĕç. Ял варринчи пĕвере шыв витĕр курăнатчĕ. Халĕ вара йĕри- тавра — коттедж. Шыв киле кĕнĕ, çут çанталăк газĕ çунать. Анчах мĕн кăна йăваланмасть-ши паян урамра? "Кил-тĕрĕшре таса пултăр, ыттишĕн — ял тăрăхĕн пуçлăхĕ е урам комитечĕн ертÿçи яваплă. Вĕсем ĕçлеччĕр, общество вырăнĕсене таса тытасси — вĕсен тивĕçĕ", — çакăн пек шухăш- кăмăлпа пурăнать тейĕн хальхи вăхăтра чылайăшĕ.

Чăннипех, вăхăт иртнĕçемĕн ял илемĕ çухалса пынăн туйăнать. Калас шухăш тăван тăрăхпа кăна çыхăнман, ку — чăваш ялĕсем çинчен пĕтĕмĕшле. Яла та çĕнĕ ăру килчĕ. Тахçан кукаçи, асатте лартса çитĕнтернĕ йăмра-çирĕк вĕсен çивĕч пуртти айне пулчĕ. Ваттисен "Пĕр йывăç кас та виçĕ сапан ларт" текен каларăшне пачах манса кайрĕç. 30-40 çул каялла Çирĕклĕ ялĕ аякран пăхсан вăрман евĕр курăннине чылайăшĕ ас тăвать. Юлашки вăхăтра вăл самаях сайралчĕ, кĕçех витĕр курăнма пуçлĕ. Йывăçсăр ялăн илемĕ çуках.

Хаçатра ĕçленĕ тапхăрта кашни районах çитме тивнĕччĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне, сăмахран, йывăç-тĕм лартакан шкул ачисем те курăнмарĕç. Ку ĕçе йĕркелесе пыракан кирлĕ. Çав вăхăтрах касса тÿнтернĕ йывăçсене, татса шаршанласа хунă вутта асăрхарăм. Çут çанталăка юратас туйăмĕпе пĕрлех тĕплĕлĕхĕ те çухалса пырать тăван халăхăн. Тĕслĕх-и? Тархасшăн.

Кÿкеç поселокĕ тĕп хулапа юнашарах вырнаçнă. Ун "урлă" федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ ав-томагистральсем иртеççĕ. Таса, тирпейлĕ, илемлĕ вăл. Шел, хăйĕнче кăна çав. Унăн тулашне тухсан — пачах урăхла, сăнсăр ÿкерчĕк. Акă "Шупашкар агропромтехсервис" фирма хыçĕнчи, чукун çул хĕррипе тăсăлакан вăрман тăрăхĕ кил-тĕлĕшри çÿп-çаппа тулса пырать. Никам ирĕк памасăр каснă юман тункатисен шучĕ те хушăнса пырать. Механизаторсен урамĕ вĕçĕнчи темиçе пĕвеллĕ çырма хĕрри те йăх-яхпа тулнă.

Чылайăшĕ урама, çырма хĕррине шыв çурма пуçланă канав тавра хурама, тирек, йăмра лартакана сивлет. Вĕсен пайти çук имĕш. Çимĕç памаççĕ-çке вĕсем. Çав вăхăтрах хăйсен пахчи çап-çара та пуш-пушă. 10-15 тĕп улмуççи, груша е слива, çавăн чухлех çырла тĕмĕ мĕншĕн лартса чĕртес мар çавăнта? Çулла вара, çырла е пан улми вăхăчĕ çитсен, теприн пахчине "сунара" тухать çав çын. Кайран ачисем те унран тĕслĕх илеççĕ.

Йывăç лартса çитĕнтерекен яланах ырă кăмăллă, ĕçчен, ача-пăчаллă пулнă. Тен, çавăнпа та пулĕ вĕсен ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.