Татăлнă «юмах»

22 Янв, 2018

— Тусăм! Итлетĕп те сана, юмахри пек пурăнатăн эсĕ. Санăнни пек чаплă каччă тĕлне пулаймарăм та — мĕн каласси... — çывăх юлташĕ Оля хăйне кĕвĕçнине хальччен те туйнă-ха Света, анчах хальхинче вăл пушшех вăйлă палăрчĕ.

Тĕрĕссипе, çакăн валли сăлтавĕ темле пысăк та марччĕ. Света шăнса пăсăлнăччĕ, пысăк температурăна пула темиçе кун ĕçе кайманччĕ. Савнă каччи Толя вара хĕрĕн кăмăлне çĕклес тесе питĕ илемлĕ чечек çыххипе, эмел курăкĕсен пуххипе, пылак кучченеçсемпе килнĕччĕ. Тепĕр кунах кăнтăрла Оля шăнкăравларĕ. Тусĕ чирпе аптăранине пĕлсен унăн тунсăхне пайламашкăн килессе пĕлтерчĕ. Вазăри чĕрĕ чечексене курчĕ те пуçларĕ тĕпчеме: «Каласа кăтарт, кам вăл, мĕнлерехскер, миçере, ăçтан...» Çак темăпа сăмах ваклама юратман Светланăран чăннине пĕлмесĕр хăпмарĕ-хăпмарех вăл.

— Тĕлĕнетĕп, мĕнле майпа ялан ăнать-ха сана? Аслă шкулта пĕр пекех вĕренеттĕмĕр пек, ĕç те пĕрлех шырарăмăр. Сан тĕлне манран чылай пысăк шалулли лекрĕ. Эпĕ ăçта кăна хутшăнса малалла утăм тума тăрăшмарăм — вырăнтан та хускалаймарăм, эсĕ вара карьера пусмипе самаях хăпартăн ав. Мăшăр тĕлĕшпе те, курсах тăратăп, эсĕ телейлĕрех пулăн: Анатолий пирĕшти вырăннех хурать сана... — шÿтлем пекки тулса йĕкĕлтевлĕн тăсрĕ сăмахне Оля.

— Тытман упа тирне сĕвер мар-ха, аван мар ку. Хальлĕхе Тольăпа пĕрлешесси çинчен çăвар та уçман-ха эпир. Атя, кил, вĕри чей ĕçер — сиплĕ курăкран вĕретни саншăн та усăллă пулĕ, — сăмаха урăх еннелле пăрасшăн тăрăшрĕ Света.

Сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Кунта та хальчченхилле çăмăллăн сыпăнмарĕ калаçу. Унччен вара сÿтсе явмалли те тупăнатчĕ, кулмалли-йăпанмалли те... Çук, килĕшмерĕ çак тĕл пулу Светăна. Хăйĕн чи çывăх тусне кĕç-вĕç çухатасса систерчĕ темшĕн чĕри...

Хĕре ăсатса янă хыççăн Оля хăйне мĕншĕн кĕвĕçни çинчен шухăша кайса выртрĕ Света. Тусĕ — чăн-чăн пукане, такамăн куçне те илĕртмелле. Аслă шкулта вĕреннĕ çулсенче каччăссене перчетке пекех улăш-таратчĕ: ун тавра кускалакан чылайччĕ çав. Хăш- пĕринпе ытла та тиркешсе калаçатчĕ кĕлетки-сăнĕпе илĕртÿллĕ пике.

...Оля килсе кайнăранпа чылай кун иртрĕ. Света сипленсе ĕçе те тухрĕ — Толя таçта пач çухалчĕ. Савнă тусĕ сас паманни пăшăрхантарчĕ хĕре. Малалла вулас...

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.