Кăмака та хутать, пăр та катать проводник

Проводниксен ĕçĕ пирки тĕрлĕ кинофильмран пĕлетĕп. Хам пуйăспа çул çÿреве тухсан та вĕсене чылай сăнанă. Кĕрекен-тухакана кĕтсе илсе ăсатса ярассинче, çынсене чейпе хăналассинче мĕн йывăрри пултăр теттĕм. Ара, кинофильмра çак ĕçре тăрăшакансем унталла-кунталла чей йăтаççĕ кăна вĕт. Ай-яй, питĕ йăнăшнă эпĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕсем çав. Проводниксен, ав, сăмахран, хĕллехи вăхăтра кăмака хутма тивет. Пĕлнĕ-и эсир кăна? Проводниксен çăмăлах мар ĕçĕ пирки Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Мария Муракова каласа кăтартма кăмăл турĕ. Нумаях пулмасть вăл вăрăм çулран таврăннă.

Урай çуса уçăлтарнă

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕн хĕрĕ академие вĕренме кĕрсенех вожатăйсен ретне тăнă. Мĕнпе илĕртнĕ-ха ку ăна? Çуллахи вăхăтра тĕрлĕ хулана кайма, çĕннине пĕлсе опыт пухма май пурри савăнтарнă. Республикăри вожатăйсен юхăмĕн комиссарĕ пулнă вăл. Урăхла каласан, командирăн «сылтăм алли». Маша 2 çул Анапа хулинчи пĕр лагерьте малтан — аслă педагог, кайран вожатăйра тăрăшнă. Экзаменсене маларах тытнă та 2 уйăхлăха тăван тăрăхпа сыв пуллашнă вăл. Вожатăйăн чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тивет. Вĕсенчен пĕри — ачасемпе пĕр чĕлхе тупай-манни. Маша вожатăйра тăрăшнă чухне 10-12 çулсенчи ачасемпе пурăннине аса илчĕ: «Куçăм тапхăрĕ вĕт ку. Пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, темшĕн макăраççĕ. Отрядри ачасем çур çĕрте тинĕс çывăхĕнче уçăлса çÿрени те пулнăччĕ. Вĕсене каялла ăсатма тивнĕччĕ».

Черетлĕ вĕренÿ çулĕнче пĕр парта хушшинче ларакан юлташĕ Лена Матвеева Марийăна проводниксен ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Ара, Лена «21 экспресс» отряд командирĕ-çке. Маша вожа-тăйра ĕçленĕ вăхăтра вăл тĕнче курса çÿренĕ! Çакă илĕртнĕ те пикене, вăл çитес çуллахи каникулта вăрăм çула тухма ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене маларах тытнă, ятарлă курс витĕр тухнине çирĕплетекен документа илнĕ-илмен Санкт-Петербург хулине çул тытнă. Пĕрремĕш рейсра вăл юл-ташĕпе Ленăпа пĕрле ĕçленĕ. Иккĕмĕшĕнче — штатра ĕçлекен проводникпа. Виççĕмĕш рейсра пĕчченех тăрăшма тивнĕ. Нимрен те хăраман вăл: хăçан мĕн тĕрĕслемеллине, вăл е ку япала ăçта выртнине лайăх вĕренсе çитнĕ-çке-ха.

— Пуйăс Санкт-Петербургран тĕрлĕ хулана — Мускава, Кисловодска, Новороссийска, Махачкалана — çул тытатчĕ. Пĕррехинче Кисловодск хулинчен таврăннă чухне кондиционер ĕçлеме пăрахрĕ. 45 градус шăрăх, сывлама çук. Урай çăва-çăва сывлăш уçăлтараттăмăр. Юрать, каçхине çăмăлрахчĕ. Махачкала хулинче пĕр пассажирпа паллашни те асрах. Ун чухне çав пуйăсра Чăваш Енрен килнĕ виçĕ проводникчĕ. Çав каччă юлташĕсемпе пĕрле пире хулапа, культурипе паллаштарма кăмăл турĕ. Вăхăт пуррипе усă курса вĕсен наци апачĕпе сăйлантăмăр, уçăлса çÿрерĕмĕр, мечĕте кĕрсе куртăмăр. Унта пурăнакан халăх кăмăллă пулни тÿрех сисĕнчĕ. Çамрăксем парне те тыттарчĕç, тепĕр хут хăнана чĕнчĕç, — аса илчĕ пике. Малалла вулас...

 

Ирина КОШКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.