Мускава та парăнтараççĕ, çÿллĕ тăва та

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă Дениспа Дмитрий Борисовсем кăрлачăн 19-мĕшĕнче Танзания çĕршывне çул çÿреве тухса кайнă. Çамрăк та хастар каччăсем маларах Пĕрремĕш каналпа пыракан «Давай поженимся» телешоуна хутшăннипе палăрнăччĕ.

Çапла, йĕкĕрешсене кăрлачăн 9-мĕшĕнче эфира тухнă телешоура кăтартрĕç. Анчах тем сăлтава пула ентешĕмĕрсемпе Патăрьелтен тесе паллаштарчĕç. «Мĕншĕн апла каланине хамăр та ăнланмарăмăр, эпир Лаш Таяпаран тенĕччĕ», – çапла хуравланăччĕ.

26 çулти йĕкĕрешсем Мускав облаçĕнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе тĕпленнĕ. Теприсен вăл вăхăта тути çинчен амăшĕн сĕчĕ кайса пĕтеймест е пур çĕрлĕ аслисем ертсе çÿреççĕ пулсан Дмитрипе Денис хăйсем тĕллĕн пурăнма тахçанах хăнăхса çитнĕ. Пĕчĕкрен куршанак çыпăçнăскерсем укçа ĕçлесе илес тесе яланах талпăннă. Халĕ вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ – электроника техникин интернет-лавккисен сетьне уçнă.

«Эпир аслă шкулта вĕреннĕ чухнех хамăр ĕçе пуçлас терĕмĕр. Сахал мар йăнăшнă. Тĕрлĕ проекта «кĕмĕл» хывса çур миллиона яхăн укçа çухатрăмăр. Виçĕ çул каялла Мускава тухса кайрăмăр, унта менеджера вырнаçрăмăр. Çавăнта сутас-илес енĕпе хăш-пĕр вăрттăнлăха алла илтĕмĕр», – каласа кăтартрĕ Денис. Паян пĕртăвансем тара кĕрĕшсе ĕçлемеççĕ ĕнтĕ – услам тупăш кÿме тытăннă хыççăн çын лавккинчи ĕçе пăрахнă.

Борисовсем маркетологипе, суту-илÿпе çыхăннă ятарлă пĕлÿ илмен. Каччăсем тăван районĕпе кÿршĕллĕ Тутарстанри Альметьевскри патшалăхăн нефть институтĕнче вĕреннĕ. Иккĕмĕш курс пĕтерсен хăйсен ирĕкĕпе салтака кайнă, Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинчи Дзержинский ячĕллĕ дивизие лекнĕ. Хĕсмет хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕве малалла туптанă.

Йĕкĕрешсене «Давай поженимся» телешоу редакторĕсем Инстаграм урлă шыраса тупнă. Çĕнĕ çула халалласа раштав уйăхĕнче ÿкернĕ телекăларăма хутшăнма сĕннĕ. Унта кайиччен пĕртăвансем тус-юлташĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе канашланă. «Хăна пулса пыма чĕнмеççĕ-çке, хутшăннишĕн тем мар», – тĕв тунă пурте пĕр шухăшлăн. Кăларăмра унчченхи юрату историйĕсене каласа кăтартма ыйтмăпăр тесе шантарни те килĕшнĕ вĕсене.

Телекăларăма хутшăннă хĕрсене чăваш йĕкĕрешĕсем малтанах пĕлнĕ. <...> Хĕрсене Денис мал ĕмĕтлĕ те талпăнуллă тесе хакларĕ, анчах малашлăха вĕсемпе çыхăнтарассине татса калама тăхтарĕ. «Ăна вăхăт кăтартĕ», – терĕ ват çын пек тĕплĕн шухăшласа.

Хальхи самантра йĕкĕреш Борисовсем Хĕвел тухăç Африкăри Танзани çĕршывĕпе киленеççĕ. Инçе çула тухиччен Денис ĕмĕчĕпе паллаштарнăччĕ: вĕсем 5895 метр çÿллĕшĕнче вырнаçнă Килиманджаро тăвĕ тăррине хăйсен ял ялавĕпе хăпарасшăн.

Шăрăх материка каякан, унти çÿллĕ ту çине улăхма ĕмĕтленекен каччăсем пит-хуçа çунтаракан хĕрÿ хĕвелтен хÿтĕленме чаплă куçлăх туяннă. «Суккăрланма пулать тесе укçана шеллемерĕмĕр, хĕвелтен шанчăклă хÿтĕлекеннинех туянтăмăр», – пĕлтереççĕ каччăсем. Ун йышши куçлăх 10 пин тенкĕ таранах тăрать-мĕн, ăна альпинистсен лавккисенче сутаççĕ.

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Контактри соцсетьри страницинче Денис Африкăна Стамбултан вĕçсе кайнине пĕлтернĕ. Шел те, çак кунсенче йĕкĕрешсемпе çыхăнма май килмерĕ, мĕншĕн тесен вĕсем соцсете кĕмен. Ара, ту çинче карас телефонĕ тĕнче тетелĕпе çыхăнаймасть пулинех… Ту çине улăхиччен каччăсем Моши хулипе паллашнă, вырăнти шкула кĕрсе тухнă. Чăваш каччисем Африкăри яш-кĕрĕмпе тата ачасемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. «Хула ансат, лайăх ĕç вырăнĕ тупмалли вырăнсем сахал. Кунта ăнăçлă çын шутланас тесен, эпĕ сăнанă тăрăх, пĕлÿ кирлĕ тата врач е полицейски пулса ĕçлемелле», – ют материкри пысăках мар хула пурнăçне сăнавçă куçĕпе хакланă Денис. Тулли верси...

 

Вера ЭВЕРККИ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.