Хăтлă та капăр вырăнта пурăнма кăмăллăрах

22 Фев, 2018

Кĕркунне, йывăç-тĕм çулçине тăкса çаралса юлсан, пахчара çÿренĕ май куç умне тĕлĕнмелле ÿкерчĕк тухса тăрать. Акă сукмак. Ун тăрăх çăвĕпе утса миçе çухрăм хыçа хăварнă-ши? Шутламан. Сукмак çумĕнчех ÿсекен тĕмĕ варринче вара… кайăк йăва çавăрнă-мĕн. Асăрхаман. Асăрхама мар, чĕпписем апат ыйтса шиплетнине те илтмен. Мĕн тери вăрттăн çут çанталăк… Пĕр йăва кăна пулсан та юрĕччĕ-ха — пĕрре кăна мар, тепĕр тĕмĕ çинче те, çурт çумĕнчех ларакан юпа тăрринче те!.. Хăрама та пĕлмеççĕ мăнтарăнсем. Ирĕке юратаканскерсем, çынран шикленекенскерсем этем çумĕнчех чĕпĕ кăларса ÿстереççĕ, çитĕнтерсе вĕçтереççĕ. Сăнанă тăрăх, тепĕр çул çак йăвана йышăнмаççĕ вĕсем, çĕнĕрен çавăраççĕ. Çуркуннехи ăшăпа пирĕн тăрăха таврăнаканскерсем эх! пуçлаççĕ ăшталанма, чĕпписем валли хăтлă йăва çавăрма. Ăшă та пултăр вăл, шанчăклă та. <...>

Этем те — çут çанталăк ачиех. Тискер чĕр чунпа вĕçен кайăк пекех вăл та хăтлăх, ăшăлăх енне туртăнать. Уйрăм хваттерсем кăна мар, урамсем, скверсем, парксем капăрланса якалаççĕ. Куç асăрхакан илем вара чуна та канăç кÿрет.

Юрăра пин-пин хут асăнса шăрантаракан хуламăр Шупашкар та çулран çул хитреленсе пынине пурте асăрхаççĕ-тĕр. <...> Хăтлăх енĕпе юлашки çулсенче пушшех те тăрăшарах ĕçлеме пуçланине палăртма кăмăллă.

Иртнĕ 2017 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» приоритетлă проект пурнăçланма пуçларĕ. Ăна пурнăçа кĕртме Чăваш Ене çĕршыв хыснинчен 265,7 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе усă курса Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсем хăйсен тăрăхĕсене хăтлăх кÿме пултарчĕç. Шупашкарта патшалăх пулăшăвĕпе 25 çурт картишне тата общество виçĕ лаптăкне тирпей-илем кÿчĕç.
Ятарлă программа ăнăçлă пурнăçланнине кура ăна кăçал та малалла тăсма палăртнă. Пархатарлă ĕçе çынсене те хутшăнма чĕнеççĕ. Пĕлтĕр, калăпăр, К.Иванов ячĕллĕ скверта, «Модăсен çурчĕ» тата «ОВАС» суту- илÿ çурчĕ умĕсенчи тавралăха хăтлăлатнă. Кăçал хулари хăш кĕтесе тирпей-илем енĕпе «васкавлă пулăшу» кирлĕ? Çакна çынсем хăйсем татса парĕç. Сасăлава тĕп хулари 10 лаптăка кĕртнĕ: Шупашкар кÿлмекĕн таврашĕ, кадетсен скверĕ, Атăл çыранĕн хĕрри II тата III тапхăрсем , Алькеш микрорайонĕнчи аллея, Юман ращи, К.Иванов ячĕллĕ сквер II тапхăр , В.Чапаев ячĕллĕ сквер, Дорисс парк, «Салют» культура керменĕ çывăхĕнчи сквер тата Кăнтăр поселокĕнчи культурăпа кану паркĕ. Хула çыннисем хăшне суйласа илĕç — çакна пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă рейтинг сасăлавĕ татса парĕ. Унпа килĕшÿллĕн общество виçĕ лаптăкĕнче кăçал хĕрÿ ĕçсем иртĕç, тавралăх татах та хăтлăланĕ, капăрланĕ. Тулли верси...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.