Тăван ен чысне хÿтĕлет

24 Мая, 2018

Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕнче район, республика ăмăртăвĕсенче тĕрлĕ çулта çитĕнÿ тунă вĕренекенсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен «Чи лайăх спортсменсем» стенд хатĕрленĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Александр Рыжков ентешĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Шупашкарта тăван ен чысне хÿтĕлесе çине-çинех ÿсĕмсем тăвать. «Кунта унăн сăн ÿкерчĕкне те вырнаçтарма шухăшлатпăр, — терĕ 1989 çултанпа физкультура вĕрентекен Олимпиада Бардасова. — Вăл çакна тивĕçлĕ».

Çемийипех спортпа туслă

Вăй-хала çирĕплетекен хăнăхтарусене кĕçĕн классенче тантăшĕсемпе танах пурнăçлайманран физкультура урокĕсене юратман Саша. 5-6-мĕш классенче кĕлетке çитĕнсе сарăлма тытăнсан урокра вĕрентекен хушни çăмăллăнрах парăнма пуçланă. Çакă арçын ачана хавхалантарнă. Кĕçех физкультура чи кĕтнĕ урок пулса тăнă.
— Спорт çулĕ çине тăма мана аттепе анне те пысăк витĕм кÿчĕç. Атте футболла выляма юратать. Тĕнче чемпионачĕ пуçланасса тÿсĕмсĕррĕн кĕтет, — пĕлтерчĕ Александр. — Анне хĕлĕпех йĕлтĕрпе туслă пулчĕ. Çамрăк чухне район ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Эпир çемьере пиллĕкĕн пĕр тăван: аппа Вика, йăмăксем Ритăпа Ангелина тата шăллăм Максим. Йĕлтĕр пурин те пур.

5 минутра — 112 хут

Çăмăл атлетикăсăр пуçне Сашăна кире пуканĕ çĕклесси кăмăла кайнă. Ку ăнсăртран пулса тухнă. Киресемпе вăл икĕ çул каялла клубра тĕл пулнă. Çамрăксем тимĕр вăййипе тĕрмешнине курнă та хăйĕн те хăтланса пăхас килнĕ. Малтанах — 8, унтан — 12 килограмлипе, халĕ пĕр пăтлă кире пуканĕпе вăй виçет. Хăйĕн ушкăнĕнче районта çĕнтерсен физрук ăна республика тĕп хулине илсе кайнă. Кунта та палăрнă вăл. Малтисенчен пĕри пулнă.
— Кире пуканĕсене кăкăр çинчен икĕ алăпа харăс тĕртнĕ хыççăн иккĕмĕш хăнăхтарăва пурнăçлама вăхăт çитрĕ, — ăмăрту епле иртни çинчен каласа кăтартрĕ Александр Рыжков. — Малтан — сулахай алăпа, унтан сылтăммипе ăна сулласа 5 минутра 112 хут çĕклерĕм.

Каникулта та Сашăн кану çук

Халĕ вăл экзаменсене хатĕрленет. Шупашкарти техникумсенчен пĕрне вĕренме кĕрес ĕмĕтпе пурăнать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт самаях. «Каникул» сăмаха хăшĕ- пĕри шÿтлесе кан тата кул тесе йышăнать пулин те каччăн вăл шухăш мар. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.