Сыхлăх туйăмне ачаран аталантармалла

28 Мая, 2018

Шкулсенче Юлашки шăнкăрав уявĕсем иртсенех чылай ашшĕ-амăшĕ пĕр хушă лăштах сывласа ярать: тинех ачасем киле панă ĕçсене пурнăçлани-пурнăçламаннине тĕрĕслес, ăнкарманнине ăнлантарас яваплăх вăхăтлăх сирĕлет-çке. Ку çаплах-ха, анчах шкул ÿсĕмĕнчи ачан чи вăрăм каникулĕ пуçлансанах аслисемшĕн тепĕр тĕрлĕ яваплăх ÿсет: кун каçа ача мĕнпе аппаланса, вăхăта ăçта ирттернине тимлĕхре тытасси. Чăн та, хăрушсăрлăх тĕлĕшпе сисчĕвлентерекен самантсем пурнăçра сахал мар: çул-йĕр çинче техника хатĕрĕ çав тери йышлă, информаци технологийĕсен хутлăхĕнче çул çитмен ачасен психикине ырă мар витĕм кÿме пултаракан материал тĕлĕнмелле нумай, шăрăх çанталăкра ача-пăчана илĕртекен шыв-шур та йĕри-тавра çителĕклĕ...
Çитĕннисем иртен пуçласа каçчен ĕçре чухне пепки мĕнпе аппаланасси çинчен чылайăшĕ каникул пуçланиччен маларах шухăшлама пуçлать. Хальхи вăхăтра шкул ÿсĕмĕнчи ывăл-хĕре вăхăта усăллă ирттерме май туса парас тĕллевпе патшалăх органĕсем те тăрăшаççĕ. Тимлĕхе вăйлатни куç кĕрет: республикăри влаç органĕсен официаллă порталĕнче кăçал ачасен 65 процентне усăллă кану-ĕçе явăçтарма май килессе шантараççĕ.
Апла пулин те ашшĕ-амăшĕн, çемьери ытти аслă çынсен тимлĕхĕсĕр нумай ача юласси куç кĕрет. Сисчĕвлентерекен ушкăнра — шăпах «ирĕклĕ» шăпăрлансем.
Ахăртнех, ашшĕ-амăшне пуринчен ытла çул çитменнисен интерактивлă тĕнчери хăрушсăрлăхĕ пăшăрхантарать. Мĕн пытармалли: хушăран виртуаллă хăрушсăрлăх чăн пурнăçринчен те пĕлтерĕшлĕреххине ĕнентерекен тĕслĕх кашни утăмрах. Çавăнпа та пепкине интернет-хÿтлĕхре курма ĕмĕтленекенсен хăш-пĕр ансат правилăна шута илмеллех. Сăмахран, ача тĕнче тетелĕнче пулнă май унăн кăмăлне пăсакан самантсем çинчен уççăн калаçассине йăлана кĕртмелле. Аслисем килте мар чухне ачан компьютер умне ларма май пур тăк интернет уçлăхĕнче çул çитменнисен пăхма-усă курма юракан контентпа кăна усă курма ирĕк памалла. Ывăл-хĕрĕре интернетра мĕн тума юраманнине ăнлантарни те инкек-синкекрен сыхланма май парĕ. Соцсетьсенче, тĕрлĕ сайтра çырăнни, тетел урлă тĕрлĕ япала туянни, юрă-кĕвĕ е вăйă çыртарса илни, чатсенче хутшăнăва кĕни хăрушлăх кăларса тăма пултарнине ăнлантармалла. Компьютер программине хакерсем атакăлама пултарни çинчен сăмах тапратсан та ытлашши пулмĕ.
Интернет хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ çултан çул, технологисем аталаннă май, ÿссех пырать. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем ахальтен мар интернет-туртăма наркомани чирĕпе танлаштараççĕ. Наркомани тенĕрен, интернет ăс-тăна сиенлетекен хатĕрсене сармалли чи анлă хутлăх шутланать. Шел, наркотик сарас таса мар ĕçе çул çитмен çамрăксем те тăтăш хутшăнаççĕ. Çын организмне наркăмăшлакан хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхланнисен йышĕ вун саккăр тултарманнисен хушшинче çултан çул ÿсет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.