Ырă йывăçăн çимĕçĕ тутлă

4 Июл, 2018

Тус-тантăшне, пĕлĕшне тĕл пулсан калаçмасăр иртмест вăл. Сывлăх сунать, кун-çул пирки ыйтса пĕлет. Ăш пиллĕ хĕрарăмпа сăмах пуплеме те аван.
Вера Юрьевна Петрова-Иванова Красноармейски районĕнчи Вăрманкас Алманч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăлах килмен унăн. Амăшĕ йывăр чире пула 33 çултах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Юрий Петрович виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Каярах вăл Надежда Федотовăпа пĕрлешнĕ. Ăна пĕртăвансем паянхи кунччен «анне» тесе хисеплеççĕ.
Вера Супар шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра физкультура урокĕсене кăмăлланă. И.Павлов вĕрентекен урокĕсене тулли кăмăлпа çÿренĕ. Уйрăмах йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланнă. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
1988 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физкультура учителĕн дипломне алла илсен Вера Юрьевна Трак тăрăхне таврăннă, Карай шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çулах Çырмапуç Карай каччипе Вениамин Ивановпа çемье çавăрнă. Çавăнтанпах вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ. Вениамин Геннадьевич хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Пур енĕпе те пултаруллă вăл. Алли кирек мĕнле ĕç патне те пырать.
Туслă çемьере пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ. Ачисем амăшĕ пекех йĕлтĕр спортне кăмăллаççĕ. Гена çартан таврăннă хыççăн токаре вĕренсе тухрĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ирина çемье çавăрма та ĕлкĕрчĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Кэтлин Шупашкарти апатланупа технологи колледжĕнче ăс пухать.
Хăйсем лартнă кил-çуртра кун кунлаççĕ Ивановсем. Вениамин Геннадьевичăн амăшĕ те пĕрлех. Зоя Федоровна çамрăклах мăшăрне çухатнă. Икĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. Ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕ: фермăра тар тăкнă, лашасем пăхнă. Сакăр теçетке çултан иртнĕскер çумне чир-чĕр çыпăçмасăр пулмасть. Ун пек чухне ăна ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем яланах пулăшаççĕ. Ивановсен ăрăвне малалла тăсакансем те хастар, ĕçчен, маттур. Ара, ырă йывăçăн çимĕçĕ те тутлă.
Ивановсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ те чылай. Ĕçчен çынсен вара сĕтелĕ те тулăх: аш-пăш, сĕт-çу татăлмасть нихçан.
Калаçăва малалла тăснă май Вера Юрьевна пиччĕшĕпе шăллĕне те аса илчĕ. Владислав хăйĕн çемйипе Архангельск хулинче пурăнать, Саша — Çĕнĕ Шупашкарта. Паллах, Вера пирки те нумай ыррине калас килет манăн. Вăл — хаклă мăшăр, юратнă анне. Унсăр пуçне пултаруллă вĕрентекен те. Унăн вĕренекенĕсем — Кристина Федорова, Алексей Григорьев, Светлана Григорьева, Валерий Григорьев — Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Артур Пименов вара хăвăрт утассипе «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Вера Юрьевна хăй те — СССР спорт мастерĕ.
Татьяна БОРИСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.