Хĕрарăмшăн çапăçса пĕри сусăрланнă, тепри - тĕрмере

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Лапри Чăрăшкассинчи Таня П. ачисемпе килтехчĕ. Хапха алăкĕ патнех çитмелле сăнчăрланă усал йытă хытă вĕрнĕрен çурт умне çывхарма шиклентĕмĕр. Хĕрарăм тăватă ачипе урама хăй тухрĕ.
Упăшкипе
тĕл пулаймасть
Таня юлашки вăхăтра ачисемпе çеç пурăнать. Вăл иккĕмĕш хут упăшкасăр юлнă. Хут уйăрттармасăр пурăннă арçынĕ пирки малтан нимĕн те каласшăн марччĕ. Кил умĕнчи сак çинче пăртак ларнă хыççăн: «Витали Мускава ĕçлеме кайнă-ха. Хăçан таврăнасси паллă мар, шăнкăравласа калаçман», — текелесе куçне айккинелле тартрĕ. Кайран Таня суйнинчен аванмарланса тĕрĕссине пĕлтерчĕ, икĕ уйăх каялла мăшăрне Çĕрпÿри ĕçлесе юсанмалли колоние ăсатнă-мĕн. Çырăнса çемье çавăрманран ун патне тĕлпулăва та каяймасть хĕрарăм: саккун умĕнче вăл унăн упăшка мар-çке.
Таня Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Виталипе Шуршăлти асламăшĕ патне килсе çÿренĕ чухне паллашнă. Унпа пилĕк ача çуратнă. Чи асли, 18 çул та тултарман хĕрĕ, качча кайса пепкеллĕ пулма ĕлкĕрнĕ.
Петровсене ăнăçсăр çемьесен шутне кĕртнĕ. Кивĕ те пĕчĕк йывăç пÿртĕнче тасахчĕ: вырăнсене пуçтарса тирпейленĕ, урай çунă… Ачисем телевизор умне пухăннăччĕ. Холодильникне те уçса кăтартрĕ Таня: апат-çимĕç пур. Нумай пулмасть мăшăрĕн ĕç укçин юлашки пайне куçарса панă-мĕн: 2 пин тенкĕ. Унпа макарон-кĕрпе, сахăр тавраш илнĕ. Тăвăр та пĕчĕк пĕр пÿлĕмлĕ çуртра çаврăнкалама кансĕр¬терех пек туйăнчĕ. Вырăс кăмаки çеç çур пÿрт йышăнать. Икĕ кравать, кресло, шкап пур. Хĕсĕк çĕрте ачасем урок епле тăваççĕ-ши? Пĕр кравать çинче миçен çывăраççĕ-ши тата? «Аттен йăмăкĕ тата хамăн йăмăк пулăшкалаççĕ. Нумаях пулмасть какай килсе пачĕç. Кроликсем ĕрчететпĕр, вĕсене ачасемех пăхаççĕ», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Таня. Хăй каланă тăрăх, ыттисем пек темиçе кун урăлми ĕçмест вăл. «Эрех ĕçсе шыçăннă тесе ан шухăшлăрах, шăл туни хăпарса тухрĕ, больницăна каймалла та», — сулахай енчи питне аллипе хупласа калаçрĕ хĕрарăм. Ачисене шкула, садике яма укçа-тенкĕ кирлĕ, ку таранччен йĕркеллĕ ниçта та ĕçлеменскер Шуршăлти пекарньăна вырнаçас шухăшлине пĕлтерчĕ.
Хулана кайсан
Таня — Виталин иккĕмĕш арăмĕ. Малтанхи мăшăрĕ икĕ ачипе уйрăлнă та текех Лапри Чăрăшкассине таврăнман. Таня хăйĕнчен 13 çул аслăрах Виталипе шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах пĕрле пурăнма тытăннă. Çак хушăра мĕн кăна пулса иртмен-ши ку çемьере? Ял çыннисем каланă пек: «Санта-Барбара» сериалтинчен нимпе те кая мар. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, кил хуçи ÿсĕрле пĕр касрах пурăнакан тăван шăллĕпе темĕн пайлайман, хайхискере çĕçĕпе чикнĕ. Юрать, вилмеллех аманман лешĕ. Колонирен тухнă хыççăн Виталипе Таня пĕрлех пурăннă, ун чухне хĕрарăм пиллĕкмĕшне кĕтнĕ. Халĕ Виталий Б. тепĕр хутчен айăпланнă, суд пулнă хыççăн 3 çул та 6 уйăхлăха Çĕрпÿри ĕçлесе юсанмалли 9-мĕш колоние ăсатнă. Нумай ачаллă Таньăн каллех арçынĕ тĕрмерен таврăнасса кĕтмелле. Вăл килсен пурнăç пăртак та пулин лайăх енне улшăнĕ-ши? Ачисем çитĕнеççĕ, вĕсене вара ку çемьере ырă тĕслĕх кăтартакан çук. Пăта çапманнипе ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕ çулсерен юхăнсах пырать.
Ĕç-пуç çакнашкал пулса иртнĕ. Таня пĕр кунхине ачисемпе Шупашкара тухса кайнă. Унта ашшĕ-амăшĕнчен пурăнмалли кĕтес юлнă-мĕн. Çав хушăра Витали килте пĕччен тунсăхласа ларас темен ахăртнех. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ултă ачаллă хĕрарăма килне ертсе килнĕ. Ĕçнĕ-çинĕ, çăмăлттай хĕрарăм килне кайма васкаман… Ăна шыраса хыççăн саккунлă упăшки çитнĕ. Икĕ арçын хушшинче хирĕçÿ тухнă. Витали еркĕнĕн упăшкине пуçран çапса хĕнесе вăйлах амантнă. Ултă ачаллă хĕрарăма пайласа пĕри ĕмĕрлĕхе сусăрланнă, тепри колоние çакланнă. «Нумай пулмасть Виталин инсульт пулчĕ. Ку пăтăрмах хыççăн хушша-хуппа кĕмерĕм, ăна йăлтах каçартăм, вăл ачасен ашшĕ-çке. Тем тума кĕртнĕ леш хĕрарăмне киле, эп хам ăна курман, уншăнах тĕрмене çакланчĕ», — терĕ Таня лăпкăн.
Ывăлне тумтир кирлĕ
Ашшĕн йăмăкĕ Таньăна Шупашкарти пĕр ача садне кĕçĕн воспитателе вырнаçтарнă. Куллен ĕçе çÿреме хăнăхманскер унта нумай тытăнса тăрайман. Лапри Чăрăшкассине кайса килнĕренпе виçĕ эрне иртрĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, Таня халĕ те пекарньăна вырнаçман. Пуш сăмах çеç çаптарнă иккен. «Хăйĕн пеккисемпе ял тăрăх ĕçлесе çÿреме ÿркенмест. Тарçă вырăнĕнче килĕшет вĕсене: ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Ĕçри мар-çке унта, кăмăл çук тăк кирек хăш вăхăтра пăрахса таврăнаять, тепĕр кунне каймасан та ним те мар», — тарăхсах калаçрĕç ял тăрăхĕн администрацийĕнчи специалистсем.
Акă сисĕнмĕ те авăнăн 1-мĕшĕ çитĕ. Таньăн ачисем валли, уйрăмах пĕрремĕш класа каякан ывăлне, шкул хатĕрĕсем, тумтир кирлĕ. Ниçта та ĕçлеменскер тĕпренчĕкĕсене шкула епле ăсатĕ? Юрать, ашшĕн йăмăкĕ пăрахмасть, ачисене хĕрхенсе май пур таран пулăшма тăрăшать. Таня тахçантанпах ĕне усрамасть, ачисене шелленипе кÿршисем кашни кунах ăшă сĕт йăтаççĕ.
Амăшĕн капиталĕпе çемье паянхи кунччен те усă курман. Сертификат ахалех выртать, Таньăшăн документсемпе çÿресси чăрмавлă-мĕн. Унпа вара ку тăрăхрах йĕркеллĕ çурт туянма май пур. Патшалăхăн программисемпе те усă курма пултарать. Вăл вара, хулара пропискăра тăраканскер, хваттер черетне те çырăнман. Кам мĕн туса парасса кĕтет? Пĕчĕк ача мар-çке вăл, 5 ача амăшĕ…
Елена МИХАЙЛОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.