Пит çăвиччен — пахчана

2 Авг, 2018

Шупашкар районĕнчи Çатракассинчи Игнатьевсен кил хуçалăхĕ — лайăххисен шутĕнче. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем типтерлĕ те хитре пурăнакан, ыттисемшĕн тĕслĕх шайĕнчи çемьене кайса кăтартмасăр чăтаймарĕç. Вĕсем кил çумĕнчи пысăках мар çĕр лаптăкне чăн-чăн çăтмаха çавăрнă.

Эпир пынă чухне кил хуçипе арăмĕ Шупашкартаччĕ. Мускавран килнĕ кинĕ Таня, çĕр çырлирен варени пĕçерме хатĕрленнĕскер, пире хаваспах йышăнчĕ, читлĕхри ăратлă кроликсене кăтартса çаврăннă хыççăн хунямăшĕн юмах пахчине илсе кĕчĕ.
Чи малтан пÿрт айккипе çÿлелле явăнакан кăн-кăвак клематис куçа илĕртрĕ. Çулçисем те курăнмаççĕ унăн, йăлтах хÿхĕм чечексемпе витĕннĕ. Лилин кăна вун-вун сорчĕ ешерет садра: сарри, хĕрлĕ сарри, хĕрли. Никамăн çукки, хуп-хури те пур. Ытарайми кĕл чечексем çинчен куçа илме çук. Кил хуçи арăмĕ Марита Петровна хăйне çуралнă кунра, уявра парнеленĕскерсене пĕрне те ахаль сÿнме паман, турачĕсене касса çĕнĕрен ĕрчетнĕ. Вĕсене çитĕнтерме ним кăткăсси те çук, ахаль шывпах шăварать, кĕркунне çеç хĕлле шăнасран лайăх витсе хăварать. Гортензи шап-шур чечеке ларма хатĕрленнĕччĕ. Пахча тулли — куçа йăмăхтаракан вун-вун тĕслĕ герань. Уçă сывлăшра вĕсем тата хитререх çурăлаççĕ. Пÿртри чÿрече ани çинче — 100 тĕрлĕ фиалка. Куршаксем çинче пĕрешкеллине пачах та кураймăн. Пахча çуркуннерен тытăнса мĕн юр çăвиччен чечекре ларать: пĕрисем сÿнеççĕ, теприсем çурăлаççĕ.
Теплицăра, йăрансем çинче темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ÿсет. Çĕр лаптăкне пачах та сая ямаççĕ Игнатьевсем. Тĕслĕхрен, Китай хăярĕ айĕнче редис, çарăк çитĕнет. Маларах симĕс сухан туса илме ĕлкĕрнĕ ку вырăнта. Помидор тĕмĕсен хушши те пушă марччĕ — темĕн тĕрлĕ ешĕл çимĕç ешеретчĕ. Çум курăк шăтма вырăнĕ те çук. Помидор вĕсен çĕртме уйăхĕнчех çимелĕх кăна мар, сутмалăх та пиçсе çитет. Мĕн тĕрлĕ кăна сорт çук пулĕ, ытларах шултрисене кăмăллаççĕ. 700 грамм таяканнине туратти хуçăласран пиçме пуçласанах татса кĕнĕ. Хăйсем валли çеç çитĕнтереççĕ Игнатьевсем. Ку таранччен пасара кайса курман, унта çÿреме нумай вăхăт кирлĕ. Хĕл хырăмĕ аслă-çке, хулара тĕпленнĕ ачисем валли витаминпа пуян улма-çырла, пахча çимĕç чылай хатĕрлеççĕ. Вĕсен купăсти çине нихăçан та лĕпĕш ларса курман. Нимле вăрттăнлăх çук, нимпе те им-çамламаççĕ — патаксем çине çăмарта хуппи çеç тирсе тухаççĕ. Вĕсене курсан лĕпĕш хăрать, вĕçсе пымасть имĕш.
Киле кайма пуçтарăнсан шăпах Марита Петровнăпа Александр Степанович тата ывăлĕ Алексей хуларан çитрĕç.
«Мăшăр нумай пулăшать мана, хам тĕллĕн çеç ĕçлесе çитереес çук. Пахча пире киленÿ кÿрет, ывăннине ирттерет, пит çăвиччен малтан унта чупса тухатăп, чечексемпе калаçатăп, вара тин ытти ĕçе пуçăнатăп. Ÿсен-тăран хăйне юратнине питĕ туять», — ăшшăн кулать хитрелĕхе мала хуракан Марита Петровна. Унăн ячĕ те сайра тĕл пулаканни, хăйне евĕрри. «Пирĕн атте вĕреннĕ çын пулман, ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Историе лайăх пĕлекенскер, кĕнеке нумай вуланăскер ачисене сайра тĕл пулакан ятсем панă: Клара, Луиза, Лаура, Артур, Гера, Овод. Ун чухне килсерен 7-8 ача пулнă, пурин те пĕрешкелтерех ят. Пĕрне чĕнсен пурте чупса килессĕнех туйăннă ăна. Малтан хам ятран вăтанаттăм, халь килĕшет мана, атте юратса хунă-çке ăна. Хам ятлă çынна ку таранччен илтмен», — каласа кăтартать Марита Игнатьева. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.