Туянакан сутакана шанать

20 Авг, 2018

Шупашкарта пурăнакан 54 çулти хĕрарăма потребительсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хурăшлăх кăларса тăратакан тавар сутнăшăн айăпланине пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ. Усламçă тĕп хулари пасарсенчен пĕринче арендăна илнĕ лаптăкра çур литрлă 120 кĕленче сутнă. Унта тултарнă шĕвеке «коньяк» тенĕ вăл. Çак ĕçрен 37 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Экспертиза вара /14 тĕрлине ирттернĕ/ суррогат çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă.
Хĕрарăм тупăш илессишĕн ăнтăлнă паллах. Хăй сутакан тавар пахалăхĕ пирки пĕрре те пулин шухăш килнĕ-ши ун пуçне?.. Туянакан вара — шанать.
Чылайăшĕ эрех-сăра туяннă чухне пурнăçĕнче юлашки хут хăналанма пултарасса сĕмленмест те. Паллах. Уяв тума, савăнма палăртать-çке вăл. Кун пек чухне инкек пирки кам шухăшлать?
Çав вăхăтрах эрех-сăрапа наркăмăшланнăран вилекен чылай. 2017 çулта кунашкал 113 тĕслĕхе шута илнĕ. Ĕçкĕçсемпе ватăсем çеç мар ку йышра. Пурнăçа пĕлсе пурăнакан вăй питтисем те. Вĕсемпе пĕрлех — çамрăксем те…
2015 çулта чаплă йышши эрех ĕçнĕ хыççăн наркăмăшланнăран 20 тата 30 çулсенчи хĕрсемпе 22 çулти каччă пурнăçран уйрăлни çинчен республика кĕрленĕччĕ. Bacardi Black этикеткине çыпăçтарнă суррогат ĕçнĕ хыççăн чÿк уйăхĕн 10, 11, 14-мĕшĕсенче Шупашкар хулипе рай-онĕнчи больницăсенче вилнĕччĕ çамрăксем.
Нумаях пулмасть айăплисен тĕлĕшпе приговор йышăннă. Вĕсен йышĕнче Шупашкар 35 çулти çамрăкĕ, унăн ашшĕпе амăшĕ, савнийĕ, тусĕсемпе пĕлĕшĕсем — пурĕ 11 çын. «Тивĕçне» кура пĕрисене хурăшсăрлăхпа тивĕçтермен продукци упранăшăн тата сутнăшăн, çавна май 2 е ытларах çын пурнăçĕ татăлнăшăн, теприсене усламçă ĕçне саккунсăр йĕркеленĕшĕн, виççĕмĕшсене маркăламан эрех-сăра сутнăшăн, тăваттăмĕшсене ку е вăл таварăн сăн-сăпачĕпе саккунсăр усă курнăшăн явап тыттараççĕ.
Следовательсем контрафакт республикăна ăçтан лекнине шыраса тупма пултарнă. Ÿкерчĕке туллин уçăмлатма Мускав, Курск тата Эрĕнпур облаçĕсенчи ĕçтешĕсемпе хутшăнма тивнĕ. Шĕвек çул-йĕрне палăртма шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем те пулăшнă.
Контрафакта 2013-2015 çулсенче чаплă эрех пек сутса пурăннă вĕсем, шĕвеке Мускав облаçĕнчен кÿрсе килнĕ. Йывăр тиевлĕ машина кузовне йĕркепе пломба та лартнă. Çул çинче çÿремелли хутсем çинче вара вăл сертификациленĕ эрех-сăра пек курăннă. «Чаплă» пулин те кун пек эрехе вĕсем йÿнĕпех сутнă. Çакна ăна заводран саккунсăр илсе тухнипе сăлтавланă. Техникăна пăхăнса хатĕрленине çирĕплетнĕ.
Анчах вăл хăрушсăр пулман çав. Метанолпа ацетон наркăмăшлă хутăшĕ сывлăхшăн хăрушă.
Уголовлă ĕçе тишкернĕ май 26 вырăна ухтарнă, контрафактлă 53 пин ытла кĕленче тупнă. Следстви вăхăтĕнче 150 ытла экспертиза ирттернĕ, 200 ытла çынран ыйтса пĕлнĕ.
Айăплисенчен саккăрăшне 2 çул та 10 уйăхран пуçласа 5,5 çуллăха çирĕп режимлă колоние яма, виççĕшне ирĕкрен условлă майпа хăтарма йышăннă.
Шел те, çын куççулĕ çинче пуяс текенсем тупăнсах тăраççĕ. Етĕрне районĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшпе те суррогат эрех-сăра сутнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе. Малалла вулас...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.