Пыл хурчĕ пек ĕçчен

22 Авг, 2018

Муркаш районĕнче «Сывлăх пыл хурчĕн çунатти çинче» уяв иртрĕ. Районти вун-вун утарçă сиплĕ çимĕçпе курава, конкурса хутшăнчĕ.

Муркашсен çулсерен пыл уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Паллă куна районта пурăнакансем, хурт ăстисем тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Утарçăсем курава тăратма, сутма чи паха та тутлă çимĕçе суйлаççĕ. Ял тăрăхĕсем стендсем йĕркелеççĕ. Унччен мероприятие Муркашсем кăна хутшăннă. Юлашки вăхăтра унта кÿршĕ регионсенчен те килеççĕ. Уявра пылак çимĕç туянма, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма май пурри илĕртет вĕсене. Сăмах май, юлашки çулсенче хурт-хăмăр ăстисен йышĕ ÿссе пыни çакăнпа та çыхăннă-тăр.
Палăртнă кун Муркаш сали ир-ирех савăнăçлă юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Хĕвел те ял халăхĕн кăмăлне ăнланнăн ăшшăн пăхрĕ.
Аслă лапамри ял тăрăхĕсен кил картийĕсем те пуян. Вĕсене кĕр парнипе — улма-çырлапа, чечексемпе, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Сĕтел тулли пыл савăчĕсем. Çынсем сиплĕ çимĕçе хаваспах тутанса пăхрĕç.
— Район пурăнать, аталанать, çав шутра хурт-хăмăр отраслĕ те, — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Андрей Миронов. — Çитĕнÿ Муркашсем тăрăшса вăй хунипе çыхăннă. Пыл уявĕ пурне те пĕр тĕллеве пĕрлештерет. Ахальтен мар пыла «Турă апачĕ» тенĕ. Вăл сывлăхшăн чăннипех усăллă. Хурт- хăмăр ăстисене пысăк тухăç илме, ыттисене те ĕçре çитĕнÿсем тума сĕнетĕп.
Районта уява пăхмасăр хĕрсех вырма пырать. Çĕр ĕçченĕсемшĕн уяр кунăн кашни сехечĕ хаклă. Хальхи вăхăтра 5384 гектар çинчен тырă пуçтарса кĕртнĕ. Пÿлмене 14100 тонна ытла «сарă ылтăн» кĕнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулсене, спортзалсене çĕнетеççĕ. Ялсенче автоçулсене юсаççĕ.
Уява пынă ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх, мероприятие пылак çимĕçе юратакансем те, хурт-хăмăрпа кăсăкланакансем те пуçтарăннă.
— Хурт ĕрчетекенсем — тирпейлĕ, хăйне евĕрлĕ çынсем. Пурте çак отрасльте ĕçлеме пултараймаççĕ. Кам мĕнле ĕçлет, çапла пурăнать, — палăртрĕ вăл.
Хурт-хăмăр агентствин директорĕ Геннадий Максимов кăçал хурт ăстисемшĕн тухăçлă çул пулнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 1 пин тонна пыл туса илнĕ е кашни çын пуçне 350 грамм.
— Кашнин килĕнче пыл тулли пултăр, — терĕ вăл.
Сцена çинче пултарулăх ăстисем илемлĕ юрри-ташшипе çынсен кăмăлне çĕклерĕç. Ача-пăча та уявран юлмарĕ. Вĕсем ятарлă лапамра аттракционсенче савăнчĕç, вăйă-конкурссене хутшăнчĕç, призсем илчĕç.
Çак кун суту-илÿ те хĕрсех пычĕ. Ял тăрăхĕсенчен çитнĕ утарçăсем сиплĕ пыла тутанса пăхма-туянма сĕнчĕç. Чăн та, мĕн тĕрли кăна çук-тăр: çăка, улăх, акаци чечекĕсенчен… 1 кг паха çимĕçе вăтамран 400 тенкĕпе сĕнчĕç. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.