Ăсталăха куллен туптать

13 Сен, 2018

Ачан шухăш-кăмăлĕ ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен вăхăтра та тĕрĕс йышăнăвне пула садике çÿренĕ çулсенчех йĕркеленсе çирĕпленме тытăнать. Пултарулăхĕ кĕçĕн классенче палăрать. Ăна учитель асăрхатех, аталантарма пулăшать. Çулсем иртнĕçемĕн вĕренекен ăмăртусене хутшăнса ăсталăхне туптать, çитĕнÿсемпе савăнтарать. Елчĕк районĕнчи Г.Н.Волков академик ячĕллĕ Аслă Елчĕк шкулĕнче шăпах çакнашкал маттур йĕкĕте тĕл пултăм.

Станислав Мисяков 10-мĕш класра вĕренет. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă пултарулăхне пула Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ тантăшне пĕрле вĕренекенсем чăн-чăн юлташ пулнăшăн хисеплеççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланаççĕ.
— Эпĕ коньки çине 4 çулта тăнă. Лайăх ярăнма вĕренсен хоккейла выляма тытăннă. Уншăн аттепе пиччене тата тренера тав тăватăп, — терĕ Станислав. — Икĕ çул каялла «Ылтăн шайба» турнир парнисемшĕн пынă вăйăсене хутшăнтăмăр. Районта мала тухса Шупашкара кайма тивĕçрĕмĕр. Финалта пире тĕп хулари «Спартак» команда тĕл пулчĕ. Ăна 4:3 шутпа çĕнтертĕмĕр. Эпĕ икĕ шайба кĕртме пултартăм. Шупашкарсем питĕ ăста выляççĕ. Анчах эпир вĕсене шăла çыртса тенĕ пек шухăш-кăмăл çирĕплĕхĕпе илтĕмĕр. Сочире республика чысне хÿтĕлерĕмĕр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртура пĕрремĕш хут çеç пулсан та çухалса каймарăмăр. Вун- вун команда хушшинче список варринерех вырăна йышăнтăмăр.
Спортсменшĕн кану çук теççĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк хоккеистсем пăр керменĕ пуртан çулла та тренировкăсене хутшăнма пултараççĕ. Ял ачисен май сахалрах. Çулла хоккейла выляймастпăр паллах. Анчах куллен зарядка тăвассине, тĕрлĕ дистанцие чупассине кун йĕркинчен кăлармастăп. Эпĕ спортăн ытти тĕсне те кăмăллатăп. Уйрăмах чăваш наци кĕрешĕвĕпе туслă. Самар, Ульяновск хулисенче иртнĕ тупăшусене хутшăнтăм. Ульяновскра 51 килограмран çăмăлрах паллă атлетсемпе тупăшса 2-мĕш вырăн йышăнтăм, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешме те юрататăп.
Манăн спорт мастерĕ пулас килет. Тата хими, вырăс чĕлхи предмечĕсемпе «4» палла тÿрлетсе вĕренÿ отличникĕ пуласчĕ. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕресшĕн. Хăш факультета — палăртман-ха. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.