Тав сăмахĕнчен хакли пур-ши?

Наталья Евсюкова 1976 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тăвай салинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, аспирантурăран вĕренсе тухнă. Педагогика наукисен кандидачĕ, доцент. Хальхи вăхăтра вăл — Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕ. Наталья Юрьевна ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.И.Аршиновăн Тав çырăвне, ытти Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.

Чун-чĕрере ялан юрă-кĕвĕ

— Наталья Юрьевна, сирĕн пурнăçăрта ачалăх, çамрăклăх мĕнле йĕр хăварнă-ши?
— Ачалăхăма савăнса аса илетĕп. Вăл чăннипех телейлĕ, тулли, кăсăклă иртрĕ. Эпĕ вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те хастар пулнăран тунсăхласа ларман. Шкул çулĕсенче ачасемпе эстрада ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Музыка инструменчĕсемпе хамăрах вылянă, юрăсем çырнă, шăрантарнă. Куракансем ăшшăн йышăнни малалла аталанма хавхалантарнă пире.
Эсир пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчинче. Музыка шкулĕнче вĕреннĕ, сцена çинчен анман темелле. Анчах умри çул-йĕре педагогикăпа çыхăнтарнă.
— Юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăнни атте Юрий Борисович Иванов музыка шкулĕн директорĕнче ĕçленипе те çыхăннă-тăр. Вăл ăна 35 çул ертсе пычĕ. Пире, икĕ ачине, пĕчĕкренех илемлĕхе курма- туйма, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама вĕрентрĕ. Маларах шăпама сценăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Анчах атте, культурăра вăй хураканăн йывăр ĕçне витĕр курса тăраканскер, мана урăх професси суйлама сĕнчĕ. «Музыка вара пурнăçунта яланах санпа пĕрле пулĕ», — терĕ вăл. Аттене яланах хисепленĕ, вăл каланине ăса хывса ÿснĕ эпир. Çавăнпа аслă классенче вырăс чĕлхипе тата литературипе кăсăкланма тытăнтăм. Алла аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи филологи факультетне вĕренме кĕтĕм.
Юрра-кĕвве ăнланни, музыка инструменчĕсемпе калама пĕлни пурнăçра пулăшать-и?
— Паллах, чи малтан эстетика воспитанийĕ тĕлĕшпе те. Юрă-кĕвĕ урлă ыттисемпе çăмăллăнах хутшăнатăн, пĕр чĕлхе тупатăн. Шкулта чухне гитара калама пĕлни мана «Артекра» иртнĕ Пĕтĕм Союзри пионер организацийĕсен слетне лекме пулăшрĕ. Чăваш Енри чи хастар 9 ача йышне эпĕ те лекрĕм. Мĕнле майпа? Республикăри хастар, пултаруллă вĕренекенсем Атăл леш енне слета пуçтарăннăччĕ. Çав вăхăтрах çамрăк талантсен конкурсĕ иртрĕ. Юрлакан нумай, анчах вĕсене музыка инструменчĕпе каласа пулăшакан çук. Кашни юрăçпах сцена çине гитара çĕклесе тухрăм. Концерт вĕçленнĕ тĕле мана пурте палласа, пĕлсе çитрĕç. «Артека» кайма делегатсем суйланă чухне мана та сиктерсе хăвармарĕç.
Студент çулĕсенче те гитарăна алăран яман. Халĕ, çемьере пепке çитĕннĕ май, музыка инструменчĕ тытма вăхăт хĕсĕкрех. Анчах тăван яла, атте-анне патне кайсан, яланах пианино умне ларатăп. Тăватă çулти Кирила та пысăк мар синтезатор туянса патăм. Уншăн хальлĕхе музыка инструменчĕ тетте вырăнĕнче кăна-ха. Çитĕннĕ май вĕренĕ, ĕлкĕрет.
Çын пуласси ачаран паллă тенĕ. Ывăлăр мĕнпе савăнтарать аслисене?
— Мана атте-анне ĕçпе воспитани панă. Ывăлăма та пĕчĕкрен ĕçе юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтаратăп. Вăл халех пушмакне тасатать, теттисене пуçтарать. Апат пĕçернĕ чухне пулăшма хăтланать. Тасалăха, йĕркелĕхе килĕштерет. Çывăрма выртас умĕн яланах: «Эпĕ кайса тирпейлем-ха», — тесе пÿлĕмне йĕрке тума каять. Ачана çулне кура вĕрентмелле, воспитани памалла.
— Сирĕншĕн ĕç е çемье малти вырăнта?
— 5-8 çул каялла маншăн ĕç, карьера тĕп вырăн йышăннă. Халĕ, ывăл çут тĕнчене килнĕ хыççăн, тĕллев улшăнчĕ. Çапах ĕçлеме те, çемьепе пулма та вăхăт тупатăп. Ачана пăхма атте-анне пу-лăшнă май çăмăлрах. Вĕсем мăнукне воспитани парас тĕлĕшпе те нумай вăй хураççĕ.

Юратнă ĕç, шанчăклă çынсем пурри — телей

Эсир яланах çамрăксен, студентсен хушшинче. Хальхи çамрăксем мĕнлерех вĕсем?
— Унччен те, халĕ те яш-кĕрĕм маттур пулнă. Аслă шкула ертсе пынă май яш-кĕрĕмпе час-часах хутшăнатăп. Эпĕ вĕренÿшĕн кăна мар, воспитанишĕн те яваплă. Вĕсем ĕç пÿлĕмне тĕрлĕ ыйтупа кĕреççĕ, канашлаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Шаннине, пулăшма тăрăшнине кура сан пата туртăнаççĕ. Хальхи çамрăксем пултаруллă, пуçаруллă, интеллигентлă, шухăшлама, хăйсене тытма пĕлеççĕ. Вĕсенче бизнес туртăмĕ те палăрать. Йĕкĕтсем çемье çавăриччен ура çине çирĕп тăрасшăн. МАДИре вĕренекенсем тĕрлĕ мероприятие, студентсен отрячĕсене, волонтерсен юхăмне хутшăнаççĕ. Пирĕн Краснодар крайĕнчи Туапсе районĕнче ятарлă база пур. «Морская звезда» сиплев комплексĕнче çамрăксем канаççĕ кăна мар, ĕçлеççĕ те. Вĕсемех вожатăй, строитель… Кăçал «Студентсен çуркунни» конкурсра çĕнтернĕ 30 çын тинĕс хĕрринче канчĕ. Ĕçре, вĕренÿре хăтлă условисем туса пама тăрăшатпăр.
Ертÿçĕ е депутат ĕçĕ йывăртарах?
— Кирек мĕнле ĕçре те хăйĕн йывăрлăхĕ. Депутат пулнă май хулара пурăнакансен ыйтăвне татса парас, вĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарас тĕлĕшпе вăй хуратăп. Анчах çакă та вăхăта, вăй-хала илет. Нумай пулмасть акă Шупашкарти нумай ачаллă çемьене çитме тиврĕ. Унти йывăр лару-тăру чунăма ыраттарать. Ирĕксĕрех пулăшма çул-йĕр шырама, ыттисене явăçтарма тивет. Институтра вара финанс, хуçалăх ыйтăвĕпе ытларах ĕçлемелле. Шанчăклă команда пулсан çăмăлрах. Кашни пулăма чун-чĕре витĕр кăларсан йывăр, çавăнпа хăш чухне кăмăл-туйăма хытарма тивет. <...>

КĔСКЕН
Сирĕн çемьере кам хуçа?
— Хальхи вăхăтра ывăлăм.
Пушă вăхăтра мĕн тума килĕштеретĕр?
— Юрлама. Караокере юлташсемпе, çывăх çынсемпе чун каниччен юрлатпăр. Çакă мана вăй-хал хушать, чун-чĕрене çĕклет.
Спортпа туслă-и?
— Пĕлĕшĕм патне хаваспах тренировкăна çÿретĕп, сывлăха çирĕплететĕп.
Мĕне каçарман пулăттăр?
— Ултава.
Интернетри сетьсенче страницăсем пур-и?
— Контактра пур. Манăн Инстаграмри страница ытларах ĕçпе çыхăннă.
Мĕн вăл сирĕншĕн телей?
— Юратнă ĕç, ыттисемшĕн усăллă пулни. Ачан савăнăçлă куçĕ, çемьери тату пурнăç, килĕшÿ.
Хăвăра телейлĕ теме пултаратăр—и?
— Эпĕ телейлĕ! Тулли верси...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Наталья ЕВСЮКОВĂН çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.