Поза ун пек лайăх кăтартакан çук

13 Дек, 2018

Натурщик ĕçне авалхисенчен пĕри тесе çирĕппĕнех калама пулать. Унччен те, халĕ те ÿнерçĕсем çак енĕпе тăрăшакансене пăхса картина хайлаççĕ. Пĕр-пĕр позăра палăк пек хускалмасăр тăма çăмăл-и? Унашкал çыннăн мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет? Кун çинчен 18 çул натурщик пулса тăрăшакан Бронислав Яковлев каласа кăтартрĕ.

Кунне пĕр хутчен çиет

Ку 1997 çулта пулса иртнĕ. Милĕкпе çапăнма кăмăллакан Бронислав Витальевич Шупашкарти пĕр мунчана çул тытнă. Унпа пĕр çын сăмах хушнă. Хайхискер паллă ÿнерçĕ иккен. «Укçа ĕçлесе илес килет-и? Пединститутра ÿнерçĕсем валли натурщиксем кирлĕ», — пĕлтернĕ вăл мастерскоя чĕнсе. Бронислав унта пĕр тăхтамасăр çитнĕ, картинăсене пăхса киленнĕ. Анчах студентсен умĕнче натурщик пулмашкăн виçĕ çултан кăна шухăшĕ «пиçсе» çитнĕ. Çавăнтанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна ĕçе çÿренĕ пек çул такăрлатать вăл. «Пĕрмай ĕçлесен шалу аванах ларать. Уйăхра вăтамран 10-12 пин тенкĕ алла илетĕп. Эрнере 3-4 хут пырса кайнине шута илсен начар мар ку. Хăш-пĕр чухне 8-15-ччен е 17 сехетченех ĕçлеме тивет. «Живопиçрен» «скульптура» дисциплинине те каятăп, унта та кĕтеççĕ мана. Унсăр пуçне ÿнер училищине çÿретĕп. Унта занятисем сахалрах, çавах кăшт ĕçлесе илетĕп», — каласа кăтартрĕ Бронислав Витальевич.
Пĕрремĕш хут занятие килнине хальхи пек астăвать вăл. Кăшт хăранă, анчах вăтанман. Занятире вăл çур сехет хускалмасăр тăнă. Кайран алли-ури питĕ ыратнă. Тепрехинче 45 минут тăма ыйтнă, кайран — пĕр сехет. Майĕпен хăнăхнă. Пурăна киле 2 сехет, унран ытларах та хускалманни пулнă. «Пĕррехинче Мари, Тутар республикисенчен студентсем ÿкерме килнĕччĕ. 3 сехет тăнăччĕ. Хускалмасăр чи нумаййи 4 сехет лараятăп», — пĕлтерчĕ опытлă натурщик.
Педуниверситетра натурщикре ĕçлекенсем пур: çамрăксем те, аслисем те. Студентсем паллаканĕсене ертсе килеççĕ. Анчах ку ĕçре нумай тытăнса тăраймаççĕ, кăштахран пăрахса каяççĕ. Хăшĕ-пĕри 40 минут тăраять те тек пултараймасть. Ку ĕç питĕ чăтăмлисем валли. Слава /Бронислава çапла чĕнеççĕ/ пекки, поза лайăх кăтартаканни çук-мĕн. Спортпа туслă, ĕçмест-туртмасть, сахал апатланать — кунне пĕр хутчен. Унăн кĕлеткин илемне студентсем те мухтаççĕ.
Ĕçре хускалмасăр ларма-тăма тивнĕрен Бронислав яланах çуран çÿрет. Университета та транспортпа мар, çуранах килет. Кунне 8 çухрăм утать. Унччен 50 çухрăм çÿрени те пулнă. «Халĕ вăл ÿсĕмре мар ĕнтĕ», — палăртать Слава пичче. Студентсен каникул пулнă вăхăтра вăл çул çÿреве тухнă — çуранах. Йошкар-Ола, Волжск, Зеленодольск, Козьмодемьянск, Хусан, Лысково хулисене курса çаврăннă. Пуйăспа та, автобуспа та çÿреме кăмăллать. Раççейĕн «Ылтăн ункине» кĕрекен мĕн пур хулана çитсе курнă вăл. Халĕ Байкал кÿллине кайса курма ĕмĕтленет. Хăй вăхăтĕнче йывăр атлетикăпа туслă пулнăскер республикăри пур района та велосипедпа курса çаврăннă.
Пĕр-пĕр позăра ларнă-тăнă чухне вăл нимĕн çинчен те шухăшламасть. Хушăран студентсемпе калаçать. Çут çанталăка сыхласси — унăн юратнă теми. Çынсем чĕр чунсене вĕлернĕшĕн чунĕ ыратать унăн. Хăш чухне çул çÿревсем пирки, кунне миçе çухрăм утни çинчен сăмахлать. Занятире ĕçес те, çиес те килмест унăн. Тепĕр чухне студентсем ăна кофĕпе хăналаççĕ. Шывне, сăмах май, Бронислав Витальевич çывăхри çăл куçран илсе килет.

Студентсем — ачасем пекех

«Пĕррехинче манăн 20 килограмм таякан кольчуга тăхăнма, хускалмасăр тăма тивнĕччĕ. Çуллаччĕ ун чухне. Чăтрăм. Татьяна Серебрякова ÿнерçĕ ÿкернĕ çав картина халĕ Владимир хулинче упранать», — каласа кăтартрĕ Иисус Христос, рыцарь, манах тата ытти сăнара калăпланă Бронислав. Кунашкал постановкăсенче унăн алла мĕн те пулин тытма тивет. Натурщик каланă тăрăх, хускалмасăр тăнă чух алли «çывăрмасть», тарламасть. «Кунĕпе тăма та хатĕр вăл. Веçех чăтать», — теççĕ ун пирки студентсемпе преподавательсем. Сăмах май, педуниверситет коридорĕнче чылай картина çакăнса тăрать. Пĕр вăхăт унта Бронислава ÿкернисем çеç пулнă. Çамрăксем коридора «Славăн аллейи» ят панă.
Çуллахи шăрăх та Бронислава хăратмасть. Пуç çаврăнни, телее, нихăçан та пулман унăн. Сăрă шăршине те хăнăхнă вăл. «Пĕр хĕрарăм натурщица пурччĕ. Шăршă пуçне ыраттарнă. Çавăнпа чÿрече уçатчĕç», — аса илчĕ. Сивĕ çанталăкра Слава пичче валли ятарласа ăшăтакан кăмака лартса параççĕ. «Алă-ура, кĕлетке шăнать çав. Пĕр çулхине раштавăн 31-мĕшĕнче, шартлама сивĕре, велосипедпа ярăннăччĕ», — пĕлтерчĕ Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕскер.
Бронислав пиччен — хăйне евĕр прическа, вăрăм сухал. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.