Франци кардиналĕ Ришелье те тĕрĕпе аппаланнă теççĕ... (Анатолий Иванович Павлов , историк, тĕрĕ ăсти, майор)

21 Дек, 2018

Кăçал Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи — Чăваш Ен уйрăмĕнчи Шупашкарти Константин Иванов урамĕнче вырнаçнă çуртра тĕлĕнмелле курав иртрĕ. Кунта А.И. Павловăн тĕрлесе ăсталанă çирĕм ĕçне тăратнă.
Халĕ Анатолий Иванович Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленсе тарăн тымар янă. Канаш районĕнчи Кармами ялĕнче 1950 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли тата Канашри иккĕмĕш вăтам шкултан тарăн пĕлÿ илсе тухнă хыççăн Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Командирсем сĕнÿ-канаш панипех Саратоври Ф.Э. Дзержинский ячĕллĕ çар училищине çул тытнă. Ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн взвод командирĕнчен пуçласа тĕрлĕ ÿсĕмри пуçлăх-ертÿçĕ таранах ĕç картлашкипе çÿлелле хăпарнă. 1982 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи истори факультетĕнче куçăн мар майпа ĕçрен уйрăлмасăр вĕренсе, кирлĕ таран ăслăлăх чулне кăшласа алла диплом илнĕ. 1996 çултанпа тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ĕçсĕр алă усса ларма пултараймасть. Тĕрĕ ăсталăхне туптать, унăн шалти вăрттăнлăхне, кун-çулне, аваллăхне тĕпчет. 2008 çултанпа — Çĕнĕ Шупашкарта çулсерен ирттерекен «Çĕнĕ Шупашкар палитрин» хастарĕ. Хăйĕн уйрăм ĕçĕсен куравне тĕрлĕ музейре йĕркеленĕ. Чăваш Республикин ал ăстисен йышĕнче, ремесленникĕсен гильдийĕнче тăрать.

Анатолий Иванович, ĕлĕкрех ларма-улахсенче çăпата тунине, çăм арланине, чăлха-нуски, алсиш çыхнине пĕлетĕп. Çапах пурнан пурнăçра: «Тĕрĕ ĕçĕ арçын ĕçĕ мар», — тенине те илткелеме пулать...
— Çакăнпа килĕшсе тăма пултараймастăп эпĕ. Темиçе ĕмĕр каяллах патшасем те тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илнĕ. Уйрăмах Франци кардиналĕ — Ришелье. Тĕрĕ ĕçне пĕлни этеме лăплантарать, чуна канăçлăх кÿрет. Уйрăмах пÿрне вĕçĕнчи нерв тытăмĕн клеткисене ĕçлеттерет. Тĕррĕн хăйĕн кăткăслăхĕсем пур. Тĕслĕхрен, татнă çипсене пытарма пĕлмелле. Пĕлетĕр-ши, «Париж» тĕрĕллĕ ÿкерчĕкре — 120 пин çĕвĕ. Хурапа шурă, сахал тĕссемпех тата вĕсен сĕмĕсемпех çавăн пек илем кÿме пулать.
«Мавритани хĕрарăмĕ» ÿкерчĕкре вăтăр иккĕмĕш номерлĕ канвапа усă курнă, питĕ вĕтĕ хĕреслĕ тĕрĕпе усă курнă. Ун пек тĕрлекен питĕ сахал. Ытларах вун улттăмĕшĕпе вун саккăрмĕш номерлĕ канвасем çинче тĕрлеççĕ. Куратăр-и?! Ÿкерчĕк пусмине сăрăпа сăрласа тунă пекех. Аякран пăхсан тÿрех куçа курăнмасть.
Манăн пĕрремĕш сулăмлă ĕçсенчен пĕри — «Самурай». Хулара иртнĕ пĕрремĕш куравра çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Тимлĕ куракана унăн кĕпи, кимоно, арки вĕлкĕшсе, хумханса тăни тĕлĕнтернĕ. «Эсир унта поролон чиксе хунă-им?!» — тесе калани те пулнă. Ĕç вăрттăнлăхĕ — тĕссемпе пĕлсе тĕрĕс усă курнинче çеç.
«Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», «Ыр ут пуласси — тихаран, ыр çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ халăхра. Эсир те 1965 çулта 500 метрлă дистанцие чупассипе Канаш районĕн чемпионĕ пулса тăнă...
— Çапла, аннене пăхнă пулĕ. Вăл питĕ çăмăл ал-ураллă пулнă тетчĕç. Ахальтен мар-тăр ял-йышра ăна Кайăк хушма ят панă. Кайăк-кĕшĕк йăва çавăрасшăн, чĕпĕ кăларасшăн. Этем те çаплах. Вунă ача пулнă ун. Анчах нумай пурăнайман, пĕр-ик çултанах çут тĕнчерен кайса, вилсе пынă хăшĕсем.
Тĕрĕпе аппаланса ларма вăхăт пулман пулĕ унăн. Чугун çул çинче ĕçленĕ. Ĕçĕ питĕ йывăррине ăнланмалла ĕнтĕ...
Хăвăр çемйĕрпе паллаштарсамăр...
— Зоя Николаевнăпа /хĕр чухнехи хушамачĕ Владимирова/ иксĕмĕр пĕр ялтан. Пĕр çемьене чăмăртаннăранпа кăçал, çурла уйăхĕнче, 50 çул çитрĕ.
Пурнăç çулĕпе алла-аллăн утнă майăн ылтăнпа кĕмĕл кайăксем тупрăмăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.