«Хыпар» 33 (27466) № 26.03.2019

26 Мар, 2019

«Терентий Парамонович 7 теçетке çула хыçа хăварсан йывăçран пуканесем касса кăларма пуçланă. Ахальлисене мар, çирĕммĕш ĕмĕрти чăваш ялĕн пурнăçне сăнлаканнисене. «Чăваш тĕнчи» ятлă кил музейĕпе паллашатăп. Акă ял çыннисем суха тăваççĕ, тырă акаççĕ, уй-хир ĕçĕсем ăнса пыччăр тесе чÿк тăваççĕ. Тепĕр ушкăнра çемьесем — утçире, е тата авăн çапаççĕ… Кантăр тыллаççĕ, сÿс тăваççĕ, сÿс шăртлаççĕ, çăпата тăваççĕ, хĕрарăмсем кĕнчеле арлаççĕ, пир тĕртеççĕ. Акă тата Çăварни эрнинче катаччи чупаççĕ, лашисене хăюсемпе капăрлатнă. «А.С.Пушкин 1833 çулта Октябрьски ялĕнче» — çав тери пысăк ĕç. Юнашарах — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çамрăксене фронта ăсатнине сăнланă композици. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем уйра ака тăваççĕ, вăрман касаççĕ, окоп чаваççĕ… Вăрçă вĕçленсен — хăма çураççĕ. Чăн та, кунта чăваш халăхĕн пурнăçĕ туллин сăнланнă. Терентий Дверенин çав кун-çула хăй утса тухнă. Апла тăк Чăваш Ен пурнăçне лайăх пĕлет вăл. «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле Шупашкарта выставка уçмалла. Унта Терентий Парамоновичăн ĕçĕсемпе халăха паллаштармаллах», — палăртрĕ ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ăста ĕçĕсемпе паллашнă май. Вăл ветерана 100 çулхи юбилей ячĕпе саламлама ятарласа пынăччĕ…»
(«Çĕр çула çитме ăс кирлĕ, е Дверенинăн ĕçĕсене хакламалла мар, вĕсене пĕлмелле». Роза ВЛАСОВА)

* Выçлăхран хăтăлма... Çĕпĕре

* Типĕ тытасси апатпа кăна çыхăнман

* «Çăлтăр», фермер, репетитор... Пĕри те патшалăхпа пайласшăн мар

* Çÿп-çапшăн халăха тÿлемелле

* Цифрăллă телекурав: 22-мĕш пускăч

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.