«Хыпар» 66 (27499) № 18.06.2019

18 Июн, 2019

* РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ тата Пĕтĕм Раççейĕн Ĕç Тăвакан Комитечĕ Ĕçтăвком 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне ЧАО туса хурасси çинчен декрет кăларнă. Çав кун ăна никĕсленĕренпе 99 çул çитнине паллă тăвăпăр. Облаç чăваш халăхĕн патшалăх форми пулнă. РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕ ЧАО влаçĕ умне экономика, социаллă пурнăç, культура, литература, ÿнер, ытти ыйтăва татса пама тĕллев лартнă. Облаç хастарĕсем ĕçе партипе Совет органĕсене йĕркеленинчен пуçланă. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕпе, истори наукисен кандидачĕпе Владимир Клементьевпа калаçатпăр (Чăваш автономийĕн пĕрремĕш утăмĕсем. Юрий МИХАЙЛОВ)

Чăваш автономи облаçĕн хресчен, рабочи тата хĕрлĕ армеец Совечĕсен I съезчĕн делегачĕсем. 1920 ç. (Чăваш патшалăх истори архивĕн сăн ÿкерчĕкĕ)

* «Пытарма кирлĕ мар: ял ватăлса пырать, çамрăксем хуласене тухса каяççĕ. Пĕлÿ илеççĕ те унтах тымар яраççĕ. Çавна май ялти сцена çине тухакансен пысăк пайĕ те — çулланнисем. Владимир Аполлонович палăртнă тăрăх, арçын ролĕсене калăплакансене тупма йывăр. «Çулталăк пуçламăшĕнче «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль кăларма палăртнăччĕ, анчах тĕп сăнара калăплакан Александр Павловăн çав вăхăтра ĕçлеме тухса каймалла пулчĕ. Çавăнпа урăх спектакль хатĕрлеме тиврĕ. Пьесăна алла илсен тÿрех унта миçе арçын кирлине шута илетĕп, вĕсем ялта — дефицит. Пьесăсем пирки те çавнах каламалла: ал айĕнче мĕн пуррине пурне те хальччен сцена çине кăларнă» («Ялта арçынсем – дефицит»)

* Манăн прописка — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче. Эпĕ — пенсионер, çапах алă-ура сывă чухне ĕçлес килет. Çавăнпа — Шупашкарта, хĕрĕм çемйипе пĕрле. Тăван ялта çулталăкра 5-6 хут çеç пулатăп. Çу уйăхĕнче калинкке алăкĕн хушăкĕнче квитанци тупрăм: йăлари хытă каяш турттарассине йĕркелекен регион операторĕ манран 256 тенкĕ те 57 пус тÿлеме ыйтать.
Эпĕ ялта пурăнмастăп, кил хуçалăхĕнчен урама регоператор транспортне тиесе яма михĕпе хытă каяш кăларса лартмастăп. Телефонпа шăнкăравласа çакăн çинчен «МВК «Экоцентр» обществăна пĕлтертĕм. Апла пулин те тÿлемелле теççĕ
(Малтан йĕрке тăвасчĕ)

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.