Кил-çурт, хушма хуçалăх, 28 (1030) № 18.07.2019

18 Июл, 2019

Кăткăран — хыр-чăрăш йĕкелĕ

Пахчари кăткăран йăлтах хăтăлма çук-тăр. Пĕр-пĕр «кĕтесре» çавах вырăн тупать вăл. Çапах пахчара унпа кĕрешмесĕр те май çук. Вăл улма-çырла тĕммисен çумĕнче нумай пулсан кĕçех унта уй пыйти ĕрчесе каять. Ытти чир-чĕре сарма та пулăшать вăл.
Вĕсенчен хăтăлма пĕр ансат меле тĕрĕслесе пăхма пултаратăр. Килĕшсен унпа малашне те усă курăр. Кирлĕ пулать: пысăк пĕр витре кирек мĕнле йĕкел. Йĕкеле карталама кивĕ шланг татăкĕ е ытти япала. Йăлăхтармăшсем нумайрах лаптăка, пĕр-пĕр чечек йĕри-тавра е хурлăхан тĕмĕн айне шланга авса тунă «картана» вырнаçтаратпăр, ун варрине вăрмантан пуçтарса килнĕ йĕкеле тăкатпăр, тикĕслетпĕр. Йĕкел — кăткăшăн питĕ меллĕ çурт. Унта вăл хапăлласах сырăнĕ. Кĕçех йĕкел «уçланки» кăткăсен çурчĕсемпе тулĕ. 10-14 кунран тĕрĕслесе пăхăр. Енчен те кăткă вăйлă сырăннă пулсан вĕсене «Муравьинпа» е кăткă пĕтермелли ытти препаратпа «хăналама» вăхăт. Хатĕр препаратпа картари йĕкеле пĕрĕхетпĕр, тип çу сĕрнĕ патакапа пăтратма юрать. Çапла вара пĕр лаптăк кăткăран тасалĕ. Кăштахран тепĕр вырăнти кăткăсене «хăна çурчĕ» туса пама пултаратăр, Паллах, çĕнĕ йĕкелпе. Ăна каярахпа çунтарма юрать.
Ольга ВОРОНОВА, пахчаçă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.