Наци кăларăмĕсене патшалăх пулăшăвĕ кирлех

27 Сен, 2019

Раççейĕн хăйне евĕрлĕхĕнчен пĕри – унăн нумай нацилĕхĕ. Кирек хăш саманара та наци чĕлхисене аталантармалла, вĕсене упраса хăвармалла. Çакăн пирки калаçнă çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пухăннă журналистсем Сочири медиафорумра. Аса илтерер: «Пĕтĕм Раççей – 2019» хальхи журналистика форумĕ авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче иртет. Унта Чăваш Енрен хутшăнакан виçĕ çынлă делегацийĕн йышĕнче – «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.

Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли тĕрлĕ ăсталăх сехечĕ, презентаци, тавлашу, конференци, ытти форматлă мероприяти 100 ытла йĕркеленĕ. Татьяна Вашуркина форум вăхăтĕнчи Наци МИХĕсен кунне уйрăмах палăртать. «Наци чĕлхисемпе хаçат-журнал кăларакан журналистсем валли вăл питех те кирлĕ лапам пулчĕ», – тет Татьяна Геннадиевна. «Çавра сĕтеле» наци массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăннă. Мероприятие Раççей Журналистсен союзĕн председателĕ Владимир Соловьев уçнă.
Регионсем презентаци ирттерсе хăйсемпе паллаштарнă. Чăваш тĕрриллĕ илемлĕ кĕпе тăхăннă ĕçтешĕмĕр те чăвашсем çинчен кăмăлтан каласа кăтартнă. Пирĕн опытпа паллашма килес шухăшлисем йышлăн тупăннă.
Сÿтсе явнă çивĕч ыйтусенчен пĕри – наци чĕлхисемпе усă курасси пур çĕрте те сахалланса пыни. Наци чĕлхисем пĕтсе пынине Кавказ тăрăхĕнчи регионсенчи журналистсем те пытарман. Форумра тухса калаçнисем чĕлхене упраса хăварассинче çемье пĕлтерĕшĕ пысăккине пĕр шухăшлăн палăртнă. «Тăван чĕлхене юратма ачана мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле», – тенĕ «çавра сĕтелте» сăмах илнисем.
Наци чĕлхипе хаçат-журнал кăларса тăракан тĕп редакторсем нумай регионта бюджетран 100 проценчĕпех тивĕçтереççĕ пулсан та ĕçлеме йывăрланса пынине пытарман. «Хыпар» Издательство çурчĕ, сăмах май, укçа ĕçлесе илессишĕн хăй те нумай тăрăшать.
Наци МИХĕсен кунĕнч е Раççейри чи лайăх 5 наци кăларăмне кăçал та палăртнă. Вăл конкурса хутшăнса пĕлтĕр Хыпар» Издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ наградăна тивĕçнĕччĕ.
Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин Раççей пичет надзорĕ енĕпе ĕçлекен федераци службин Периодика пичечĕн, кĕнеке кă-ларассин тата полиграфи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Дзюбинская та форум ĕçне хутшăннă. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ меллĕ самантпа усă курса «Тетте» журнала /чи кĕçĕннисем валли тĕспе кăларакан илемлĕ журнал 2020 çултан çĕршывĕпех саланма пуçлĕ/ пулăшмашкăн сăмах хускатнă. «Хыпар» Издательство çурчĕ автономи учрежденийĕ пулнă май федераци ведомствисем укçа уйăракан конкурссене хутшăнаймасть. Республикăран тупра уйăрнăран çапла. Татьяна Вашуркина Светлана Дзюбинскаяпа çав ыйтăва та сÿтсе явнă. «Чăн та, хальлĕхе саккун çапла», – йышăннă федераци чиновникĕ. Вăл ытти хăш конкурса хутшăнма май пуррине уçăмлатнă.
Укçа ыйтăвне «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Раççей Патшалăх Думин Информаци политикин, информаци технологийĕсен тата çыхăнăвĕн комитечĕн председателĕпе Леонид Левинпа калаçнă май та хускатнă. Пысăк шайри депутата, комитет ертÿçине Татьяна Геннадиевна наци МИХĕсене патшалăх енчен субсиди уйăрас ыйтăва тишкерме сĕннĕ.

Вера ЭВЕРККИ. Татьяна ВАШУРКИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.