«Хăйне çухатнă Путек»

17 Окт, 2019

Кашни çынра, çул ÿсĕмĕпе аслă-и е кĕçĕн-и вăл, кĕнеке нумай ыйту çуратать. Ашшĕ-амăшĕ ачипе тин вуласа тухнă кĕнекене сÿтсе явнипе икĕ ăру хушшинче ырă хутшăнусем йĕркеленеççĕ. Мĕнле хайлав сĕнет пире паян çемьепе пĕрле вулама республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекин тавра пĕлÿпе наци литературин тĕп библиографĕ Татьяна Захарова?

— «Хăйне çухатнă путек /Барашек, который потерял себя» юмах — ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Хайлава чăваш çыравçин Марина Карягинăн «Кăтра хĕвел çаврăнăш/ Кудрявый подсолнушек» калавсемпе юмахсен пуххинче тупма пулать. Тимлĕ вулакан унта хăйĕн валли мĕн те пулин çĕннине тупатех. Халĕ вара юмах çинчен…
Пурăннă тет Путек. Унăн пурнăçĕнче лайăх самантсем кăна пулнă, ăна ашшĕ-амăшĕ те, юлташĕсем те юратнă. Иртен-çÿрен те унăн илемĕпе савăннă, «куç илмелле мар хитре» тесе мухтанă. Пĕррехинче вара Путек хăйĕн тусĕ Сысна çури пек пулса пăхма шухăшланă. Амăшĕ каланине итлемесĕр пылчăк ăшĕнче йăваланнă. Вараланчăк Путеке вара никам та уйăрайман: юлташĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те. Чи пĕлтерĕшли — Путек хăйне палласа илеймен. Вăл хăраса ÿкнĕ, хăйне шыраса тупма тĕв тунă. Ăна Улай йытă та, Тиха та пулăшма тăрăшнă. Тавах Юхан шыва, вăл тĕп сăнара хăйĕн çине айккинчен пăхма вĕрентнĕ, унăн инкек-синкекĕ амăшне итлеменнипе, хăйĕн пек тăвас тенипе килсе тухнине ăнланма пулăшнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.