«Ăслă» технологисем пурнăçа кĕреççĕ

14 Ноя, 2019

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ аталанать. Халĕ тĕрлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах электрон мелпе илме пулать. Çакă халăха чиновниксемпе сахалрах хутшăнма пулăшать. Пысăк хăвăртлăхлă интернет социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене, ял-салана хăçан çитĕ? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе Михаил АНИСИМОВПА калаçрăмăр.

— Михаил Владимирович, министерствăн 2018 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май эсир «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программине пурнăçлама пуçланине пĕлтернĕччĕ. Регионта пурнăçланакан проектсен кăтартăвĕсем пур-и?
— Наци программине пурнăçа кĕртмешкĕн республикăра 5 проект паспортне çирĕплетнĕ: «Информаци хăрушсăрлăхĕ», «Цифра технологийĕсем», «Цифра экономики валли кадрсем», «Цифрăллă патшалăх управленийĕ» тата «Информаци инфратытăмĕ». Вĕсене 2024 çулччен пурнăçламалла. Пĕтĕмлетÿсем пирки калаçма иртерех, мероприятисем вăй илеççĕ çеç. Сăмах май, «Информаци инфратытăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. 35 фельдшерпа акушер пункчĕ, 243 вĕрентÿ организацийĕ, 52 вырăнти хăй тытăмлăх органĕ унпа усă курать ĕнтĕ.
«Цифра технологийĕсем» проект пирки те асăнам. Эпир Чăваш Енри ИТ-компанисене грант конкурсĕсене явăçтаратпăр. Платформа технологине кĕртекенсен тăкакне патшалăх 50% таран саплаштарма пултарать. Ку пĕлтерĕшлĕ пулăшу. Вăрттăнлăх мар, чи ăнăçлă информаци технологийĕсем тĕнче компанийĕсен аллинче. Пирĕн хамăрăн çĕнĕлĕхсене аталантармалла.
Республикăри информаци технологийĕсен пуласлăхне мĕнле куратăр?
— Тĕнче промышленноçăн тăваттăмĕш революцийĕ умĕнче тăрать. Унта тĕп вырăнта информаци технологийĕсем пулĕç. Технологи прогресне хирĕçленин усси çук. Тĕнче улшăнать, унпа пĕрлех пирĕн пурнăç та. Темиçе пускăч пуснипе апат-çимĕç саккас паратпăр. Ăна мĕнле пĕçернине, ăçта илсе çитернине те сăнаса тăратпăр. Çакнашкал сервиссем анлă сарăлаççĕ, апатлану культурине витĕм кÿреççĕ. Каршеринг тытăмне илер. Автомашинăсене кĕске вăхăтлăха тара илме май паракан сервис пысăк хуласенче вăйлă аталанчĕ. Çак проектсем интернета, «ăслă» технологисене пула пурнăçланчĕç. Ĕненетĕп, пуласлăх вĕсенче.
Патшалăх тытăмĕпе граждансен хутшăнăвĕ мĕнлерех улшăнĕ?
— Çынсен чиновник патне чупмалла ан пултăр. Çавăн патне куçатпăр та. Чăваш Енре пурăнакансен 73% (14 çултан пуçласа) патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ. Вĕсенчен çурри ытла унпа хастар усă курать: налук службин, Пенси фончĕн, Росреестр ресурсĕнче, ытти информтытăмпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем электрон дневникпа усă курать.
Эпир «Строительство валли ирĕк илессине» электрон мел çине куçарассипе çĕршывра пĕрремĕш пултăмăр. Çакнашкал пулăшăвăн 90% çĕнетмелле, Патшалăх порталĕнче илмелле тумалла. Халĕ суперсервиссен ыйтăвĕ тăрать. Вĕсем хушма документсăрах пулăшу пама тивĕç. Тĕслĕхрен, сервис иккĕмĕш ача çуралсан вăл çурални çинчен ĕнентерекен хутсăр пуçне СНИЛС тата медицина страхованийĕн полисне тума сĕнĕ.
25 суперсервис йĕркелеме палăртнă. Кăмăл пуррисем халех Патшалăх порталĕнчи 10 сервис ĕçне хаклама, вĕсен ĕçне лайăхлатмашкăн сĕнÿ пама пултарĕç.
Маларах эсир граждансен интернет-ушкăнсенчи хыпарсемпе ĕçлеме пуçлассине пĕлтернĕччĕ. Çакна тумашкăн «Инцидент Менеджмент» тытăма вăя кĕртессине асăннăччĕ. Вăл соцсетьри хыпарсене тишкерет, шалăпа, ыйтăва, хаклава, тав тунине палăртать. Влаçпа халăх диалогне йĕркелеме май пулчĕ-и?
— Пĕрремĕш утăмсем турăмăр. «Инцидент Менеджмент» мониторинг тытăмĕ республикăра çулталăк ĕçлет. Çак тапхăрта соцсетьри 8 пин ытла комментарипе хыпара тишкернĕ. Çыракансем ял-салари арканнă çул пирки, хваттерте вĕри шыв çукки çинчен пĕлтереççĕ, вăйлă çиле пула тайăлнă светофорпа çÿп-çаппа тулнă контейнерсемпе кăмăлсăрланаççĕ... «Инцидент Менеджмента» пула влаç органĕсем республикăра пурăнакансене мĕн канăçсăрлантарни пирки пĕлеççĕ, ведомствăсен ĕçĕнчи кăлтăксем яр уççăн тухса тăраççĕ. Халăха илтчĕр тесе тăрăшатпăр.
Чăваш Республикинче IT тытăмĕнче квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Шкул ачисем валли «IT ШКОЛА SAMSUNG» программа пур, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ «ЧувГУгол» вĕрентÿ проекчĕ пурнăçлать. Вĕренекенсем цифра технологийĕсемпе кăсăкланаççĕ. Çапла майпа республика çĕнĕ кадрсем хатĕрлет-и?
— Пысăк технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Компанисем «айтишниксене» ыйтаççĕ. Университетсем вĕсене вĕрентсе кăларма ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа аслă шкулсемпе бизнесăн пĕрле ĕçлес ыйту çивĕч тăчĕ. Компанисем пулас ĕçченсене аслă шкулсенче шыраççĕ.
Кадр потенциалне çĕнетесси — регион проекчĕн тĕллевĕ. Пултаруллă шкул ачисемпе студентсене математикăпа информатикăра, цифра экономикин технологийĕнче çитĕнÿ тунăшăн хавхалантараççĕ. Республикăри 3 учреждени: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ª«ЧувГУгол» вĕрентÿ проекчĕº, «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ, Шупашкарти 61-мĕш шкул грантсене тивĕçрĕç.
— Кăçалхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен цифра телекуравĕ çине куçрĕ. Вырăнăн хăйне евĕрлĕхне кура хăш-пĕр пунктра сигнал çукчĕ. Вĕсене спутник урлă 20 телеканал тÿлевсĕр кăтартма шантарчĕç. Ыйтăва татса пама май пулчĕ-и? Чăваш Енри телерадиохыпарлавăн аталанăвĕнче улшăну пулчĕ-и?
— Лару-тăру тĕпрен улшăнмарĕ. Чăваш Енĕн 99,1% цифра телекуравĕпе усă курать. 68 ял-салара сигнал çук, тепĕр 15-шĕнче вăхăтăн- вăхăтăн çитет. Çакнашкал вырăнсенче пурăнакансене патшалăх спутник урлă тÿлевсĕр 20 телеканалпа тивĕçтерет. Оборудование ятарлă хакпа оператор-сенчен тÿррĕн туянма пулать. Çавăн пекех вулакансене пĕлтерем: чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа тÿлевсĕррисен йышне кĕрекен Раççей телекуравĕн эфирĕнче регионти телеканалсен информаци блокĕсем пулĕç. Республикăра пурăнакансем Наци телекуравне пăхĕç. Регионти общество, куль-тура, политика пурнăçне çутатакан хыпарсене ирхи тата каçхи 6-ран пуçласа 7-ччен курма май пулĕ.
«Тăван радио» хыпарлав зони сарăлчĕ. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнипе пурнăçлама май килчĕ. Шăмăршă районĕнчи Палтиелте, Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче, Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче передатчиксем ĕçлеме пуçларĕç. Çулталăк вĕçĕнче Йĕпреç районĕнчи Огонекра та «Тăван радио» янăрама тытăнĕ. 2020 çул тĕлне республикăн 70% радио кăларăмĕсене итлĕç. Тăвай, Елчĕк, Куславкка районĕсем çеç тăрса юлаççĕ. «Тăван радио» республикăна тухни радио эфирне вырăнти хыпарсене кĕртме май парать. Корреспондентсем кашни кун район пурнăçĕ пирки каласа кăтартĕç.
Пичет кăларăмĕсен тиражĕсем чакни пирки сăмах хускатмасăр иртейместпĕр. Шел те, хаçат электрон кăларăмсен çумĕнче вăйсăр. Сиртен вулакан пек ыйтар-ха, хаçатăн мĕнпе илĕртмелле?
— Пирĕн вăхăтра, цифра мĕн пур тытăма ярса илнĕ чухне, пичет кăларăмĕсен вăхăтпа пĕр тан утмалла. Редакцин вулакан йышне сыхласа хăвармашкăн улшăнмалла, çĕнĕ «фишкăсене» вĕренмелле, ĕçре усă курмалла. Технологисене пĕлнисĕр пуçне кăсăклантарма пĕлмелле, пурнăç улшăнăвне туймалла. Çивĕч ыйтусене çутатнă материалсем ялан кирлĕ.
Вулакан пулнă май аналитикăллă статьясем ытларах курас килет. Хальхи вăхăтра информаци çăл куçĕ нумай, анчах вĕсем професси журналистикин шайне çитеймеççĕ. Калем ăсти çеç анализ тума, пурне те ăнланмалла чĕлхепе çырма пултарать. Вулаканпа хутшăнмалла, редакци ăна сăнран паллатăр. Чăваш Енре 40 ытла хаçатпа журнал пичетленет. Вĕсене килтен тухмасăрах çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчен podpiska.pochta.ru сервисра çырăнма пулать. Малалла вулас...

КĔСКЕН

Михаил Владимирович, вĕренекенсем сире хисеплесе аса илеççĕ. Преподаватель ĕçĕсĕр тунсăхлатăр-и?
— Çапла, тунсăхлатăп. Çавăнпа аслă шкулти экзамен комиссине ертсе пыма сĕнсен хирĕçлеместĕп. Ĕçрен пушă вăхăтра преподавательте вăй хурасси пирки те шухăшлатăп.
Мĕнпе мăнаçланатăр?
— Чăваш Енре дистанци мелĕпе вĕрентессин тытăмне йĕркелеме хутшăннипе.
Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
— Пĕрре такам шÿтленĕччĕ. «Пушă вăхăт — ăнланмалла мар япала. Вăл пур та пек, çав вăхăтрах çук та». Вăл тупăнсанах ăна çемьепе ирттеретĕп. Тата театр премьерисене çÿретĕп.
Эсир илтнĕ чи хаклă тав сăмахĕ.

— Пирĕн вăхăтра кашни тав сăмахĕ ылтăн пек. Хăшĕ-пĕри çак сăмах пĕлтерĕшне манчĕ, çакă кулянтарать. Эпĕ, ытти атте пекех, хамăн ачасем тав тусан савăнатăп.
Информполитикин министрĕ пулнă май куна епле пуçлатăр? Пичет кăларăмĕсемпе паллашатăр-и? Радио итлетĕр-и? Е интернетра хыпарсем вулатăр?
— Ĕçе кайнă вăхăтра радио итлетĕп, интернетра хыпарсем вулатăп. Пÿлĕмри сĕтел çинче çĕнĕ пичет кăларăмĕсем выртаççĕ. Çавăнпа республикăра, çĕршывра мĕн пулса иртнине ялан пĕлетĕп.
Ачалăхри мĕнле ĕмĕтсем пурнăçланчĕç?
— Ача чухне çул çÿрев кĕнекисене юратса вулаттăм, тĕнче курма ĕмĕтленеттĕм. Ун чухне мана инçет хĕвел тухăç илĕртетчĕ. Унăн илемĕ, этем тĕкĕнмен çут çанталăкĕ кăчăк туртрĕ. 2010 çулта ĕмĕт пурнăçланчĕ.
Идеаллă çемье мĕнле пулмалла?
— Аттепе анне + ывăлпа хĕр. Çакăнпа — пăнчă! Акă манăн идеаллă çемье формули. Вăл ĕçлет. Мăшăрланнăранпа 20 çул çитрĕ, ывăлпа хĕр ÿсеççĕ. Телей çакăнта мар-и?

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.