«Ял халăхне тĕслĕх кăтартатăп»

27 Ноя, 2019

«Пирĕн пуçлăх мĕн тесе хуларан çак шăтăка куçса килнĕ-ши?» — тĕлĕннĕ унран хăй вăхăтĕнче ял çыннисем. Халĕ вара ăна вĕсем çав тери юратаççĕ, вăл пурришĕн савăнаççĕ. «Пирĕн Людмила Даниловна», — тет ăна ватти те вĕтти. Сăмахăм Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова çинчен.

Вун саккăрмĕш çул ертсе пырать вăл асăннă ял тăрăхне. Хăй вăхăтĕнче вара Вăрнар районĕн чипер пики Çĕнĕ Шупашкарти «Пике» фабрикăра экологи енĕпе инженерта вăй хунă. Унăн мăшăрĕ ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлсан тăван киле хупас темен. Ахаль те Тури Макаринтан вăл вăхăталла пĕри те тепри куçа-куçа кайма пуçланă… «Ăçта йĕппи — çавăнта çиппи», — теççĕ. Упăшкапа пĕрлех пуласчĕ тесе яла куçса килтĕм. Ачана Çĕмĕрлери садике çÿретес тесе куллен ултă çухрăм утаттăмăр. Тем те пулнă. Халĕ ак тĕрĕс çул суйланишĕн, пурнăçра хамăн вырăна тупнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Ĕçĕме шутсăр кăмăллатăп. Халăха юрататăп, ватăсене хисеплетĕп. «Турăпа çÿре», — тесе яланах пиллеççĕ вĕсем. Çакă пулăшать пулĕ мана тетĕп. Пĕчченех пурăнатăп пулсан та ĕне те, хур-кăвакалпа чăх-чĕп те тытатăп. Ял халăхне унта та, кунта та ĕлкĕрме пулать тесе тĕслĕх кăтартас тетĕп. Ултă çул каялла упăшкана юлашки çула ăсатрăм. Унпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл ура çине тăратрăмăр. Ывăла усрава илсе ÿстертĕмĕр. Ачасем килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Даниловна.
Тури Макарин ял тăрăхне вунă ял кĕрет. Вăрманлă тăрăхра вырнаçнă пĕчĕк поселоксем вĕсем. Людмила Егорова вĕсене хăйĕн «Лада Калина» машинипе çитет. «Кăçал «Пуçаруллă бюджет» программăпа Анат Макарин ялĕнчи Çирĕклĕ урамне вĕтĕ чул сарса патăмăр. Унта 12 килте кăна пурăнаççĕ. Апла пулин те халăх питĕ туслă: 6-шар пин тенкĕ пуçтарчĕç. Подрядчикĕ те лайăх пулчĕ, çула кĕске вăхăтрах туса пĕтерчĕ. Ял тăрăхĕнчи пур яла та йăлари хытă каяшсене пухма ятарлă площадкăсем тутартăмăр, евроконтейнерсем ларттартăмăр. Триер поселокĕнче пĕр çын кăна хĕл каçатчĕ. Телее, халĕ унта тепĕр çын çурт туянчĕ. Çак кунсенче вĕсене те контейнер лартса парăпăр. Саланчăк поселокĕ пысăк пулнăран унта çÿп-çап, ăпăр-тапăр пăрахмалли тепĕр площадка та хăтласшăн. Халĕ шăпах çав проекта тăватăп. Çитес çул асăннă поселокри Шкул, Вăрман тата Çĕнĕ урамĕсене вĕтĕ чул сарасшăн. Саланчăк шурлăхлă вырăнта вырнаçнăран йĕпе-сапара урам хушшисене кĕрсе тухма кансĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăка та Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ тĕле клуб патне куçарасшăн. 2009 çулта Петропавловск поселокĕнчи вăрçăра вилнисене асăнса хăтланă палăка çĕнетрĕмĕр. 2020 çулта Тури Макаринти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка хитре сăн кĕртесшĕн. Унта пирĕн 8 ялтан тухнă паттăр салтаксен ячĕсене çырнă. Кăçал Саланчăкра культура çурчĕ умĕнче хамăр вăйпа ача-пăча площадки меллештертĕмĕр. Ятарлă программăпа клуба та тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Чÿречисемпе алăкĕсене, маччине, урайне йăлт улăштарнă. Çĕнĕ музыка оборудованийĕ туяннă. Кермен пĕртте тăлăххăн лармасть: хор, вокал тата ташă ушкăнĕсем пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Пирĕн тăрăхра ытти пĕчĕк ялсенче клуб çук. Унти халăха Саланчăкра иртекен мероприятисене хамăн машинăпа илсе çÿретĕп», — калаçăва сыпăнтарчĕ Людмила Даниловна.
Людмила Егорова пĕлтернĕ тăрăх, шута илмен çĕр пайĕсем кăштах юлнă-ха Тури Макарин ял тăрăхĕнче. Инçетре, вăрманлă тăрăхра, пысăках лаптăклă пулманран вĕсем фермерсене те, инвесторсене те илĕртмеççĕ. Çав вăхăтрах вĕлле хурчĕ тытас текенсем çĕр, çурт вырăнĕсем туянкалаççĕ-мĕн. Асăннă территорире пĕтĕмпе — 5 çăва. Ялсене кăна мар, вĕсене те тирпей-илем кĕртеççĕ. 2017 çулта «Пуçаруллă бюджет» программăпа çăва тавра çĕнĕ карта тытнă, хапхине çĕнетнĕ, ÿссе кайнă, хăрнă йывăçсене каснă. Пĕлтĕр Саланчăксем те хĕрĕхĕн кар тăрса çăва çинче çак ĕçсене пурнăçланă. «Петропавловск ялĕнче пурăнакансем те çăвана тирпейлĕ тытаççĕ. Вăрман варринче вырнаçнăран унта пĕчĕк çырма урлă каçса кĕме кансĕрччĕ. Халăхран укçа пуçтарса хытă сийлĕ каçма турăмăр. 83 çулти Иван Толстов та укçапа пулăшрĕ. Пĕчченех пурăнать вăл. Мăшăрĕпе вĕсен ача-пăча пулман. «Манăн яланхи кил — автансăр ялта. Карчăкăм та унтах. Ырă ĕç тусан халăх ырăпа аса илĕ», — тет çав мучи. Нумаях пулмасть вилепе сыв пуллашмалли площадкăн тăррине çĕнетрĕмĕр. Шиферне туянма нухратне каллех Иван Толстов пачĕ. «Сире мĕнпе те пулсан пулăшар, хавхалантарар», — тетпĕр ăна куллен. «Мана нимĕн те кирлĕ мар», — тет вăл», — каласа парать хĕрарăм ертÿçĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.