Пултарулăх çулĕ

2 Дек, 2019

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртсем хăйсен ентешĕпе Алевтина Нестеровăпа /пирĕн вулакансем ăна Левтина Марье ятпа пĕлеççĕ/ тивĕçлипех мăнаçланаççĕ.

— Хăть те мĕнле уяв йĕркелеме палăртсассăн та, вĕрентÿ тытăмĕпе çыхăннă-и вăл е культурăпа-и, е тата ыттипе-и, Алевтина Никитична пире яланах пулăшать. Унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ кирек епле лару-тăруран тухма пулăшать, — тет ялти культура çурчĕн ертÿçи Анна Николаева. — Ахальтен мар ĕнтĕ Çичĕпÿртсем сумлă ентешĕпе тĕл пулма яланах хапăл.
Çак юрату хире-хирĕçле темелле. Çак районти Хурапха ялĕнче çуралнă актриса, çыравçă Алевтина Нестерова хăй те тăван тăрăха çула тухма яланах хатĕр. Иртнĕ вырсарни кун Çичĕпÿртре черетлĕ пултарулăх каçĕ иртрĕ. Çапла кунта Амăшĕн кунне паллă турĕç тата Театр çулталăкне вĕçлерĕç.
— Театр… Маншăн вăл çав тери пĕлтерĕшлĕ, — тет Алевтина Никитична. — Эпĕ мĕн ачаран артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Урампа чупса иртнĕ чухне мана: «Ав пирĕн артистка килет! — тетчĕ кÿршĕ- аршă. – Атя-ха, Аля, пĕр-пĕр юрă юрласа савăнтар». Мана, шкула кайичченех юрлама юратнăскерне, нумай ÿкĕтлеме кирлĕ пулман.
Нушаллă пурнăçа, амăшĕсĕр иртнĕ шăпана ÿпкелемесĕр юрласа ÿснĕ хĕр пĕрчи. Кун çути кăтартнă хĕрарăм ăна 11 уйăхрискерне пăрахса хăварать. Кукамăшĕпе çитĕнет амăшĕ пур çинчех тăлăха тăрса юлнăскер. Икĕ чун пĕр татăк çăкăра пайласа, чун ăшшипе пĕр-пĕрне тĕревлесе кун кунлать.
— Паянхи пек ас тăватăп: кукамай 12,5 тенкĕ пенси илетчĕ. Хĕл каçма вара икĕ машина вутă кирлĕ. Пĕр машина юман вуттишĕн 120 тенкĕ тÿлемеллеччĕ… Паллă ĕнтĕ, вутă çителĕклĕ туянайман эпир. Пахча çимĕç суткаласа пĕр машинăлăх та пулин аран-аран пухкалатчĕ кукамай. Вутта перекетлесе çунтарнине пула килте ăшах марччĕ. Кăмака çине хăпарса ларса ăшăнаттăмăр. Кукаçи вăрçăран сывах таврăннă пулсан кукамай çав териех тертленместчĕ те ĕнтĕ… Эпир тăраниччен çăкăр та çисе курман.
Шкула кайма вăхăт çитсен тантăшĕсенчен тăрса юлать хĕрача. Тумтир туянма укçа çуккипе кукамăшĕ ыттисемпе пĕрле яраймасть ăна. Сакăр çулти хĕрача урине çăпата сырса çÿренĕ. Анчах мал ĕмĕтлĕскерĕн вĕренесех килнĕ. Аталану енĕпе ыттисенчен ан юлтăр тесе кукамăшĕ ял библиотекинче «Сто сказок» кĕнеке илет. Тĕллевĕ пĕрре — хĕрачана вулама килтех вĕрентĕ вăл. Унсăр пуçне, вырăс чĕлхипе туслашни те ытлашши пулмĕ. Çу уйăхĕ. Ачасен шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленсе каникул пуçланнă. Алевтина çак вăхăталла çĕрмĕш юмаха вуласа тухнă.
Кукамăшĕ хăйĕн сăмахне тытнă — черетлĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан Алевтина та шкула кайнă. Пĕр пÿлĕмре икĕ ушкăн пулнă: пĕрремĕш тата тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем. Каярахпа унăн чи юратнă вĕрентекенне çаврăннă Надежда Антонова пĕрремĕш урокрах ачасенчен кам юрлама юратнипе кăсăкланать. Алă çĕкленине кура Казановăна юрласа кăтартма ыйтать. Кукамăшĕн кĕçĕн хĕрачин, хăйĕнчен çичĕ çул кăна аслăрах Любăн блокнотĕнчи пур юрра та вĕреннĕ-мĕн Алевтина. Хайхискер тăсать кăна юрра:
Сама садик я садила, сама буду поливать.
Сама милого любила, сама буду забывать!
Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем те, вĕрентекен те вилсе кайса кулаççĕ. Пĕрремĕшсем, вырăсла ăнланманнипе, шăпăртах лараççĕ. Аслисем мĕншĕн кулнин сăлтавне вĕрентекен ăнлантарать: юрату çинчен юрлама иртерех-ха… Çакăн хыççăн ачасем валли çырнă юрăсене юрлать хĕрача. Пĕр мероприяти те унсăр иртмест.
Иккĕмĕш класра вăл сăвă çырма пуçлать. Виççĕмĕшĕнче ачалăхĕ çинчен калав хайлать. Вырăсла. Тăваттăмĕшĕнче вара пĕрремĕш пьеси «Алина» çуралать унăн. Ун тăрăх çавăнтах спек-такль хатĕрлесе ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче кăтартаççĕ. «Пирĕн шкулта пĕрремĕш драматург çуралчĕ. Маттур, Аля Казанова!» — мухтать шкул директорĕ Николай Кузьмин. Кам вăл — драма-тург? Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки шухăшласах та каймасть хĕрача. Çиччĕмĕш класа çитсен, хулара «Золушка» спектакль курнă хыççăн, мĕн ас туса юлнине чăвашла куçарать. Тантăшĕсемпе каллех хавхаланаççĕ, ăна сцена çине кăларма хыпаланаççĕ. Анчах костюмсем те, декораци те çук… Ачасене вĕрентекенсем пулăшаççĕ. Класс ертÿçин мăшăрĕ Ольга Петровна пуçарнипе хăлаçĕ-хăлаçĕпе марля туянаççĕ, ăна крахмалласа тумтир çĕлеççĕ… Ĕç вĕресе кăна тăрать. Михаил Александрович принц ролĕнче вылякан Алевтина валли ятарласа шĕлепке, пушмак, шап-шурă кĕпе туянать. Палăртнă вăхăт хăвăрт çитет. Клубра лăк! тулли халăх. Спектакль хыççăн та саланма васкамасть куракан, Кĕл пике историйĕн тыткăнне лекнĕскер çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса тав тăвать. Каярахпа лаша кÿлсе класс ертÿçипе пĕрле Шĕнерпуçне, Тутайкассине, Октябрьскине тата ытти çĕре çитсе пултарулăхĕпе савăнтараççĕ ачасем.
Анчах ачалăх та вĕçленет.
— Шупашкарта ĕçе аран-аран вырнаçкаларăм. Çав вăхăтра, ман телее, Çамрăксен театрĕ çумĕнче икĕ çул вĕренмелли студи уçăлчĕ. Эпĕ конкурсра çĕнтерсе Зоя Ярдыкова патĕнче вĕренме пуçларăм. Мана тахăш хушăра Григорий Морев асăрханă. Хам епле майпа Пукане театрĕн артистки пулса тăнине сиссе те юлаймарăм, — таврăнать иртнĕ кунсене артистка. — Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Савăннипе тÿпере вĕçес килетчĕ. Пĕрремĕш сăнар, «Одолень-трава» спектакльти Марфенька, нихăçан та асран тухас çук. Хаклă, юратнă кукамай та маншăн питĕ савăнчĕ. Ÿстерсе çын тунăшăн, пил парса тăнăшăн тавах ăна. Ун умĕнче ĕмĕр пуç тайса асăнса пурăнăп ăна. Тăпри çăмăл пултăр.
Шăпа… Шăпа тени çавăрттарать кăна унăн пурнăçне. Епле те пулин çăмăллăх тупас тесе ачисемпе Çĕпĕре тухса каять вăл. 8 çул вырăнти культура керменĕн илемлĕх ертÿçинче, халăх театрĕн режиссерĕнче ĕçлет. Анчах унта та никам та кĕтсе тăракан çук. Тухтăрсем сĕннипе каялла таврăнать. Сĕтĕрвăрринчи культура çурчĕн дирек-торĕнче ĕçленĕ май районта культура вучахне ялкăштарать кăна. Больница коллективĕ, йĕркелĕх хуралçисем, вăрман техникумĕ… Пур çĕрте те хор, драма кружокĕ йĕркелесе ярать вăл. Дирижер вырăнĕнче те — хăех.
Ачисем амăшĕн çулне суйланинчен тĕлĕнме кирлех мар-тăр. Ольга Нестерова — чăваш исто-рийĕнче пĕрремĕш хĕрарăм профессионал дирижер. Ывăлĕ Федор Казанов — чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ. Мăнукĕ Даниил Павлов….. Чулхулари консерваторире сĕрме купăс класĕнче вĕренсе кăçал алла диплом илме хатĕрленет. Çак кил- йыш Çичпÿрт тăрăхĕнче — яланах кĕтнĕ хăна.
Культура ĕçченĕсем, сумлă ентешне ятарласа йыхравланăскерсем, уява тĕплĕ хатĕрленнĕ. Клуб залĕнче пухăннисем пултаруллă артисткăн, драматургăн пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксемпе, çавăн пекех Левтина Марьен 11 кĕнекинчен йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç. Уяв каçĕнче авторăн икĕ ĕçне курса савăнчĕç çынсем: ачасем «Чечеклă кăмпа» суйласа илнĕ, аслисем — «Ним тумасăр ывăнать ман старик». Иккĕмĕш ĕçпе Çичĕпÿртсем районти пултарулăх 14 ушкăнĕ хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Клуб заведующийĕ Анна Николаева, фольклор ушкăнĕн ертÿçи Олег Плотников, Юрий Афанасьев баянист, Ангелина Кузьмина библиотекарь туслăн ĕçлесе пурăнни, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни ялти культура вучахне хăватлăн аталанса пыма май парать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.