Модăран юлманни-и е?..

5 Дек, 2019

Сирĕн çул çитмен ывăл е хĕр çак самантра мĕн тăвать? Урамра кампа уçăлса çÿрет? Интернетра мĕн пăхать? Унăн кăсăкланăвне пĕлни аван. Ачи хамăн та ăсĕ хăйĕн тесе ахальтен каламан ваттисем. Хальхи вăхăтра çамрăксен пуçне минретекен çĕнĕ йышши «наркăмăш» пирки чухлатăр-и-ха? Вăл наркотик мар пулин те организма пысăк сиен кÿрет.

Урокра тухса ÿкнĕ

Тунтикун республикăри наркологи диспансерĕнче брифинг иртрĕ. Специалистсем çивĕч ыйтăва çĕклерĕç. Вĕсем юлашки çулсенче çамрăксен хушшинче анлă сарăлнă снюс пирки сăмах хускатрĕç.
Сиенлĕ хутăша туянас тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук: интернетра, эрех-сăра киоскĕсенче... сутаççĕ. Раççейре çамрăксем унпа наркăмăшланнă тĕслĕх нумайланнине кура Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссипе общество организацийĕн хастарĕсем рейдсем ирттереççĕ, кальян туртакан вырăнсене çитсе тĕрĕслеççĕ. Чи хăрушши — йÿннине кура вăл ачасен хушшинче хăвăрт сарăлать. Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче хальлĕхе снюса пула шутра тăракан çук. Апла пулсан та специалистсем лару-тăрăва куçран вĕçертмеççĕ, ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеççĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çамрăксен психики çĕр проценчĕпех çирĕпленсе çитмен. Çавăнпа сиенлĕ хутăш организма мĕнле витĕм кÿнине уямасăрах çĕнĕ йышши тĕтĕм кăларман пируса çăвара хыпаççĕ. Çăвартан тапак шăрши кĕменрен ашшĕ-амăшĕ нимĕн те чухламанни те снюса суйлама хистет-тĕр. Специалистсем палăртнă тăрăх, чи малтан çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире шутра тăракансем, уроксене сăлтавсăр сиктерекенсем снюспа айкашма пултарнине палăртаççĕ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти шкулта учительте ĕçлекен пĕлĕшĕм каласа кăтартни тĕлĕнтерчĕ: урок вăхăтĕнче аслă класра вĕренекен пĕр ачан снюс урайне тухса ÿкнĕ. Çав ача ăнăçлă çемьерен. Апла тăк кун пек хăрушлăх кирек кама та пырса тивме пултарать. Çамрăксем пĕр-пĕринчен тĕслĕх илеççĕ. Пĕрисем тантăшĕсен умĕнче «чăнкăрах» курăнасшăн, теприсем модăран юласшăн мар.
Шкулсенче медицина ĕçченĕсем ятарлă тест ирттернĕ. Вăл пулăшнипе хăрушлăха лекме пултарнă ачасене тупса палăртаççĕ. 15 çул тултарнă хĕрсемпе каччăсене ашшĕ- амăшĕ ирĕк памасăрах тĕрĕслеме пултараççĕ. Калаçу вăхăтĕнче медиксем анамнез пухаççĕ, çемьери лару-тăрăва тĕпчеççĕ.
«Снюс юна лексен ачан тыткаларăшĕ улшăнать. Вăл алхасать, сикет, чупать, никама итлемест. Кăшт вăхăт иртсенех хытă ÿсĕрме пуçлать, унăн сĕлеки юхать, хăсать, туалета чупать. Никотин экстракчĕ çамрăк организма анратать, шăнăр туртма пуçлать. Кун пек чухне медицина ĕçченĕсем çеç пулăшаяççĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ пациента ача-пăча токсикологи уйрăмне çитерет. Унта анализ тăваççĕ. Наркологсем хула, район шкулĕсене çитеççĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене ирттереççĕ. Ача мĕншĕн сиенлĕ йăлапа туслашать? Снюс, наркотик, пирус туртни, эрех-сăра сыпнин сăлтавĕ пулмалла. Эппин, ачана тимлĕх çитмест. Час-часах хăюллăрах пулмашкăн, тантăшĕсенчен юлас мар тесе сиенлĕ йăлапа туслашаççĕ», — ăнлантарчĕ республикăри тĕп нарколог Елена Булыгина. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.