«Атте» тесе чĕнеймерĕм...

18 Дек, 2019

Эпĕ 1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта çуралнă. Халĕ 80 çула çывхаратăп. Вăрçă çулĕсенче, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă. Пÿрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ. Пахчара кăшкар утине, мăяна, ытти курăка татса çиеттĕмĕр. Вăл пушанса юлсан кукаçи-кукамай патне каяттăмăр. Вĕсен ачисем фронтра çапăçнă май пахчи сип-симĕс пулнă.
Çемьере виçĕ хĕрача çитĕннĕ. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Çуркуннерен пуçласа юр ÿкичченех пахчаран тухма пĕлмен. Ÿсен-тăрана йĕркеллĕ çитĕнме те паман-тăр, çисех тăнă. Курăк пулăшнипех выçса вилмерĕмĕр. Çуркунне, симĕс курăк шăтса тухиччен, уй-хире çĕрĕк çĕр улми пуçтарма кайни те асрах. Çăпата сырнă ура пылчăкра путатчĕ. Туртса кăларма хăтлансан кантрисем татăлнипе çавăнтах ларса юлатчĕç. Чăлхана та пылчăкран хăтарайман. Киле çарран, шăнса кÿтнипе йĕрсе таврăнаттăмăр. Пĕррехинче çакăн хыççăн хытах чирлерĕм. Анне шăннă çĕр улми пуçтарма хире текех ямарĕ.
Хурăн кăчки татса çăнăх авăртнине, унран икерчĕ, пашалу пĕçернине мĕнле манăн? Çĕр улми авринчен яшка пĕçернĕ. Хырăм выççи тем те çитерет çав.
Хĕлле, 40-42 градус шартлама сивĕсем тăнă чухне, пÿртре витрери шыв та шăнса ларатчĕ. Йывăç çуртăн пĕренисем çын шакканă пек шартлататчĕç. «Тухса пăх- ха, атте килчĕ пулĕ, шаккани илтĕнет», — теттĕм аннене. «Çук, аçу мар, сивĕ шаккать», — ăнлантаратчĕ вăл.
Кăмака хутма вутă çук. Аннене вăрман касма яратчĕç. Вĕсене 2-3 эрне иртмесĕр те киле яман, ĕçлеттернĕ. Эпир, ачасем, хамăрах пурăннă. Вăрмантан таврăннă чухне анне пĕр лав вутă турттарса килетчĕ. Пирĕншĕн савăнăç пулнă. Шартлама сивĕре вутă хăвăрт пĕтнĕ. Аппасем каçхине купаран улăм йăтма каятчĕç. Унпа кăмакана хутса ăшăтнă. Çула тухас умĕн вĕсем шăрпăк илетчĕç. «Кашкăрсем хăваласан улăм çунтаратпăр, вĕсем çутăран хăраççĕ», — тенĕччĕ вăл çакăн пирки ыйтсан. Пĕррехинче аппа урине амантса, юн юхтарса таврăнчĕ. «Кашкăрсем хăваланăран такăнса ÿкрĕм», — пĕлтерчĕ хайхи. Кăмакара улăм çунтарнипех шартлама сивĕре те шăнса вилмерĕмĕр.
Шкула кайма вăхăт çитрĕ. Анчах тăхăнма йĕркеллĕ çи-пуç çук. Хĕлĕн-çăвĕн саплăклă, кивĕ фуфайкăпа çÿрерĕм. Сивĕ пÿртре каçхине те унпах чĕркенсе çывăрма выртнă. Урана тăхăнмалли те пулман. Çулла çарран чупса çÿренĕ-ха. Анчах шкула мĕнпе каймалла? Кукаçи патне кайрăм, шкула çÿреме çăпата туса пама ыйтрăм. Ун чухне ăна тума та нушаччĕ. Вăрмана кайса çăка туратне каснă, пушăт тунă. Вăл вăхăтра вăрмана хуралланă. Лесник курсан алăри япаласене йăлтах туртса илнĕ, парса яман. Кукаçи тăрăшнипе çăпаталлă пултăм. Çакăн хыççăн нумай пурăнаймарĕ, пиртен уйрăлса кайрĕ. Вăл ватăччĕ ĕнтĕ.
Атте вăрçăран таврăннă пулсан эпĕ çарран çÿремен пулăттăм. Пирĕн те пурнăç йĕркеленетчĕ. Шел, çывăх çыннăма тепле кĕтсен те текех кураймарăм, «атте» тесе чĕнеймерĕм, вăл тунă çăпатана сыраймарăм. «Хыпарсăр çухалнă», — тесе кĕскен çырса пĕлтерчĕç пире ун пирки. Анне 94 çула çитсен вилчĕ. Пурнăçран уйрăличченех вăл упăшкине, аттене, кĕтрĕ, асран кăлармарĕ. Аппасем те пиртен уйрăлса кайрĕç. Анчах пĕри те çемье пуçĕ ăçта çĕре кĕнине пĕлеймерĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юлия ЕРМОШКИНА.
Вăрнар районĕ,
Урваш ялĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.