Йĕкехÿре… кулма та пĕлет

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Елена Шаманина ачаранпах килти чĕр чунсемпе туслă. Чи малтан çывăхланнă «кĕçĕн тусĕсенчен» пĕри — йĕкехÿре. Кăшлама юратакан çак чĕр чун ăна пуринчен ытла ăслă пулнипе, алла хăвăрт хăнăхнипе килĕшнĕ. Пурăна-киле зоолавккана вырнаçма май тупăнсан 18 çулти хĕр нумай шухăшласа тăман — хăйне ĕçе илме ыйту çырнă. Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕнче вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт чĕр чунсен кĕтесĕнчен кайнă. Виçĕ çул каялла вара каллех Шупашкарти çакнашал хăйне евĕр лавккара ĕçлеме тытăннă.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр.).

Шăши вырăнне

— Чи малтанхи йĕкехÿрене эпĕ çиччĕре чухне атте туянса панăччĕ. Тĕрĕссипе, унччен малтан мана шăши парнеленĕччĕ. Вăл нумаях та пурăнаймарĕ. Çуллахи каникулта ялта, Чулхула облаçĕнчи Лысково районĕнчи кукамайпа кукаçи патĕнче кантăм. Таврăнсан манăн пĕчĕк тус вилни çинчен пĕлтĕм. Мĕн тери кулянтăм! Атте эпĕ хуйха ÿкнине кура чăтайман — мана йăпанма йĕкехÿре кайса илнĕ. Вăл Миша ятлăччĕ. Кайранхисем — Зая, Миша, Кесси... — каласа парать Елена. — Кушака та, йытта та, тинĕс сыснине те... — шкул ÿсĕмĕнчех тĕрлĕ чĕр чуна алла хăнăхтараттăм. Çулла чĕр чунсене хампа пĕрле яла илсе каяттăм. Атте-анне кирек мĕн туянсан е илсе килсен те хамăн пăхмалли çинчен хытарсах каланăччĕ-ха та. Çапла аслă ăрури çывăх çыннăмсем патĕнче уйăрса панă пÿлĕмре эпĕ пĕччен марччĕ.

— Килти чĕр чунсем, вĕсем валли апат-çимĕç, пурăнмалли ятарлă хатĕр, выляса йăпанмалли япала, савăт-сапа, косметика... — мĕн кăна сутмастăр! Чĕрри çинчен те, чĕрĕ мар япала çинчен те темĕн те пĕлмелле. Ĕçе пуçăниччен ятарлă курс вĕренсе тухатăр-и? — ыйтатăп Еленăран.
— Ĕçтешсен йышĕнче ветеринарсем пур. Анчах ятарлă пĕлÿрен ытла чĕр чунсене юратни, ĕçлеме ÿркенменни, пĕлĕве тарăнлатсах пыма тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Халĕ нумай информаци интернетра тупма май пур. Унсăрăн пуçне пире тĕрлĕ семинара пухаççĕ. Унта çĕнни чылай пĕлме, тĕрлĕ хулари сутуçăсемпе ытти специалистсен опычĕпе паллашма пулать. Хальхи вăхăтра манăн килте йытă, кушак, йĕкехÿре, тинĕс сысни пур. Вĕсене куллен пăхнă май туянма килекенсене сĕнмелĕх, канаш пама пĕлÿ-хăнăху пуянлансах пырать, — палăртать кăмăллă сутуçă-консультант.
Мăшăра уйăрмаççĕ
Калаçăвăмăр лавккана çынсем тăтăш пырса кĕнĕрен татăлать. Елена чĕр чунсене апат пама, читлĕхĕсене тасатма вăхăт çитнине систерчĕ акă. Витрене шыв тултарчĕ те кĕленче алăклă пÿлмесен çывăхнелле пычĕ.
— Ну, чиперскерсем, мĕнле пурăнатăр-ха? — йĕкехÿресене алла илнĕ май ăшшăн пуплет ырă чунлă хĕрарăм.
Шурă-сăрă тата хура йĕкехÿресем — аçипе ами. Мăшăр чылайранпа юнашар, пĕр читлĕхре пурăннăран вĕсене туянакан тупăнсан та уйăрмасса палăртрĕ сутуçă. Çакă вĕсемшĕн стресс пуласса систерчĕ. Чăннипе, çамрăк пĕр мăшăр туянас тĕллевпе йĕкехÿресемпе тахçантанпах кăсăкланать иккен. Вĕсене хăйсен хÿттине илме хальлĕхе мĕн чăрмантарнине пĕлеймерĕм, анчах арăмĕпе упăшки зоолавккари чун йăпатмăшĕсем патне час-час кĕрсе çÿреççĕ-мĕн. Апатлантарма, выляма ирĕк ыйтаççĕ.
— Аçи, Дамбо, ăратлă йăхран. Асăрхăр-ха, хăлхи еплерех пысăк унăн. Асăннă ăрата иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Калифорнире ĕрчетме тытăннă. Унăн ятне шăпах Дисней мультфильмĕнчи слон çурипе Дамбăпа, пысăк хăлхаллăскерпе, çыхăнтарнă, — кăшлакан чĕр чун тăтăш çÿлелле кармашса темĕн кăтăртаттарнине куç илмесĕр сăнанине сиссе ун çинчен сăмах пуçарчĕ Елена.
Вăл каланă тăрăх, чĕр чунсене юратакансен йышĕнче йĕкехÿре тытакан сахалах мар. Çакă вăл алла хăвăрт хăнăхнипе те, ăна пăхма кăткăсах маррипе те, пурăнтарма пĕчĕк читлĕх те çителĕклĕ пулнипе çыхăннă. Хăшĕ-пĕри ăслă чĕр чуна дрессировкăсем ирттерессишĕнех туянать иккен — ун пекки те сахал мар.
— Тимĕр кăшкарлă читлĕх пулсан аванрах, пластике е йывăçа кăшласа юрăхсăра кăларма та пултарать çивĕч шăллăскер, — усăллă канаш парать специалист, çавăнтах хăйĕн асĕнчи кăсăклă саманта куç умне кăларса кулать. — Манăн инке Екатерина Рудольфовна та чĕр чунсене питĕ кăмăллать. Унăн хваттерĕнче хăлхалли-уралли-çунатли чылай. Чылай çул каялла вăл та йĕкехÿре усратчĕ. Икĕ аçа пÿлĕмрен пÿлĕме ирĕклĕнех çÿретчĕç. Чи интересли — кушак та пурччĕ, вĕсене пачах тĕкĕнместчĕ. Аквариумра вара икĕ ылтăн пулă — хи-и-итрескерсем! — шăмпăлтататчĕç. 8-10 сантиметр тăршшĕччĕ вĕсем. Ун чухне аквариумсем хальхи йышшисенчен раснарахчĕ. Кĕленче хĕррипе — йывăç рейка. Пĕррехинче хуçи килте пулман вăхăтра йĕкехÿресем хăйсем валли йăпанăç тупнă: шыври ылтăн чиперккесене кăшласа янă. Тепĕр хуçа çакнашкал сăтăр тунă чĕр чунсене усрамасть, чăнах, ман инкен «Ларисисем» хăйсен ĕмĕрне тĕрĕс-тĕкелех ун патĕнче ирттерчĕç. Малалла вулас...

Ирина ИВАНОВА. Елена ШАМАНИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.