Чăваш чунлă Нина

4 Мар, 2020

Аслă уçланкăра «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» юрă янăрать. Ăна Каçал тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăкра çуралса ÿснĕ Нина Павлова шăрантарать. Унăн уçă сасси таврана ян каять.

Ашшĕ Алексей Иванович, хăйĕн кун-çулне вăрманпа çыхăнтарнăскер, хĕрне пĕчĕкренех хăйпе пĕрле ĕçе илсе çÿренĕ. Нина вăрман илемĕпе киленсе çитĕннĕ. Çавăнпах вăл йывăç-тĕмпе, вĕсем еплерех ÿснипе кăсăкланнă. Кайăк-кĕшĕк юррине итлесе савăннă. Çут çанталăкра хăй те юрă шăрантарма кăмăлланă.
Аслă Чурачăкри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Нина Алексеевна Питĕр хулине çул тытнă, пĕлĕвне строительство техникумĕнче малалла тăснă. Ун хыççăн тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, пур çĕрте те хастарлăхпа палăрнă. Çавăн пекех общество ĕçне те хутшăннă. Вăл Питĕрти чăвашсен «Нарспи» ушкăнне вунă çул ытла çÿренĕ. Çак вăхăтра чылай хисеплĕ, сумлă ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра Нина — «Юрату» ансамблĕн чи маттур та пултаруллă солистки. Мĕн калăн? Чăваш хĕрарăмĕ пур çĕрте те сатур.Тăван çĕртен аякра пурăнать пулин те чăвашлăха манмасть, çамрăк ăрăва анне чĕлхине хисеплеме вĕрентет. Питĕр хулинче те, Ленинград облаçĕнче те вăл пулса курман шкул, библиотека, музей çуках пулĕ. Ăна пур çĕрте те тарават кĕтсе илеççĕ, унăн пултарулăхĕпе киленеççĕ.
Акă Ленинград облаçĕнчи Мурино хулинчи пĕр уявра пулни асран тухмасть. Ун чухне вырăнти пĕр урама Никита Бичурин ятне пачĕç. Уявра Нина Алексеевна чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Куракансем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Ун çийĕнчи чăваш кĕпине ытараймасăр сăнарĕç.
Ентешĕмĕр хăйĕн пурнăçне вырăс каччипе çыхăнтарнă. Апла пулин те çамрăксем чăвашла туй кĕрлеттернĕ. Хаваслă çак вăхăта паянхи кун та аса илет хĕрарăм. Мăшăрĕпе Виктор Корниловпа 40 çул ытла пĕр сукмакпа утнă, икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Анчах пурнăç урапи пĕр тикĕс кусмасть çав. Виктор Геннадьевич пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни ăна пăшăрхантарать, чунне ыраттарать.
Хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур: Лена — тухтăр, Инна вара — вĕрентекен. Нина Алексеевна паян икĕ мăнукĕпе савăнать.
Унăн пултарулăхне пысăка хурса хаклани савăнтарать: Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем, парнесем чылай. Сцена ăстине малашне те ăнăçусем сунатпăр. Тăван юрра-кĕвве халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлессе шанатпăр.
Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсем тăван чĕлхепе пĕр вăтанмасăр калаçни пире савăн-тарать, хавхалантарать. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле пирĕн, вырăнти чăвашсен. Хăть мĕн каласан та анне чĕлхинчен хитри, лайăххи, çепĕççи çуках.

www.hypar.ru

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА, Шупашкар хули.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.