Мускава та çитнĕ те, Крыма та

30 Июн, 2020

Ниçта та чăваш ятне яман

Республикăра «халăх» ята тивĕçнĕ эстрада ансамблĕ йышлах мар. Темрен килет çакă. Тĕрĕссипе, Чăваш Енре хăйне эстрада çăлтăрĕ текен лавĕпех. Хăш еннелле пăхатăн — «çăлтăр» ялтăртатать. Анчах ваттисем: «Йышĕ мар, пахалăхĕ пултăр», — тенине шута илсен — шухăшламалăх пур.

Юрату çеç çителĕксĕр

Пур жанр та кăткăс пулĕ, анчах чăн-чăн эстрада коллективĕ йĕркелемешкĕн юрлама юратни кăна çителĕксĕррине, çавăн пекех ытти енĕпе те пултарулăх кирлине палăртрĕ Муркаш районĕнчи Тойкилтĕри «Хĕлхем» халăх эстрада ансамблĕн ертÿçи Владимир Железнов. Чи малтанах уçă саслă солистсем, çутă, сасă енĕпе ĕçлеме пултаракансем, ташăçăсем, юрра илемлетмелли хатĕрсем кирлĕ. Тата ку енĕпе пулăшса пыракансем, урăхла каласан — методистсем, пулмалла.
2002 çулта «Хĕлхем» ятпах çÿренĕ хор коллективне тĕпе хурса чăмăртаннă эстрада ушкăнне пур енĕпе те ăнса пынă темелле. Юрăçсем кăна мар, чăн-чăн профессионалсем те юнашарах пулнă. Сăмахран, Владимир Валериановичăн мăшăрĕ Юлия Железнова Канашри педагогика техникумĕн музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ, кайран пĕлĕве И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетĕнче куçăн мар майпа туптанă. Сăмах май, Железновсем иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Элĕк районĕнче паллашнă. Владимир Железнов Тавăтри клубра пултарулăх ертÿçинче ĕçленĕ, Юлия Аркадьевна, çамрăк специалист, — Ураскилтри шкулта. Çемье çавăрнă, пултарулăх ĕçне пĕрле, çĕнĕ вăйпа пуçăннă. Тата çакна та пĕлтĕмĕр: Владимир Валериановичăн çывăх тăванĕсем те юрра-ташша питĕ ăста. Виçĕ мăшăр çемье ансамблĕ чăмăртанă. Çав йышпа Шупашкара, Йошкар-Олана, Мускава çитнĕ, каялла парнесемпе, дипломсемпе таврăннă. Каярахпа Владимирпа Юлия Железновсем хăйсен ачисемпе те тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăннă. Ывăлĕсем çав саманта халĕ те хавхаланса аса илеççĕ.

«Маркăна» çирĕп тытаççĕ

— Ĕлĕкрех районта пирĕнпе, пултарулăх коллективĕсемпе, ĕçлекен методистсем пурччĕ. Халĕ çав йăла арканчĕ, пирĕн пата килмеççĕ. Штата та чакарчĕç. Пирĕн клубра штатра хăй вăхăтĕнче пилĕк çынччĕ, балетмейстер çур ставкăпа ĕçлетчĕ. Паян клуб заведующийĕпе пултарулăх ертÿçи кăна юлтăмăр. 2016 çулта «Хĕлхем» «халăх коллективĕ» ята тивĕçсен пирĕн валли тепĕр çын панăччĕ. Эпир сасă операторне илесшĕнччĕ, анчах кайран темшĕн пăрахăçларĕç. Халĕ пĕтĕм ĕçе хамăр пĕлнĕ пек йĕркелесе пыма тивет. Хореограф та, сасă операторĕ те çук. Çакнашкал чăрмавсем вырăнти пултарулăх коллективĕсене пысăк чăрмав кÿреççĕ, — каласа кăтартрĕ Владимир Железнов. — Йышра шкултан вĕренсе тухнă, халĕ тĕп хулара пĕлÿ илекен студентсем те пур. Вĕсене хăй вăхăтĕнче штатра ĕçленĕ сасă операторĕ лартса килетчĕ. Халĕ ытларах чухне вырăнти вăйпа кăна ĕçлеме тивет. Апла-и, капла-и — пĕрех май килнĕ таран ĕçлесе пыратпăр. Концерт тата гастроль ĕçне те хастар хутшăннă. Юлашки уйăхсенче кăна, коронавирус амакне пула, коллективпа тĕл пулаймастпăр. Часрах иртсе кайтăрччĕ ку мур.
Чăн та, «Хĕлхеме» Муркаш тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ, вăл çуллен тенĕ пекех Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннă. Çавăн пекех ытти регионти — Тутарстанри, Пушкăртстанри, Мускаври, ытти хутлăхри — фестивальсенче пулса курнă. Солистсем — Светлана Мерчен, Алена Яруткова, Алексей Железнов, Антонина Михеева, Оксана Петрова тата, паллах, Владимирпа Юлия Железновсем — кирек ăçта та чăваш ятне çÿлте тытаççĕ. Ташлакансем те — Регинăпа Римма Михайловăсем, Ксения Никитина, Лада Ильина — куракансене хăйсен илемлĕ хусканăвĕсемпе савăнтарма, хавхалантарма тăрăшаççĕ.

«Хĕлхемçĕсем»

2012 çулта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен фестивалĕнчен лауреат дипломĕпе таврăннă. Тепĕр çулхине Мускаври ыр кăмăллăх концертне хутшăнса тепĕр Диплома тивĕçнĕ. 2016 çулта Светлана Мерчен солистка Крымра иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче Тав хучĕллĕ пулнă. Юлия Железнова хăй вăхăтĕнче шкул ачисен ушкăнне йĕркеленĕ. Унăн вĕренекенĕсем, сăмахран, «Çĕнĕ ятсем» конкурса хутшăнса, лауреат пулса таврăннă. Пур çитĕнÿ çинчен те каласа кăтартма май çук ĕнтĕ.

«Хавас» — пурне те хавас

«Хĕлхемре», тĕпрен илсен, çамрăксем тата вăтам çулсенчи пикесем юрлаççĕ. Ялти çулланнă хĕрарăмсем, пенсионерсем вара вĕсенчен кая тетĕр-и? Икĕ çул каялла Тойкилтĕри тата Шаптакри ватăсем, килте ларса йăлăхнăскерсем, ялти клуба пуçтарăнма пуçланă. Малтанхи вăхăтра ал ĕçĕпе аппаланнă: тĕрленĕ, чĕнтĕр, алса-нуски çыхнă. Ку та çителĕксĕр пек туйăннă, кайран вырăнти халăх юррисене юрлама пикеннĕ, ятарласа пĕрешкел тум çĕлетсе тăхăннă. Юлия Аркадьевна ертсе пынипе вĕсен пĕрремĕш мероприятийĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă концерт пулнă. Çĕнĕ ушкăнăн ячĕ те илемлĕ — «Хавас». Вăл пушă вăхăта усăллă, кăсăклă ирттерес текен пенсионерсене çывăхлатать. Акатуй-и, Ял уявĕ-и, ытти праçник-и — унта яланах «Хавас». Малалла вулас..

www.hypar.ru

Căн ÿкерчĕкре - "Хавас" ансамбль.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.