«Нарспи» юрлать – шăп итлĕр»

31 Июл, 2020

Çапла каланине артистсем куракансенчен тăтăшах илтеççĕ
Шупашкарти юрăпа ташă халăх ансамблĕн ячĕ тĕнчипех кĕрленĕ. Тĕп хулара кăна мар, чикĕ леш енче те — Ирландире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕнче (1973), Венгрири Хевеш облаçĕнче (1974), Чехословакире (1979) — вăл чăваш музыка искусствипе туллин паллаштарнă. Раççей регионĕсенчен пулса курман хутлăх та юлман. Çаксем пĕтĕмпех РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Захар Григорьевăн ячĕпе çыхăннă. Ансамбль, 1972 çултах «халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕскер, паян та хăйĕн «маркине» варалама памасть. 2005 çултанпа ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Иосиф Александров ертсе пырать. Иосиф Александровичпа «Нарспин» паянхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр.

— Вулакансем сире, тĕпрен илсен, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи капеллин солисчĕ пек пĕлеççĕ. Кун-çулăра «Нарспипе» çыхăнтарасси мĕнле пуçланчĕ?

— Унччен шыв нумай юхса иртрĕ. Эпĕ, Муркаш районĕнчи Уйкас ачи, вăтам шкул пĕтерсен 1969 çулхи çурла уйăхĕнче Аристарх Орлов-Шуçăм ертсе пынă ЧР Радиопа телекурав хорĕнче юрлама пуçларăм. Хам каçхи студире вĕренес кăмăллăччĕ. Маэстро манăн сасса итлесе пăхрĕ те: «Ыранах хорта юрлама пуçлатăн», — терĕ. Унтан икĕ юрăçа мана музыка азбукине вĕрентме хушрĕ. Юрăçсем чăнласах ĕçлерĕç. Икĕ уйăхран Орлов-Шуçăм тĕрĕслесе пăхрĕ, ырларĕ. Çуркунне çара илчĕç. Служба хыççăн коллектива таврăнтăм, кĕркунне Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетĕнче пĕлÿ илме пуçларăм. Институт хыççăн направленипе тăван пулса тăнă хорах çул тытрăм. Çавăнтанпа — 1977 çултанпа — унта.

— «Нарспи» вара?

— Чим-ха. Унччен ытти коллективпа та чылай ĕçленĕ. Малтанах Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн отделка фабрикинчи пултарулăх коллективне юрлама вĕрентрĕм, унтан чăлхапа трикотаж фабрикине куçрăм. Унти хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсен ушкăнне 10 çул ертсе пытăм, çав вăхăтрах Çĕрпÿри культура çуртĕнчи халăх хорне те çавăн чухлех çÿрерĕм. 2005 çулта вара «Нарспие» йыхравларĕç.

— Мĕнле йышăнчĕ мухтава тивĕçнĕ коллектив?

— Шел те, ун чухне малтанхи чапĕ сÿнме пуçланăччĕ. Коллектива ертсе пыраканĕ тĕп хулари педагогика училищинчен пулнă. Вăл унта хăйĕн студенчĕсене явăçтарнă. Хăй кайсан вĕренекенĕсем те çÿреме чарăннă, коллектив саланнă.

— Ĕçе мĕнрен пуçларăр? Юрлама юратакансене ăçтан тупрăр?

— Эпĕ ун умĕн хулари «Стройкерамика» заводра «Катюша» ушкăнпа ĕçлеттĕм. Унти 10 яхăн çын манпа пĕрле пычĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, сăмахран, Семен Ландышев, Лидия Ильдеркова халĕ те юнашарах. Тавах «Нарспи» клубăн ертÿçине Лидия Малинăна. Вăл та нумай пулăшрĕ мана. Пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен тăва та çавăрма пулать теççĕ вĕт. Çĕннисенчен, кĕвĕ-çемме юратакансенчен Николай Фролов, Константин Антонов, Галина Алексеева, Маргарита Мальцева, Игорь Христофоров... уйрăмах хастар. Ытти коллективпа танлаштарсан «Нарспире» арçын нумай. Вĕсем пурри питĕ лайăх, ахальтен мар: «Хорта арçын сасси никĕс шутланать», — теççĕ. Çакă репертуар хатĕрлеме те çăмăллăх кÿрет.

— Репертуар тенĕрен, мĕнле юрăсене суйлатăр?

— «Нарспи» паян — халăх юрă ансамблĕ. Шел, виçĕ çул каялла ташă ушкăнĕ ĕçлеме чарăнчĕ. Хула администрацийĕн культура пайĕ çапла йышăнчĕ. Программăна халăхра сарăлнисене ытларах кĕртме тăрăшатăп. Чăвашлисенчен Герман Лебедевăн, Федор Васильевăн, Григорий Хирбюн, Филипп Лукинăн, Юрий Кудаковăн, Юрий Жуковăн, Анатолий Никитинăн юррисем ытларах. Вырăс композиторĕсен хайлавĕсем те, халăх произведенийĕсем те, патриотизмпа лирика юррисем те пур, мĕншĕн тесен эпир концертсене хулари тĕрлĕ микрорайонта пурăнакансем, ватăсен çурчĕсенче пурăнакансем, санаторисемпе профилакторисенче канакансем, шкул ачисем валли хатĕрлетпĕр. Куракансен йышĕнче чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пур-çке. Хамăрăн ăсталăха вара хула, республика, регион шайĕнчи конкурс-фестивальре, театрализациленĕ кăтартусенче тĕрĕслетпĕр.

— Сирĕн халăх коллективĕсемпе ĕçлес енĕпе опыт питĕ пысăк. Çапах хушма ĕç йывăра килмест-и?

— Ытти ертÿçĕпе танлаштарсан, мана хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсемпе ĕçлеме йывăр мар, мĕншĕн тесен хам капеллăра юрлатăп, хорпа мĕнле ĕçлемеллине кашни кун курса тăратăп, Морис Николаевичран вĕренсе пыратăп. Ыттисен çулталăкра пĕрре е иккĕ ирттернĕ семинарпах çырлахма тивет. Эпĕ баян та калатăп, юрлатăп та. Умра — çĕнĕ тĕллевсем, шыравсем, пуян та тулли содержаниллĕ программăсем хатĕрлес тĕллевсем. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.