«Хыпар» 134 (27717) № 24.11.2020

24 Ноя, 2020

Техникăна еплерех хĕл каçарăпăр?

 Трактор-машинăна хÿтлĕхре хĕл каçарма чи лайăх хатĕрленнисене палăртмалли смотр-конкурс районсенче чÿкĕн 30-мĕшĕччен пырать. Ăна еплерех йĕркеленĕ-ха?

Муркаш районĕнче юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 14-мĕшĕччен ирттернĕ. Республика технадзорĕн пуçлăхĕ — патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев чÿкĕн 6-мĕшĕнче техникăна юсаса-сĕрсе вырнаçтарнине пăхнă чухне çак ĕçе хăш-пĕр енĕпе патшалăх стандартне тĕпе хурса пурнăçламаннине палăртнă, ертÿçĕсене çитменлĕхсене пĕтерме, трактор-машинăпа усă куракансене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине аса илтерсех тăма сĕннĕ. Смотр-конкурса районти мĕн пур хуçалăх хутшăннă. Комисси Суворов ячĕллĕ ЯХПК мала тухнине, техникăна упрама ГОСТ /патшалăх стандартизацийĕ/ ыйтакан йĕркене пăхăнса вырнаçтарнине палăртнă. Трактор-машина — çи витти айĕнче.

— 2019 çулхи раштав уйăхĕнче 8,5 млн тенкĕ парса тĕш тырă пухса кĕртмелли пĕрремĕш Акрос комбайн туянтăмăр, — пĕлтернĕ хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев. — Иккĕмĕшне кăçал, вырмана тухсан, 9 млн ытла тенкĕ тÿлесе илсе килтĕмĕр.

Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра уçă вырăнта хĕл каçараççĕ. Вăл йĕпенсе тутăхнине, коррозие пула вăхăтсăр юрăхсăра тухнине ял ĕçченĕсем лайăх пĕлеççĕ.

— Техника питĕ хаклă, çавăнпа упрасшăн — кĕртсе лартма çи виттиллĕ управ тăвасшăн, — тет ЯХПК председателĕ Павел Ефимов.

Андреев ячĕллĕ хуçалăхра хĕл каçарма кĕрхи ĕçсене вĕçлесенех вырнаçтарнă. Пĕлтĕр тата кăçал виçĕ трактор туяннă.

ЧР Технадзорĕн инспекторĕсем техникăна еплерех упранине Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» обществăпа «Труд» кооперативра та тĕпченĕ. Трактор-машинăна пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тухăçлă тата производство майне пĕлсе ĕçлеттереççĕ, ГОСТпа килĕшÿллĕн упраççĕ. «Трудăн» техника паркĕ чÿкĕн 5-мĕшĕнче Акрос-585 комбайнпа пуянланнă /сăн ÿкерчĕкре/.

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăра та хăй тĕллĕн çÿрекен 40 машинăна тата прицепа ăнăçлă хĕл каçарассишĕн стандарт ыйтнине пурнăçланă. Тĕрлĕ модификациллĕ 23 трактор, тырра вырмалли 9 комбайн, 6 прицеп, ытти машина чылай. Техника çуллен туянаççĕ. Çак кунсенче тепĕр трактор тата плуг илсе килнĕ.

ЧР Технадзорĕн пуçлăхĕ «Караево» общество директорне техникăна хĕл каçарма лартнă чухне ГОСТ ыйтнине пăхăнманнине пĕлтернĕ.

Элĕк районĕн комиссийĕ хăйĕн ĕçне чÿкĕн 27-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетет. Вăл кашни хуçалăхах çитсе тĕрĕсленĕ. Сăмахран, «Алмаз» тата «Новый путь» механизаторĕсем ангарсене кĕртсе лартнă — йĕпенсе тутăхмаççĕ. Иккĕмĕшĕ упрама тата икĕ ангар тăвать. ЧР Технадзорĕн пуçлăхĕн çумĕ Евгений Еландаев Элĕксене хатĕрленÿри кăлтăк-калтăка пĕтерме сĕннĕ. Хуçалăхсем кăçалхи чÿкĕн 11-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ техника, çав шутра тырра пуçтарса кĕртмелли Акрос-585 тата выльăх апачĕ пухмалли Ягуар комбайнсем, 83,8 млн тенкĕлĕх туяннă.

Йĕпреç районĕнчи хуçалăхсенче техникăна упрама лартассипе çыхăннă ĕçе япăх мар йĕркеленĕ, çапах та хăшĕ-пĕринче ăна вĕçне çитермен тесе пĕтĕмлетнĕ ЧР Технадзорĕн инспекторĕсем. «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ «техникăпа усă курассипе тата ăна упрассипе ре-спубликăри хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать» тесе пĕтĕмлетнĕ. «Куснар» тата «ВДС» об-ществăсенче специалистсенчен çитменлĕхсене пĕтерме ыйтнă, ертÿçĕсем асăрхаттарнине шута илсе ĕçе вĕçлеме шантарнă.

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.


Утне çитмен туртине…

 Ертÿçĕсенчен е кил хуçалăхне аталантаракансенчен хăшĕ-пĕри ялта ĕçлеме кирлĕ условисене правительство çителĕклĕ туса памасть тесе ÿпкеленине час-часах илтетпĕр. Анчах тепĕр чухне вырăнти çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерместпĕр.

Йĕркене пăхăнман

Ветеринари тĕрĕслевĕн тата РФ Патшалăх чиккин надзорĕн специалисчĕсем Çĕнĕ Шупашкарти ашран продукци хатĕрлекен предприяти ветеринари-санитарин пĕрлехи йĕркине еплерех пăхăннине тĕпченĕ. Хăрушсăрлăх стандарчĕпе килĕшсе тăракан апат-çимĕç производствине йĕркелемелли правилăсене уяманнине тупса палăртнă. Предприяти чĕр тавара тата унтан туса кăларакан продукци пахалăхне патшалăх ветеринарийĕн мониторингне ирттерсе уçăмлатмалли программăна хутшăнмасть. Тележкăсем çинчи кăлпасси-деликатеса сутлăха ăсатма хăçан хатĕрлесе хунине çырман, биологи конфискатне утилизацилеме графикпа килĕшÿллĕн ăсатнине тĕрĕслесе тăман.

Предприятие суту-илÿрен тавăрнă продукцие вăхăтлăх упрама вырăн туман. «Ăçта хураççĕ, унпа мĕнле усă кураççĕ? Ертÿçĕсем хуравламарĕç — пĕлместпĕр», — теççĕ тĕрĕслевçĕсем. Комисси производствăра пысăк çитменлĕхсем тупса палăртнине тĕпе хурса предприяти ветеринари-санитарин экспорта ямалли продукци туса кăлармалли йĕркине пăхăнман тесе пĕтĕмлетнĕ.

Усă курман çĕр нумай

Агропром ветеранĕсем Элĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн пĕр пайĕпе усă курманшăн тарăхаççĕ. Сăмахран, район производствине пысăк тÿпе хывнă В.Анисимов, Н.Сергеев, В.Архипов АПК ветеранĕсен вырăнти организацийĕн 2020 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчи ларăвĕнче район ертÿçисене ЧР Ял хуçалăх министерствин программипе килĕшÿллĕн çум курăк çуллен хуплакан лаптăксене 2021 çул вĕçлениччен пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерме чĕнсе каланă. Çавнашкал çĕр Элĕк енре чăннипех те нумай. Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем пушă выртакан лаптăксенчен пĕрне Шĕмшеш ял тăрăхĕнче тупса палăртнă. Лаптăк харпăрлăхçин федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕрпе тухăçлă усă курмаллине аса илтернĕ. Ăна пăхăнманшăн РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекспа явап тыттарма пултараççĕ.

Шурă юр çинче — хыт хура

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн ял хуçалăх организацийĕпе хресчен-фермер хуçалăхне кăна мар, пай çĕрĕн харпăрлăхçине те айăплаççĕ. Çакна çирĕплетме Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхне çитер. Управлени сотрудникĕсем çĕрĕн тăватă харпăрлăхçи 3 га ытла йышăнакан лаптăксенче культурăсем çитĕнтерменнине, агротехника мероприятийĕсем пурнăçламаннине, çĕре çурхи- кĕрхи шывран хÿтĕлеменнине, вĕсенче çум курăкпа йывăç-тĕм çеç ашкăрнине пĕлнĕ. Саккуна пăхăнманшăн харпăрлăхçăсем тĕлĕшпе кодексăн 8.7-мĕш статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн протокол çырнă. Халĕ вĕсене 20-50-шар пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.

Вăрмар районĕнчи Энтрияль тăрăхĕнчи кил хуçалăхĕсем те пай çĕрне /17,8 га/ тивĕçлипе пăхманран хыт хура тата йывăç-тĕм хупăрласа илнĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Николай Николаев, специалисчĕ София Ефремова сакăр харпăрлăхçă тĕлĕшпе тĕрĕслев акчĕ çырнă.

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.


«Атте вăрçăра аннен ашшĕне тĕл пулнă»

«Хыпар» вулаканĕсене аттем çинчен каласа кăтартас килет. Иван Смирнов Шупашкар районĕнчи Хурăнлăхра 1916 çулхи раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ тертлĕ пулнă: виçĕ çул та сакăр уйăхра чухне ашшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ, кĕçех çĕре кĕнĕ. Асанне Матрена Борисовна аттепе унăн йăмăкне Ольгăна пĕчченех çитĕнтернĕ. Питĕ ĕçчен пулнă асаннем. Лаша, ĕне, сурăхсем, чăхсем усранă. Вăй-халне шеллемен.

 Ольга вун çиччĕре чухне кÿршĕ яла качча тухнă. Атте Хурăнлăхри пуçламăш шкула пĕтерсен пĕлĕвне Çатракассинчи шкулта туптанă. Амăшĕ ывăлне малалла вĕрентес тесе ăнтăлнă. Иван Шупашкарти рабфакра, педагогика техникумĕнче, унтан педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1937 çулта кÿршĕ ялта ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран ăна Хурăнлăхри пуçламăш шкулăн заведующине çирĕплетнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине атте 1941 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче кайнă. Килĕнче амăшĕпе мăшăрĕ, иккĕри хĕрĕ Оля тата икĕ эрнери ывăлĕ Коля (эпĕ) юлнă. Иван Николаевича шăпа Мускав çывăхĕнчи Подольскри çуран çар училищине илсе çитернĕ. Юпа уйăхĕнче нимĕç çарĕсем пирĕн фронта татса Мускав енне ăнтăлнă. Патшалăх оборона комитечĕн хушăвĕпе Подольскри курсантсене нимĕç çарĕсене хирĕç тăратнă, тăшмана вĕсем икĕ эрне тытса тăнă. Мускава хÿтĕлеме Çĕпĕр дивизийĕсем кĕçех çитнĕ, курсантсене вара Иваново хулине куçарнă. Унта вĕсем çуранах утса çитнĕ. Çĕнĕ вырăнта икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн çамрăк офицерсене фронта ăсатнă.

Аттене вăрçă çулĕ таçта та илсе çитернĕ. Польша урлă каçса Германие çул тытнă. Икĕ хут йывăр контузие чăтса ирттернĕ. Киле 1946 çулхи çурла уйăхĕнче таврăннă, ялти шкул заведующийĕнче вăй хума пуçланă. Çемьере виçĕ ывăлпа тăватă хĕр кун çути курнă. Офицерăн ывăлĕсем Совет çарĕнче службăра тăнă. Вăтамми Германире — танкист, кĕçĕнни унтах связист пулнă, асли чикĕре хуралта тăнă. Яла патшалăх наградипе таврăннă.

Аттене час-часах аса илетĕп. Хĕллехи каçсенче юмах каласа паратчĕ. Пирĕн вара унăн вăрçăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлес килетчĕ. Мускава хÿтĕленĕ вăхăтра Подольскри çуран çар тата артиллери училищисенче вĕренекен 3500 курсантран тата вĕсен командирĕсенчен 500-ĕн çеç сывă юлнă. Атте Мускав çывăхĕнче тăнă вăхăтра ялтан çыру илнĕ, унта унăн хуняшшĕ те çав вырăнсенчех çапăçнине пĕлтернĕ. Вăл аннен ашшĕне шыраса çула тухнă. «Казармăна кĕтĕм, коридорти кăмака умĕнче салтак ларать, — каласа кăтартнăччĕ атте. — Ун патне çывхартăм, салтак çухалса кайрĕ — ун умĕнче офицер тăрать-çке, ним тума пĕлмест. Палласа илтĕм те чăвашла: «Эпĕ ку, санăн кĕрĕвÿ», — терĕм. Хуняçа макăрса ячĕ. Вăл чирленĕ иккен, çавăнпа ăна казармăрах хăварнă. Пĕрле илсе пынă апатпа — çупа, кăлпассипе, çăкăрпа, çур литр шурă эрехпе — хăналарăм. Чылай вăхăт калаçса ларнă хыççăн уйрăлтăмăр, хамăн чаçа таврăнтăм. Хуняçана çавăн чухне юлашки хут куртăм. Вăл тата унăн ывăлĕ Борис вăрçăран таврăнаймарĕç».

Николай СМИРНОВ.


Чермаковсем тăшманпа çиччĕн тан çапăçнă

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕр çемьерен харăсах темиçе çын фронта тухса кайни нумай пулнă. Акă Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнчи Чермаковсем Çĕнтерĕве çывхартма çиччĕн хутшăннă. Шел, вĕсенчен виççĕшĕ тăван тăрăха таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуç хунă.

 Михаил Чермаков 1912 çулта çуралнă. Çав вăхăтри ытти ача пекех, вăл та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен малалла вĕренме май килмен: çемьере аслă ывăл пулнăран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Пĕр хушă Мускава та кайса ĕçленĕ вăл. 1936 çулта Михаил Ивановича çара илнĕ. Благовещенск хулинче кĕçĕн командирсен курсĕсене пĕтерсен Инçет Хĕвел тухăçра çар тивĕçне пурнăçланă. 1939 çулта яла таврăннă. Финляндипе вăрçă пуçлансан унăн çар службине тăсма тивнĕ. Хĕвел Анăç Белоруссие ирĕке кăларма та хутшăннă. Çакăн хыççăн тăван ялне килнĕ. Çар комиссариачĕн хушăвĕпе Михаил Иванович хĕсметре пулман каччăсемпе арçынсем валли çар хатĕрленĕвĕ енĕпе занятисем ирттернĕ, унта хĕрсем те хутшăннă. Çав хушăрах вăл «Автогигант» колхозра ревизи комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Калинин фронтне лекнĕ. Лейтенантсене хатĕрлекен курссенче пулнă. Ко-мандир чылай çапăçăва хутшăннă. 1942 çулта пуç хунă.

Зинон Чермаков 1914 çулта çуралнă. Курнавăш шкулне пĕтерсен тăван «Автогигант» колхозра ĕçленĕ. Мускава кайса вăй хунă. Çĕршывăн тĕп хулинчен таврăнсан Патăрьелти куçса çÿрекен чă-ваш театрĕн артистĕнче тăрăшнă. Вăл пултаруллă, пысăк шанăç паракан артист пулнă. 1938 çулта Зинон Ивановичăн салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Вăл Хабаровска, танксен çарне лекнĕ. Командирсен курсĕнче вĕреннĕ. Кĕçĕн командир званийĕпе тăван килне таврăннă, каллех театрта ĕçлеме пуçланă. Вăрçă пуçлансан çар комиссариачĕ Зинон Чермакова Улатăр хулине политруксене хатĕрлекен çĕре вĕренме янă, унтан вăл фронта кайнă. Çар политрукĕ чылай çапăçăва хутшăннă. 1944 çулхи Поль-шăри Любляны хулине ирĕке кăларнă чухне йывăр аманнă. Çар госпиталĕнче çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Польшăри Ужендув хулинчи кивĕ масарта пытарнă.

Константин Чермаков 1916 çулта çуралнă. Ялти 6 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен пиччĕшĕсем пекех Мускава ĕçлеме кайнă. Яла таврăнсан почтальонра тăрăшнă. 1938 çулта ăна çара илсе кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне авиаци чаçĕнче пурнăçланă. Кĕçĕн командир 1940 çулта çар службине вĕçленĕ, Мускаври авиазаводра вăй хунă. Вăрçă пуçлансан авиазаводпа пĕрле Самара куçнă. Сталинград çапăçăвĕ пуçланиччен Константин Иванович фронта хăй ирĕкĕпе кайнă. Тăшманпа хăюллăн çапăçнă. Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. 1944 çулта ăна çар службине текех юрăхсăр тесе килне янă. «Автогигант» колхозра уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. 1947 çулта Йĕпреçе куçнă. Унта тырă хатĕрлекен пунктра машинистра, КБОра шăвăç ăстинче, ытти çĕрте тăрăшнă. 1981 çулта çĕре кĕнĕ, ăна Йĕпреçрех пытарнă.

Гермоген Чермаков 1918 çулта çуралнă. Ялти шкул хыççăн Çĕнĕ Пăваринче вĕреннĕ, анчах ăна пĕтереймен, 9-мĕш класран Ковров хулине ĕçлеме кайнă. 1939 çулта ăна çара илнĕ. Авиачаçре хĕсметре пулнă, унтах хăй ирĕкĕпе водителе вĕреннĕ. Финляндипе пынă вăрçа хутшăннă. Тăшман Мускав патне ан çиттĕр тесе пынă çапăçусенче кĕрешнĕ. Смоленск çывăхĕнче аманнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче тăван килне таврăннă. Йывăр аманнăран фронтран килне янă пĕрремĕш салтак пулнă вăл ялта. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче Гермоген Иванович каллех фронта кайнă. Калинин фронтне лекнĕ. Килне пĕр çыру çеç çырса ĕлкĕрнĕ. Йывăр çапăçура паттăррăн пуç хунă.

Василий Чермаков 1921 çулта çуралнă. Ялти шкула пĕтерсен Патăрьелти педагогика училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. 3-мĕш курса çитсен, 1939 çулта, çар комиссариачĕ урлă авиаци çар училищине вĕренме кайнă, авиамеханик профессине алла илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те авиамеханик пулнă. Тăшманпа хăюллăн çапăçнăшăн «Паттăрлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн» медальсемпе, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. 1946 çулта аслă сержант яла таврăннă. «Автогигант» колхозăн уй-хир бригадинче ĕçленĕ. 1947 çулта Йĕпреçри колхоз театрĕн артисчĕ пулса тăнă. Тепĕр икĕ çултан Василий Ивановича çав районти пуçламăш шкул заведующине лартнă. 1953 çулта Сĕнтĕрвăрри районне пурăнма куçнă. Районти СМУра бригадирта нумай çул ĕçленĕ. 1983 çулта пурнăçран уйрăлнă. Çав районтах пытарнă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА хатĕрленĕ.


Икĕ мулкача хăвалаканăн ячĕ чакать

«Паралельлĕ зачет» ăнлавпа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче анлă усă курма тытăннă. Спортсменсемшĕн ку питĕ аван: икĕ регионта /хăшĕ-пĕри виççĕ те/ вĕсем преми тата шалу илеççĕ, хăшĕ-пĕри патшалăх на-градисене тивĕçет. Регионсем те ыр кураççĕ, спортсменсен çитĕнĕвĕсемшĕн РФ Спорт министерстви вĕсене укçа-тенкĕпе хавхалантарать.

Ку ыйтăва Раççейри физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче те пĕрре мар хускатнă. Икĕ регионшăн хутшăнма чарасси пирки те пĕрре мар калаçнă, анчах паянхи кун та нимĕнле йышăну туман-ха. РФ ишевçĕсен федерацийĕн президенчĕ Владимир Сальников каланă тăрăх, çак юхăм спорта аталантарассине чарса тă-рать, региона очкопа пуянлатать кăна. Унăн шухăшĕпе килĕшсе çак тĕслĕхсене илсе кăтартма пулать. Калăпăр, 2012-2015 çулсенче Чăваш Енре Елена Муратова фристайлистка пурччĕ, вăл могул дисциплининче тупăшатчĕ, анчах спортăн çак тĕсĕ пирĕн регионта вăй илеймерĕ. Анжелика Сидорова Мускавпа Чăваш Ен чысĕсене хÿтĕлет, анчах пирĕн республикăра шăчăпа сикекенсене хатĕрлеме тытăнмарĕç.

«Спортăн пĕр-пĕр тĕсне аталантарас тесен вĕренÿ заведенийĕсенче пурлăх базине йĕркелемелле, тренерсемпе спортсменсене тупмалла. Çакă 5-10 çултан кăна усă пама пуçлать. Анчах хальхи вăхăтра пурте çăмăл çулпа утма хăнăхнă. Спортра та çавах: пултаруллă пĕр-пĕр спортсмена шалу тÿлеççĕ те результатсене шутласа пыма тытăнаççĕ», — тенĕ Владимир Сальников. Алексей Петров штангист кун пирки çапла каланă: «90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче спортсменсене пур енĕпе те тивĕçтернĕ, вĕсен укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пулман. Анчах кайран пĕтĕмпех саланчĕ. Ун чухне тренировка тăвасси, Олимпиадăна хатĕрленесси пирки мар, мĕн çимелли çинчен шухăшлама пуçларăмăр. Çав тапхăрта мана Мускава чĕнчĕç те — килĕшрĕм. Вара эпĕ икĕ регион чысне хÿтĕлекен спортсмен пулса тăтăм. Эпĕ те «паралельлĕ зачета» ырламастăп, анчах спортсменсен нушине те шута илмелле. Системăна улăштарнă чухне вĕсем айккинче тăрса ан юлччăр», — хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ вăл.

Павел Колобков та «паралельлĕ зачета» пĕтермелли пирки каланă. Унăн шухăшĕпе, ку — тренерсен ĕçне тата спортсмена çитĕнтернĕ региона хакламанни. «Ăна ÿстерес тесе тренер мĕн чухлĕ вăй-хал парать, регион бюджетран укçа-тенкĕ нумай уйăрать. Спортсмен тытать те урăх региона тухса каять. Паллах, ку килĕшÿсĕр. Хирĕçÿ çуратать», — палăртнă вăл. Паллă атлет Сергей Шубенков спортсменсене тÿлес ыйтăва федераци центрĕ урлă йĕркелеме сĕннĕ. Футбол союзĕн право консультанчĕ Артем Рогачев профессионал спортсменсене футболист шалăвне тÿлемеллине палăртнă. Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, Пĕтĕм Раççейри спартакиада ирттерни «паралельлĕ зачет» системинчен хăтăлма май парать. РФ спорт кĕрешĕвĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили каланă тăрăх, спорт инфратытăмне аталантарас, ачасене спорта явăçтарас тĕллев пур пулсан кăна çак системăна ырлама пулать.

ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕр ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш спортсменĕсем икĕ регион чысне хÿтĕленипе кăмăлсăр пулнине палăртнăччĕ. «Эпир вĕсене бюджетран укçа тÿлетпĕр, анчах вĕсен кăтартăвĕсем ытти регионта юлаççĕ», — тенĕччĕ вăл. Тÿрех ыйту çуралчĕ: спортсменсене чарас тăк вĕсем хăш региона суйласа илнĕ пулĕччĕç-ши — тăван республикăна-ши е ăçта ытларах тÿленине мала хурĕç-ши? Пирĕн спортсменсем ытти региона тухса кайни сахал мар пулнă. Халĕ те икĕ региона медальпе пуянлатса тăракан çук мар.

Чăваш Енре çак меслетрен хăтăлас тĕллевпе пĕрремĕш утăмсем турĕç. ЧР Пуçлăхĕ спортсменсене 2021 çулта уйăхсерен стипенди тÿлесси çинчен кăçал указ кăларчĕ. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп йышĕнчисене — 25 пин тенкĕ, резервра тăракансене — 18,5 пин, юниорсене — 14 тата 10 пин, çамрăксене 7500 тата 5500 тенкĕ тÿлеме йышăннă. Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленекенсем уйăхсерен хушма укçана — 30 пин тенке — тивĕçрĕç. Калăпăр, ку стипендие Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеев фристайлистсем илме пуçланă та ĕнтĕ. Çавăн пекех Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене пĕр хут паракан премипе хавхалантараççĕ.

Чăваш Енри çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи Алина Иванова каланă тăрăх, ку ырă пуçару, спорта çĕнĕ шая çĕкленме май парать. Чылай спортсмен «паралельлĕ зачетран» пăрăнма кăмăл тунă, хамăр республикăна таврăннă. Алина Петровнăн шухăшĕпе, икĕ регионшăн тупăшакансене хăнăхнă йĕркене улăштарма хистемелле мар, унсăрăн вăйлă спортсменсене çухатма пултаратпăр. Регионсем спортсменсемпе тăватă çуллăх килĕшÿ тăваççĕ. Чылайăшĕ Мускавпа Мускав облаçĕсене каять, вĕсем чи лайăххисене пухаççĕ. Унта спортсменсене шалу аван тÿлеççĕ.

Каламасăрах паллă: «паралельлĕ зачет» чылай спортсмена çак сферăра тытăнса тăма пулăшать. Вĕсен тăкакĕсем самай пысăк: ятарлă тум туянмалла, спорт хатĕрĕсем илмелле… Командировкăсене /сборсемпе ăмăртусене/ çÿреме те нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăн пекех хăшĕ-пĕрин спортзала тренировка ирттермешкĕн те укçа тÿлесе кĕме тивет.

Апла-и, капла-и — «икĕ мулкача хăвалакан» спортсменăн ячĕ-сумĕ чакать. Хамăрăннисене пурте асра тытаççĕ, вĕсен ячĕсем спорт историне кĕрсе юлаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.


Пуплев йĕрки çинчен калаçни усăллă

«Хыпар» хаçатăн авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчи номерĕнче «Паттăр» е «Герой»: хăшĕ лайăхрах?» статья пичетленчĕ.

 Вырăнлă пулчĕ вăл, мĕншĕн тесен хаçат-журналта, радиопа телекуравра, çынсен калаçăвĕпе çырăвĕнче лексика тата грамматика йăнăшĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Материалта хускатнă ыйту пирки акă мĕн пĕлтерес килет: ăслăлăх тăван чĕлхере тивĕçлĕ сăмах пур чухне юта каймалла мар тет. «Паттăр» сăмаха кĕртекенсем маларахри ăрусен йăнăшне тÿрлетес тенĕ курăнать. Ку вара «Герой» сăмаха хăнăхнă çынсене килĕшмест. Ун пек чухне пĕр текстрах сăмахсемпе синоним пек усă курса пăхмалла пуль: малтанхи тапхăрта — çирĕпленнĕ «Совет Союзĕн Геройĕ» майлашура пысăкран çырнă «Герой» сăмаха илмелле, ытти çĕрте — «паттăр» темелле. Майĕпен «Паттăр» сăмах патне куçсан та юрать пек.

Лексика йăнăшĕ вăл тÿрех курăнать, чылай çыннăн куçне тăрăнать. Грамматика йăнăшне вара тÿрех асăрхаймастăн. Материалти «Герой» е «Паттăр» тени вырăнлăрах тата тĕрĕсрех» предложени тытăмĕпе вырăсла. «Мĕнле калани вырăнлă тата тĕрĕсрех: «Герой», — тени-и е «Паттăр», — тени-и?» тесен аванрахчĕ. Текст ятне: «Хăшĕ лайăхрах: «Паттăр»-и, «Герой»-и?» — тесен вырăнлăрахчĕ. «Паттăр»-и, «Герой»-и — хăшĕ лайăхрах?» вариант та пулма пултарать.

Ыйтăва палăртма «кам?», «ăçта?», «хăçан?», «мĕншĕн?» йышши ыйту сăмахĕсемпе тата «-и», «-ши», «-шим» татăксемпе усă курмалла. Ыйту сăмахĕсене сказуемăй умне юнашар лартсан лайăх. Татăксене сказуемăйран пачах уйăрма юрамасть. Манăн шухăшпа, пичетре, эфирта тăвакан йăнăшсем пирки «Хыпар» хаçат страницисенче малашне те çырмалла, час-часах тĕл пулаканнисене тупса чĕрĕ пуплевпе çыруран катертсе пымалла. Йăнăша кăтартнăшăн никамăн та кÿренмелле мар.

Вĕренÿ кĕнекисен авторĕ Юрий ВИНОГРАДОВ доцент.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.