«Чăваш хĕрарăмĕ» 49 (1174) № 10.12.2020

10 Дек, 2020

Кӗмӗл те паха, ылтăн та

Хĕрарăма ача çуратмалли çурта ăсатсан тăванĕсем унăн мăшăрне ыйтупа хăшкăлтараççĕ: ылтăн-и е кĕмĕл-и? Красноармейски районĕнчи Чаканарта тĕпленнĕ Валерьян Спиридонова çакă пачах та кăсăклантарман. Хурăнташ-пĕлĕшне те вăл çине-çинех çаплах хуравланă: ывăл-и е хĕр-и, пĕлтерĕшлĕ мар, чи кирли — пепке сывă çуралтăр. Арçын, тен, ăшĕнче çапах та пăхаттир пирки ĕмĕтленнĕ-тĕр, анчах та çакна никама та кăтартман: савнă мăшăрне те, тăванĕсене те. Тен, чăнласах уншăн пĕлтерĕшлĕ пулман ку. Çапла 1957 çулта çĕр çĕмĕрсе туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăк упăшка пĕрре леçнĕ мăшăрне больницăна, тепре… Çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри хĕрсем килнĕ: Светлана, Вера, Елена, Маргарита… Черетлĕ хут çие юлнă çĕре Юлия Гордеевна 40 çула çитнĕ. Варта тĕвĕленнĕ пепкене кун çути кăтартмах тĕв тунă туслă мăшăр. Хальхинче вара чăнах та еткерçĕ «сиксе тухнă» — Андрей ят панă ăна пысăк кил-йыш. Хĕрарăма, хăй те ултă ачаллă çемьере ӳснĕскерне, пепкисене ура çине тăратасси шиклентермен ахăр.

…Юлия Гордеева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ çак районтах, Хĕлеç ялĕнче, çуралса ӳснĕ. Вăл вăхăтра шкулта вĕренме çăмăлах пулман та, хĕрача пур пĕр 7 класс таран пĕлӳ илме мехел çитернĕ. Вăл тăрăшсах ăс пухнине класран класа Мухтав хучĕпе куçни çирĕплетет. Шкул хыççăн хĕр тӳрех фермăна вырнаçнă. Качча тухса çемье çавăрсан вара, ларма-тăма пĕлменскер, темиçе вырăнта та вăй хурса ĕлкĕрнĕ. Клубра та, библиотекăра та ĕçлеме тӳр килнĕ. Çав вăхăтрах пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçĕнчен те юлман. Колхоз валеçсе паракан пайсенчен пăрăнман. Мăшăрĕ водительте ĕçленĕ. Кунĕпех тенĕ пек курман çемье ăна. Арçын ĕçе тухса кайнă çĕре ачисем çывăрнă-ха. Таврăннă çĕре вара, ĕшеннĕскерсем, каллех тутлă ыйха путса ĕлкĕрнĕ. Ара, кил тĕрĕшри, пахчари, уйри ĕçсене пурнăçлама хĕрарăма ачисем пулăшнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă вĕсене амăшĕ. Ачаранах пиçĕхсе ӳсни кăмăла та, кĕлеткене те çирĕплетнĕ кăна.

1970 çулсенче çемье çĕнĕ пӳрт çĕклеме вăй çитернĕ. Пурне те савăнăç кӳнĕ ку. Нумай ачаллă кил-йыша вырăнĕ те ытларах кирлĕ-çке. Çемье вучахĕн ăшшине упракан хĕрарăм пурне те хăй тавра пуçтарса тăнă. Вăр-варскер ирхине хăй — ĕçе, ачисем шкула кайиччен кукăль пĕçерсе кăларма ĕлкĕрнĕ.

— Аттепе анне уçă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе палăрса тăратчĕç. Çавăнпах пирĕн патран хăна-вĕрле татăлман темелле, — каласа кăтартать Спиридоновсен хĕрĕ Маргарита Валерьяновна. — Эпир ӳснĕ чух йăлари техника енĕпе лару-тăру чаплах пулман ялсенче. Чи малтан телевизор пирĕн аттепе анне туянчĕç. Чăваш спектаклĕсене курма вара ялĕпех пурте пирĕн патра пухăнатчĕç. Сурхурие анлă паллă тăватчĕç. Аттепе анне хăйсем те çветке пулатчĕç. Çĕнĕ çул уявĕсем те асрах. Ăна нихăçан та сĕтел хушшинче ларса кĕтсе илнипе çырлахман эпир. Сăмах май, анне, кăçал вăл 86 çул тултарать, сехет 12 çапмасăр çывăрма кĕрсе выртнине ас тумастăп. Шел, анне 77 çула çитсен аттесĕр тăрса юлтăмăр. Пурнăçа питĕ юратакан çынччĕ вăл. Ăна хисеплетчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх сучĕн заседателĕ пулма шаннă. Анне вара темиçе хутчен те ял канашĕн депутачĕ пулнă. Аттене юлашки çула ăсатма питĕ нумай халăх пуçтарăнчĕ. Унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма мăнукĕсен юлташĕсем те килни аттене пурте чыс тунипе çыхăннă ĕнтĕ.

Рита АРТИ.


Ан ултала, ан улталан...

«Эсир çăмăл машина выляса илтĕр! Саламлатпăр!» — пĕлĕшĕме телефонпа пĕлтерет палламан çын. Чăнах-и? Кĕтмен-туман çĕртен транспорт хатĕрĕ парнелесен епле савăнмăн? Унччен те пулмарĕ, акци йĕркелекенсем банк карттипе кăсăкланма пуçларĕç. Çакă, паллах, тӳрех шиклĕх туйăмĕ çуратать. Кирек кама та шанакана, тен, шăнман пăр çине лартса ярĕччĕç. Пĕлĕшĕм вара юриста вĕренет. Ăна тӳрех улталаймăн. Çапах ырă хыпар илтсен унăн куçĕ çуталнине асăрхаса юлтăм.

Çын укçине хапсăнакансем пуяс тĕллевпе тĕрлĕ мел шухăшласа тупаççĕ. Сăмахран, юлашки вăхăтра палламан çынсем юридици сăпачĕсем тата предпринимательсем патне шăнкăравланине, хăйсене санитари службин ĕçченĕсем тесе коронавируса çĕнтерме пулăшакан буклет туянма сĕннине шута илнĕ. Укçа тӳлеме килĕшмесен административлă явап тыттарассипе хăратнă вĕсем. Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн сайтĕнче учреждени ĕçченĕсем коронавируспа çыхăннă информацие /брошюра, буклет тата ытти литература/ укçалла сарманни, ултавçăсенчен асăрханмалли çинчен çырнă. Çакнашкал лару-тăрăва лексен йĕрке хуралçисемпе çыхăнмалла. Саккун пăсакансем суд тенкелĕ çине ларĕç. Унсăр пуçне гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем çакнашкал тĕслĕхе электрон çырупа хăйсене пĕлтерме ыйтаççĕ.

Парне вырăнне укçа шантаракан акци те нумайăшне илĕртет. Çĕнĕ çула кĕтнĕ май унашкаллине тăтăш йĕркелеççĕ. Анчах хăш организаци тӳрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртма çăмăлах мар. Пĕлĕшĕм пĕр журналта лотерея тĕлне пулнă. Хайхискер цифрăсене хупланă сăрра тасатнă та пысăк укçа выляса илнине пĕлнĕ. Укçа çумăрĕ çунă пекех вĕт. Çав вăхăтрах парнене тӳрех тивĕçеймен вăл. Малтан дистанци мелĕпе тавар туянма сĕннĕ ăна. Каярах урăх хатĕр илме ыйтнă. Çапла майпа хăйне кирлĕ мар япаласемшĕн темиçе хутчен укçа куçарнă вăл. Шел, шаннă кайăк йăвара пулман. Темле хытă кĕтсен те пĕлĕшĕме выляса илнĕ укçана паман.

«Пысăк укçа выляса илме шантаракан буклет алла çаклансан, чи малтанах, условисемпе паллашмалла. Ытларах чухне унашкал информацие вĕтĕ шрифтпа пичетлеççĕ. Çавăн чухне тин татăклă утăм тумалла», — асăрхаттараççĕ потребительсен правине хӳтĕлекенсем. Унсăр пуçне пĕр-пĕр акцие хутшăниччен çак ĕçе йĕркелекен организаципе кăсăкланни, ун çинчен çырнине, реквизичĕсене тишкерни ытлашши пулмĕ.

Тӳлевсĕр сыр капкăнра теççĕ-и-ха? Ку тĕслĕхсем шăпах çакна çирĕплетеççĕ.

Интернет-ултавçăсем тавра хаçатра ахаль те пĕр вĕçĕм çыратпăр. Апла пулин те вĕсен серепине çакланакан нумайлансах пырать. РФ ШĔМ Шупашкарти управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Оксана Таратина каланă тăрăх, кăçалхи 11 уйăхра Шупашкарта пурăнакансене 148 миллион та 536 пин тенкĕлĕх сăтăр тунă. Чӳк уйăхĕнче кăна 222 хут улталанă, 12 миллион тенкĕ вăрланă. Пĕтĕмĕшле илсен, куллен çакнашкал 7-8 преступление шута илеççĕ.

Улталаннисен йышĕнче халăхăн тĕрлĕ категорийĕ пулнине палăртмалла. Çапах ытларахăшĕ /59%/ — шалу илекенсем, услам тăвакансем. Официаллă ĕçлеменнисен хушшинче палламан çынсене шанакан сахалрах /22%/. Тивĕçлĕ канурисем сайра хутра çакнашкал лару-тăрăва лекеççĕ /11%/. Вĕренекенсемпе юридици сăпачĕсем вара уйрăмах асăрхануллă.

Марина ТУМАЛАНОВА


Шăн çӗре катма хӗври çăкăр пулăшнă

Шупашкарта пурăнакан Галина Николаевăн качча кайиччен — Ужаева пурнăçĕнче мĕнле кăна йывăрлăха чăтма тивмен-ши? Çут çанталăк ăс-тăн пысăк пуянлăхĕ парнеленĕ ăна. Кăмăл çирĕплĕхне те çителĕклех пилленĕ. Унсăрăн пурнăçра çавăн чухлĕ терт-нушана, синкере чăтса ирттерме пултарĕччĕ-и? Пысăк çухатусен йышĕнче — пурнăçран ир кайнă мăшăрĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕ... Тĕллев лартрĕ тĕк ăна хăюллăн пурнăçлакан хĕрарăм суту-илӳ тытăмĕн республика ертӳлĕхĕнче ĕçленĕ çулсенче халăх пурнăçне çăмăллатас тĕрлĕ ыйтупа çĕршывăн тĕп хулине миçе хутчен çитмен-ши? Мускавсем хушăран: «Каллех Николаева çула тухать-и?» — тесе хаш! сывланă.

15 çултах — яваплă тивĕç

Анна Степановнăпа Матвей Яковлевич çемйинче пилĕк ача çитĕннĕ. Галина — иккĕмĕшĕ. Унран 6 çул аслăрах аппăшĕ Зина колхозра звеньевойра тăрăшнă. Вăрçă пуçлансан Зинăна, мăшăрне фронта ăсатнă çамрăк арăма, Йĕпреçе ĕçлеме янă. Галя, ун чухне Октябрьскинчи шкултан саккăрмĕш класран вĕренсе тухнăскер, аппăшĕ вырăнĕнче вăй хума тытăннă. Çуллахи кун уй-хирте тăрмашмасан выçă юласса пĕлсе нимĕнле ĕçрен те ютшăнман.

— Тăван Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче — çырма-çатраллă, тăмлă çĕр çинче — тухăçа ăнăçтарма хĕнччĕ. Кунĕн-çĕрĕн пилĕк авсан та ытлă-çитлĕ пурăнаймастăмăр. Атте çавăнпах колхозран кайма шухăшланă-и тен? Звениговăри пăрахутсем юсакан завода ĕçлеме кĕрĕшнĕ вăл. Çемьене тăрантармалăх пур пĕрех ĕçлесе илеймен-тĕр. Сăмах май, вăрçă кунĕсенче аттене ĕçтешĕсемпе çармăс вăрманне йывăç хатĕрлеме кăларса янă. Çавăн чухне вăл шăнса пăсăлнă та — сывалайман. Ăна мари çĕрĕ çинчех пытарнă. Çакăн çинчен анне çулталăк иртсен тин пĕлнĕ...

Пирĕн кил хуçалăхĕнче лаша пурччĕ, кунашкал выльăх усракансене чухăнсен шутне кĕртмен. Пур пĕрех апат енчен аран сыпăнтаркаласа пурăннă. Патшалăха налук шучĕпе 8 килограмм çу памаллаччĕ. Сĕт лексех кайман пире — турăх е уйран кăна. Çуркунне çитнĕ тĕле çĕр улми, ытти пахча çимĕç юлмастчĕ. Курăк яшки пĕçернипех çырлахнă. Çемьене çити-çитми пурнăçран епле те пулин хăтарас килетчĕ. Çавăнпа ума пĕчĕкрен тĕллев лартнă: вĕренмелле, — иртнине аса илнĕ май сăмахне çапла пуçларĕ çак кунсенче 95 тултарнă Галина Матвеевна.

Çĕршывра пуçланнă хаяр вăрçă пĕлӳ çулĕпе малалла утма чăрмав кӳнĕ. Ялти вăй питти арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă. 15-ри Гальăн ялти хĕрарăмсемпе Атăл улăхĕнче утă хатĕрлеме, хуçалăх уйĕсенчи тырра пуçтарса кĕртме тивнĕ. Сисмесĕрех 1941 çулхи хĕл çитнĕ...

— Çĕршывра тыл хутлăхĕнче тăшманран сыхланмалли чикĕсем янтăлама хушу тухнă. Ял канашне çак ĕçе явăçтарма ушкăн йĕркелемешкĕн каланă. Галина Ужаева кил тăрăх çӳресе 10 çынна /хăйĕнпе пĕрле/ аранах пухнă. Раштав пуçламăшĕнче 16 тултарнăскер аслисемпе тан тăрăшнă.

Сиплĕ компот вăрттăнлăхĕ

— 1941 çулта хĕл ир ларчĕ. Дзот, окоп, çĕр пӳрт чавма ялтан инçе мар, икĕ çухрăмра, раштавăн 2-мĕшĕнче пуçларăмăр. Çĕр тарăн шăнсах ĕлкĕрейменччĕ. Маншăн, çинçешке хĕрачашăн, пăрлă çĕре катасси çав-çавах хĕнччĕ. Малтанах ĕç хатĕрĕсем те çитместчĕç. Таçтан лум, чукмар тата ыттине кӳрсе килчĕç. Ушкăнри хĕрарăмпа Валентина Исаевăпа пĕри — лум тытса, тепри ăна чукмарпа çапса мекеçленетпĕр. Анчах лум çӳллĕ-çке, вăйпа çапма кансĕр. Ăна кĕскеттерме шухăш тытрăмăр. Чукмара пĕррех! сулатпăр та — тăпра пысăк катрамĕ уйрăлать. Еплерех савăнтăмăр ĕç майне тупнăшăн! Лум тытакан шăнса хытать тесе улшăнса ĕçлеттĕмĕр. Стройка вĕçленичченех çавнашкал меслетпе муталантăмăр. Раштавăн 19-мĕшĕ — Микула кунĕ. Анне çавăн чух çанталăк ялан сивĕ тăнине калатчĕ. Çапла пулса тухрĕ. Градусник тавраш пулман-тăр, анчах ялти ватăсем çут çанталăка сăнаса: «Паян пĕр 40 градус таранах сивĕ», — тенине ас тăватăп. Чăн та, уйăх вĕçнелле çĕр 1,5 метр тарăнăш шăннăччĕ.

Ниме пăхмасăр иртен пуçласа каçченех ĕçлеттĕмĕр. Çăм атă ăшне юр кĕрсе урана ан йĕпеттĕр тенĕрен анне аттен кивĕ хулăнрах шăлаварĕн пĕççисене унăн кунчи çумне çĕлесе панăччĕ. Сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕк тăхăнаттăм. Киле çитсен çиелти тума хывса типĕтме хураттăм, çывăх çыннăм улăштарса тăхăнма типĕ ăшă çăм атă паратчĕ. «Халех апат ан çи, малтан ăшăн», — тесе «компот» ĕçме сĕнетчĕ. Хăйне евĕр сиплĕ шĕвеке выльăх кăшманĕн, хĕрлĕ кăшман, кавăн касăкĕсем, палан, типĕтнĕ пан улми ярса вĕрететчĕ. Сахăр пулман — унсăрăнах пылак пек туйăнатчĕ. Пĕтĕм ăш-чик ăшăнсан тин апата лараттăм, — Хусан хӳтĕлев чиккин пĕр сыпăкне хăтлăлатас ĕçсене хутшăннă хĕрарăм нимĕн те манман.

Паллах, хĕллехи шартламара çĕр чавма вăй-хал сахал мар кирлĕ. Çинĕ-çимен пурăннăскерсен мехел ăçтан çиттĕр? Аксарин ялĕнчи хуçалăхра çапла йышăннă: кашни ĕçлекене куллен 1 çăкăр памалла. Ăна ялтах пĕçернĕ. Ĕçрен киле кайнă чухне çынсене валеçсе панă.

— Тĕрĕссипе, йĕрке тăрăх, пире вĕри апатпа та тивĕçтермелле пулнă. Пирĕнпе пĕрле ытти çĕртен мобилизациленисем те ĕçлетчĕç — вĕсем валли те столовăй таврашĕ йĕркелемен. Килтен çисе тухаттăмăр. Кăнтăрла валли хĕве типĕ апат чикнĕ: çăкăр чĕлли çине анне пиçнĕ кăшман е кавăн татăкĕ, сысна ăш çăвĕ хуратчĕ. Пĕр вăхăт пирĕн килте чикĕ тăвакан икĕ çамрăк арçын пурăнчĕ. Вĕсене те çавнашкал «сăйланă». Пĕри часах фронта кайрĕ. Теприн арăмĕ ывăл çуратнăччĕ те — вăхăтлăх юлма ирĕк илнĕччĕ, — калаçу тăсăлать тăнлавне кĕмĕл тĕс çапнă ватăпа.

1942 çулхи кăрлач уйăхĕн юлашки кунĕсенче асăннă стройкăна хутшăннисем хăйсене хушнă пысăк ĕçе вĕçне çитернĕ.

— Нумай нушаланнăран савăнма та пĕлмерĕмĕр. Çуркунне ейӳ вăхăтĕнче пăсăлнă вырăнсене майлаштарма ялтан 7-ĕн тухрăмăр. Хĕрарăмсемпе пĕрле — 60 çулсенчи икĕ арçын. Дзотсемпе çĕр пӳртсене шыв илнĕччĕ. Ăна витрепе ăса-ăса кăлартăмăр. Çу уйăхĕн вĕçĕнче пире Чăнкассире вырнаçнă штаба йыхравларĕç. Укçа парасса пĕлсен шутсăр хĕпĕртенĕрен алă пусрăм та — нухратне шутласа пăхма шухăш çук! Кантурти хамăр ял çынни Алексей Измайлович: «Миçе тенкĕ ĕçлесе илтĕн?» — тесе ыйтрĕ. Çухалса каймарăм — туххăмрах хурав тупрăм: «Мĕн пурри — йăлт хамăн тарпа тивĕçнĕскер».

Эвакуациленнĕ ачасене таçта çӳретес мар тесе 1942 çулта Çатракасси ялĕнче /вăл ун чухне Куславкка районне кĕнĕ, Октябрьскипе танлаштарсан Аксаринран чылай çывăхрах пулнă/ 10 класс таран вĕрентме пуçларĕç. Çапла тăххăрмĕш класа кайма май тупăнчĕ. Хӳтĕлев чикки тунă çĕрте ĕçлесе илнĕ укçа вĕреннĕшĕн тӳлеме чухах пулчĕ, — ĕмĕтне малалла тăснине палăртать Галина Матвеевна.

Тутлă çĕр улми

Пурнăç майлашăнма тытăнмалла пек, анчах вăрçă вĕçленмен. Ялта арçынсем çукки ура хунă, хĕрарăмсемпе ачасене йывăр килнĕ. Галина Ужаевăна вĕренме кайсан та звеньевой тивĕçĕнчен хăтарман. Кĕркунне, çуркунне, çулла уй-хирте тăрăшнă хĕр. Шкула хĕлле çеç çӳренĕ. Ĕç кунĕшĕн 200-300 грамм тырă панă.

— Çĕр улми курăк шăтса ĕлкĕриччен юлмарĕ. Анне ачисене мĕнпе тăрантармалла тесе пуç ватнă вăхăтра Йĕпреçре ĕçленĕ Зина киле килме тухнă. Улатăр урлă çул хывнă. Çав хулара махорка кăларакан фабрика ĕçленĕ. Аппа çав шăршлă япалана туяннă. Пасарта махоркăна пахча çимĕçпе улăштарма май килессе пĕлсен каçсерен шăллăмпа Василипе иксĕмĕр типĕтнĕ ӳсен-тăрана ваклама лараттăмăр. Чăн та, анне тăрăшнипе çĕр улми ас тивме пуçларăмăр. Пирĕн тăрăхра ун чухне Лорх сорчĕ сарăлма тытăннăччĕ. Кашни улмине çурмаран касаттăмăр: пĕр пайĕ — вăрлăха, тепри — апата. Çапла лартмалăх пухăнчĕ! Кĕркунне çĕр улми нихçанхинчен ăнăçлă тухрĕ. Мĕн тери тутлăччĕ тата! Тухăç çитес çулччен пурăнмалăх çитрĕ, — вăрçă ветеранĕн савăнăç-хĕпĕртевĕ çак таранчченех чĕрере упранса юлнă.

Ирина ИВАНОВА.


Хӗрт-сурт... кӗнчеле арлать

Хальхи вăхăтра ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Владислав Зотиковăн ĕçĕсемпе Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче паллашма пулать. Вĕсене этемлĕхĕн черчен çуррине — хĕрарăма — халалланă.

Пултарулăхне вĕрентекен асăрханă

«Пире, ачасене, асанне, кукамай лăпкаса юратса çитĕнтернĕ. Çав вăхăтра атте-анне ĕçе васканă, вĕсен ывăл-хĕрне утьăкка сиктерме вăхăт пулман. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕнтен кашниех хĕрарăм умĕнче парăмра. Вĕсем ачи-пăчине пурнăç парнелеççĕ, кирек хăш ӳсĕмре те чун ăшшине шеллемеççĕ.

Манăн анне Клавдия Сергеевна пуçламăш класри ачасене вĕрентетчĕ. Унăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Вăл пĕр-пĕр пулăма сассине хăпартмасăр темиçе хут ăнлантаратчĕ. Класĕпех тĕрлеттĕмĕр. Вăл хăй те пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçĕ тăватчĕ. Унăн тĕрри-эрешне типтерлĕ упратпăр.

Çывăх çынсем пире, ачисене, ĕçе тĕплĕ пурнăçлама хăнăхтаратчĕç. Хурамалтан Йĕпреçе куçсан музыка шкулĕнче вĕренме пуçларăм. Каярах ӳнер шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнать Владислав Алексеевич. Ырă кăмăллă, пуян тавра курăмлă хурăнташсен, вĕрентекенсен, пĕлĕшсен хушшинче пурăннăран хăйне телейлисен йышне кĕртет вăл.

«Шкулта тăмран, пластилинран кӳлепесем ăсталаттăмăр. «Çак ача пултаруллă», — тени хăлхана кĕчĕ. Çаврăнтăм та — вĕрентекенсем ман пирки калаçаççĕ иккен.

Педуниверситетри ӳнерпе графика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ вăхăтра Юрий Ксенофонтов скульптор хăйĕн мастерскойне чĕнетчĕ. Кăранташпа, кăмрăкпа ӳкернĕ унăн ĕçĕсене хавхаланса пăхаттăм. Хăйĕнпе пĕрле ĕçлеме хăнăхтаратчĕ. Кайран хамăр тĕллĕн скульптура ăсталама пуçларăмăр. Вĕрентекен конкурссене хутшăнма сĕнни асра. Çакă пултарулăха уçма май панине тӳрех ăнланайман — вăтаннă.

5-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра студентсен хушшинче конкурс йĕркелерĕмĕр. Эпĕ тăмран икĕ кӳлепе хатĕрлерĕм. «Параппанçă» скульптурăпа пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Каярах Юрий Иванович ăна йывăçран касса кăларма каларĕ. Скульптурăна Мускаври çар çыннисене халалланă куравра кăтартрĕç», — пĕрремĕш ĕçĕсем тавра каласа кăтартать скульптор. Çакă, паллах, Владислав Зотикова çанă тавăрса ĕçе кӳлĕнме хистенĕ, вăй-хăват хушнă.

Совет влаçĕ вăхăтĕнче скульпторсене ĕç çыннине сăнлама ыйтнă. Сăмахран, «Фермăра», «Çурхи кун» композицисем çакна çирĕплетеççĕ. «Аннен йăмăкĕ те пире сахал мар пăхнă. Ăна «Зоя няня» теттĕмĕр. Вăл чăх-чĕп ферминче вăй хуратчĕ», — тăсăлать калаçу.

«Кашни халăхăн пӳрт-çурта упракан хăват пур теççĕ. Чăвашсен хĕрт-сурчĕ — хитре хĕр — кĕнчеле арлать. Пурнăç çиппине кăларать. Кайран унран сурпан тĕртет», — «Хĕрт-сурт» ĕç патĕнче чарăнсан ăнлантарать арçын.

Çарамасланма вăтанмалла мар

Владислав Зотиков хăйĕн ĕçĕсенче çарамас хĕрарăма нумай кăтартнă. Вăл каланă тăрăх, кашниех хăйне май илĕртӳллĕ, хитре. Çак илеме курма-асăрхама кăна пĕлмелле.

Хăйĕн мастерскойне натурщиксене ятарласах чĕннине калать Владислав Алексеевич. Вĕсем ушкăнпа та, пĕччен те пыма пултараççĕ. В.Суриков ячĕллĕ Мускав институтĕнче скульптура факультетĕнче вĕреннĕ чухне кашни студент валли пĕрер натурщик уйăрнине палăртать вăл. Çакăншăн художниксем вĕсене ăмсаннă та.

"Мана унашкалли кирлĕ мар", — текен те пур. Кайран çарамас хĕрарăма сăнлакан скульптурăна курсан хăй вăхăтĕнче килĕшменшĕн ӳкĕнеççĕ. Уншăн вăтанмалла мар. Скульптурăри хĕрарăм илемĕ ĕмĕре юлать", — чунне уçать ăста. Ахальтен мар Евăна сăнлакан унăн ĕçĕсем куçа туртаççĕ.

Тепĕр скульптурăра ашкăнчăк çил ачи çарамас хĕрарăмăн çи-пуçне туртса илесшĕн. Авă мĕнешкел çавăрттарать.

Чун кĕввине итлемелле

"Яланах хĕвел пултăр..." юрă сăмахĕсене ас тăватăр-и? Сарă кун çĕршывĕнчи телейлĕ амăшĕпе пепкине хăйне евĕрлĕ кăтартать скульптор. Хальлĕхе ку ĕçе гипсран хатĕрленĕ. Каярах ăна бронзăран шăратса кăларĕ.

Владислав Зотиков театра çӳрени, кĕнеке вулани, халăх историйĕпе, халапĕсемпе кăсăкланни тĕрлĕ композици шухăшне уçма пулăшнине пытармасть. Евдокия Марченкăн нумай сăввине пăхмасăр вĕреннĕ вăл. Çак хĕрарăмăн шухăшне ĕненес тĕк — пепке çут тĕнчене киличчен çичĕ çул малтан ашшĕне шырама пуçлать, ăна пур енлĕ тĕрĕслет, çураличчен виçĕ çул юлсан амăшне суйлать, унăн витĕмĕпе икĕ çын юрату ытамне лекет.

"Пĕррехинче хăма çуракан вырăнтан иртсе пыраттăм. Вутта пăрахнă татăк-кĕсĕк куç тĕлне лекрĕ. Пĕрне — кĕлетке майлă курăнаканскерне — мастерскойне илсе кайрăм. Малтан хăма татăкĕ вăкăра аса илтерчĕ. Сăнаса пăхрăм та — хĕрарăм кĕлетки пулса тухрĕ", — ăнлантарать скульптор. Чăнах, çут çанталăк хăех тĕлĕнтермĕшпе тыткăнлать. Унччен Владислав Зотиков çул çинчи йывăç туратти çăткăн пулла «çаврăннине» асăрханă. Çакă йăлтах шухăш хăватне ирĕке янипе çыхăннă.

Нарспипе Сетнер юратăвне уçни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи терт-асапне кăтартни, çемье ăшшине ашшĕ-амăшĕ, пепки урлă сăнарлани... Владислав Алексеевичăн кашни ĕçĕнче — тăван халăхăн историйĕ, культури, йăли-йĕрки.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.