Çамрăксен хаçачĕ 2 (6350) № 21.01.2021

21 Янв, 2021

Чăвашсене курассишĕн экзамена кайман

 ШУПАШКАРА ТĔРЛĔ РЕГИОНТИ ЧĂВАШ АЧИСЕМ ВАЛЛИ КАНУ ЙĔРКЕЛЕКЕН «ЭТКЕР» ЭТНОКУЛЬТУРА ЛАГЕРЬНЕ ПЕНЗА ОБЛАÇĔНЧЕН КИЛНĔ ТАТЬЯНА ШТУРМИНА ТУХЬЯ ТĂХĂНСА ПĂХНĂ. ВĂЛ УН ПИРКИ ТАХÇАНАХ ĔМĔТЛЕННĔ-ÇКЕ! ХĔР КИЛЕ ÇИТСЕНЕХ ВĔТĔ ШĂРÇА ТУЯННĂ, ТУХЬЯ ХАТĔРЛЕМЕ ЛАРНĂ.

Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче чăваш йышлă пурăнать. Таньăн ялĕнче, Итĕм-Курара, пурте тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Шкулта чăваш чĕлхин урокне ирттермен, факультатив шайĕнче кăна пулнă. Ачасем пĕрмай вулавăша чупнă — унта йĕркеленĕ мероприятисенче чăваш поэчĕсен сăввисене вуланă. Ялти культура çуртĕнче концертсемпе уявсене яланах тăван чĕлхепе ертсе пыраççĕ. Татьяна кунашкал мероприятисенчен пĕртте юлман, сцена çинче юрланă. Юрăсен «минусовкине» тупас тесе дисксем туяннă, кайран интернетра шыранă. «Клубра «Асамат» ансамбль йĕркеленĕччĕ. Унта ытларах кинемейсем çÿретчĕç, çав шутра — манăн асанне те. Манăн та сцена çине тухас шухăш çуралчĕ. Кун валли ятарласа масмак хатĕрлерĕм», — аса илчĕ пике. Ку тăрăха чăваш эстрада юрăçисем питĕ сайра килеççĕ. Вĕсем çитсен вара клуба лăк тулли халăх пухăннă. Таня тăван халăх юррисене итлес тесе яланах пĕрремĕш ретре ларнă.

2014 çулта ăна Чăваш Енри лагерьте канмашкăн путевка панă. Хальччен Шупашкара пĕрре те курман Таньăшăн ку кĕтменлĕх пулнă. «Эткер» лагере вăл тепĕр çулхине те килнĕ, тĕрлĕ регионти чăваш ачисемпе туслашнă. Çавăн чухне Саратоври чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçипе Сергей Васильевпа, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕпе Валерий Клементьевпа паллашнă. Сергей Васильев маттур хĕре Шупашкара Акатуя илсе килнĕ. Часах хула çыннисемпе хăнисем Та-тьяна Штурминан пултарулăхĕпе паллашнă. 2017 çулта вăл «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнса Байкал хĕрринче ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне каймашăн сертификата тивĕçнĕ. 16 çулти Таня ун чухне Пензăри колледжра фармацевта вĕреннĕ. Пĕрремĕш курс студентки экзаменсем çитнине пăхмасăр çула тухма хатĕрленнĕ: «Манăн Байкалти, ытти регионти чăвашсем мĕнле пурăннине курас, туслă хутшăнусем йĕркелес килетчĕ. Ятарласа тĕрĕллĕ çи-пуç çĕлеттертĕм. Тĕрĕссипе, чутах колледжран кăларса ямарĕç. Сесси вăхăтĕнче тухса кайрăм-ха та. Лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулни пулăшрĕ, çул çÿреврен таврăнсанах экзаменсене тытрăм». Çавăн чухне пике çур Раççее çаврăнса çĕнĕ туссем тупнă. Саратов облаçĕнчи Вольск районĕнчи Калмантайри Василий Андюкова ăшшăн аса илет Татьяна. 70 çула пуснă хастар мучи çамрăксемпе пĕрле çул çÿреве тухнă. 40 çул культура тытăмĕнче тăрăшнăскер ватлăхра çăпата хуçма пуçланă, унăн ĕçĕсене поляксемпе нимĕçсем те курма пынă. Ваççа мучи Таньăшăн аслашшĕ пекех пулнă.

«Байкалпа Ангара юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăнта иртнĕ Акатуйра юрларăм. Калама çук хăпартлантăм. 2018 çулта та «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнма кăмăл пулчĕ, «Куракансем кăмăллакан юрăç» номинацире палăртăм. Çав çулах Санкт-Петербургра иртнĕ чăваш культурин кунĕсене хутшăнма тÿр килчĕ. Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче чăваш çамрăкĕсен форумне йĕркелеме палăртнăччĕ. Çакна пĕлсен мĕн тери савăннине сăмахпа ăнлантарма çук. Байкалта паллашнă Шупашкарти тусăмсем патне хам хăнана çÿреттĕм, хальхинче хăйсем çитрĕç. Чăваш Енрен килнĕ пысăк делегаци Çăрттанлăсене юрласа ташлаттарчĕ», — каласа кăтартрĕ 20 çулти хĕр.

Итĕм-Курари çамрăксем тăван чĕлхене питĕ хисеплеççĕ. «Тăвансем кĕрекене пуçтарăнсан тăван чĕлхе кăна янăрать. Чăннипе, колледжа вĕренме кĕрсен чăваш пулнăшăн кăшт вăтанаттăм. Ушкăнра тутар хĕрĕсем те пурччĕ, вĕсем тăван чĕлхипе мăнаçланатчĕç. «Манăн мĕншĕн вăтанмалла?» — çапла шухăшларăм та тутарсенчен тĕслĕх илтĕм. Чăваш пулнăшăн савăнмалла, мăнаçланмалла!» — çирĕппĕн палăртрĕ Татьяна Штурмина.

Ирина КОШКИНА.

 


«Атте-анне, Аксинийăпа Алекса пирĕшти пулса тăнă…»

Çакна илтсен аварире чĕрĕ юлнă 4-ри Ангелина хытă макăрнă

«Атте çул çинче асăрхануллăччĕ. Машинăра ачасем пур чухне хăвăртлăха ÿстерместчĕ, хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухмастчĕ», — куççуль витĕр аса илчĕ Анастасия Самсонова. Кăрлачăн 10-мĕшĕ уншăн хура куна çаврăннă. Куславкка районĕнче пулнă хăрушă аварире вăл ашшĕпе амăшне, икĕ йăмăкне ĕмĕрлĕхех çухатнă.

 Тăванĕсене унсăрах пытарнă

Çав кун çемье Мускав облаçĕнчи Мытищи хулине кайма тухнă. Сергейпа Наташа Семенихинсем канмалли кунсенче Удмурт Республикинче пурăнакан аслă хĕрĕ патĕнче хăнара пулнă. Ижевскра тĕпленнĕ Анастасия «Кофеин» кавер-ушкăнра юрлать. Çав кун çил- тăман алхаснă. ЧР Прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, Куславкка районĕнчи Кармăш сали патне çитсен «Шевроле» рулĕ умĕнче ларнă Сергей Семенихин машинăна итлеттереймен, грузовике кăшт лекнĕ те КАМАЗпа çапăннă. Машина вăйлах сиенленнĕ, лапчăннă. Шел те, 4 çын вилмеллех суранланнă. Хĕрачасем 7-ре тата 15 çулта пулнă. Чи кĕçĕнни асамлă майпа чĕрĕ юлнă. 4-ри хĕрачана Республикăри ача-пăча клиника больницине илсе çитернĕ.

«Пирĕн çине тĕнчере çук хуйхă йăтăнса анчĕ. Тăвăлнă чунăма лăплантармашкăн кăшкăрса макăрас килет. Вĕсем ятарласа ман пата килнĕ-çке. Ăшшăн сыв пуллашса уйрăлтăмăр. Çак тĕлпулу юлашки пулчĕ… Аннерен шанчăклăраххи çукчĕ, атте манăн хÿтĕлевçĕччĕ, Аксинийăпа Александра пурнăç тути-масине те туйма ĕлкĕреймерĕç. Пĕр çеккунтра хăр тăлăха юлтăм», — пĕлтернĕ Анастасия Самсонова социаллă сетьри страницинче. Йывăр суранланнă 4-ри Ангелина халĕ больницăра выртать. Хĕрачан пуç мимипе купташки аманнă, хулпуççи хуçăлнă. Авари хыççăн вăл ура çине тăрайман, ларайман, унччен шăкăл-шăкăл калаçнăскер пĕр сăмах та чĕнмен. Ангелина шухăшĕсемпе таçта инçетре пулнăн туйăннă. Анастасия авари пирки пĕлсенех Шупашкара килнĕ. Чăваш Ене çитсен чи малтан морга кĕнĕ. Ăна вилнĕ тăванĕсене палласа илме чĕннĕ. Вăл Ангелинăна Ижевска илсе каясшăн, ашшĕпе амăшне, 2 йăмăкне юлашки çула ăсатма ĕлкĕресшĕн пулнă. Анчах тухтăрсемпе канашласан иккĕленнĕ — Ангелинăн сывлăхĕ хавшак, унпа юнашар пулмалла.

«Коридорта тĕлли-паллисĕр уткаларăм. Мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Атте-аннене, 2 йăмăка пытарма каймаллах вĕт. Ангелинăна та больницăра пĕччен хăварас килмерĕ. Анне çак лару-тăрура мĕн тăвĕччĕ-ши тесе шухăшларăм. Вилнисене чĕртеймĕн. Манăн халĕ йăмăка ура çине тăратасси пирки шухăшламалла», — çырнă Анастасия.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче Семенихинсене юлашки çула ăсатнă. Настя унта каяйман. Вăл çав кун ниçта кайса кĕреймен. Тăванĕсемпе моргра сыв пуллашнăскерĕн чĕрĕ юлнă йăмăкне усал хыпар пĕлтерме тивнĕ. Ангелина сываличчен каламасан лайăхрах пулĕччĕ тен. Анчах хĕрача авари хыççăн каланă пĕрремĕш сăмахсем ашшĕпе амăшĕ пирки пулнă. «Килччĕр. Настя, тархасшăн, шăнкăравласа кала…» — тенĕ Ангелина вăйсăр сассипе. Аппăшĕ мĕн тумаллине пĕлмен. Вăл та вĕсене кĕтнине пĕлтерсе йăмăкне лăплантарма тăрăшнă. «Чĕре çурăлса тухатчĕ. Мĕн пулса иртнине каласа кăтартма питĕ йывăр. Ангелинăна улталаса пурăнас килмерĕ. Ăна каласа кăтартрăм. «Аттепе анне, Аксинийăпа Александра пирĕштисем пулса тăнă, вĕсене Турă суйласа илнĕ. Пирĕн вара çĕр çинче ĕç нумай. Вĕсене пĕрле пурнăçлама тивĕ», — терĕм. Ангелина хытă макăрчĕ. Психологсем каланă тă-рăх, ку лайăх. Хыпара тÿрех мĕнле пур, çапла йышăнмалла. Хама хевтесĕр çын пек туйрăм», — чун ыратăвĕ пирки каласа кăтартнă Настя.

Кашни кун — парне

Республикăри ача-пăча клиника больницинче сипленекен Ангелинăна уйрăм палатăна куçарнă. Çакă Настьăшăн кĕтменлĕх пулнă. Вăл тухтăрсем тăрăшса ĕçленине палăртнă: йăмăкĕн сывлăхне тĕплĕ тĕрĕсленĕ, ура çине тăма пулăшнă. Чăваш Ен çыннисем те вĕсене хавхалантарнă, Ангелина валли теттесем, чечек çыххисем, пылак кучченеçсем илсе килнĕ. Хĕрача телефон пирки ĕмĕтленнине пĕлтерсенех больницăна парне çитнĕ. Пĕчĕк курупкара вĕр çĕнĕ телефон пулнă. Мытищире пурăнакансем те хĕрачан сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Ангелина çÿрекен ача сачĕн ушкăнĕ ун валли парне янă. Пач палламан çынсем хавхалантарни Настьăна хуçăлса ÿкме паман.

«Эсир тĕлĕнмелле ăслă хĕр», — çыраççĕ ун патне Инстаграмра. Анчах Настя ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни пирки калать. Вăл йывăрлăхпа тĕл пулнă кашни çынах чунĕнчи хĕвел пайăркине парнелеме хатĕр. Çут тĕнчерен уйрăлнă çывăх çыннисем чĕринче упранĕç. Халĕ унăн Çĕр чăтайми хуйха пусарса Ангелинăшăн тăрăшмалла. Настя Инстаграмри страницинче унăн сывлăхĕ пирки пĕлтерсе постсем вырнаçтарать, йăмăкне сăн ÿкерет. «Йăмăку сывалмĕ — ăна ача çуртĕнче хăвар», — çырнă пĕри. Настя инкекпе усă курса çынсене хăйĕн пирки калаçтарать тесе шухăшлакансем те пур. Кун пек хуйхăран Турă сыхлатăр вĕсене.

«Мана шеллемелле мар. Мĕн пулса иртнине Инстаграмра ахальтен мар çутатма шут тытрăм. Массăллă информаци хатĕрĕсенче инкек пирки пĕлтерсенех телефон пĕр чарăнми шăнкăртатрĕ. Пĕр талăкра çĕр-çĕр çынпа калаçаттăм, пĕр ыйтусенех хуравлаттăм. Çапах кашнинпе калаçма вăхăт çит-мерĕ, çавăнпа Инстаграмри страницăра хыпарлама пуçларăм, — пĕлтернĕ Настя. — Ман пата çывăх тăванĕсене çухатнă çынсем те çыраççĕ, йывăр хуйха мĕнле чăтса ирттерни пирки каласа кăтартаççĕ».

Анастасия хăйне алăра тытма тăрăшать. Психологсем ăна лăплантаракан эмел ĕçме сĕнеççĕ. Анчах вăл вĕсен сĕнĕвĕпе усă курма васкамасть. Эмел пулса иртнине чунпа йышăнма чăрмантарать тесе шухăшлать: «Хуйхăра куççуль кăларни лайăхрах. Макăрма вăтанмалла мар. Пулăшу ыйтмалла, ăна йышăнмалла. Туссем юнашар пулсан алă усăнмĕ. Пĕрлĕхре — вăй».

«Чĕрĕ юлнă хĕрача»

Семенихинсем Мускав облаçне темиçе çул каялла пурăнма куçнă. Кил хуçи — юристра, Наташа — илем тытăмĕнче тăрăшнă, 45-ри хĕрарăм çынсене чипер курăнма пулăшнă. Иккĕмĕш хĕрĕ, 15-ри Аксиния, тарăн шухăшлавĕпе палăрнă. Виççĕмĕш хĕрĕ, Александра, пултаруллă, çивĕч ăслă пулнă. Авари хыççăн Алексăна /килтисем ăна çапла чĕннĕ/ Куславкка районĕн больницине илсе çитернĕ. Анчах тухтăрсем тем пек тăрăшсан та унăн пурнăçне çăлайман, унăн чĕри тапма чарăннă.

«Çывăх çыннăмсем виççĕмĕш ачине çуратма питĕ ĕмĕтленетчĕç. Анчах аннен хăвăртах çие юлмарĕ. Вĕсем ача кĕтнине ăнсăртран ют çынсенчен пĕлтĕм. Çакă маншăн питĕ савăнăçлă хыпар пулчĕ. Темиçе çул кĕтнĕ Александра Мытищире кун çути курчĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрлатчĕ, ташлатчĕ. «Алекса — эсĕ иккĕмĕш Настя. Ăçтан тупăнтăр?» — тетчĕ анне. Йăмăкăн ÿчĕ шуранкаччĕ, алли- ури ялан сивĕччĕ. Анне питĕ кулянатчĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан тухтăрсем лăплантарчĕç, хăрушă чир мар, юн тымарĕсем ытлашши шалта терĕç», — пĕлтернĕ Анастасия. Александра гимнастика кружокне çÿренĕ, шкулта лайăх вĕреннĕ, стюардесса пулма ĕмĕтленнĕ. «Вĕсем илемлĕ, ăслă тата вĕçме пĕлеççĕ», — тенĕ хĕрача. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланаймĕ…

Халĕ Ангелинăна «чĕрĕ юлнă хĕрача» теççĕ. Авари хыççăн вăй илнĕ, халĕ утать, юрлать. Ытларикун каçхине ăна больницăран кăларнă. /.../

Ангелинăн сиплев курсĕ вĕçленмен-ха. Хĕрачан нейрохирургпа невролог патĕнче реабилитаци тухмалла, психологпа ĕçлемелле. Вăл аппăшĕпе пĕрле Ижевскра пурăнĕ, Настя ăна опекăна илнĕ. Унăн 6-ри ывăлпа 4-ри хĕр пур. Ангелинăна вĕсемпе кичем пулмĕ. Анчах аппăшĕ ăна ăшшăн ыталасан та, лăпкасан та хĕрачана ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ çитмĕ...

Ольга КАЛИТОВА.

 


Ĕне сăвать, кукăль пĕçерет, анчах авланаймасть

 «Эрех ĕçместĕн, пирус туртмастăн, чипер, ĕçчен… Хальччен мĕншĕн авланман вара?» — Геннадий Токаревран çапла ыйтсан унăн чĕри чиксе ыратать. Вăл çынсене миçере пулнине те калама вăтанать. Ун пирки начар шухăшласран, халĕ те çемье çавăрманшăн куласран хăрать.

 Виçĕ кун пурăннă та…

49-ти Геннадий ахаль ларма юратмасть. Вăр-варлăхĕ ăна аслашшĕпе ашшĕнчен куçнă-тăр. Вĕсем çивĕч пулнă, вăйлă ĕçленĕ. Аслашшĕ 102 çулта çĕре кĕнĕ. Темĕнле хуйхă курнă пулин те Геннадий çак çĕр çинче нумай пурăнасшăн. «Манăн питĕ пурăнас килет, интерес нумай», — терĕ арçын. Вăл — çемьери 10-мĕш ача, 7 ывăлтан чи кĕçĕнни. Амăшĕ ăна 43 çулта чухне кун çути кăтартнă. Геннадий умĕнхисем — хĕрсем, çавăнпа Турăран ывăл ыйтса илнĕ, тĕпкĕч пултăр тенĕ. «Пурте çемьеленчĕç, эпĕ кăна телей кураймарăм, — шухăша путрĕ арçын. — Çамрăклах телейсĕр каччă рольне «выляма» тытăнтăм, халăха култартăм. Эпĕ артист мар, чĕрене амантнă çеç. Пĕр-пĕр хĕре килĕштеретĕп, анчах мана ăнмасть».

Пĕрремĕш юрату унăн чĕринче ĕмĕрлĕхех суран хăварнă, Зина çаплах асĕнчен тухмасть. Хĕрлĕ Чутай районĕн хĕрĕпе ăна, 23 çулти яша, Çĕнĕ çул умĕн хăнара паллаштарнă. Гена 20-ри пикене пĕрре курсах кăмăлланă. Вĕсен юратăвĕ çинчен нумайăшĕ пĕлнĕ, 3 уйăх тĕл пулнă хыççăн çамрăк-сем туй пирки калаçнă. Геннадий тăванĕсемпе хĕр çураçма кайнă, килне илсе килнĕ. «Виçĕ кун пурăннă хыççăн ялне автобуспа лартса ятăм. Кĕтетĕп, анчах вăл килмест те килмест, кулянма тытăнтăм. Тĕнчере çук намăса куртăм. Çакна чăтса ирттерме питĕ йывăр пулчĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Геннадий. Хĕрĕн амăшĕ хушша-хуппа кĕнĕ иккен, Зинăна урăх арçынна качча панă. Гена кай-ран чĕрине вут хыптарнă чиперккене ăнсăртран темиçе хут та курнă, тепринпе телей тупнă хĕрарăм айккинелле пăрăнса утнă.

Пĕрремĕш юратăвне çухатнă хыççăн каччă чунри ыратăвне пусарма тăрăшнă, ĕçре çăлăнăç шы-ранă. Шупашкарта сутуçа вĕреннĕскер пĕр вăхăт специальноçпа ĕçленĕ. Гена салтак атти тăхăнса курман. 23-ри пиччĕшĕ Володя кĕтмен-çĕртен пурнăçран уйрăлнăран ăна çара илмен. Ашшĕ — вăрçă ветеранĕ. Тĕпкĕче юлмалли ывăл пулсан та Геннадий 25 çултах тăван килĕнчен уйрăлса тухнă, Чул-хула облаçне ĕçлеме çÿренĕ. Унта ăна пиччĕшĕн арăмĕ фермăра ĕçлекен хĕрпе паллаштарнă. Га-линăн амăшĕ Генăна килĕштернĕ, «Кĕрÿ», — тесе кăна тăнă. Çамрăксем çывăхланман. Анчах тепĕрта-кран хĕр ача кĕтни палăрнă. Пепкен ашшĕ авланнă арçын-мĕн. Амăшĕ çынсенчен аван мар тесе хĕрне хырăм пăрахма ÿкĕтленĕ. Галя ăна итленĕ. Гена ăна хырăмпа та качча илме хирĕç пулман-ха, анчах çулĕсем уйрăлнă. Вĕсем вунă çултан курнăçнă. Хĕрарăм Генăна качча тухманшăн куляннине пĕлтернĕ. Амăшĕ те кайран ÿкĕннĕ-мĕн.

Пĕлĕшĕсем Геннадие хĕрсемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Ачаллă хĕрарăмпа пĕрлешме сĕнекен те пулнă, анчах арçын ăна тиркенĕ. Качча кайнă хĕрарăмпа та паллаштарнă. Лешĕн упăшки эрех ĕçкелет, ача укçине туртса илет- мĕн. Гена çемье пурнăçне кĕмелле маррине лайăх ăнланнă, пĕрле пулма килĕшмен. Унтан вăл тăлăх арăмпа хут уйăрттармасăр 5 çул пурăннă. Гена ача утьăкка сиктерме ĕмĕтленнĕ, анчах пÿртре пепке сасси илтĕнмен. «Ача çураттараймастăн», — çынсем куçран пăхсах çапла кулнă унран. Геннадий çав хĕрарăмран уйрăлмаллине ăнланнă, хăй çине тăнипе пĕчченех тăрса юлнă. Савнă çынни урăх арçынпа пĕрлешнĕ. Гена вĕсене чунран телей суннă.

«Ай-яй, Гена хăйĕнчен çамрăкрах хĕр тупнă», — пĕррехинче çавнашкал хыпар сарăлнă ялта. Вĕсене пĕлĕшĕсем Шупашкарта ăнсăртран курнă. «Çапла, çамрăкчĕ, эрех ĕçместчĕ. «Машина туян», — терĕ мана. Шикленсе ÿкрĕм. Манăн машина илме укçа çук. Çур миллион ăçтан тупас? Хăш банк ун чухлĕ кредит парать мана? Унпа пулассишĕн çине тăмарăм. Кайран ăна чарăнура урăххипе куртăм, халь качча кайнă та пуль вăл», — малалла каласа кăтартрĕ хусах. Ун чухне Генăн хулара пÿлĕм пулнă. Заводра ĕçленĕскер ăна сутса Элĕк районĕнчи Тури Вылăра çурт туяннă, сарай, мунча хăпартнă.

«Халĕ пĕччен те пурăнаятăп пуль», — çапла каларĕ пуçне уснă арçын. Пĕлтĕр 30 çултан иртнĕ Наташăна тĕл пулса унран уйрăлнă хыççăн çапла шухăшлама тытăннă вăл. Ачаллă хĕрарăмпа телей курма ĕмĕтленнĕ арçын. Наташа ăна икĕ тĕпренчĕк парнелеме, ялта пурăнма шантарсан пушшех те хăпартланнă. Пирус туртаканскер сиенлĕ йăлана пăрахăçлассине те пĕлтернĕ. Анчах малтан банкран 100 пин тенкĕ кредит илсе пама ыйтнă: «Ача çуратсан патшалăх 600 пин тенкĕ парĕ. 100 пин илсе пар, мĕн хытатăн?» Гена укçа памасан Наташăна çухатасран хăранă. Кредит тем пек илес килмесен те банка утнă вăл. Унăн тĕллевĕсем пысăк пулнă: вăл шапаша çÿрĕ, арăмĕ килти хуçалăха тытса пырĕ. Наташа ăна тирпейлĕ пулнипе, апат тутлă пĕçернипе тыткăнланă. Анчах савни шăнман пăр çине лартса хăварасса усал тĕлĕкре те тĕлленмен. Улталаса тухса кайнă кăна мар, килти укçине та вăрланă. Халĕ Генăн банк умĕнчи кивçене парса татмалла.

Сарай тулли кайăк-кĕшĕк

Гена ĕне сума, кукăль пĕçерме пĕлет. Выльăх-чĕрлĕхе, кайăк- кĕшĕке вилсе каясла юратать. «Çамрăк чухне мана «Утятин» теме пуçларĕç», — шÿтлеме пăхрĕ арçын. Чăх-чĕп ĕрчетес енĕпе ăнать ăна — алли çăмăл. Элĕк районĕнче çурт туянсан вăл пысăк хуçалăх йĕркеленĕ: икĕ сарай кайăк-кĕшĕк /75 чăх, 100-е яхăн хур-кăвакал/ усрама тытăннă. Вĕсене хăех пусса тирпейлесе сутать. Çăмарта илме ялтисем кăна мар, хуларан та пыраççĕ. Кунсăр пуçне сысна, пăру пур. Икĕ ĕнине кĕркунне сутнă.

Çĕнĕ çул умĕн ун патне кĕтмен çĕртен Шупашкарти агрегат заводĕнчен шăнкăравланă, ĕçе вырнаçма чĕннĕ. «Мансăр пуçне ĕçлекен çук-шим? Çамрăксен ма каяс мар? Ĕç сĕнсен чун хурланнипе куççуль те тухрĕ. Чăххи- чĕппине, йытти-кушаккине пăрахса мĕнле каяс? Ĕç сĕнчĕç тĕк хирĕçлеме юрамасть тесе шухăшларăм. Ун пек çĕре пули-пулми çынна илмеççĕ. Ĕçĕ шанчăклă, автомашинăн саппас пайĕсемпе ĕçлĕп. Шалу аван тÿлеççĕ. Мана, эрех ĕçмен çынна, çитет. Стаж та пырать. Манăн биографи таса, судпа айăпланман, тÿрех йышăнчĕç. Ялти кинемейсем мана хулана ярасшăн пулмарĕç. Эпĕ ĕçкĕç хĕрарăм тупасран хăраççĕ», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Геннадий. Пысăк хуçалăха пăрахса хăварма йывăр пулнă. Пĕр хĕрарăм кайăк- кĕшĕке пăхса тăма килĕшнĕ, халĕ канмалли кунсенче Геннадий яла васкать.

Вăл çĕнĕ пурнăç пуçланă темелле. Хулара пÿлĕм тара тытать. Генăн тăван ялĕнчи, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпайри, пÿрчĕ те пуш-пушах ларать. Малтан вăл унта пиччĕшĕпе Петьăпа пурăннă. Пĕртăвансем килĕштереймен: «Петя çамрăклах эрех ĕçме вĕренчĕ. Эпĕ вара сăра та тутанса курман, йĕркеллĕ пурăнма тăрăшнă. Пичче тирпейсĕрччĕ тата, чăтайманнипе килтен тухса кайрăм. Петя вилнĕ хыççăн çуртра никам та пурăнмасть».

Хăйĕн ÿсĕмĕнчен çамрăкрах курăнакан Гена Токарев яш чухне Индие питĕ килĕштернĕ, çак çĕршыв-ра ÿкернĕ фильмсене курма кăмăлланă. «Танцуй, танцуй», «Клятва на верность» фильмсенчи ташăсене вĕреннĕ. Шупашкара ятарласа çÿренĕ вăл, хулари культура çурчĕсенче Инди ташшисене ташлакан ансамблĕн концерчĕсем иртнĕ. Гена хăй сцена çине икĕ хут тухса ташланă. Ăна ансамбль гастроле пĕрле пыма йыхравланă.

Хăех урай çăвать

Юратура ăнмасан чун киленĕçĕпе те пулин йăпанма тăрăшать вăл. Геннадишĕн чи пĕлтерĕшли — çемье. Унăн шухăшĕпе, çемье çавăрман çын телейлĕ пулаймасть: «Хама çынсенчен чухăн пек туятăп. Ухмах мар, алă-ура вырăнта пулин те питĕ телейсĕр-çке эпĕ. Пĕрле пурăнмалли хĕрарăм тупаймарăм… Çемьеллĕ çынсене курсан чĕре ыратать. «Хăв çине тăмарăн, телей кайăкне алăран вĕçертрĕн», — çапла калать мана хăшĕ-пĕри. Юратнă арăм, хĕр пĕрчи пулсанччĕ…. «Çамрăклах авланнă пулсан ывăл çураттараяттăнччĕ, халĕ вара, ахăртнех, хĕр пулать», — терĕç тухтăрсем. Эпĕ куншăн кулянмастăп, савăнатăп çеç. Телейлĕ пулма машина кирлĕ мар вĕт. Тимĕр татки кăна вăл, ăна çÿпĕ вырăнне те хумастăп».

Çын тирпейлĕ пулни пĕрре курсах паллă. Гена — шăпах çавнашкал арçын. 16 çулта хăй тĕллĕн апат пĕçерме пуçланăскер таса çÿреме хăнăхнă, шап-шурă простынь çинче кăна çывăрать, виçĕ кунра пĕрре урай çăвать. Çĕнĕ çула вăл пĕчченех кĕтсе илнĕ. Çапах кам та пулин хăнана килессе шаннă: икерчĕ, кукăль пĕçернĕ, салат хатĕрленĕ, кăвакал пăшăхланă, лавккаран печени-пĕремĕк, торт, пельмень туяннă. Уяв сĕтелĕ çинчи апата хăй çисе ярайманран выльăх-чĕрлĕхе пама тивнĕ.

Ирина КОШКИНА.

 


Вăкăр пекех ĕçчен, çирĕп чунлă…

Вăйлă ĕçлекен çынна чăвашсем вăкăрпа танлаштараççĕ. Вырăссемшĕн вара çирĕп сывлăхлă çын вăкăр пек. Апла-и, капла-и — ку чĕр чун ырă енĕпе çеç палăрать. Ĕлĕкех унра пĕтĕм çемье шанăçĕ пулнă: вăкăр тытакансем выçă ларман. Ну, мухтасан çеç интереслĕ мар-çке. «Вăкăр пек пăхать» теççĕ куç айĕн сăнанине. Вăкăр вăйлă ĕçлет çеç мар, кирлĕ пулсан хăйне хÿтĕлеме те пултарать.

 Хĕвел тухăç гороскопне пăхас тăк, мĕнлерех çынсем-ха вĕсем — Вăкăр çулĕнче çуралнисем? Çемьешĕн тĕрек пулма пĕлеççĕ, чунпа çирĕп, çут çанталăкпа тачă çыхăнура, ял хуçалăхне кăмăллаççĕ, мĕн ачаранпа хăйсен тата çывăх çыннисен ытлă-çитлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшаççĕ. Вăкăр-сем искусствăпа та кăсăкланаççĕ. Çавăнпа паян сцена ăстисене, Вăкăрсене, тишкерер. Çак чĕр чун вĕсен пурнăçне мĕнлерех витĕм кÿнĕ-ши?

«Гороскопа ĕненетĕп, — терĕ тÿрех Александр Васильев юрăç. — Вăкăр йывăрлăха пăхмасăр ма-лаллах талпăнать. Чее, хивре чĕр чун мар. Манра та унăн паллисем пур. Ума лартнă тĕллеве яланах пурнăçлама тăрăшатăп, малаллах талпăнатăп. Çĕнĕ çула вăкăр пек вирхĕнсе кĕрсе иртнĕ çулхи тасамарлăха, чир-чĕре силлесе пăрахса тин çунă шап-шурă юр çине ырăлăх, тасалăх сапалас килет. 2021 çултан тăнăç пурнăç кĕтетĕп!» Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, Вăкăрсем çут çанталăка юратаççĕ. Тен, çавăнпа пулĕ, Виктор Петров кулăш ăсти калашле, Александр Васильевăн репертуарĕнче чечексене халалланă юрă нумай: «Тюльпансем», «Кăвак чечек», «Хĕрлĕ чечексем», «Лантăшсем», «Чечек татрăм та».

Кулăшпа сатира театрĕн артисчĕ Леонид Петров 2021 çула кĕтнĕ май тăпăртатса çеç тăратчĕ. «Çитес çул манăн çул… Çавăнпа та ăна кĕтетĕп», — ăнлантарнăччĕ вăл ун чухне. Çанă тавăрса ĕçлесен çĕнĕ çул ăнăçлă пуласса шанать вăл. Леонидăн малашнехи планĕсем яланах пысăк. «Вăкăр каялла чакмасть, ку ен манра та пур», — терĕ артист. Сăмах май, ĕлĕк, лашасене вăрçа ăсатнăран, вăкăр кÿлсе ака-суха ĕçне пурнăçланă. Кун пек ÿкерчĕке Леонид Петров паянхи ялта та курнă иккен. Çакна пĕрре тĕлĕнсе сăнанă вăл, тепре пăшăрханса…

« Ç а м р ă к ч у х н е г о р о с к о п а ĕненсех кайман эпĕ, — пытармарĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Надежда Кузьмина. — Çулсем иртнĕ май ĕненес килет. Интернета кĕрсе çакăн пирки ытларах вулама тытăнтăм. Хĕвел тухăç гороскопĕнче Вăкăра сăнласа кăтартнинчен нумайăшĕ тĕрĕс. Çак чĕр чун çулĕнче çуралнăран хама унпа танлаштарма пултаратăп. Хăш чухне Вăкăр пекех хăвăрт тарăхма, çил-тăман «кăларма» пултаратăп. Анчах ку нумая пымасть, часах лăпланатăп». Надежда 2021 çултан ырлăх тата сывлăх кĕтет. Хăйĕн шухăш- ĕмĕчĕ пурнăçланасса та шанать. «Хамăн юратнă çемьепе, тăвансемпе яланах пĕрле туслăх хумĕ çинче пуласчĕ, пĕр-пĕрне пулăшса ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнасчĕ. Хаклă вулакансене те, паллах, Вăкăр пекех хăватлă пулма сунатăп», — терĕ артистка ăшă кăмăллăн.

Евгений Николаев юрăçăн гороскоп пирки шухăшлама вăхăт çук. Темиçе ĕçре вăй хума май тупаканскер хăш кун çуралнине асра тытнипех çырлахать. Вăкăр çулĕнче çуралнине пĕлтерни уншăн çĕнĕлĕх пулчĕ ахăртнех. Çапах унра Вăкăр паллисем пурри куçкĕрет — ĕçченлĕхĕ хăех пĕтĕмпех калать. Чун савнине тупас шанчăка çухатман Евгений Николаевăн кăçал тĕллевĕ çирĕп — хăть мĕнле пулсан та авланасшăн вăл. Тен, Евгений Кузнецовăн «Авланас килет» юррине кивçен илсе юрласан ĕмĕчĕ пурнăçланĕ?..

Малашлăхран, паллах, ыррине çеç кĕтес килет. Алексей Кузнецов та çавнах палăртрĕ. «2021 çул маншăн чи телейли, чи чапли, чи пуянни пулĕ. Манăн вăй-хал кунсерен çирĕпленсе пырĕ, пуянлăх хушăнĕ, чун юратупа киленĕ», — юмăç пекех палăртса хучĕ юрăç. Мĕншĕн çапла пулмаллине те ăнлантарчĕ: вăл Вăкăр çулĕнче çуралнă!

Вăкăр çулĕнче çуралнă çăлтăрсемпе Лариса ПЕТРОВА кăсăкланнă.

 


Йытăран хăрама пуçларăм

Ольга КАЛИТОВА, 2009 çултанпа «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ:

— Кукаçипе кукамай патне хăнана тăтăш çÿреттĕмĕр. Аттепе анне сĕтел хушшине вырнаçса пирĕнтен вăрттăн «Çамрăксен хаçатне» вулатчĕç. 91-ри кукамай халĕ те «ÇХ» çырăнать.

Ачалăхри самантсем пуласлăха витĕм кÿреççех. Асатте Элĕк районĕнчи Тавăтри почта уйрăмĕнче ĕçлетчĕ. Сумка тулли хаçат-журнал йăтса çÿретчĕ. Вĕсенчен типографи сăррин шăрши кĕретчĕ. Хĕр пĕвне кĕрсен редакцие кĕске заметкăсем вĕçтерме пуçларăм. Вĕсенчен ытларахăшĕ çут çанталăк темипе çыхăннăччĕ.

«Журналистика — вăл романтика», — тетчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентекенĕ Анатолий Абрамов. Вăл пурнăç та. Журналист вулакансем асăрхаманнине сăнлать. Пĕрремĕш курсра чухне çак кăларăмра ĕçлеме ĕмĕтлентĕм. 3 çултан шухăшăм кĕтмен çĕртен пурнăçа кĕчĕ. Редакцие статья хăварма çитрĕм те Людмила Александрова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Якимова/: «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлес килет-и?» — тесе ыйтрĕ. 10 минутран пурнăçри пĕрремĕш собеседовани витĕр тухрăм та ĕçе илмешкĕн заявлени çыртăм.

Чуна пырса тивекен пулăмсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Элĕк районĕнче пушарта вилнĕ йĕкĕреш ача амăшĕпе тĕл пултăм. 5-рискерсем çулăмран хăраса сĕтел айне пытаннă, пĕр-пĕрне ыталанă. Пысăк хуйхă чăтса ирттернĕ хĕрарăмпа калаçу пуçармашкăн кирлĕ сăмахсем шырарăм, хытă пăлхантăм. Вырăна çитсен шалтах тĕлĕнтĕм. Тĕпренчĕкĕсене çухатнă амăшĕ кулянни палăрмарĕ. Пушар сăлтав-не тĕпчетчĕç, анчах кÿршисем эрех-сăрана тиркемен кил хуçисене айăпларĕç. Инкекре çăлăнайман ачасене хĕрхенсе хурлантăм. Çĕрпÿри хĕрарăмсен юсанмалли колонийĕнче курни-илтни те чуна пăл-хатрĕ. Сцена çинче сăвă вулакан хĕрарăм упăшкине çĕçĕпе чиксе вĕлернине, ÿтне çунтарса яма хăт-ланнине ĕненес килмерĕ. Шупашкар хĕрĕ, наркотик салатнăскер, хаваспах интервью пачĕ. Ăна ирĕкрен 7 çуллăха хăтарнă. Килĕнче — 2 ача. Вĕсене ватă кукамăшĕпе упăшки пăхаççĕ. Мария мăшăрĕ ăна кĕтсе илейĕ-ши тесе кулянчĕ.

2019 çулта Çĕрпÿ районĕнче йытăсем хĕрарăма тулласа вĕлернĕччĕ. Амăшне çухатнă ывăлĕ редак-цие килсе чунне уçрĕ. Çавăн хыççăн йытăсенчен шикленме пуçларăм. Йытă хамлатнине илтсенех чĕре хыттăн тапма пуçлать. Халĕ эпĕ кирек ăçта çитсен те вĕсенчен хăратăп. Иртнĕ эрнере Шупашкарта пурăнакан Михаил Васильев пирки çыртăм. «Магнит çыннăн» хваттерĕнче пăру пысăкăш йытă пурăнать. Диван çине лартăм çеç — Дин шăлне хăйраса сиксе пычĕ. Ыйтусем самантрах пуçран вĕçсе тухрĕç, чĕлхе çыхланчĕ, хускалма шиклентĕм. Михаил Васильевич патĕнчен тухсан тин лăплантăм.

Хăш чухне кăсăклă статья хатĕрлеме вун-вун шăнкăрав тумалла. Тĕнчипе саланнă ентешĕмĕрсене те тупма тивет. Çулла Чăваш Енĕн тĕп хулине «Шупашкар» карап çитрĕ. Унта музей уçма хатĕрленеççĕ. Çак карап çинче службăра тăнă Вăрнар каччипе Валдис Владимировпа телефонпа çур çĕрччен калаçрăм.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.